Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
 Инкек куçа курăнса килмест тенĕ пек, Хĕлип мучи сасартăках чирлесе ӳкрĕ. Колхоз лашисене вăл çирĕм çул ытла пăхнă, витерен пĕр кунлăха та татăлман, халь акă ме сана, тăлăп айĕнче ахлатса вырт. Шăнтать, вĕрилентерет, унтан каллех пăрлă шыва пăрахнă евĕр силлет.
«Хамшăн пулсан — çăва патне-ха, — шухăшлать Хĕлип мучи, — лашасем... янаварсем мĕн курĕç?.. Асамата кам пăхĕ?»
Асамат — çамрăк урхамах. Ăна Хĕлип мучи тихаран пăхса ӳстернĕ. Кăтрашка çилхеллĕ пĕчĕк тихашкăран. Ача пек артакланă. Ятне те хăй тупса хунă. Асамат! Тиха чухнех йăл та йăл çиçетчĕ унăн тĕм-хура çăмĕ. Хĕвел çинче асамат кĕперĕ пек ялкăшатчĕ. Малтанхи хут мучи ăна йĕвен пăхăнтарнă. Малтанхи хут ун çине мăнукне утлантарса, каçан кăтăкне тӳсме хăнăхтарнă. Малтанхи хут турта хушшине тăратнă.
«Ах, Асаматăм, — ахлатса илет Хĕлип мучи, — сана хыркăчласа тасатакан та пулмĕ çав. Ачашлакан та пулмĕ...»
Ним калама та аптрамалла ĕнтĕ. Тен, Хĕлип мучи кăлăхах пăшăрханать?! Сăлтавсăрах?!
Мучи чирлесе ӳксен, халиччен вăл пăхнă Асамата ытти вунпĕр лашапа пĕрлех Каяхов конюх аллине пачĕç. Çапла хушрĕ колхоз председателĕ. Мĕнех вара, Каяхов — вăйпитти арçын. Вăхăтлăха тӳсĕ. Анчах... Çав кунран пуçланчĕ те ĕнтĕ пĕтĕм мыскара.
Малалла
 Арслан Семенова,
Мармар университечĕн студентне,
Каçал-Çĕрпӳел каччине
Тавар. Укçа. Пасар. Суту-илӳ.
Хаклашасси те вăлтасси — ăсталăх.
Пухасчĕ манăн та кăштах пĕлӳ
Илсе-сутса сапăрланса пăхмалăх.
Ик-виççĕ тухрăм Аксарай тавра,
Ик-виç çурта кĕрсе анса хăпартăм;
Нӳхрепри пек выртать тем чул тавар,
Чыхса тултарнă хаклă ăпăр-тапăр.
Çӳрес те килчĕ Шелепи пулса...
Ăстампулта кашни кĕтес пасарлă.
Çырас пулсан — типтер ларать тулса,
Çырса пĕтереймесĕр йĕрсе ярăн.
Суйлать-суйлать сутуçă Ăстампул.
Улпучĕ те вăр-вар, тарçи те йăрă.
Ку хулара хăш кĕтесре ан пулл —
Улшуçă мар тăк — çӳремешкĕн тăвăр.
1997, çу, 24.
 Ирĕклĕхе юрататăп —
Чăн-чăн ирĕклĕхе.
Вилсессĕн те манмăп
Хамăн ирĕклĕхе.
Мĕншĕн пулас манăн кăйкăр
Çунатсем çук пулсан.
Мĕншĕн юрлас манăн юрă
Ирĕкре мар пулсан.
Сăнчăрсене ман ватасчĕ
Улăп пек аллăмпа.
Ирĕклĕх халăха парасчĕ
Телейлĕ пурнăçпа.
Вилсессĕн те манмăп
Хамăн çак шăпана.
Ирĕклĕх çинчен юрлăп,
Пиллеп юрра тăвана.
Янка Купала, 1905-1907.
 Сив çил шаккать ман хапхана,
Йĕрет вăл хурланса тулта,
Хăйпе пĕрле йĕртесшĕн пуль мана,
Йĕместĕп, пĕччен мар кунта.
