Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
 «Пурнăçра тĕрлĕрен кĕнчеле» тенĕ пекех, çĕр çинче хĕр-хĕрарăм тени те тĕрлĕрен. Пĕрисем (тен эсир те асăрханă çакна) çамрăклăх хăçан та пулсан иртессе, илемлĕх çухаласса, арçынсене пуçне çухаттаракан вăрттăнлăх «кивелессе» аван ăнланаççĕ. Кун пеккисем хĕр-тантăшсем качча тухнине (юратса е çук — пурпĕрех), ача кӳми тĕртсе утнине ăмсанса пăхаççĕ, хăйсем никама кирлĕ маррине кура, питĕ усалланса каяççĕ, мĕнле майпа та пулсан пĕр-пĕр арçынна алла çавăрса илме тăрăшаççĕ.
Теприсем вара пурнăç хăналăх пулнине, пурнăçра илемлĕх кăна мар, çав илем тенине упрама пĕлни хаклăрах пулнине, кунĕн-çĕрĕн телевизор умĕнчи диван çинчен çĕкленме пĕлмен е ӳсĕр-какăр арçынран хăвăртрах хăтăлмаллине ăнланаççĕ. Пĕр хĕр-тантăшĕ упăшкинчен уйрăлать, тепри... «10 çул ытларах çамрăкрах курăнаççĕ вĕсем халĕ, эпĕ çеç, ухмахскер, упăшкан шăршлă нускине çуса, çав ăнманăскере апат пĕçерсе çитерсе пурăнатăп...». Ăнлантăр пулĕ, кун пеккисем мăшăр тупма мар, упăшкисенчен уйрăлма, çемьене аркатма васкаççĕ.
Ульяна, пысăках мар хулара пурăнаканскер, тĕлĕнмелле пулин те, пĕрремĕшсен шутне кĕрет. 22 çула çитрĕ те, епле-ха урăхла шухăшлăн? Подъезд умĕнче ларакан, хăйсене пуриншĕн те яваплă туякан кинемисем, ав, «Николай хĕрĕ ватта юлать пулĕ ĕнтĕ...» тесе шĕкĕлчеме пуçларĕç. Ашшĕ те, хăйсен заводĕнче çуршар çул ĕç укçи илейменскер, амăшне: «Сан ухмах хĕрне качча илекен те çук. Пирĕн шутпа пурăнать, хăçан укçа ĕçлесе илме тытăнать?» — тесе тустарсах тăрать. Хĕрне капла куçранах калаймасть те, шур куçĕсемпе шăтарасла пăхса илет-илетех. Мĕнех, тĕрĕслĕхĕ çук мар çав. Шупашкарти пĕр училищĕре çĕвĕçе вĕреннĕ вăхăтра, ухмахрах чух, сиксе тухмалла пулнă та качча ыттисем пек, тен, çиен апачĕ те пыра ларман пулĕччĕ. Кахал теме çук-ха Ульăна, — çĕвĕçе вырнаçасси пулмарĕ пулин те, вокзалта сигарет-шăккăлат таврашне сутса пăхрĕ. Анчах çулĕпе хĕртен чылай аслăрах сутуçăсем хăйсен йышне илесшĕн пулмарĕç ăна. Вăрттăн, вĕсене курăнмасăр та суткаласа пăхрĕ те, лешсем милиционерсене тĕллеттерсе янă хĕр сутакан вырăна — вăт сана конкуренци!
Малалла
 Мухтаса çырмастăп, калаçмастăп,
Тĕрĕслĕх — мухтав, пĕр çавă çеç.
Мухтанма çăлтавĕ пур, тунмастăп, —
Çунат сарчĕ Тăхăрьял — Чĕкеç.
Йăх тымарĕ вăйлă çав, мĕн калăн,
Çитмĕ вăй тăшманăн кăклама.
— Тăхăрьялшăн эрнере çич калăм, —
Çылах мар пуль çапла калама.
Тăхăрьялта вун тăхăр çыравçă, —
Çунат сарнă Чĕкеç чĕпписем.
Вĕсенчен кам пулнă-ши хăравçă?
Хайлавĕсем — чĕреп йĕпписем.
Куç умне тухса тăрать пĕр сăвăç
Вун тăххăртан пĕри, вăл — Урташ.
