Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Тĕрлĕ тĕрĕллĕ тĕнчемПирвайхи юратуСӗве Атӑла юхса кӗрет. Пӗрремӗш кӗнекеКĕтмен венчетТом Сойер темтепĕр курса çӳрениЛаохЙĕрсем

Ватă йăмра айĕнче


Нумай планетăсене хыçа хăварса, инçетри тĕнче уçлăхĕпе вирхĕнсе пыракан пĕчĕк те çутă космос карапĕ çĕр атмосферине кĕрсен чи малтанах пысăкланчĕ, кайран вара, çĕр атмосферин пусăмне пула, тата пĕчĕкленсе куçран çухалчĕ. Космос карапĕ, ахаль куçпа курăнман калăпăшлă пулса, çырмари çӳллĕ валак пуçĕнче ӳсекен ват йăмра айне анса ларчĕ. Нумай та вăхăт иртмерĕ, йăмра айĕнче ним çукран çын евĕрлĕ мĕлке пулса тăчĕ. Ват йăмра, кун пеккине курманскер, ют кĕлеткене çил çинче вылякан тураттисемпе, хăйĕн тăванне тĕл пулнă пек, ăшшăн ачашларĕ. Çу уйăхĕн ăшă каçĕсем. Шăп. Çырмари валакра юхакан çăлкуç кăна, хăйĕн хăйне евĕр кĕввипе илем кӳрсе çак шăплăха татать. Ют кĕлетке те каç шăплăхне, шăнкăртатса юхакан шыв сассине тăнларĕ, енчен енне пăхкаларĕ, пурте йĕркеллĕ, юнашар никам та çуккине пула хăйĕн ĕçне пикенчĕ.

Ют кĕлетке çĕр çынни çӳллĕшех, анчах ăна чи çӳлте ӳсекен йăмра çулçи кирлĕ пулнăран, вăл çав çулçă патне хăйĕн кĕлеткин тăршшĕне вăрăмлатса çитме пултарчĕ. Çулçăна татса илсе ятарлă шăнтакан капсула ăшне хучĕ, вара каллех каялла çĕр çынни çӳллĕш пулса тăчĕ. Кăшт тăхтасан ют кĕлеткен пуç пӳрни вĕçĕнче вăрăм йĕп курăнса кайрĕ. Çав йĕпе йăмран вуллине чикрĕ, йывăçăн сĕткенне çăтса илсе каялла туртса кăларчĕ. Тепĕр шăнтакан капсула кăларса пӳрне вĕçĕнчи йĕпрен йăмра сĕткенне çавăнта юхтарчĕ. Ку ĕçе вĕçлесен, ют кĕлетке хăйĕн тавралла пăра пек çаврăнса çĕр ăшнелле пĕр аршăн пек кĕрсе кайрĕ. Кайран вара, çавăн пекех каялла çаврăнса тухрĕ. Пăра пек урисем йĕркеленчĕç, пăрăнса тухнă ура вĕçĕнчи йăмра тымарĕсене виççĕмĕш шăнтакан капсула ăшне хучĕ. Çавăн пекех шăнтакан капсулăсем ăшне йăмра хуппи, чечекĕ лекрĕç. Ют кĕлетке йăмрана икĕ аллипе ытамлама пăхрĕ, анчах ытамĕ çитменрен унăн аллисем резина пекех малалла тăсăлчĕç, йывăçа хăйсен ытамне илсе унăн диаметрне виçрĕç. Кайран вара, урисем пекех, аллисем те каялла йĕркеленчĕç. Пулчĕ-и тенĕн ют кĕлетке тем кĕтсе кăштах тăхтарĕ, унталла-кунталла пăхрĕ, тепĕр самантран вара хăйĕн кĕлеткин хура тĕсне çут тимĕр тĕсĕпе ылмаштарчĕ. Ват йăмра, ним пулман пек, хăйĕн тураттисемпе каçхи ăшă çил çинче вылятса мĕн пулса иртнине шăппăн сăнарĕ.

Малалла

Çурхи тĕнче


Çурхи кун ыйхинчен вăранчĕ,

Çĕн эрешсем хуллен сăхать, —

Тавралăхра кĕвĕ шăранчĕ,

Хĕвел чăнтан хĕртсе пăхать...

 

Йăмра та çеçкере, куратăп,

Çеçпĕл çунать, ав, çулăмпа.

Уçланкăра çарран чупатăп

Лĕпĕш хыççăн мăн туйăмпа.

 

Эп çамрăк мар, пăшăрханмастăп,

Çурхи тĕнче çамрăклатать.

Иртнĕ куна та ылханмастăп.

Çурхи тенче тулăхлатать.

 

Эх, пурнăç, пурнăç — çурхи курнăç,

Чарăн пĕр вăхăта, шелле!

Çурхи тĕнче евĕр пул тăнăç,

Ан васка тухăç шевлилле.

 

Çурхи тĕнче — венчет калпакĕ,

Çурхи тĕнче — венчет кĕпи.