Ман ывăл пур, саркайăк пек
Сасси ун илтĕнет мана.
Килех эс, ывлăмçăм, килех!
Тем чухлĕ кĕтнĕ эп сана...
Аветик Исаакян, Константинополь, 1911
 Пурнăç! Саншăн кĕрешме эп хатĕр,
Çирĕп ту пек тăрăп саншăнах.
Аслати кĕрлет-и кĕмсĕр-кемсĕр,
Хăратаймĕ тăвăл та мана.
Пĕр-пĕччен юлсан та ӳкĕнместĕп,
Пурнăçа эп сыхлăп яланах.
Чăнлăх ялавне эп ӳкерместĕп, —
Хăратаймĕ çиçĕм те мана.
Кам манпа пулас тет, кунта килĕр,
Пурнăçшăн кĕрешĕпĕр пĕрле.
Ушкăнпа, туссемĕр, тытса силлĕр
Тăшмана та йăх-яха пĕрле.
«Эх, çула ирхинех тухмаллаччĕ ĕнтĕ, ытлашши ыйхă çапман пулмасан капла йывăрлăха лекместĕмччех», — Исмет пуçĕнче сехет ытла ĕнтĕ çапларах шухăшсем явăнаççĕ. Хăйне епле кăна вăрçа пĕтермерĕ ĕнтĕ, çапах та усси пулмарĕ — çул çинчен самантлăха тенĕ пек пăрăнчĕ те каçхи вăрманта кĕтмен çĕртен аташса кайрĕ. Каçĕ те паян тата ытла тĕттĕм — йĕппе чиксен те куç курмасть. Туратсем те шеллемеççĕ: пит-куçа чăрмаласа пĕтерчĕç, йĕме те пĕр вырăнта саплăк лартмаллăх çурса ячĕç.
— Те арçури аташтарать, — хăй усал-тĕселтен хăрамасть пулин те пĕр-пĕр пăтăрмаха лекесрен самай шикленет. Ара, пĕрре мар халап илтнĕ-çке — унран та вăй питтирех арçынсем çухалнă, унран та ăстарах арсем пуçĕпех пĕтнĕ. Шиклентерет çав, самай çӳçентерет.
Юрать-ха вăрманĕнче йывăç-тĕм сайра ӳсет, пĕр-пĕр чăтлăх пулсан пуçĕпех пĕтĕччĕ ĕнтĕ. Анчах ку питех йăпатмасть (сахал савăнтарать) Исмете — çул çук, тавра тĕттĕмлĕхпе витĕннĕ. Вăрман хĕрринчи пĕр-пĕр ялта çуралса ӳснĕ пулсанах халь апла асапланмастчĕ ĕнтĕ, анчах мĕн тăван: ачалăхĕ унăн тинĕс хĕрринче иртнĕ, çамрăклăхĕ — хулара. Вăрман таврашне вара хутран-ситрен çеç леккеленĕ. Ют çав вăл кунта, сунарçăсен евĕр сисĕмлĕх унăн çук.
Малалла
 Чечек ăшне йăлт путса ларнă
Колхоз, поэзи сачĕ пек,
Хисепленет ахальтен мар вăл
Мухтавлă Пушкин ячĕпе.
Çӳлте ав самолет вĕçет-и,
Çулне хывать-и ял урлах,
Паян мĕнпур çĕрте сисетĕн —
Поэт санпа пĕрле юрлать.
Ун çутă сăввисен элккенĕ
Пур ĕмĕр витĕр çиçĕнет.
Поэт сăнне паян çĕкленĕ
Кермен пек пысăк клуб çине.
Эпир ак урампа пыратпăр,
Чун утнăçемĕн хавасрах.
— Сывах-и, Пушкин, саламлатпăр!
Епле ĕç-пуç сан калхозра?..
Клуб тăрринчи хăмач ялавăн
Пит лăпкă хумĕ айĕпе
Поэт пире те саламланăн
Йăл кулса илчĕ майĕпе.
Ку ăшă та ытарлă кулă
Ырри çинчен кăна калать.
