Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Элпи халь кăна вырăн çинчен тăнăччĕ-ха, хаваслă юрă шăхăрса физзарядка тума пикеннĕччĕ, анчах çав вăхăтра видеотелефон экранĕ çинче пĕр класра вĕренекен Юман сăнĕ курăнса кайрĕ.
— Ырă ир, Элпи, — терĕ вăл кăмăллă сасăпа.
— Сана та çавах, — терĕ хĕр пĕрчи, — мĕн пирки ирех шăнкăравлатăн?
— Каçар та, анчах эпĕ паян çĕрле Тарăн вар çырми пуçĕнче ларакан йăмра патĕнче темĕнле сасăсем илтрĕм.
— Кам та пулин кушак çури кайса янă пулĕ-ха, — кăшт куларах сассипе каларĕ Элпи.
— Çук, çук. Кушак çури макăрнă сасă мар вăл, темле ăнланмалла мар кĕвĕ евĕрлĕскер. Тен, паян каç пулсан çитсе килĕпĕр çавăнта.
Элпи килĕшсе пуçне сулчĕ, çавна май унăн сарă кăтра çӳçĕ чӳхеннĕ пек пулчĕ. Сенкер куçĕ ăшшăн çиçсе илчĕ. Темшĕн килĕштерет Юмана Элпи, ăна вăл хăй те татса калаймасть. Анчах çак каçăртарах сăмсаллă, çырă çӳçлĕ, яштака пӳллĕ арçын ача ăна чăннипех килĕшет. Суйма, улталама пĕлмест вăл, ытлашши нумай та калаçмасть. Çакăн пек юлташ пурри савăнтарать хĕрачана.
Çуллахи кун вăрăм пулсан та вăхăт хăвăрт иртсе кайрĕ. Ял урамĕ выльăх-чĕрлĕх сассипе тулчĕ. Кĕтӳ кĕрет. Элпи те, Юман та хăвăртрах кил таврашĕнчи ĕçсене пуçтарса пĕтерме тăрăшрĕç. Ара, вĕсене йăмра вăрттăнлăхĕ илĕртет-çке.
Малалла
 Ан пуç çап, урăх шанмастăп,
Çитĕ хур туни мана.
Манăç тунăшăн манмастăп,
Каçару пулмĕ сана.
Урăххине юратан,
Урăххине ыталан,
Урăххине чуп тăван,
Эс ăна та улталан...
Шанчăклă пулма пит йывăр,
Çăмăлттайшăн çăмăл, тен...
Туйăнан эс маншăн хăмăр,
Уйрăлаймастăн пилтен.
Икĕ питлĕ эс, пĕрех хут,
Хăçанччен чăтайăн-ши?
Тĕл пулсан манпа тепĕр хут
Вăтанса пуç тайăн-ши?
 Паян пирĕн, тăван, кĕмĕл туй,
Чĕрек ĕмĕр пĕрле пурăнса
Ватăлтăмăр тесе эс ан туй,
Пурнăç пырĕ татах та ăнса.
Ылтăн çĕрĕ çумне кĕмĕлли
Тăхăнтартрăн мана эс, савни.
Ылтăн çĕрĕ тата кĕмĕлли —
Чĕрĕк ĕмĕр пурăнăç ани.
Савнă мăшăр, савниех юлан
Ĕмĕрти пур туйсем иртиччен.
Эсĕ — манăн, манăнах пулан,
Çăтмахра та эс пулмăн пĕччен.
Паян пирĕн, тăван, кĕмĕл туй,
Кĕл чечек çеçкине сапала.
Юратмастăп тесе эс ун суй,
Ватăлатпăр тесе ан кала...
Тăван чĕлхе, эс тăванран тăван.
Санран та çывăххи мĕн пур-ши ман?
Анне ăсанчĕ урăх тĕнчене —
Хăй чĕлхине хăварчĕ ачине.
Тăван чĕлхеçĕм, юлтăн манпалан,
Куç хупиччен эс чĕрере ялан.
Туссем те пулмĕç ĕмĕр юнашар.
Ыр тăвансем те ĕмĕр-ĕмĕр мар —
Пĕр эс анчах, чĕлхемĕр, ĕмĕре,
Нихçан та эс пăрахас çук пире,
Тăр кăнтăрла та е хура çĕрле
Тата Тăван çĕршыв санпа пĕрле.
Эс чĕрери нихçан сӳнми хĕлхем,
Янравлă та хитре тăван чĕлхем.