Юратушăн — туйăм амакĕ,

Юратушăн вăл — Хĕвелпи...

Икĕ çыран


Ман пурнăçăм-шăпам — икĕ çыран.

Пурнатăп эп тутар çыранĕнче,

Сăпкамçăм ман — чăваш çыранĕнче,

Кĕпер хывма пуçларăм çавăнтан.

 

Чăвашстана куратăп тĕлĕкре,

Пуçа таятăп, йăмрасем, сире.

Тутарстана усратăп ĕмĕтре,

Чăваш пики кулли — ман чĕремре.

 

Эй, Чăвашстан, хĕвел-урхамахпа

Çĕкленейсе, тепре çӳресчĕ ман,

Ачалăхри çарансемпе, çулпа,

Вара каллех кĕтсе ил, Тутарстан.

«Кĕрхи шăплăха...»


Кĕрхи шăплăха

Эп паян кураймастăп.

Тĕнче тĕрлĕ тĕслĕ тумпа тумланать.

Санран уйрăлса телее тупаймастăп,

Атя,

Кĕр çитсен те,

Çурхи туйăм çунать.

Каларĕç


Каларĕç:

«Пуян вăл... Пӳрт мар, лартнă чаплă кермен!...»

(Хăйсем ман патра пачах та пулман!)

 

Каларĕç:

«Ăна ĕненсен — кайран пит ӳкенен...»

(Хам чăн сăмахпа юлташа эп сутман).

 

Каларĕç:

«Халь пĕтрĕ! Унран çын пулмасть нихăçан!»

(Шаралăм пит ватă, тухса çӳреймест).

 

Каларĕç:

«Ун куккăшĕ пуçлăх, тус пул унпалан!..»

(Чăнах, çын черечĕ умра халь пĕтмест).

 

Каларĕç:

«Пит чаплă, талантлă! Мухтатпăр сана!..»

(Анчах чĕрисем хупă пулчĕç вĕсен).

 

Каларĕç:

«Телейлĕ!.. — Пиллет ăраскал самана...»

(Куçра пуррине, эх, курмарĕç вĕсем...)

Ылтăн укçа йывăççи


Кĕр çитсе алăкран шаккарĕ. Таврари йывăçсем ылтăн тум тăхăна пуçларĕç. Сап-сарă çулçăсем çĕр çине çут çăлтăр пек ӳкеççĕ. Эпĕ çак илемлĕ вăхăта çав тери юрататăп, пушă вăхăт тупăнсанах паркра уçăлса çӳретĕп. Пĕррехинче эпĕ кунта самаях пысăк сап-сарă вăрă тупрăм. Вăл мана питĕ килĕшрĕ, эпĕ ăна пӳрте илсе кĕртрĕм. Хитре вăрăна ытараймасăр чечек куршакĕ ăшне акса пăхас терĕм.

Эпĕ ăна кашни кунах шăварса тăтăм. Тăрăшни сая каймарĕ, виç кунтанах вăл шăтса тухрĕ.

Чечек вăрри пулман-мĕн, йăмра вăрри пулнă! Пĕчĕк куршакра тем пысăкăш йăмра çитĕнме пултараймасть, пысăкрах чӳлмек шыраса тупрăм , йывăçа унта куçарса лартăм. Вăл кунсерен çитĕнсех пычĕ, пӳрт маччинех çитсе перĕнчĕ. Унтан йăмра çинче çулçă мар, укçа çакăнса тăма пуçларĕ. Кĕçех ылтăн çулçăсем тăкăна пуçларĕç. Йывăç айне икĕ пичке лартрăмăр, вĕсем часах тулса та ларчĕç. Вăхăт шăвать, эпир пуйсах пыратпăр. Кун чухлĕ укçана ăçта чикес?

Эпĕ 18 тултартăм, манăн качча каймалли вăхăт çитрĕ. Пĕр каçхине пирĕн пата пĕр палланă каччă хăйĕн тăванĕсемпе мана çураçма килчĕ. Эпĕ ăна килĕштермерĕм, ăна качча тухма килĕшмерĕм. Çакна пĕлсен каччăн амăшĕ тарăхса кайнă, çĕрле пирĕн пата килсе йăмрана тĕпрен касса пăрахнă. Халĕ йăмра çук, пирĕн малашне укçа çук, çак каччах качча тухмалла пулать-ши? Юратман çынпа мĕнле пурăнас? Эпĕ йывăç тункати çумне кайса лартăм та макăрса ятăм. Манăн куççуль йăмра тункати çине ӳкрĕ те вăл çутатса çӳлелле çĕкленчĕ. Хытă хăранипе макăрма чарăнтăм. Йăмра тункати ăшĕнчен пĕр хитре каччă тухрĕ те мана лăплантарма пуçларĕ, хăй мĕнле майпа йывăç пулса тăни çинчен каласа кăтартма пуçларĕ. Ăна пĕр хаяр тухатмăш тухатнă пулнă: «Енчен те хăçан та пулин сан çума хитре хĕр килсе ларать, эсĕ каялла каччă пулса тăма пултаратăн», — тенĕ.

