Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Кулăшла калавсемВĕлле хурчĕ — ылтăн хуртТĕрлĕ тĕрĕллĕ тĕнчемАвăн уйăхĕСăвăсемпе поэмăсемÇут пайăркаВăрман ачисем

Йăмра çинчи утрав


Настя пире хăй çын пурăнман утрав çинче пулса курни çинчен каласа кăтартрĕ. Манăн та унта кайса курас килчĕ. Нумай шутласа тăмарăм, кăшт-кашт çырткаламалли пуçтартăм, сивĕ пуласран хăраса ăшă кофта чикрĕм, васкаса çула тухрăм. Утсан-утсан ывăнтăм, йăмра сулхăнне канма выртрăм. Çӳлелле пăхрăм та, йывăç тăрринче темĕнле шăналăк курăнса кайрĕ. Йăпăр-япăр сиксе тăтăм та йывăç çине улăхма пӳçларăм. Улăхса çитсен тĕлĕнсех кайрăм. Нимĕнле шăналăк та мар, йывăç çинче вырнаçнă утрав иккен ку!

— Тинех манăн та ĕмĕтĕм пурнăçланчĕ, эпĕ те ыран туссене хам тĕлĕнмелле утрав çинче пулнине каласа кăтартатăп, — хĕпĕртесех кайрăм эпĕ.

Савăннипе ташлас тенĕччĕ, виçĕ куçлă тата виçĕ ураллă чĕр чунсем мана хупăрласа илчĕç:

— Пирĕн утрав çине усал çынсен кĕме юрамасть. Каласа пар-ха пире хăвăн çинчен, мĕнле вĕренетĕн, мĕнле ырă ĕç турăн?

— Тăрăшса вĕренетĕп, чĕр чунсене кӳрентерместĕп, килти кушака юрататăп, йытта яланах апат çитеретĕп. Хĕлле кайăксене сырăш çине апат хурса паратăп. Пахчари чечексене çумăр çуман чухне яланах шăваратăп. Атте-аннене пулăшатăп, — терĕм.

— Апла пулсан кĕме пултаратăн, анчах та кунта хăвна йĕркеллĕ тыт, — терĕç те вĕсем таçта кайса çухалчĕç.

Малалла

Тусем тата эпĕ


Тăнлав çине юр çурĕ питĕ час!

Ватăлăхран ниçта тарса каяймăн.

Ман ĕмĕтсем ачалăх пек васкаç,

Ман пурнăç çулĕ час иртет, чараймăн.

 

Шанаттăм: ту тăрне çитме инçе,

Кашни тăва асатте пек кураттăм.

Ту тăррине çӳререм эп миçе!

Хам халĕ ватă ту пек куранатăп.

Низами мавзолейĕ умĕнче


Кунта ĕмĕрсем ыр ятпа пурăнаççĕ.

Аваллăх упрать мĕн пулса иртнине.

Кунта юрăçсем ача евĕр туяççĕ,

Кунта Низами пехиллет вĕсене.

 

Кунта ĕмĕтсем тӳпене çĕкленеççĕ,

Çут çăлтăр пулса çутатаç çынсене.

Кунта сăмахсем кайăк евĕр вĕçеççĕ,

Çунат та хушаççĕ çыравçăсене.

 

Чĕрем кайăк пек халь тапать питĕ хăвăрт,

Аваллăх кунта яланах хăнара.

Кунта кам пулман — килсе курăр та хăвăр

Аваллăхпала туслă пулăр вара.

«Ак мунча та çак мунча...»


Ак мунча та çак мунча,

Кун пекки патшан та çук!

Ĕмĕтленнĕ-ши хăнча

Эп çакна тĕлленнĕ чух.

 

Пĕр енче вут каптăрми,

Тепринче — шывсен пăрми.

Кăшти-кашти пăрсанах

Пурте хатĕр вĕт сана!

 

Çапăнма та шикленӳ

Шутсăрах тирпейлĕрен.

Иленӳ те киленӳ

Тупрăмăр Йĕлмелĕре!

 

1999, пуш, 25.

Лидипе Микула Шăнкăрчсен

газ кĕртнĕ мунчи, Çарăмсан.

«Куратап тутлă тĕлĕксем...»


Куратап тутлă тĕлĕксем,

Çурхи каçсем çинчен.

Савниçĕм, тавçăрсам, сиссем, —

Эп юнашар, ирччен...

 

Хăватлă туйăм ман ăша

Ачашшăн кăтăклать.

Пĕлесшĕн ырă шухăша,

Усаллине — кăклать...

 

Çав тĕлĕксем пек, яланах

Айван та эп, таса.

Куратăп чĕррĕн пек сана,

Илетĕн-ши аса?

 

Савниçĕм, хыт чупту мана,

Часрах! Тăраниччен!

Татах тĕл пултăм эп сăнна,

Телейлĕ эп ирччен...

Çын пурăнман утрав çинче


Робинзон Крузо çинчен кĕнеке вуласа тухнă хыççăн манăн та çын пурăнман утрав çине кайса курас килчĕ. Шутланă — тунă. Пĕччен кайма хăрарăм, Амура пĕрле илсе каяс терĕм. Пирĕн йытă Амур ятлă. Вăл питех те ăслă йытă, çынна çыртмасть, анчах та ют çынна киле кĕртмест. Хампа пĕрле сумка, палатка тата икĕ кунлăх апат-çимĕç илес терĕм. Географи картти çинче тинĕс варринче вырнаçнă пĕр пĕчĕк утрав шыраса тупрăм та Амурпа пĕрле çула тухрăмăр. Нумаях та утмарăмăр, кушак сасси илтĕнсе кайрĕ: «Мяу-мяу!» — тени манăн сумкăран илтĕнет. Пăхрăмăр та сумкăра кушак лара парать, пирĕн килти кушак. Суслик сумкăран сиксе тухрĕ.