Чăваш чĕлхи, эс иксĕлми пуян,
Сан анлăшу — хăватлă океан.
Чылай тĕлĕнтермĕшсем
Çута тĕнчере.
Асамлă çăлтăрсем
Çутатаççĕ тупере.
Чăваш ялĕнчĕ ӳсет
Пĕчĕк матуркка.
Амăш юратса чĕнет.
Пул хăюллă, Юманкка!
Пĕр хаваслă ирхине
Вăл çул тытрĕ çăл патне.
Сиплĕ шыв чуна уçать,
Вăй-хавал çынна парать.
Çак ача çине сасартăк
Кавакарчăн ларать,
Пĕчĕк паттăртан çав кайăк
Пулăшу ыйтать.
— Ват йăмра сирĕн яла
Усалсенчен хӳтĕлет,
Анчах ăна çăлмалла —
Çĕлен кăшлать, пĕтерет.
Виçĕ кун та, виçĕ каç
Юманкка симпыл çиет,
Хĕвелтен хĕрӳ илет,
Вăтар çула вăл çитет.
«Ват çын — тăват çын»
Тенĕ чăвашсем.
Шур сухаллă Эливан
Парать ăна сĕнӳсем.
Çурçĕр çитсен сĕм çĕрле
Йăмра уçăть алăкне,
Çĕр аннемĕр хаш! сывлать
Тĕрĕс çула кăтартать.
Паттăр васкать
Йывăç патне çывхарать.
Ун çунатлă урхамахĕ
Çулăм каларать.
— Мĕнле малашлăх сан, йăмра?
Малалла
Паян çанталăк питĕ ăшă. Пĕтĕм чĕрĕ чун вĕри хĕвелтен тарса пытаннă. Йывăç çулçисем тахçанах çумăр курманнипе пĕркеленсе ларнă. Уй варринче кăшман çумлакан Çеруш та темиçе хутчен çывăхри хурăнлăха пăха-пăха илчĕ. «Çак йăрана çумласа тухатăп та рашчана кĕрсе çырла çиетĕп», — тесе шухăшларĕ вăл.
Çеруш салтакран таврăнни шăп та икĕ çул çитрĕ, анчах ун пичĕ çинчи салхулăх çаплах иртсе каймасть-ха. Хăйне, салтакран таврăнаканскерне, Канаш станцине машинăпа кĕтсе илме тухнă ашшĕпе амăшĕ аварие лексе вилни асĕнчен тухмасть унăн. Çеруш хăйне айăплă туять. Килти ĕçсене туса чунне йăпатать вăл: выльăх пăхать, пахча ĕрчетет… Аллинчи сехетне нихăçан та салтмасть. Ашшĕ парни-çке вăл.
Ĕçлесе ываннă Çеруш хурăнлăха канма кĕчĕ. Çырла таткаласа çирĕ. Вăрманти сас-чӳ темле чаплă кĕвĕ пек тыткăнларĕ ăна. Çеруш курăк çине ларчĕ те тутлă шăршăллă хурăн çумне тĕршĕнчĕ. Сехетне салтса тĕрĕслерĕ, унан хитре циферблатне ачашласа илчĕ. Вăрман кĕввипе киленсе куçне хупрĕ.
Çак вăхăтра Çеруш аллинчи сехете такам туртса илчĕ. Шартах сиксе ура çине тăчĕ Çеруш. Мĕн пулнине ăнланаймасăр йĕри-тавралла пăхса çаврăнчĕ. Çывăхри хурăн туратти силленчĕ, унта темĕскер йăлтăртатса илчĕ. Çеруш вара хурăнлăхран темле хитре хӳреллĕ кайăк вĕçсе тухса кайнине курчĕ. Çил пек вĕçтерчĕ ача кайăк хыççăн. Сехете ӳкерсе хăварасса шанчĕ, анчах кăлăхах. Çирĕп тытса пырать иккен кайăк сехете. Кайăк ялалла çул тытрĕ, ялтан Çавал хĕррине. Çеруш ывăнчĕ пулин те парăнмарĕ. Ашшĕн сехетне тем пулсан та каялла тавăрасшăн пулчĕ. Кайăк вара Çавал хĕрринчи пысăк йăмра çине пырса ларчĕ. Çерушăн сехетне çирĕп турат çине çакса хучĕ. Çамрăк каччă йăмра çине хăпарасшăн пулчĕ. Кайăк вара йăмрана таккарĕ те, йăмра пысăк та илемлĕ кермен пулса тăчĕ. Кайăкĕ хăй — питĕ илемлĕ пике. Ку кайăкĕ телей кайăкĕ пулнă. Вăл телейсĕр те кичем çынсене пулăшнă. Вĕсене хăйĕн тĕнчине илсе кайнă.