Малалла

Чĕлхем, тăван чĕлхем


Чĕлхем, тăван чĕлхем,

Эс пуртанах — чунра

Çиçет шевле-хĕлхем,

Чупать вăй-хал юнра.

Сĕм вăрмана тухсан

Туяп: кашла-кашла

Йывăçĕсем тасан

Юрлаççĕ чăвашла.

Çуралнă ялăмра

Çунатлă чĕлхепе

Пуплет яштак йăмра

Çумри çĕмĕртлĕхпе.

Выл хĕррине ансан,

Сар хĕрсемпе ташлă, —

Кунта йăлтах ансат,

Кунта йăлт пакăшла!

Çӳçе — çинçе çилхе —

Çилпе сиккеленет.

Чĕлхем, чечен чĕлхем

Çулçа сирсе çӳрет.

Сăр хĕрринчен ларса

Тухам-и Атăла,

Ашра вут кăларса,

Анам анаталла.

Вуншар чĕлхе юрри

Вĕçет тӳпенелле.

Чăваш кĕвви пурри

Чуна çĕклет епле!

Шур акăш — пăрахут —

Çитсен Шупашкара,

Сас пачĕ: ту-ту-тут! —

Тус-тантăшсем умра.

Тĕп хулари хĕрсем

Манман-ха чăвашла...

Эппин, чĕлхем, хĕрсем,

Вут-кайăкăн вашлат!

...Тĕнчемĕр уçлăхне

Сассу çитет пулсан,

Чĕлхем, ху хĕлхемне

Сӳнтермĕн эс нихçан!

«Тĕплĕ çын Варсун хуçа!..»


Тĕплĕ çын Варсун хуçа!

Ак мунча та çак мунча!

Икĕ кĕрĕк, пĕр кунча!

Сăра ĕç те ăшши пар!

Ăшша пиçрĕн — тух та тар!

Чăтайманĕ тартăрах!

Сыпаканĕ сыптăрах!

Пичке хырăм пултăрах!

Эпир кунта мунчара.

Лапка çинче — маччара!

 

Ан ятла, Варсун пичче!

Мунчуна мухтать тенче!

Эх чух, тăваннă чух

Çĕпĕрте те хуйха çук!

 

2003, юпа, 18.

Тĕмен, Канаш ялĕ.

В.Д.Васильев таврапĕлӳçĕ мунчи.

«Ачисем лапка тулли...»


«Тăван» ансамбль ертӳçине

Николай Никонорова

Ачисем лапка тулли,

Ĕçмелли сĕтел тулли!

Ăшши-пăшши панă чухне

Пирĕн кăмăл та тулли!

 

Çат-çат Микула,

Хуткупăсçă Микула!

Пултаратăн юрлатма,

Пултаратăн вылятма,

Вылятатăн милĕке,

Авкалатăн пилĕке!

 

Чăхха кирлĕ сар тулли,

Пире кирлĕ хĕр кулли,

Акăш-макăш Чĕппе мунчи —

Пултăмăр вĕт йыт пулли!

 

Çат-çат Микула,

Хуткупăсçă Микула!

Пултаратăн юрлатма,

Пултаратăн вылятма,

Çатти çап-ха вирлĕрех,

Асра юлтăр ĕмĕре!

 

Эх! Тавах Чĕппе хуçа!

Сĕрĕм тивмĕ-ши пуçа?

Тивсен тивтĕр! Хăямат!

Малалла

Тăван чĕлхене


Тăван чĕлхене

Шанатпăр!..

Çеçпĕл Мишши

 

Çепĕççĕн, сулмаклăн,

Савăккăн, хăватлăн

Янăратăн эсĕ, ман тăван чĕлхем.

Тимĕре тататăн,

Чул сăрта вататăн,

Сӳннĕ вучахра та эс чĕртен хĕлхем!

Савнă ялăмра-и,

Шавлă хулара-и

Сан сассун йыхравĕ пуçтарать пире.

Атăлăн — Мускавăн

Илтĕнен мухтавлан, —

Çитмĕл çичĕ халăх саламлать: хитре!

Венăра тăрать-и,

Берлинра утать-и

Ирĕклĕх салтакĕ,

чыслăха туйса, —

Туслă чĕлхесенĕн

Хушшинче, кервенĕн,

Сас паратăн эс те, кăмала уçса.

Ĕмĕрсем пилĕ

Халăхăн илемĕ,

Кунсерен çĕкле эс иксĕлми вăйна!

Чăвашлах хавассăн

Калаçать Некрасов,

Пушкин та, Шекспир та йышăнчĕç сана!

Хăшпĕр каппайланнă,

Çын тивĕçне маннă

Йăхсăр-хурăнташсăр каçăр сăмсасем

Сан пирки, мăнаçлăн,

Кăрккасем калаçнăн,

Павăраç пулин те, шанчăксăр, тесе,

Эп сана шанатăп,

Малалла

■ Страницăсем: 1... 185 186 187 188 189 190 191 192 193 ... 796

Шухăшсем