Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Чипер АннаЕркӗнЮрату йĕтесĕКулăшла калавсемЯл калавĕХуркайăк çулĕКăра çилсем. Иккĕмĕш кĕнеке

Сӳннĕ туслăх


Çуллахи ир. Хĕвел тухăçĕнчен хĕвел хĕрелсе тухса пĕтĕм тĕнчене хăйĕн ăшшине, çутине сапаласа пама пуçларĕ.

— Ах, аван-çке, ырă, эпĕ ӳсетĕп, çӳлелле çĕкленетĕп, — хĕпĕртесе пăшăлтатать çамрăк йăмра хăйĕнчен инçе мар ларакан хурăна вăл кăна илтмелле.

— Çапла, паян та ырă кун пулĕ. Пире ӳсме вырăнĕ çителĕклĕ. Нӳрлĕ çĕр тымарсем тăрăх тутлă сĕткен парать. Ман çӳçе вăштăр çил сан еннелле варкăштарать. Кăмăла çĕклет лăпкă çăнталăк. Пурăнас килет, — хуравлать яштака шурă хурăн.

Йăмрапа хурăн туслашни чылай пулать. Çак таранччен вĕсем хире-хирĕç усал сăмах каламан, кӳрши ӳсекен çĕр лаптăкне хапсăнман. Усал çил кашласа килсессĕн пĕр-пĕрне тураттисемпе хупланă.

Йăмра хăйĕн вăррисене юхан шывпа юхтарать, хурăнăн вăррисене уçă çил аякка-аякка илсе каять.

Пĕррехинче чипер хĕр çунă япалисене йăмра çумĕнчи пĕвере чӳхерĕ. Хăйĕн чун савнийĕ çинчен илемлĕ юрă юрларĕ. Çавăн пек чуна тивмелли сăмахсемпе юрланине йăмрапа хурăн сывламасăр итлерĕç. Пĕр çулçи те силленмерĕ вĕсен. Кашни сăмахне ас туса юлчĕç иккĕш те.

 

— Сансăр пурнăç çук, савниçĕм,-

Малалла

Çил


Б. Пастернакран

 

Эп ĕнтĕ пĕтнĕ. Чĕрĕ эс çаплах.

Аса вырнаçайман кунçул та чĕрĕ.

Ман йăвана енчен енне çапса

пĕр çил çеç чарăна пĕлмесĕр йĕрĕ.

Йĕритавралăхра çав хырсемех.

Çилпе кашнийĕ симĕс парăс карĕ.

Пĕрерĕн мар, пурне те вĕсене

çил чарăна пĕлмесĕр суллантарĕ.

Пур сас-чĕве пуçтарĕ ĕрете —

çил ят парса калас сăмах тем чухлĕ.

Пурне те каласа пĕтерĕ те

сире валли сăпка юррийĕ пуçлĕ.

«Каç сĕмлĕхĕнчен тухса...»


(В.-на.)

Каç сĕмлĕхĕнчен тухса

каç сĕмлĕхне ăсаннă

канăçсăр çулçӳрен

хăйĕн ачалла ачаш юратăвĕшĕн

санран каçару ыйтать.

Амăшĕн юрри


Килĕм-çуртăм кервен марччĕ,

Çил çӳретчĕ.

Çапах виçĕ кăвакарчăн

Çитĕнтертĕм.

 

Ялти ятăм чаплă марччĕ,

Хисеп çукчĕ.

Çапах виçĕ кăвакарчăн

Вĕçсе тухрĕ.

 

Вĕçсе тухрĕ виçĕ ывăл,

Виç вĕçевçĕ.

Чыс-мухтав сана, Çĕршывăм,

Ывăлсемшĕн.

 

Вĕçсе тухрĕç виççĕн харăс,

Пурте хӳхĕм.

Виççĕн виç еннелле кайреç —

Виçĕ çиçĕм.

 

Советсен çĕршывĕ аслă,

Вĕçме лайăх.

Явăнать çӳлте мăнаçлăн

Виçĕ кайăк.

Асамат кĕперĕ


Çитмĕл çичĕ ярапаллă çумăр

Çитрĕ те ташларĕ сиккипех,

Уй-хир урлă чĕнтĕрлерĕ çăмăл

Ылтăн-кĕмĕл карлăклă кĕпер.