Малалла
Кам ирĕкĕ парать пире хĕрӳлĕх?
Кам сассине илтетпĕр унăн сассинче?
Кам аслă тивлетне кура, эй, пӳлĕх,
илемлĕ çакă пурнăç, çак тĕнче?
Шăпам телейлĕ манăн, ăшăпа
çутта, арăмласа, чунра тытать пуль ăрăм?
Кун-çулăма анлăлатать шăпа.
Анлăлатса, ăна тăвинччĕ вăрăм.
Çапла калать этем, çапла шутлать.
Айван! Мĕн пӳрнинчен епле иртейĕ?
Ма ăнланмасть: самант — типпе юлать
çурхи шыв пек тулли этем телейĕ.
ТУлать, чакать, килет, каять ялан.
Хĕрӳлĕх — талпăнать, ăна сикме памаççĕ,
çӳлтеччĕ вăл халь çеç, тăваççĕ аяла —
каллех хăват илет темле асамçă.
Чунсем хăçан тĕнче пек аслă пулĕç?
Епле упрар вĕсен хĕрӳлĕхне?
Эй, пурнăç ирĕкĕ, хăватлă пурнăç,
парсам чăн ирĕклĕх — этеммӳне!
 Василий Цыфаркинпа Анатолий Абрамов студентсене
Сире чĕнеççĕ ĕмĕтсем,
Çулсем саваççĕ.
Эсир — пуласлăхшăн хĕрсе
Ĕçре ир-каçăн.
Сăлтавăм çук ӳпкелеме,
Куçран мухтатăп.
Сирĕн вутпа ват чĕрене
Вăй-хал паратăп.
Тупсанччĕ Сирĕн пек хавха
Ытти яш-кĕрĕм.
Вара эп тамăк-çăтмаха
Хăюллăн кĕрĕп.
Çулри туссем, çумри туссем,
Ман ик çунатăм!
Шанса тăрса, ĕмĕтленсе
Телей сунатăп.
1984, раштав, 19.
 Юрий Айдашпа Порфирий Афанасьева
Ман тусăн тусĕсем те — тусăмсем,
Вĕсем мана та пер йышра шутлаççĕ,
Самах парсассăн — сăмаха тытаççĕ,
Манпа-санпа пĕр шухăшлах вĕсем.
Тус урлă çĕнĕ тантăш тĕл килсен,
Çĕнĕ çынпа та пĕр чĕлхе тупсассăн,
Вăл сан пекех маттур этем пулсассăн
Мĕн-ма пĕрлешмĕпĕр эпир, туссем?
Сахал-и пурнăçра çывăх çынсем!
Вĕсем çулсеренех нумайланаççĕ,
Сана та манăн тусăмсем шанаççĕ,
Вĕсем те саншăн шанчăклă туссем!
1979, авăн, 18.
Куславкка, Тĕмшер.
Эпĕ кайрăм вăрмана
Кăмпа, çырла пуçтарма.
Кăмпа, çырла пит нумай.
Утрăм — тухрăм уçланка.
Курах кайрăм йăмрана.
Йăмра тулли улмасем.
Çыртас терĕм улмине —
Пач çухалчĕ куçăмран.
Эп кулянтăм чĕререн,
Тухмĕ вăл ман асăмран.
Туссене каласа патăм
Вăрманти йăмра çинчен.
Анне мана ăнлантарчĕ:
— Ку мăнаçлă йăмрана
Эп те курнăччĕ тахçан.
Ун асамлă улмисем
Тĕлĕнтернĕччĕ мана.
Ыр çын аллине лекмест,
Куçран хăвăрт çухалать.
Усал çыннăн аллине
Хăех татăлса анать.
Лешĕ питĕ васкаса
Чапкама ăна пуçлать.
Унăн сăмсийĕ вара
Питĕ вăрăм тăсăлать
Ырă ĕçсем тусан çеç
Хăй вырăнне вырнаçать.
■ Страницăсем: 1... 181 182 183 184 185 186 187 188 189 ... 796
|
Шухăшсем
Кракен marketplace популярен за разн...
Not getting enough leads for Chuvash Org...
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...
Тĕлĕнмелле çырнă...