...Хĕвелсĕр, тĕксĕм кунçул урлă
Вăл курнă паянхи яла.
Çут ĕмĕт çитрĕ. Акă халĕ
Этем кунта тек йынăшмасть.
Кунта халь çук чуралăх ялĕ,
Пусахламасть тек йывăр каç.
Кунта паян эпир утатпăр —
Хăюллă çĕнтерӳçĕсем.
Поэт юррисене юрлатпăр
Малалла
 Ман юлташсем, ир-ир тăрсассăн,
Хаваслă юрă юрлама
Пĕр харăс пухăнса тухаççĕ
Ем-ешĕл аэродрома.
Вăрман çинче ун чух тĕтре çеç
Хăймаланать те кĕвелет...
Штурвал тытса кĕтсе илеççĕ
Туссем куллен çут хĕвеле.
Çерем тип-тикĕс. Кĕç ун тăрăх,
Чĕркĕмĕл сывлăм сирпĕтсе,
Чупса каяççĕ пĕр моторлă
Вĕренмелли самолетсем.
Халь вĕсене çĕкленнĕçемĕн
Вылянчăк çил те пулăшать.
Вĕсем, асамлă чĕкеçсем пек,
Касаççĕ çутă сывлăша.
Çак самантра эп уçрăм кантăк —
Эх, кунĕ мĕн тери чипер!
Ирхи шавпа, ан тив, вăрантăр
Шур сăпкари ман печĕк хĕр.
Тӳпе кĕрлет. Вăранчĕ хĕрĕм,
Пуçларĕ кĕç сиккелеме.
Эп тытрăм та çӳле çеклерем
Ир тăнă пĕчĕк хĕрĕме.
Ак вăл пăхкалама пикенчĕ
Йĕри-тавра. Ун куçĕнче
Çуталчĕ таврари ӳкерчĕк
Сăнланчĕ пĕтĕм çут тĕнче.
Хăй кулса ячĕ пит хавассăн,
Пуканелле вылянă пек,
Çӳлти самолета курсассăн,
Малалла
Хитре хула мĕн пулнă Инстербург
Ик юханшыв пĕрлешнĕ вырăнта.
Паян мухтанмалли мĕнех ун пур —
Кирпĕч купи кăна унта-кунта.
Бомба тăкса та тупăран персе
Чул çуртсене чăл-пар ватса аркатнă.
Танксем кĕрлевлĕн çĕмĕрсе кĕрсен
Вăрçăн хăрушă сăнарне кăтартнă.
Таçта çӳлте балконлă картлашка,
Ача кӳми çилпе силленкелет.
Çурта кĕме ытлах эс ан васка.
Паян та вилĕм серепи кĕтет.
Çунать, йăсăрланать, йĕрет хула,
Пĕр самантрах пин çуллăхĕ çухалнă.
Тискер ефрейтор айăпне пула
Германи суд тенкелĕ çине ларнă.
Ăна каçармĕ Вунпĕрремĕш çар,
Балтиçум фрончĕ уяса хăвармĕ.
Пире кĕртсе ярсан хаяр вăрçа
Пĕр йĕксĕк те тараймĕ, хăтăлаймĕ.
Н.Заболоцкий майлă
Чуна кахаллăх ан хавшаттăр!
Кĕрĕк арки йăваличчен
Чун ĕçлесе вăйне кăтарттăр
Иртен каçчен, иртен каçчен.
Кăштах ăна эс лăнчă яр-ха,
Ĕçрен самантлăха хăтар —
Кĕпесĕр тăратса хăварĕ,
Çарран уттарчĕ юнашар.
Чура та вăл. Вăлах патша та.
Яш пек маттур, хĕр пек черчен.
Ĕçлетĕр вĕçĕм, ан хавшатăр
Иртен каçчен, иртен каçчен.
Юпа, 1997.
■ Страницăсем: 1... 202 203 204 205 206 207 208 209 210 ... 796
|
Шухăшсем
Кракен marketplace популярен за разн...
Not getting enough leads for Chuvash Org...
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...
Тĕлĕнмелле çырнă...