Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ĕмĕр сакки сарлака. 1-мĕш томПахчапа мунча хуҫиАндрей ПеттокиИлле ТăхтиТутимĕрКунсем-çулсем... Çулсем-йĕрсем...Таркăн

Пулăра


Шкултан килтĕм те пулă тытма каяс терĕм. Пĕчĕк кӳлĕ пирĕн пӳрт умĕнчех. Ун йĕри-тавра темиçе йăмра çитĕнет. Вăлтасене хатĕрлерĕм, пахчаран ăман пухса тултартăм. Пĕчĕк витре илсе кӳлĕ хĕррине тухса лартăм. Кăштахран ман çума Саша килсе вырнаçрĕ, унтан — Денис. Алеша темшĕн курăнмарĕ. Ларатпăр виççĕн пулă хыпасса кĕтсе. Темшĕн паян пулă кĕмест. Вăхăта ирттерме пĕр-пĕрне интереслĕ пулăмсем пирки каласа кăтартма пуçларăмăр. Малтанах манăн каламалла пулчĕ.

«Зоя аппапа кăмпана кайни халĕ те асрах. Çумăр çунă хыççăн Зоя аппа мана кăмпа татма чĕнчĕ. Асанне пире асăрханарах çӳреме хушрĕ. Эпир пĕчĕк витресем йăтса вăрмана çул тытрăмăр. Нумаях та утмарăмăр, кăмпа тĕлне пултăмăр. Васкаса пухма пуçларăмăр.

— Пăх-ха, еплерех хитре кăмпа! — тетĕп эпĕ аппана, хĕрлĕ шĕлепкеллĕскере курнă май.

— Ку вăл шăна кăмпи, çимелли мар, наркăмăшлăскер, — тет мана аппа.

Хăй еплерех хитре, анчах çимелли кăмпа мар, тĕлĕнмелле!»

— Нимĕн тĕлĕнмелли те курмастăп, шăна кăмпи вăл, — тет тилĕ.

Ман калава итлеме кролик, чĕрĕп тата тилĕ килсе тăнă пулнă. Вĕсем пире вăрман пурнăçĕнчи тĕлĕнтермĕшсем çинчен татах та нумай каласа пачĕç. Çăвар карса итлесе лартăмăр. Пулмарĕ пулă тытасси.

«Ача ури çине тăрать...»


Ача ури çине тăрать,

Тăрать, тăрать,

Пит савăнса амăш кулать,

Кулмасть ача,

Ӳкмест, тăрать.

 

Унтан мĕнпур вăйне пухса,

Утса вăл

Кайрĕ малалла.

Сасартăк ӳкрĕ такăнса,

Йĕмере,

Тăчĕ,

Ăнтăлчĕ мала...

 

Сунатăл ăнăçу, туссем,

Малтан мала утакана.

Кĕтеççĕ инçетри çулсем

Канма пĕлмен хастар çынна.

Хак пани


Çĕрле, асар-писер çулпа,

Çĕмĕрĕлнĕ кив урапапа,

Кайма шутланă, тет, пĕри,

«Чипер!» — ăсатнă, тет, тепри.

 

Тата тепри ту-сăрт урлах,

Ытла та мухтанмасăрах,

Кать çулĕ хывнă тахçанах.

«Сукмак!» — хак панă, тет, ăна.

Хаваслăх юрри


Тăван çĕршыв хаваслăн чечек сарчĕ,

Çурхи хĕвел çутипеле кулса.

Тăван уй-хир те хумханса хăпарчĕ,

Çырансăр анлă тинĕс пек тулса.

 

Эпир мăнаçлăн уява тухатпăр,

Уяв кĕрлет халь пирĕн урамра.

Кăкăр тулли, чĕре тулли юрлатпăр

Ытарайми çурхи юррăмăра.

 

Çутă хĕвел йăлтăртатса тухнишĕн

Шăпчăк юрлать, вăрман та янăрать.

Тăван çĕршывшăн, Аслă çĕнтерӳшĕн

Халăх юрлать, тĕнче те савăнать.

 

Çĕршыв-аннемĕр паттăрсене савтăр,

Вĕсем халь пурте тивĕç мухтава.

Хаваслă юрă çĕршыв тăрăх кайтăр,

Вăл пырса кĕтĕр аслă Мускава!

Аслă Çĕнтерӳ


Юлташăмсем, тăванăмсем,

Тухатпăр пурте урама,

Пуçлатпăр юрă юрлама,

Пуçлатпăр ташă ташлама,

Янраччăр та кĕрлеччĕр урамсем!

 

Вăл çитрĕ, çитрĕ

чун пек кĕтнĕ ир,

Мĕнпур чĕрешĕн чи вĕри сăмах

ак илтрĕмĕр эпир.

 

Хăватлă, Аслă Çĕнтерӳ,

Чĕрешĕн мĕн тери хĕрӳ!

Пĕтĕм çĕр чăмăрĕ тавра,

Хăватлă Çĕнтерӳ, янра!

