Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
 Ирсерен вăл илĕм-тилĕмпех алкум вĕçне тухать те, алă тупанне çамки тĕлне тытса, пахча карти урлă урамалла тинкерет. Станцирен килекен çул вĕсен Аслă урамĕпе иртет-çке-ха. Ватă çыннăн пуçĕнче ялан пĕр шухăш: урам вĕçĕнче таçтан-ăнсăртран салтакла тумланнă çын курăнса каймĕ-ши?
Шанчăкĕ çук этем — çур этем кăна, теççĕ. Шаннă йăвара час-часах кайăкĕ пулмасан та, этем ĕмĕр-ĕмĕр малаллине шанса пурăнать. Малаллине, лайăххине, ыррине...
Вăрçă пĕтнĕренпе ĕнтĕ нумай çул иртрĕ, анчах Ваçлей мучи хăйĕн виçĕ ывăлне пурпĕрех кĕтме пăрахмасть. Унăн карчăкĕ, çапла кĕте-кĕтех, çĕре кĕчĕ. Куллен алкум вĕçне тухса, ал тупанĕ айĕн урамалла тинкерес йăлана та Ваçлей мучи карчăкĕнченех илсе юлнă. Халь акă вăл тĕнчере пĕр-пĕччен. Чăн та, Татюк ятлă хĕрĕ пур-ха унăн. Татьяна Васильевна, тухтăр. Шупашкарта пурăнать. Кĕрӳшĕ те самаях пысăк вырăнта ĕçлет.
Вĕсем ашшĕне тахçанах хăйсем патне — хулана куçса пыма чĕнеççĕ. «Ялта кам пăхса усрĕ-ши сана? Текех çамрăк çын мар», — теççĕ.
Çапла, Ваçлей мучи текех çамрăк çын мар. Ĕнтĕ сакăрвуннă урлă ярса пуснă. Çапах та... çапах та вăл хăйĕн тăван кĕтесĕнчен уйрăласшăн мар. Вăл кунта çуралса кун çути курнă, кунта çитĕннĕ, кунта ялти сăпай хĕрпе Улинепе мăшăрланнă, тăватă ача пăхса ӳстернĕ. Виçĕ ывăл та пĕр хĕр. Тем те тӳссе курнă пурнăçра. Ырлăхне те, шырлăхне те... Çуралнă çĕршывпа ĕмĕрлĕхе сыпăннă кăвапана епле татăн-ха? Ĕмĕр тăршшĕпе пĕрер вĕрлĕкĕн пухса çавăрнă кил-çурта епле салатăн? Тата... тата пĕрле аллă çул ытла пурăнса ирттернĕ Улинене, унăн таса тăприне, епле пăрахса хăварăн? Çук, çук, нихăçан та!..
Малалла
 «Элемет» ушкăн тунă Ольга Сомовăна
Вĕтке мар вăл! Элемет!
Теççĕ мана хирĕç.
Кутăн-пуçăн выляса,
Упа-кашкăр уласа
Вылямашкăн тивĕç...
Ульха тусăм, шеремет,
Эсремет те киремет,
Туса пар пĕр элемет
Сана çакă пĕр ĕç!
1995, раштав, 24.
 «Шӳлкеме» вăйă карти йĕркеленĕ Алевтина Федотова студенткăна
Кĕр сăри, хĕр сăри, сурхури
Те ĕçни, те кулни-выляни...
Маншăн сип сирĕн сассăр пурри,
Сирĕн чыс аçăр — аннĕр юрри,
Вăйă-кулă вăл — яшлăх тури,
Çавăнта чун тӳрри те ырри!
Алла-аллăн тытса, пĕр пулса,
Хĕрупраçăм, пĕрле юп курсам.
1995, раштав, 13.
 Мĕншĕн ахалех вăрçар-ха шăпана,
Мĕншĕн кашни кун куççуль тăкар?
Пурăнар та çĕнтерер асап-саманана,
Пĕтĕм тĕнчене телей тупса парар.
Кукăр-макăр çул вăл — путсер çул,
Ун çинче хĕвел шевли пулмасть.
Эс, этем, хĕвел ачийĕ пул,
Ун пек чух усал çыпçăнаймастъ.
Ирĕклĕх ялавĕ пултăр пирĕнпе,
Нимле тăвăл та ăна ӳкереймест.
Вăйлă эпĕр пĕр ăна çеç савнипе,
Çавăнпа пире никам çĕнтереймест.
Палачсем хăйсем хăраччăр пирĕнтен,
Эпĕр — ирĕклĕх-телей акакансем.
Юрăсем юрлатпăр ирĕклĕх çинчен,
Чурасем мар эпĕр — ирĕклĕ çынсем.
 Чĕре çине пусать пит пысăк хуйăх,
Ытла тертлентерет, асап кӳрет.
Çакна курать капăртма пек çут уйăх,
Каяр-ха çĕр çинчен тесе чĕнет.
Питех те вăйсăр юррăм та манăн,
Сивĕ чунра, тĕтре çеç таврара.
Умри çул пит кукăр, пăрпа вăл хупланнă,
Пăр вилтăпри пек паян хуп-хура.
 — Аленушка, хĕрĕм, ылттăнăм, лăплан-ха, лăплан. Эпĕ ку, аннӳ. Кунтах, санпах эпĕ. Ниçта та каймастăп. Ан шиклен, никама та памастăп сана,.. — ниçта кайса кĕме пĕлмесĕр ăшталанчĕ вырăн çинче выртакан хĕрĕ умĕнче хĕрарăм. Алена вара нимĕн те илтмен пекех — аллисемпе чарăнми хăлаçланчĕ, хуп-хура çăра та вăрăм çӳçне хăй аллисемпех тăпăлтарчĕ, айĕнчи вырăн хатĕрĕсене айĕнчен турта-турта кăларчĕ.
