Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Такам, пĕр паллă çын калани аса килчĕ: «Усалсене хамăрах çурататпăр». Мĕн пирки каларĕ-ха вăл? Мĕне курса каларĕ? Темех мар! Халĕ эпĕ те хутшăнатăп ун çумне. Халĕ ку сăмахсене калакансем тӳрех икĕ çын. Атьăр, чи пуçламăшĕнчен пуçлар.
Мана Никанор тесе чĕнеççĕ. Эпĕ хам çуралнă Çуткун тĕнчине сыхлаканĕ. Акă манăн ĕçтешĕмсем, паллашăр: чи çӳлли, патварри — Сарри паттăр, хăй вăхăтĕнче вăл урăх планета, Çĕр çинче пулса курнă, унта Мускаври Ваçли ĕмпӳ патĕнче çав планета çыннисене хӳтĕлесе сăмах каланă… Ну юрĕ, халĕ сăмахăм малалла. Тепри — лутакараххи, куçлăхли — Кĕрешĕн. Вăл кĕрешӳре ялан малта. Апла пулсан ун вăйĕ çинчен каласа пама та кирлĕ мар пулĕ. Эпир пурте хамăр тĕнчене сыхлакансем. Çуткун пурне те хăй илемĕпе, çăтмахлăхлăхĕпе илĕртет. Кунта ялан илемлĕ, тутлă шăршă асамлăх кӳрет. Чи чапли вара — лăпăска туратлă, тăрăхла çулçăллă йăмрасем. Сăмах май, çакăн пек йывăçсем Çĕр планета çинче те пур теççĕ. Пирĕннисен чечекĕсем — чи техĕмлĕ, шерпетлĕ çимĕç евĕр курăнаççĕ, куçа хăйсен илемлĕхĕпе илĕтеççĕ. Çуткун тĕнчинче çак йывăçа чи сăваплисен шутне кĕртнĕ. Ăна хуçса — ватма мар, тĕкĕнме хăяканĕ те çук, мĕншĕн тесен ун асамлăхĕн вĕçĕ-хĕрри çук. Çак йывăçăн сĕткенĕ этеме чĕрĕлĕх кӳрет. Хĕвелсĕр тĕксĕм кун ăшă тата çутă парса тăрать. Паттăрсен чунне те ăшăпа вăй парнелет, тĕрлĕ паттăрлăх валли хавхалантару кӳрет. Çапла вара çак йăмрасăр Çуткун тĕнчи айăпланма, пĕтме пултарать. Пирĕн тĕнчери çынсем пурте пĕр-пĕринпе килĕштерсе, туслă пурăнаççĕ. Никамăн та вăрлас-çаратас, çапас-вĕлерес шухăш çук. Тĕнчери мирлĕ пурнăç тăнăçлăхне упрас текенсем анчах пурнаççĕ кунта.
Малалла
 Салам, сана, салам, савнă тусăм,
Салам сана Хĕвел тухăçран!
Саламсем пулса çуллахи шуçăм
Салтака вăратрĕ ыйхăран.
Салам, салам
Йышăн эс манран.
Салам, салам —
Хĕвелтухăçран.
Çырусем санран куллен кĕтетĕп,
Питĕ йывăр, тунсăх пурăнма.
Ăсăмра чĕкеç пулса вĕçетĕп,
Тĕлĕкре те пулин курăнма.
Нумаях юлмарĕ тĕл пулмашкăн,
Юрату çунат хушать куллен.
Кăйăксем вĕçеççĕ ушкăн-ушкăн, —
Тăван ен туртать-çке, тăван ен!
 Çуллахи вутлă пĕлĕт йĕрет,
Хĕрсе кайнă асамлă çут пĕлĕт,
Юр пек шурă кăкру сан чĕтрет,
Ытамра вăл, ах, çылăхлă ĕмĕт...
Кам хăйсах вăратать шăплăха?
Аслати? Шăл йĕрет, тен, шуйттанĕ?
Алхасать тӳпере вут çăмха,
Тен, пире вăл курсассăн вăтанĕ?
Çăлтăрсен куççульне алласа
Тăранмарĕ тӳпе, тăранмарĕ.
Телее çурмаран пайласа
Çăтмахран çамрăк чун таврăнмарĕ...
Çуллахи вутлă пĕлĕт йĕрет,
Усала е ырра? Кам пĕлет-ши?
Ӳсĕр çилĕ вĕрет те вĕрет,
Ыранхи кун пире мĕн кĕтет-ши?
 Анатолий Ыхра ĕçтешĕме
Мĕн шутлатăн, мĕн уйлатăн, тусăм,
Уяври яшсем сине пăхса?
Хул çине ӳкет халь тепĕр пусăм,
Çулсене виçет пуçран шăлса...
Шăлнăçемĕн шурă тĕслĕ вăхăт
Карт лартать те шак хурать татах!
Пурпĕрех сана савса эп пăхăп,
Калаçмашкăн пырăп сан патах.
Туртăнаççĕ кунçулсем пĕр тăсăм —
Тупăнмасть те, çук та-ши чарак?