Сăвăçсенчен сăвăç, чăн-чăн сăвăс,
Чăвашлăхшăн — ăру-хурăнташ.
Раккассийен «йĕрĕнчĕк шывçийĕ»
Тăрă мар шыврах путланчĕ пуль.
Хулăнах мар вил тăприн çĕр сийĕ
Паян кун çăтать вĕри куççуль.
Пытармасть поэт, вăл «ӳснĕ шухă»,
Тĕрĕслĕхшĕн çуннă «ачаран».
Çав-çавах тытман вăл «ирсĕр шухăш»,
Вăрламан нихçан та «арчаран».
Совеçне, чысне сутман нихçан вăл
«Юнĕçен тăшманăн тылĕнче».
Шеллемен пĕрре те вăрçă-тăвăл,
Малалла
 Анатолий Юмана
Пуянлансах пырать Чăвашкасси,
Пуянлăхĕ — ĕçчен чăваш этемĕ.
Ял шавĕнче пурах Юман сасси,
Юхать кунта вăл çырнă сăвă-çемĕ.
«Телей сăпки» паян та янăрать,
Хĕрӳллĕн калаçать-ха «Чĕмпĕр чулĕ».
«Йăмра» — çĕн юрă, уççăн янăрать,
«Тăван ялта» поэма асра юлĕ.
Туятăн: тĕрекленнĕ «Çунатсем», —
Чăваш ачи вăл — кăйкăрсен тăванĕ.
Шăтаççĕ те ӳсеççĕ çĕн ятсем,
Калатăн эсĕ вĕсене: «Аван-и!..»
Чĕнет сенкер малашлăх... «Кăвак йĕр»
Юлать хыçа — каç шуçăмĕн шерпечĕ.
Ĕçтеш! Сана сунмастăп ватлăх-кĕр,
Чунпа юл çамрăк эс, чăваш поэчĕ!
Çут çăлтăрсем çнçеççĕ тӳпере,
Кам çăлтăрĕ — куракансем пĕлеççĕ.
Çак сăлтавпах уяв кĕрекере, —
Тĕрлĕ çĕртен, ав, саламсем килеççĕ.
Пĕри çырать: «Юман пичче, салам!
Тавах Турра, сан пек çынсем пурришĕн...»
Эп, юлташу, сана мĕскер калам?
Ĕçлес те пурăнас килет ырришĕн.
Малалла
Килсе çитрĕç сив кунсем,
Кĕркунне-ши çывхарать?
Илтенмеççĕ юрăсем,
Канă вĕçсе кайăксем.
Ак йăмра та саралать,
Пĕчĕккĕн тумне хывать.
Хĕл каçма хатĕрленет:
«Эх, çанталăк сивĕтет, —
Тет йăмра, — хĕлле çитет.
Мĕнле чăтас сив кунсене,
Епле курас çуркуннене?»
Кĕçех хĕл кунĕ те каять,
Йăмра çаплах сывлать,пурнать.
Пире те сывлăх вăл сунать.
Ĕлĕк-авал, пĕр чăваш ялĕнче
Пурăннă, тет, пĕр телейлĕ çемье.
Упăшкипе арăмĕ, Микулайпа Йăмра.
Вĕсен ывăлĕ пулнă виçĕ çулта.
Йăмра пулнă илемлĕ хĕрарăм,
Юратакан анне, таса чунлă арăм.
Курсассăн унăн хура куçĕсене
Кашни каччă çухалнă ĕмĕчĕнче.
Анчах та Йăмра юратнă пĕртен-пĕр качча,
Хăйĕн упăшкине — Микулая.
Микулай — хитре вăйлă каччă.
Хăйĕн арăмне юратнă пек вăл никама та юратманччĕ.
Пăхатăн та вĕсем çине — савăнатăн.
Çакăн пек телей сахал тупаятăн.
Анчах та тавралла инкек çаврăннă,
Чăваш халăхĕ çине тăшман тапăннă.
Пуçланнă хăрушă, юнлă вăрçă.
Вăл тĕрлĕ çынсен пурнăçне хуçнă.
Чунсăр пулнă пирĕн тăшман,
Хĕрарăмсемпе ачасене те чĕрĕ хăварман.
Пĕр илемлĕ çутă ăшă ир
Хĕвел çутинче савăнать уй-хир.
Кайăксем йывăç çинче юрлаççĕ,
Çак çемьене телей сунаççĕ.