— Эсĕ кунта мĕн тума кĕрсе ларнă?

— Ĕнер эсир Амурпа калаçнине илтрĕм те манăн та сирĕнпе пĕрле пырас килчĕ, вăрттăн эсир сисиччен сумкăна кĕрсе лартăм.

— Юрать эппин, виççĕн кайăпăр, — терĕм эпĕ.

Утсан-утсан вырăна çитрĕмĕр. Юхса пыракан йăмра пĕрени çине ларса тинĕс варринчи утрав тĕлне чарăнтăмăр. Сумкăри палаткăна вырнаçтарса лартрăмăр. Апат пĕçерме шутларăмăр.

Пĕлĕтре пысăк кӳлĕ курăнать.

— Суслик, кайса пулă тытса кил-ха. Кӳлĕри пулă тинĕс пуллинчен тутлăрах пулаканччĕ.

Малалла

Ыраш пĕрчи


Эп ывçăма ыраш пĕрчи илетĕп,

Савса пăхатăп пĕчĕкçеç тĕшше.

Шухăшăмпа, ĕмĕтĕмпе кĕретĕп

Эп ун асамлă, куç витми ăшне.

 

Çак пĕрчĕре — хăватлă çĕр сĕткенĕ,

Хĕвел ăшши те ырă çумăрсем

Колхозник вăйĕпе пĕр тĕвеленнĕ

Вĕри ĕçре сипетлĕн хĕртĕнсе.

 

Унта пайтах этем ăсне те хунă, —

Пайтах имленĕ юнпа тар ăна.

Ахальтен мар ырашăн ылтăн хумĕ

Мăнаçлăн та сулмаклăн ярăнать.

 

Ан тив, тата хăватлăрах хумхантăр

Колхоз уй-хирĕнчи çăра тырпул.

Кашни пĕрчех пире хастар вăй патăр,

Тăшман çамкишĕн пуля пултăр вăл!

Çĕнтерӳ аки


Тарăн юр айĕнчен тухакан нӳрĕ çĕр

Тутă вăрлăх ыйтать кĕвĕçсе.

Аслă çĕр ырă вăрлăхпала пĕтĕçтĕр,

Пире кӳтĕр паха çимĕçсем.

 

Яри уçăлнă уй хапхинчен хирелле

Трактор тухрĕ. Ак ун умĕнчен,

Çĕрлехи тĕлĕк пек, шур тĕтре сирĕлет,

Çĕнĕлле çуралать çут тĕнче.

 

Çак палланă машина çине çулсерен

Тухаканччĕ ларса каччă-тус.

Анчах халь саламлатăп эп çамрăк хĕре, —

Пике-хĕрĕм, пуçна эс ан ус!

 

Паттăр йĕкĕт, пĕлетĕн, халь урăх çĕрте,

Вут-кăварлă хĕрӳ акара.

Халь вăл çулăм акать, тăшмана вăл хĕртет,

Унăн ĕçĕ унта пахарах.

 

Çавăнпа та, хире тракторпа тухнă хĕр,

Сан ĕçӳ те халь пултăр хĕрӳ!

Вăрлăхпа та юнпа акăнан аслă çĕр

Çитĕнтертĕр часрах Çĕнтерӳ!

«Ан ман мана...»


Ан ман мана.

Кунсем сивĕ чухне

Çил хумĕпе килсем ман патăма.

Чухлатăп чунăмпа эс çумрине,

Вут евĕр пĕçертетĕн ăшăма.

 

Ан мана мана.

Çĕрсем вăрăм чухне.

Сасартăк вăранатăп ыйхăран.

Эс аякра калас сăмахсене

Итлетĕп, пĕр-пĕрне юратнăран.

 

Ан ман мана.

Килсессен çутă ир.

Хĕвел ăшшипеле эс ачашла куçа.

Калаççĕ: юрату вăл — тунсăх, чир, —

Эс çук чухне пит йывăр яш пуçа.

«Тус тумашкăн хăрамарăм...»


Тус тумашкăн хăрамарăм,

Чунăма хушса суйларăм,

Хамăр касри сар хĕре.

Тĕлĕкре те шухăшларăм,

Антăхса кайса куçларăм,

Лăш! сурмарĕ яш чĕре.

 

Вăтанса, савса шӳтлерĕм,

«Юратап» теме пĕлмерĕм

Чун суйланă пикене.

Туй пуличченех çӳрерĕм,

Йăлăнтарчĕ — ӳкетлерĕм

Мăшăр пулма кĕркунне.

 

Ĕмĕте кĕç пурнăçларăм,

Савни пулчĕ-тăчĕ арăм.

Тавтапуç ылтăн кĕре!

Ахаль мар ăна юратрăм,

Çĕнĕ çăвăсем çуратрăм,

Чăн-чăн юрату — пĕрре!

■ Страницăсем: 1... 188 189 190 191 192 193 194 195 196 ... 796

Шухăшсем