 

Чĕнтĕрлерĕ, çӳлерех çĕклерĕ

Аслă çĕрĕн анлă тӳпине.

Мĕн пек чаплă асамат кĕперĕ

Тухса тăчĕ бригадир умне!

 

Çамрăк йĕкĕт пăхрĕ уй-хир тăрăх,

Савăнса чунтан хăй ĕçĕпе.

Çумăр шывĕ мĕн пек çутă, тăрă,

Çур тырри калчи епле чипер!

 

Бригадир тăрать. Чĕри лăпланнă.

Çийĕ-пуçĕ тăп-тăр сывлăм çеç.

Вăл тăрать телей хапхи пек анлă

Асамат кĕперĕ умĕнче.

Вырсарни каç


Вăл виç эрне Тамарăна курманччĕ. Кăçал вăтам шкулта юлашки çул вĕреннине пула, çирĕм çухрăмри Шур Шывран яла канмалли куна виç–тăват эрнере пĕрре кăна килет. Хĕвел анас умĕн килне çитрĕ те, тӳрех мунчана ячĕç. Мунчара нумай пулмарĕ. Таврăнчĕ те, сĕтел çинче сăмавар кашлатчĕ. Тӳрех сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ, васкаса чей ĕçме пуçларĕ. Çапла хыпаланнинчен амăшĕ тĕленсе кăна тăрать.

— Ăçта çак хатĕр васкатăн эс? Канма та ĕлкĕреймерĕн вĕт-ха?

Амăшĕ ăна тăраниччен çиме хушать. Ашшĕ, маларах мунча кĕрсе тухнăскер, чей ĕçсе тăраннă та ал шăллипе тарне шăлса тăрать. Шӳт тума юратаканскер, ывăлне куç хĕсрĕ: .

— Амăшĕ пирĕн, питĕ сисĕмсĕр-çке! Ну, юрĕ... Эс ас ту-ха унта каялла килнĕ чух: çĕн шкул урайне сарма пĕр трактор çуни хăма килсе тăкнăччĕ. Тирпейлесе хума ĕлкĕреймерĕмĕр — каç пулчĕ. Пĕр кун çапла килсе тăкрĕç те, тем чул хăма «çĕр тĕпне анса кайрĕ».

Ашшĕ — шкул завхозĕ.

Йĕкĕт урама тухнă çĕре тĕттĕм пулчĕ. Çанталăк, те çур енне кайнипе, питĕ ăшă. Çил çук. Йĕкĕтĕн кĕçĕр Тамарăна курмаллах. Вăл вăрман леш енчи Çирĕклĕре пурăнать. Вăрманĕ урлă каçма çухрăмран ытла та мар пулĕ. Çула майăн клуба кĕрсе тухма шутларĕ. Вăл пырса кĕнĕ çĕре унта çамрăксем пухăннăччĕ те вальс ташлатчĕç. Пырса кĕчĕ та алăк патĕнче кулкаласа тăрать. Вальс ташлакансем ун çине çаврăнса та пăхмарĕç. Çывăх тусĕ Çемен кăна, ташлама юратманскер, пырса алă пачĕ.

Малалла

«Таçта, инçе, пĕр чĕмсĕр вăрманта...»


Таçта, инçе, пĕр чĕмсĕр вăрманта, —

унта сукмак та, йĕр те çук пыма, —

кĕлет-и, çурт-и... —

Е ыйтсан манран,

пĕлетĕп: кантăк вырăнне — хăма,

тата пĕлетĕп, ку хуралтăна

авалтанпах сыхлать тĕкĕлтура,

вĕçет, сĕрлет — ун ĕçĕ çак кăна,

çавах ун ĕçĕ хăй пекех хура.

 

Тен, çакăнта тумлаççĕ çеккунтсем.

Тумлаççĕ сассăр, сисĕнчĕксĕр, вăрттăн

Сасартăк асăрхатăн: ку — кунсем!

Сисмесĕр вăранатăн та тин выртнăн —

умра — вĕçленеймен кĕввипеле

вĕçет, сĕрлет, тĕрлет тĕкĕлтура.