...Тепĕр аллăран туртасчĕ сăхăм
Ыхрапа лартса тулли чара!
1998, çу, 8.
Чăваш тĕпчев институчĕ.
 Светлана Асамата
Амаксар тăррийĕ — Амату —
Тĕпренсе вĕçет вăл тусанпа,
Ирĕлсе тăрать вăл юханпа —
Чакса ларнă аслă вырăн çӳллĕшĕ ...
Атăлçум им-çамĕ хравути,
Чĕрĕлсе ӳсет вăл ăшăпа,
Тутансан уçать вăл ăшăма —
Атăл айне пулса юлĕ-ши..
Сăхă этем куçĕ антăхсан
Çитмест ăна айлăмпа сăрт-ту...
Чура паттăр, хӳтте илме тух —
Каллех çĕнтерейсе пулмĕ-ши?
1995, çĕртме, 2.
Атăл, Амаксар утравĕ.
Ĕлĕк-авал, сĕм авал, Сурăм шывĕ хĕрринче Паймăк йăхĕ пурăннă. Çерĕм çĕтнĕ, тырă акнă, кĕтĕвĕ-кĕтĕвĕпе выльăх-чĕрлĕх усранă. Пит аван пурăннă темелле, анчах таçтан мур килсе çапать ку йăха. Выльăх-чĕрлĕхпе пĕрле Паймăк йăхĕ те арканать. Паймăк пĕртен пĕр ывăлĕпе, Асаматпа, тăрса юлать. Пурăнаççĕ çапла иккĕшĕ. Вăхăт нумай иртет-и, сахал-и — Асамат ӳссе çитет. Пĕррехинче вăл ашшĕ патне пырать те çапла калать:
— Аттеçĕм! Эпĕ ӳссе çитрĕм ĕнтĕ. Эсĕ мана мĕн пĕчĕкрен юратса ӳстертĕн. Эпĕ халĕ çул çӳреве тухасшăн, санран вăхăтлăха уйрăласшăн. Пиллесем ĕнтĕ мана, аттеçĕм.
Уйрăлма тем пек йывăр пулсан та ашшĕ ывăлне пиллет, икĕ кĕмĕл укçа парать.
Тепĕр кун Асамат çула хатĕрленет. Ĕçсе çиет те ашшĕпе, тăванĕ-хурăнташĕпе сыв пуллашать, килĕнчен тухса каять. Çулпа пĕр уйăх утать. Кайсан-кайсан пĕр вăрмана çитсе тухать. Ывăнса çитнипе пĕр йывăç çумне канма ларать. Ларсан-ларсан Асамат тĕлĕрсех каять. Шăнса кайнипе вăранса каять. Нумай шухăшласа тăмасть, йывăç хăвăлне кĕрсе выртать те каллех хуп турттара пуçлать. Мĕн чуль çывăрнине Асамат хăй те пĕлмест. Вăранса каять те тĕлĕнсех каять. Йĕри-тавра калама çук илем: пур çĕрте те нихăçан курман илемлĕ кайăксем юрăсем шăрантараççĕ, ăçта пăх унта куçа тыткăнлакан чечексем ешереççĕ. Çак илеме курса Асамат çухалсах каять, хăй ăçта кайнине те пĕлмест. Утать, утать Асамат. Тĕнче илемĕпе киленет. Утсан-утсан кӳлĕ хĕррине çитсе тухать. Кӳлĕри шыв тăп-тăрă, ун çинче хĕвел шевли вылять. Асамат хăва тĕмсем айне канма ларать. Шăпах çак вăхăтра кӳлле темиçе акăш вĕçсе килет. Пуçлаççĕ вăй выляма: пĕр-пĕрне хăвалаççĕ, ашкăнаççĕ, çитменнине, ахăлтатса кулаççĕ. Асамат ахăлтатса кулнă сасса илтсе унталла-кунталла пăхать, анчах никам та çук. Çак вăхăтра акăшсем кӳлĕ хĕррине тухаççĕ те çунаттисемпе сулласа çаврăнса илеççĕ. Тĕнчере çук чипер пикесем пулса тăраççĕ. Пĕри пуринчен те илемлĕрех: çăлтăр куçлă, пичĕн пĕр енĕ уйăх, тепĕр енĕ хĕвел. Асамат ăна курнипех хытса тăрать, чĕри юратупа тулать, ăна мăшăр тума шутлать. Анчах акăшсем мĕнле кĕтмен çĕртен килнĕ, çавăн пекех хăвăрт куçран кайса çухалнă. Асамат хуйха путать, акăшсене шыраса тупма шутлать. Анчах ăçта шырамалла-ха вĕсене? Пырать Асамат çулпа. Анчах нумаях та каяймасть вăл — çухалса каять. Ăçталла каймаллине пĕлми пулать. Йăлтах аптăраса çитет.
Малалла
 Паян ирпе çула тухсан,
Эп тĕлĕнсе кăна-çке пытăм:
Çунса выртать таçтан-таçтан
Кĕр кунĕ сапнă чĕре ылтăн.
Çуралнă ялăм — ылтăн сад,
Хирте пĕр тикĕс ылтăн хăмăл.
