Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ЕркӗнИрĕк çилУтартаШевле çутиĔмĕр сакки сарлака. 2-мĕш томХĕллехи каçсенчеХăмăшлăха путнă кĕмĕл уйăх

Кам эсĕ? Эпĕ кам?


Çыру

 

Мĕншĕн çыратăп-ха эпĕ ку çырăва? Пĕлместĕп. Çитерĕп-и ăна сан пата? Мĕнле чăнмелле ман сана? Эпĕ камне тата мĕнле сăмахсемпе ăнлантарас-ши? Пĕлместĕп çав, пĕлместĕп. Санăн вара, паллах, чăн малтан эпĕ кам, ăçтан, мĕнле хĕрарăм пулнине пĕлес килет, çапла-и?

Кам эпĕ? Мĕнех, эпĕ пуррине çулталăк ытла пĕлетĕн, пĕлейместĕн пулсан та сисетĕнех эсĕ. Çапла, çапла, шăпах çав хĕрарăм эпĕ. Мана пула мĕн чухлĕ макăрман, çывăрман пулĕ эсĕ. Мĕн тери курайман эсĕ мана, çапла-и? Ылханнă, вилĕм суннă... Мĕн тери курайман эсĕ мана... Эпĕ вăл, сирĕн çемье пурнăçне тамăка çавăраканĕ, сан Игоряшана — çапла чĕнетĕн-мĕн эсĕ ăна — туртса илекенĕ. Çемьене çавăн чухлĕ куççуль илсе килнĕ хĕрарĕм ятне упăшкунтан ыйтас е ыйтас мар тесе мĕн чухлĕ асапланнă, иккĕленнĕ эсĕ. Мăнкăмăллăх тени вара? Мăшăрунтан унăн савнă çынни çинчен ыйтни мĕскенленни пулмасть-и-ха вара? Е тен интеллигентлăха кăтартать çакă? Çук, хăйĕнчен мар, унăн юлташĕпе курса калаçрăн, унран ыйтрăн. Пĕлетĕп, чӳречерен сикес, унран çуратнă хĕрачасене вĕлерес шухăш та пулнă санăн. Ниçта кайса кĕрейменнипе мăшăрна та кăн-кăвак пуличчен хĕнесе пĕтернĕ. Çук, хирĕç тытман вăл. Кĕвĕçӳ-тарăхупа тулнăскер, эсĕ нимĕн умĕнче те чарăнса тăманнине ăнланнă. Эпĕ кăвакарнă-сарăхнă вырăнсене сĕртĕнсен, куçран мĕскĕннĕн, кулмастăн-и тенĕн пăхатчĕ...

Малалла

Çуркунне


Хĕвел шевлиллĕ сăнпала,

Çап-çутă тумпалла,

Тем чухлĕ сиплĕ шывпала —

Çӳрет вăл ак çапла.

 

Вылять хĕвел шевлисемпе,

Тырпул акма тухать.

Юрлать телейле сассипе,

Чечек тем чул пухать.

 

Таçта вĕçет ăш çил пулса,

Хĕвел патне çитет.

Вар-юханшыв шывпа тулса

Инçе-инçе чĕнет.

 

Хĕвел кашни çын сăнĕнче

Телей çӳрет сĕнсе.

Илемлĕ пирĕн çут тĕнче,

Килсем, Çурхи кунсем.

 

Янка Купала

Тăвар


Тăвар тени вăл йӳçĕ, йывăр,

Анчех пире ачалăхра

Куççуль тăварĕ сапнă çăкăр

Темрен те пулнă хаклăрах.

 

Çав тăвара эпир пăтшарăн

Е ытлараххăн та çисе,

Кĕреш пек ӳсрĕмĕр патваррăн —

Çăршывшăн шанчăклă çынсем.

 

Ан тив, пиртен кашни çӳретĕр

Çак çĕр çинче çĕр аллă çул.

Эпир пĕлетпĕр: ĕмĕрне те

Чĕремĕрсем пăсăлсс çук.

 

Пурнăç тени вăл — аслă тинĕс,

Тăварлă унăн хумĕсем.

Пурнăç калать: мĕскерле çын эс

Тăвар курмасăр çитĕнсен!

Кĕтмен çумăр


Сасартак вăйлă аслати кĕрлерĕ,

Витрепе сапнăн ӳпĕнчĕ çӳлтен.

Сада кĕрсе йывăçсене силлерĕ,

Туй ташшине ташларĕ вăл хитре.

 

Унтан сăрт урлă кĕрлесе пыруçăн

Асаматне антарчĕ Атăла.