Йăмра ирхи тутлă çăкăр пĕçерет.
Ачи вылять. Микулай картишĕнче ĕçлет.
Нимĕн те çак илемле ире
Пăсса хураймасть пек туйăнать çынсене.
Анчах ниçтан кĕтмен çĕртен
Малалла
Пысăках мар Кушавăр ялĕ вăрмантан инçех мар вырнаçнă. Ялĕнче тĕллĕн-тĕллĕн ларса тухнă кивĕ йывăç пӳртсем, çĕлен евĕр явăнакан çулсем.
Ку тĕттĕм кĕтесре Улине ятлă хĕр ача пурăннă. Хăйĕн тантăшĕсенчен вăл вара питех уйрăлса тăнă. Унăн пӳрчĕ ял хĕрринче ларнă, «симĕс патшалăха» — вăрмана кĕрсе кайна. Улине пĕчĕккĕ чухнех тăлăха юлнă, çавăнпа асламăшĕпе ӳснĕ. Йывăрлăхсене пахмасăр вăл ĕçчен, тирпейлĕ, ырă кăмăллă çитĕннĕ, сăнĕпе те илемлĕ пулнă. Çутă çырă çӳçлĕ, кăвакрах симĕс куçлă. Вăл калаçни вара шыв шăнкăртатса юхни евĕр илтĕннĕ. Тен вăрманпа юнашар пурăнна пирки, тен, ахаль, вăл вăрманта уçăлса çӳреме юратнă. Юман, çăка, йăмра ӳсекен чăтлăхсенчен ир пуçласа каçчен тухмасăр пултарнă.
Пĕррехинче, çĕртме уйăхĕн уяр кунĕнче, Улине вăрмана çырла пуçтарма каяс тенĕ. Çӳрене çемĕн вал пĕр карçинкка хăй сисмесĕрех тултарнă, тавраллăх илĕртне пирки çамрăк хĕрен кăмăлĕ лайăхланса пынă. Сасартăк вăл çĕр çырли çулçи айĕнче темĕнле пĕчĕк, çырларан та пĕчĕкрех, çын пытанса тăнине асăрханă. Улине каламалла мар вăйлă тĕлĕнсе кайнă. Унăн чунĕ курнă пирки пĕлесшĕн çуннă. Сасартăк лилипут çулçă айĕнчен тухса курăксем тăрăх вăрманалла шалалла саиксе кайнă. Улине сисиччен тарасшĕнччĕ ĕнтĕ вăл, анчах та хĕр питĕ тимлĕ пулнă. Вăл карлик хыççăн васканă.
Малалла
 Чирĕ-чĕрĕ — чирмĕше,
Ӳчĕ-тирĕ — килтĕше,
Ача-пăча тарçи пулса
Улпут тара кĕрмĕшет.
Вĕри çăлтăр ӳт-тире,
Симлĕх патăр вăл пире!
 Çиçĕм çунатлă ăш çил,
Çунат пар ман ута.
Пĕлĕтсене хуса кил
Частарах ман пата!
Çул-йĕр парсамччĕ мана,
Чуллă-сăртлă ваттан
Ах, курасчĕ сана, —
Чулсемпе ан хуплан.
Сан хыççăн, савни,
Утăп та утăп ялан.
Эсĕ мана юратни
Пултăрччĕ маншăн ялав.
 Кăкăртан чĕреме кăларса, çĕклесе,
Çутатасчĕ мĕнпур хуп-хура тĕнчене.
Ан хуплаччĕр пире
Нимĕнле пĕлĕтсем,
Хĕвел сăнĕ парасчĕ мĕнпур çынсене.
 Ĕмĕрлĕх артак
Чул ту пек çирĕп.
Çичĕ ют килсе
Кăларчĕ вăрçă.
Унпала
Кĕрешмелле халь пирĕн,
Тӳлес çук эпир
Пĕр пĕрчĕ хырçă,
Чул-ту пек тăратпăр эпир çирĕп,
Пĕт тăшман! Сăмахăм пултăр хурçă.
■ Страницăсем: 1... 191 192 193 194 195 196 197 198 199 ... 796
|
Шухăшсем
Кракен marketplace популярен за разн...
Not getting enough leads for Chuvash Org...
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...
Тĕлĕнмелле çырнă...