— Анне-е-е!!! Илсе пăрах-ха çав хĕресе ман çинчен!.. — чарăнми пăшăлтатрĕç хĕрачан çунса хăмпăланнă илемлĕ çинçе тутисем.
Кун пек сăмахсене илтсен хĕрĕн асапланăвне кура ахаль те хăйне вилнĕ çын пек туякан хĕрарăмăн чĕри чарăнса ларнăнах пулчĕ: «Мĕнле хĕрес? Нивушлĕ упраса хăвараймастпăр сана, Аленушка-а-а?». Чун-чĕререн тухакан йынăшăвне, пичĕ тăрăх чарăнми юхакан куççульне хĕрĕ ан куртăр, ан систĕр тесе тутисене çыртса лартрĕ хĕрарăм. Пуçне пĕр шухăш мăлатукпа çапнăн танлаттарчĕ: «Мĕн тумалла? Мĕн тумалла? Мĕнле çăлмалла?». Çаплипех аллисене вертолет пек çавăракан, каллех хăйне хăй чавма-чĕрме тытăннă хĕрачана, лăплантарасшăн пулнăн, пит-куçĕсене, аллисене чуптурĕ хĕрарăм, пуçĕнчен ачашларĕ. Палата алăкĕ уçăлнине, мăшăрĕ хăй патне пырса аллисене унăн чĕтрекен хул пуççийĕсем çине хунине те сисмерĕ.
Малалла
 Шевле пулса
Çутатрăн ман çума,
Шевле пулса
Вăратрăн туйăма,
Алхастарса
Хытартăн чунăма.
Санпа канăçăма
Ылмаштарса
Çухатрăм-çке хама.
Тĕрĕслесе
Çыхатăн куçупа,
Иментерсе
Сар пĕвӳпе, шухпа.
Тĕрĕслесе
Сăнатăн ăсупа
Юри ачашланса
Савăнтарса,
Хăвна асăрхаса.
Çунат пулса
Вĕçеççĕ ĕмĕтсем,
Санпа пулса
Ишеççĕ пĕлĕтсем,
Пăхма савса
Чĕнеççĕ куçусем,
Хăюсăр сăнаса,
Тыткăнласа,
Кулса-кăтăкласа.
Мĕнле калас
Туптанă сăмаха?
Мĕнле тытас
Ăшри урхамаха?
Мĕнле чăтас
Алхаснă тунсăха?
Чĕнет савăш алли
Шух тăрăха,
Пулас парне валли.
Пĕлесчĕ ман
Сан шухлăхна уçма, —
Юханшывран
Çук мар пуль-çке каçма.
Кĕтсе тăрсан,
Пĕлмесĕр хăрама,
Эп чăмăттăм шыва
Сăвап хурса,
Сума суса, савса.
 Эп тетĕм пӳлĕмре пĕччен
Тесе шутларăм, куç курманнипе
Ларма тивет çутăличчен,
Такăнасран, хăю çитменнипе.
Çутта пăвать хура чаршав.
Çук уçăмлăх, веçех арпаштарса,
Тăллать ал-урана чăрмав,
Хăй тимĕр тыллине алхастарса.
Пикентĕм кĕрешме темпе
«Усал», — тесе çак тĕттĕм пӳлĕмре.
Курма май çук сăнне-питне,
Лăскатпăр пĕр-пĕрне хирĕçӳре.
Курманччĕ эп кун пеккине.
Епле курас çумра кам тăнине?
Вăл та курмасть кам çумрине,
«Усал», — тесе чышать çумри енне.
Чăрмав чухлать чаршав ĕçне,
Çутта çеç сӳнтерсен вăйланнине.
Веçех парать: чулне, хĕçне,
Суя сăмах, ватма тĕрĕссине.
Юрав юррисене кĕтет,
Мухтавлă пылакпа сĕрет,
Итлемесессĕн — чĕпĕтет,
Палăрмалла çамкисене чĕрет.
Çут çулăмăн палли пулсан
Чăрмав хăратĕ тем пек пуласран.
Юри варлать, чышать хыçран
Кăвайт çути чăна палăртасран.
Хăю пулсассăн чунунта
Шыра меслет çак чăрмава сирме.
Малалла
Утса иртрĕм утмăл чиккинчен,
Çывăхах çитмешкĕн çитмĕле те.
Хĕсĕнсех пырать иккен тĕнче,
Туссенчен уйрăласса пĕлетĕп.
Кам унта ăсанĕ маларах,
Юлашки сехечĕ çапĕ камăн?
Сарăпсăр тесе ан калăрах,
Турă пӳрнинчен сиксе юлаймăн.
Утă, 1997.
Николай шăллăмăн тăпри çинче
Сан канăçа сыхлать кĕреш юман.
Сана савса сар кайăксем юрлаççĕ.
Тек хурланмашкăн нимĕн те юлман.
Ĕç-пуçĕ те анра-сухралăх влаçĕ...
Никам та тĕкĕнмест сан пурнăçа.
Пырса чăрмантармастăн никама та.
Çак картара эс ĕмĕрлăх хуçа,
Мĕн чухлĕ кирлĕ — çавăн чул канатăн.
Йывăр тăпру çăп-çăмал пултăр сан.
Мăн тăвăн, çавăн пек этем шăпи.
Пурăннă чух та кирлĕ мар пулсан
Вилсе выртсассăн кирлĕ пулăн-и?..
Çĕртме, 28, 1997.
■ Страницăсем: 1... 197 198 199 200 201 202 203 204 205 ... 796
|
Шухăшсем
Кракен marketplace популярен за разн...
Not getting enough leads for Chuvash Org...
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...
Тĕлĕнмелле çырнă...