Пĕр сарă хĕр, çарран та çара пуçăн,

Вăркăнса кĕчĕ ешĕл садалла.

 

— Ай-уй кунта! Эсрел то кун пек тумĕ!

Çĕре силленĕ мĕн тери улма!..

Кун пек асар-писер хăватлă çумăр

Асаттесем астăвасса пулман.

 

Кулкаласа, ав, тухрĕ бригадир та

Хирти хуралăн улăм хӳшшинчен.

— Юрать,— тет вăл, — тырра пит хăвăрт выртăм,

Кĕлте те кӳрсе хутăм çийĕнчех.

 

Шуçлак çулпа вăл ялалла уттарчĕ,

Чĕри юрлать ун халĕ утнăçем,

Йĕтем çинче, — бригадира мухтав çеç!

Мăнаçланса лараççĕ капансем.

 

Уй-хир хуçи, ан тив, вăл пултăр çамрăк,

Ĕçе нихçан тумасть пули-пулми.

...Çумăрпала чӳхеннĕ хĕр пĕр арăк

Садран ав йăтса тухрĕ панулми.

 

Кунсен, çулсем иртеççĕ çиçĕм çиçнĕн,

Çак çумăр пек хаваслăн кĕрлссе.

...Çапах çара ураллă сар хĕр хыççăн

Юлаççĕ çĕр çине кăшт палăран йĕрсем.

Чăваш йăмри


Ват йăмра пӳрт çумĕнче

Ларать танлăн авалтан.

Мăн асатте çулĕнче

Хăйне упрать паянччен.

 

Ун шăпи çăмăл пулман,

Тӳснĕ пайтах нушине.

Синкер асапра пĕтмен,

Тухнă çĕнтерсе ăна.

 

Вăрăм ĕмĕр тăршшĕнче

Курнă чăваш пурнăçне,

Пин-пин çăлтăр сӳннине,

Çĕнĕрен çуралнине.

 

Унăн йышлă туратти

Чăваш йышĕ пек туйнать.

Сивĕрен, çилрен, вутран

Паян кун пире сыхлать.

 

Турă панă тĕнчере

Йăх ĕрчет куллен, çуллен.

Лартрăм эп çырма хĕрне

Йăмра вулли йĕркерен.

 

Çĕнĕрен тымар ярса

Вăл хунатăр çулсерен.

Таврана илем кӳрсе

Килентертĕр çынсене.

Хаклă минтер


Кун хыççăн кун иртрĕ, вăхăт яланах пĕр май чупать, малалла та малалла. Пĕри çурхи кунсене килĕштерет, теприншĕн çуллахи тапхăр паха. Захар Иванчă вара кĕрпе хĕл тĕл пулнă кĕске тапхăра кăмăллать, ăна вăл уяв вырăнне хурсах кĕтет, хатĕрленет.

Ĕçе çапласкер ĕнтĕ унăн.

Çанталăк сивĕтсе юр ларсанах çынсем выльăх пусма тытăнаççĕ. Юнлă тапхăр тесен те юрать. Акă пĕрин килĕнче сысна çухăрни илтĕнет, тепĕр кил патĕнчен иртсе пынă чух выльăх пуçне ĕнтнĕ шăршă сăмсана çапать, шӳрпе çиме чĕнекен те çук мар.

Выльăх пусасси вăл пĕртте çăмăл ĕç мар. Асатте ун чух хĕвеле хирĕç тăрса темле сăмахсем пăшăлтатса калатчĕ те, вара тин ĕçе пуçăнатчĕ. Алла çĕçĕ тытсан куç умне темле сăнар та тухса тăрать. Пăрăва е путеке мĕн пĕчĕкрен ачашласа ӳстеретĕн те кайран юнне юхтарма тивет. Уйрăмах ачасем кăмăлсăр, макăраканнисем те пур. Пĕчĕк путексемпе пĕрлех выляса ӳсеççĕ мар-и-ха? Выльăх пуснă çĕртен тараççĕ вĕсем, хаш-пĕр чух амăшсем те чăтса тăраймаççĕ. Çак ĕçе тума хăяйман ашшĕсем те пур. Ун пек чух куршĕ çыннине чĕнеççĕ.

