Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
 Историлле калав
Пин те тăхăрçĕр вунсаккăрмĕш çул, утă уйăхĕн малтанхи кунĕсем.
Чĕмпĕр пăтранать, пăлханать, вутсăр çунать. Хĕвелтухăç фронтăн командирĕ пулнă Муравьев хăйĕн çарне татăклă приказ парать. Ку приказ тăрăх Хĕрлĕ Çар нимĕçсене хирĕç çапăçмалла, Брест хулинче тунă мирлĕ договор юрăхсăррине пĕлтерет. Ĕлĕкхи патша çарĕн подполковникĕ, сулахайра — эсер Муравьев çамрăк. Раççее тапăннă империалистсене сутăнать.
Чĕмпĕр тинĕсри кăра çил пек хумханать, пăтранать. Хулара тăракан полксемпе ротăсенче куллен тавлашу пырать. Красноармеецсем тавлашаççĕ, пĕр-пĕринпе тытăçсах каяççĕ: хăш-пĕрисем, уйрăмах сулахай эсерсем илĕртнипе, нимĕçсене хирĕç çапăçма кайма тупа тăваççĕ, чĕнеççĕ. Большевиксем майлисем нимĕçсемпе çапăçмалла мар, шуррисене тĕп тумалли çинчен ăнлантараççĕ.
— Пирĕн хамăрпа-хамăр çапăçмалла мар, граждан вăрçи çĕршыва юхха çеç ярать. Пирĕн тĕп тăшман — нимĕç. Нимĕçсене çĕмĕрсе тăкмалла. Тăван çĕршыва хăрушлăхран хăтармалла, — терĕ яка çи-пуçлă хĕрлĕ армеец. Эпир Тăван çĕршывшăн, нимĕçсене хирĕç каятпăр. Ку пирĕн чи сумлă тĕллев.
Малалла
 Муззафар бей шофера
Алла тытаттăм картă,
Ишеттĕм караппа:
Покшаш та Ункă, Атăл,
Босфор та Гибралтар!
Босфор та Дарданеллă,
Таçта — пач кунта мар! —
Лăпкă Дона манерлă
Юхатчĕ Амаксар.
Ачалăхра халлантăм,
Çӳрерĕм сахал мар.
Покшаш çинчен эп антăм,
Салам! Румель хисар!
1997, çу, 25.
Румель хуралĕн çул хĕрринчи туппи çинче.
1997, çу, 24.
 Гювен Бургула,
Киарис ачисен ертӳçине~
Тинĕс хумĕ пек пирĕн пурнăç,
Вĕçсĕр çаврăм пек пирĕн çул.
Хумсемпе хумсем ма тĕл пулмĕç?
Тен, тĕл пулăпăр тепĕр чух!
1997, çу, 24.
Вĕçсĕр-хĕрсĕр тинĕсĕм,
Хуп-хуран, сип-симĕсĕн,
Кăпăк тумлăн, хумлăн, хумлăн
Çырана çапса, хăюллăн
Хумлă сулнăксемпе сулăн,
Хумлă кăпăкпа вĕре.
Ман çунатлă вутлă чунăм,
Çĕн çĕре чĕнен чĕре
Кĕрешу вăйне анчах
Кăмăллать çак тĕнчере.
Тинĕс, тинĕс, вăйлăрах
Хыççăн-хыççăн хум пăрах.
Тамăк вутлăн, тамăк çутлăн,
Вут-кăварлăн, хар-хаяррăн,
Тайăн-тайăн, çырăн-варăн
Хутлă хумлăн сулăн-уткăн.
Кĕрешӳ сассипеле —
Вăйлă мĕкĕрлеш саспа
Йăвăр пĕл[ĕ]тсене силле,
Хумсемпе çапа-çапа
Чуллă çырана тапрат,
Хулăм чулсене ташлат.
Тинĕс, тинĕс, — умăнта
Çĕн чăвашăн çĕн поэчĕ;
Авалхи кунсен ĕречĕ
Ун чунне тапта-тапта,
Ун чунне, чĕри тĕпне
Хурлăхлăх юрри хăварнă.
Тинĕс, тинĕс, эс хаяррăн
Сăвăçăн юнне-чунне
Вăйлă хумлă юрăпа,
Кĕрешме чĕнен саспа
Нишлĕлĕхсенчен тасат.
Вăйлă паттăрлăх, хăват
Вырнаçтар ун чĕрине.
Чунĕ ун хăюллă пултăр,
Малалла
...Хĕвел ансан, мĕн пур ăннă-ăнманă
Ĕçĕмсене мансассăн ерипен,
Кавказ тӳписене шупка тăхланăн
Тĕссĕрлесе сив уйăх çĕкленсен
Тахçан иртсе çухалнă самананăн
Ĕмĕлкисем тухаççĕ инçетрен.
Хисепсĕр юланут вĕçе-вĕçĕн,
Таçтан капланнă шăрчăк пек çу каçĕ,
Тĕлпулуна хирсе хĕçе-хĕçĕн
Ту хушшипе кĕшĕлтетсе каçаççĕ.
Ахру, юрлу, кулу... Е вил, е çĕн —
Калле çул çук. Кӳртмест хускалнă Ази.
Анăçалла тапать этемлĕх хумĕ.
Паллап йăха: Европа хыснине
Вăл пĕрĕхĕ ытти нумай йăх умĕн
Ĕрчевлĕ, каскăн, тӳсĕмлĕ юнне,
Хăй çеç кайран пин çул ытла астумĕ
Аттила Атăлпа пĕр иккенне...