Кама тӳр килнĕ вăранма — пĕлет:

ача-пăча телейĕсем умра.

«Урам пушă, хĕвел — пĕччен...»


Урам пушă,

хĕвел — пĕччен.

Иывăçсем пасра — чĕнтĕрлĕ.

Тĕлĕнтермĕшĕ пур тĕнчен.

Ун илемĕ ялан çĕн тĕрлĕ.

 

Тĕлĕнетĕп шур асамран.

Çилĕ, кунĕ — миçемĕш — пурĕпĕр

юлĕ çакă самант асăмра,

пĕрре мар аса килĕ хĕл шупăрĕ.

Тăпăр-тăпăр-тăпăртăк


(Айтăш ташши)

 

Яшсем ташласа тухаççĕ:

Тăпăр-тăпăр-тăпăртăк,

Тăпăр-тăпăр-тăпăртăк,

Тăпăртатса-тăрстлатса,

Якăлт сиксе вăртлатса,

Ик урана хуçлатса

Сиксе тăрса силленсе

Ташлар пĕрре çеçмерле!

Çеçмерле те сĕнтĕрле!

 

Хĕрсем ташласа тухаççĕ:

Тăпăр-тăпăр-тăпăртăк,

Тăпăр-тăпăр-тăпăртăк,

Тăпăртатса-тăрстлатса,

Вăштăрт вĕçсе вăртлатса,

Аркă вĕçне хутлатса,

Ал-урана вылятса

Ташлар пĕрре пошкарла,

Пошкарла та шашкарла!

 

Яш-хĕрем пĕрле ташлать:

Тăпăртăк, тăпăртăк,

...Шашкар ташши çавнашкал,

Мухтанмастпăр, хăрамастпăр,

Эпĕр хамăр çавнашкал.

 

Çеçмерле, шашкарла,

Вăй çитмесен — кашкăрла,

Вăй çитменни пулас çук,

Çынран кая юлас çук.

 

Шашкарла-пошкарла

Хоçкаланса юлмалла.

Çеçмерле-сĕнтĕрле

Чиперленме пĕлмелле.

 

Яшсем юрласа ташлаççĕ:

Эпĕр кунта ташлани —

Малалла

Çутçанталăк


Юрлать çут ир. Çĕршыв пуян та тулăх.

Тырпул ӳсет мăнаçлăн хумханса.

Тантăшпала пыратпăр çĕршыв тăрăх,

Тăван тавралăхшăн хавасланса.

 

Юрлать тавралăх. Эпир утнăçемĕн

Çут тĕнчери пур тĕрлĕ кайăксем

Пĕр аслă туй тăваççĕ. Пин-пин çемĕ

Яш кăмăлшăн ытла та лайăх-çке!

 

Шутне пĕлмесĕр авăтать куккукĕ.

Çунаттипе чăлт çеç шыва çапса,

Вĕçет чĕкеçĕ. Вăрманти пит шукăль

Улатакка ташлать ура тапса.

 

Чĕвĕлтетет йăваш вĕлтрен чĕп-чĕпĕ,

Сĕрлет текерлĕк. Карăш тĕлĕнет:

Пĕр пăрчăкан кăларнă тватă чĕпĕ,

Пĕри — куккукăн, виççĕш — хăйĕннех.

 

Мĕнпур тавралăх хускалса вăраннă:

Чи кăсăя та шăпчăк, шăкăлчи...

Мăйăлтатать хăй майăн мăйпăранĕ —

Пахчаçăсен юратнă шăпăрçи.

 

Итле, юлташăм, тантăшăм, тăванăм,

Çак ырă çутçанталăк пĕтĕмпех

Пирĕн ятпа, йăлт пирĕншĕн вăраннă,

Çĕкленнĕ вăл мĕнпур илемĕпе.

 

Юрлать çут ир. Çĕршыв пуян та тулăх.

Тырпул ӳсет мăнаçлăн хумханса.

Тантăшпала пыратпăр çĕршыв тăрăх,

Тăван тавралăхшăн хавасланса.

■ Страницăсем: 1... 206 207 208 209 210 211 212 213 214 ... 796

Шухăшсем