Захар Иванчă вара кун енĕпе самай хăюллăскер, чĕнекене пулăшатех, тирне те сĕвсе парать. Каярах, выльăх пусмалли вăхăт иртсе пынă май лашине кӳпет те яла тир пухма тухать. Хатĕрлев кантурĕнче ĕçлет вĕт-ха вăл, патшалăхшăн тăрăшать, пограничниксене хĕлле ăшă кĕрĕк кирлĕ тесе пуплешет. Пуçĕнче вара пач та урăхла шухăш хуçаланать. Йывăçран тунă метрпа тире чăлт-чалт виçкелесе илет, кăштах пускаласа пăхать те — хăй шухăшне пĕлтерет,

Малалла

«Чиелĕхре тепре пуласчĕ...»


Чиелĕхре тепре пуласчĕ,

Хушка сăрт çамкинчен каçсан

Çĕнĕ кĕпе сана уртасчĕ

 

Е кĕпе пӳлĕх, иçмасса,

Вăрах тумасăр - хасăр-хасăр —

Пулсанччĕ çавă пархатар!

 

Кухаллĕн пушă-ха ман енчĕк,

Сăра ĕçмелĕх пур çавах!

Санпа ман кăмăл хĕпĕртенчĕк,

Эппин саватпăр пурнаçа!

 

Кăшт ачашлать пек Силпи çилĕ,

Манмасть пек аслă Хушăлка...

Аса иясесĕн, иллĕм-тиллĕм,

Тута хĕрри, тем, йăшăркать...

 

Атя, яташăм, ят ямасăр

Курка тытма кĕрсе тухар!

 

2002, утă, 4

«Утсассăн айлăмăн та сăртăн...»


В.П.Иванов историçе паман сăвăсенчен

 

Утсассăн айлăмăн та сăртăн,

Тухсассăн пĕлĕт анине

Чĕре тапать те кăрттăн-кăрттăн

Сисетĕн Турă панине!

 

Инçет умма тухать куç айĕн,

Пурах та пек чунра хăват.

Çунат пулсассăн вĕçĕн-кайăн

Вĕçес килни те — пĕр сăвап!

 

1970, авăн, 2

Çеменкке-Чиелĕх-Хушăлка.

«Пелепейпе Слакпуç хушши...»


«Урал сасси» тĕп терменне

Юрии Михайлова

 

Пелепейпе Слакпуç хушши

Сана курсан аса килет.

Çарран, хавас, ăшши-пăшши

Хăвалăттăм унти çиле.

 

Хăвалăттăм шарлак шыва

Чултан чула ура тапса.

Вашам та тикĕс сăрт-тăва

Анса хăпарăттăм чупсах.

 

Тек пулмĕ яш чухнехилле

Реххетленсе юп курасси.

Пăртта-Ухсай çĕршывĕнче

Ыталанса хуп туртасси.

 

Сана курсассăн, Юртăкан,

Чунра янрать Урал сасси.

Эс маншăн Пушкăртри тăван,

Пелепейри Чăвашкасси.

Йăмра халапĕ


Улянкă ятлă манăн ялăм,

Эп кунта ӳснĕ пĕчĕкрен.

Мĕн пур чунпа ăна эп саврăм,

Халь те саватăп чĕререн.

Эп пĕчĕк чух ялан шутланă:

«Мĕнле пуçланнă манăн ял?»

Çăлтăрсене пăхса тимленĕ,

Ялан шыранă эп хурав.

Ача чухне таçта та çитнĕ.

Пĕррехинче, ял вĕçĕнче,

Касак кӳлли хĕрринче,

Лаштра йăмрана эпĕ куртăм.

Канмашкăн лартăм ун айне.

Йăмрийĕ пысăк, лаштакаччĕ,

Пин-пин çулсем пурăннă пек.

Пуçра каллех шухăш çуралчĕ,

Тăван кĕтесĕмçĕм çинчен.

Сасартăк эпĕ сасă илтрĕм,

Мăнаçлăн янăрарĕ вăл.

Каярахпа тăнкарса илтĕм,

Йăмра сассийĕ пулчĕ вăл.

Эп ун çине тинкерсе пăхрăм,

Хам тĕлĕннĕччĕ ун чухне.

Çав самантрах сăмах эп хушрăм:

«Салам, йăмраçăм, асатте».

Вăл мана хирĕç хуравларĕ:

«Салам, мăнукăмçăм,салам,

Мĕнле ыйту кăсăклантарчĕ,

Çавăн пирки сана калам.

Чылай çул эпĕ пурăнатăп,

Ларатăп кунта пĕр-пĕччен.

Эп хамăн вăрăм ĕмĕрте

Теме те куртăм, тӳсрĕм.

Ăшша, сивве те эпĕ чăтрăм.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 193 194 195 196 197 198 199 200 201 ... 796

Шухăшсем