1931, Тбилиси
 (Ватă чăваш калавĕ)
Эпĕ ĕнтĕ ватă çын. Вуниккĕмĕш çул пенсире пурăнатăп. Çураласса хам Атăл ку енчех çуралнă-ха, анчах, калас пулать, ĕмĕре Атăл леш енче ирттернĕ. Йăлăм вăрманĕнче. Хырлăхра. Вăл-ку юрĕ-ха. Ун пирки кайран. Акă, ватăлмалăх кунăмра каллех ку енне каçмаллачĕ. Турра шĕкĕр ĕнтĕ, карчăкăмпа иксĕмĕре хулара хваттер пачĕç. Ăшă. Çутă. Таса. Пурнăç аван. Юрласа кăна пурăн!..
Апли апла та, тунсăхăм паян кун та канăç памасть. Кăкăра тек-текех киле-киле хĕсет. Вăрман кайăкĕ вăрманаллах пăхать тенĕ пек, чунăм леш еннеллех туртăнать. Аптранипе вара Атăл хĕррине тухатăп та сехечĕ-сехечĕпе тăратăп. Йăлăмалла тĕмсĕлсе пăхатăп. Тепĕр чух тӳсейместĕп, — трамвай текенни çине ларса, ярăнтара паратăп леш еннелле. Каллех хам ĕмĕр тăршшĕ утна сукмаксемпе утса çӳретĕп. Вăхăт иртни те сисĕнмест. Каç пулать. Киле тĕттĕмле тин таврăнатăп.
Ялта пире Шаршан йăхĕ тенĕ. Хама, авă, Шаршан Тимуш Павăлĕ тесе чĕнеççĕ. Павел Тимофеевич Шаршанов. Паспортăм та, пенси кĕнеки те çав ятпа.
Атăл леш енчи Акăшкӳл вăрман хуçалăхĕнче эпĕ хĕрĕх çул ĕçлерĕм. Вăрçăра тăватă çул çӳренине пĕрле шутласан, пурĕ шăпах хĕрĕх тăватă çул пухăнать. Вăт сире Шаршан Павăлĕ! Чăн та, эпĕ пĕр-пĕр пысăк пуçлăхра ларман, хуралçă кăна пулнă. Вăрман хуралçи. Лесник, эппин.
Малалла
Пĕчченлĕх пуссан кăмăла
Теме ĕненетĕп, кĕтетĕп.
Ăçта-ши юлташ тупмалла?
Каçхи тӳпене тинкеретĕп.
Тăратăп пăхса нумайччен...
Ăшра вăранать ырă туйăм.
Кашни уйрăм çăлтăр пĕччен,
Пĕрле — çăлтăрсен чаплă туйĕ!
Юпа, 1999.
Пукрав та çитрĕ, çĕр çаплах шăнмарĕ.
Тухатăн та — тĕтреллĕ ир тарать.
Вăхăтĕнче çумăр çуманшăн мар-и
Çанталăк парăмне халь тавăрать.
Çу, çумăр, çу, шутер уя-хире,
Хĕле кĕмешкĕн хатĕрле, шăвар.
Малашлăх ыррине туять чĕре,
Япăххине пачах кĕтесшĕн мар.
Аван эппин! Кĕр кайрĕ вăрăма,
Пукрав иртсен те çурĕ ăшă çумăр.
Тĕтреллĕ ир, çĕкле кăмăлăма,
Утар пĕрле,
Хаваслăн,
Çума-çумăн!
Юпа, 15, 1997.
 Хальччен ку мыскара çинчен
Пĕр никама та каламанччĕ...
Çапла, лараттăм пĕринче
Чун савнă хĕрпеле аван çеç.
Тӳлек те тĕпсĕр Атăла
Çурхи çут çăлтăрсем чăматчĕç.
Анчах эп çамрăкчĕ ытла,
Çавна пулах, тен, кăшт айванччĕ.
Хайхи çак чиперкке хĕре
Мĕскер калассине пĕлмесĕр,
Ишеттĕм эп теорире,
Чăлах çын пек, аран та мелсĕр.
Тем хăямачĕ пĕлнĕ пек,
Хама тытаттăм пит мăнаçлăн.
Çав каçхине эп çĕрĕнех
Гемоглобин çинчен калаçрам.
«Гемоглобин вăл пит аван,
Гемоглобин вăл питĕ кирлĕ...»
Эп хамăн çак юратăва
Чĕртсе ярасшан пултăм вирлĕ.
Анчах ĕç тухрĕ урлă-пирлĕ...
Куçран вăл пăхрĕ те мана,
Хуллен каларĕ: «Тăмана!..»
 Шап-шурă мамăк пĕлĕт витĕр
Чĕкеç пек çăмăллăн çиçсе,
Чарусăр, çуйкăн истребитель
Тăвать тĕлĕнмелле ĕçсем.
Аялаяла пĕр вăркăнать вăл,
Тепре, çĕмрен пек, — çӳлелле.
Вăл çиçĕм пек кăвар çунатлă,
Вĕçевĕ унăн çиçĕмле.
Çиçет тĕнче талккишĕ урлă:
Çав тĕпсĕр, аслă уçлăхран
Сунать пире телейлĕ пурнăç,
Тăшмансене — хура тăхлан.
Мухтав сана, çĕршывăн чапĕ!
Мухтав вĕçевçĕ-паттăра!
Савниçĕм ăвăнчĕ ача пек
Кăкăр çумне халь хытăрах.
Ан лăпчăн, тусăм, ан шиклен эс,
Ан тив, вăл вĕçтĕр çӳлерех!
Ăна çĕршыв алли çĕкленĕ,
Сыхлать вăл пирĕн телее.
■ Страницăсем: 1... 201 202 203 204 205 206 207 208 209 ... 796
|
Шухăшсем
Кракен marketplace популярен за разн...
Not getting enough leads for Chuvash Org...
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...
Тĕлĕнмелле çырнă...