Ун тăрăх ылтăн ывăтса,
Хĕвел чупать çăмха пек çăмăл.
Ыраш калчи, ав, ешерет
Çӳçеллĕ пурçăн тутăр майлă.
Çаранлăхра кĕтӳ çӳрет, —
Кĕрхи сĕтсем çăра хăймаллă.
Кăнтăралла хуркайăксем
Карти-картипеле куçаççĕ;
Кĕрхи хĕвел çинче вĕсем
Ылтăн çунатлă курăнаççĕ.
Ылтăнланан вăрман тăрне
Пилеш вĕри кăвар сапать-мĕн.
Кам савмĕ-ха кĕр мăнтăрне,
Кама ун ырлăхĕ йăпатмĕ?
Вăрманалла шала кĕрсен,
Юмахри пек туятăн эсĕ:
Сап-сарă ылтăн мăйăрсем
Тӳрех сан ывçуна ӳкеççĕ.
Йăлтах манатăн хăвна ху,
Çăкалăхпа пыратăн çулсăр.
Савни хыпарĕ мар-ши ку —
Вĕл-вĕл вĕçен çак ылтăн çулçă?
Мĕн каласа мĕн çырнă-ши?
Çăка çулçи чăнах çыруллă.
Тăван кĕтес, тăван çĕршыв,
Малалла
 Çавал хĕрринчен пирĕн пĕчĕк яла
Утаççĕ ретпе юпасем.
Çавал вăй-хăвачĕ йăл-ял çуталать
Куллен каç пулса килнĕçем.
Çӳлти çăлтăрсем ман тăван ял çине
Пăхаççĕ паян ăмсанса.
Кĕретпĕр эпир пĕр колхозник килне,
Кунта — питĕ çутă, таса.
Сĕтел хушшинче пĕчĕк паттăр ларать,
Пит чаплă пулас кĕнеки;
Пуçне çĕклемесĕр çак паттăр вулать:
«Ульянов — ача чухнехи...»
Ун ашшĕ те ларнă сĕтел хушшине,
Пĕрлех вăл вулать те çырать:
«Эпир пурнăçлатпăр Ильич хушнине,
Пур ĕç те кал-калăн пырать».
Кружок пулмалла-çке ыран каçхине,
Колхозник унта вĕренет.
Инке юр пек шурă кăтай пир çине
Хитре тĕрĕсем ӳкерет.
Ялти хресчен пӳрчĕ. Пĕр пĕчĕк килйыш.
Тӳлеккĕн çеç вăхăт шăвать.
Стена çумĕнчен çивĕч куçлă Ильич
Кашнин ĕçне ăшшăн сăнать.
Çавал вăй-хăвачĕ çак пĕчĕк пӳртре
Çапла ялкăшса çуннăçем,
Ӳссе çуталаççĕ вĕри ĕмĕтре
Тата аслăрах кунçулсем.
Малалла
 Акăшсем, акăшсем,
Кĕрхи сулхăн ирпе
Вĕçрĕç ман шухăшсем,
Хускалса сирĕнпе.
Ман вĕри салама
Тусăма калама
Илсе кайăр инçе
Шур çунатăр çинче.
Тусăма ăсатни
Кĕç çулталăк çитет:
Чикĕре чун савни
Çĕршыва хӳтĕлет.
Ах, черемçĕм çунать, —
Мĕншĕн çук-ши çунат!?.
Сирĕнпе эп çула
Паянах тухмалла.
Акăшсем, акăшсем,
Каялла вĕçнĕ чух
Ман вĕри шанчăксем
Сирĕнтен юлас çук.
Пĕр хĕвеллĕ çут ир
Илсе килĕр эсир
Савнă тус саламне
Манăн кантăк умне.
 Асăнмалăх, тусăм, парнелерĕн
Сăнӳкерчĕк иртнĕ çул мана.
Килĕп, терĕн, мĕншĕн-тĕр килмерĕн.
Ăçта эсĕ? Мĕн пулчĕ сана?
Сăнӳкерчĕк,
Хĕрри пĕркеленчĕк,
Сархайма та тытăннă кăштах.
Сăнӳкерчĕк —
Туйăмри тĕпренчĕк,
Вырăну сан ĕмĕр çавăнтах.
Сăнӳкерчĕк —
Пурнăçри тĕрленчĕк,
Ас илме хистет иртнĕ куна.
Сăн ӳкерчĕк,
Пысăках мар, пĕчек,
Çав-çавах сиплет чирлĕ чуна.
Юратап тесе те тупа турăн,
Пĕрлешме сăмах парса тату.
Тем те пулĕ, тем те курса тăрăн, —
Хыпар ту, савниçĕм, хыпар ту.
Юратмастăп? Çук, чуна суятăп,
Каллех хатĕр туйăма чĕртме.
Мĕн пулсан та килессе туятăп,
Юрату хистет мана кĕтме.
■ Страницăсем: 1... 177 178 179 180 181 182 183 184 185 ... 796
|
Шухăшсем
Кракен marketplace популярен за разн...
Not getting enough leads for Chuvash Org...
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...
Тĕлĕнмелле çырнă...