 

Çак сăмаха кашни хăй чĕринче

Нумай çулсем усранă,

ăшăтнă,

вĕрилентернĕ.

Ак халь ылханлă тăшмана пĕтернĕ,

Ăна тĕппех аркатнă та çĕнтернĕ!

 

Паян çавна ак илтрĕ пур тĕнче,

Вăл янăрать колхозник пӳртĕнче,

Вăл янăрать çĕр çывăрман заводсенче

Вăл янăрать Мускав площадĕнче,

Вăл — кашни çыннăн чĕринче.

 

Хаваслă, Аслă ир!

Хаваслă шурăмпуçĕ.

Халь пурте тухнă урама эпир,

Эпир халь пурте — çĕнтерӳçĕ!

 

...Вăл тухрĕ, тухрĕ Çĕнтерӳ хĕвелĕ, —

Малалла

Космосра пулса куртăм


Вăраннă-вăранман шкула кайма пуçтарăнтăм. Паян тĕрĕслев ĕçĕ çырмалла, учитель иртерех пыма хушрĕ, урок пуçланиччен правилăсена тепĕр хут аса илмелле. Кăшт-кашт çырткаларăм, кĕнеке-тетрадь сумкăна чикрĕм, шкулалла васкарăм. Те ытлашши васкани юрамарĕ, те çулĕ хăй çавнашкал пулчĕ, умри йăмра тураттинчен такăнтăм. Тем пулчĕ, пĕлĕтелле вĕçсе кайрăм. Пĕлĕт çинчен ман пата космос çыннисем вĕçсе анчĕç, çак тĕлĕнтермĕш этемсем мана çавăтса хăйсем пурăнакан яла илсе çитерчĕç. «Ялĕ Марс çинче пулмалла, — тесе шухăшласа пыратăп. Манран никам та нимĕн те ыйтмарĕ, темĕнле пӳлĕме кĕртсе ячĕç, ума апат —çимĕç лартса пачĕç те алăка питĕрсе илчĕç. Эпĕ малтанах вĕсем мана хамăн тăван яла, Штанаша, илсе каяççĕ пулĕ тесе шутланăччĕ, анчах та хам Марс çинче иккенне ăнланса илтĕм. Пĕрремĕш кунхине хытах хăрарăм, иккĕмĕш кунне хăрама пăрахрăм. Манран никам та нимĕн те ыйтмасть. Апат çитереççĕ, хăйсем пĕр сăмах та калаçмаççĕ. Аран-аран пĕр ачарен хам кунта мĕнле килсе лекнине ыйтса пĕлме пултартăм. Эпĕ такăнса ӳксен Çĕр çинчен пулăшу ыйтакан паллă янăраса кайнă, вăл космоса илтĕннĕ, уçăлса çӳрекен Марс çыннисем çавна илтсен мана пулăшма вĕçсе аннă.

Малалла

Ăнкараймастăп


Çурхи улăхра,

Каçхи шăплăхра,

Çирĕплетрĕн юратни çинчен.

Айлăмри йăмра,

Халь те асăмра

Ыталарĕ пире мĕн ирччен.

 

Çăлтăрлă тӳпе

Хитре сăнĕпе

Илемлетрĕ каçхи тĕнчене.

Шăпчăк-юррипе,

Уйăх-тĕррипе,

Тыткăнларĕç пирĕн ĕшнене.

 

Чуптурăм сана,

Чуптурăн мана,

Пирĕштисем вĕçрĕç çĕрĕпе.

Чăнахах-ши ку?

Тĕлĕк мар-ши ку?

Иксĕмĕр те ылтăн çĕрĕпе.

Тăна кĕни


Ан сехĕрлен,

Тархасламастăп.

Мĕншĕн йĕрлен?

Асăрхамастăп.

 

Эп саншăн мар,

Сисет ман чунăм.

Эс маншăн мар,

Юрату — туйăм.

 

Мĕнле çаплах

Пулса-ши тухрĕ?

Сăлтавсăрах

Куççулĕ юхрĕ.

 

Суя çăтмах

Пĕр каçлăх çеç вăл.

Суя сăмах

Пурнăçшăн савăл.

 

Кӳрентерме

Ытла та çăмăл.

Кӳрентерсен —

Аманĕ кăмăл.

 

Туйăм ăшши?

Ăнлантăм, çитĕ!

Пурнăç тĕшши

Тусанпа витĕ.

 

Ан сехĕрлен,

Çулна пулместĕп.

Халь йăлт пĕлен —

Сана кӳлместĕп.

 

Хам айăпа

Эп йышăнатăп.

Пурнăç-шăпа —

Тӳре. Шанатăп.

Çумăртан тунă керменте...


Иртенпех çумăр çăвать,

Ма йĕретĕн, кунăм?

Çутçанталăк куç пăвать,

Ăçта эпир, чунăм?

 

Çумăртан тунă керменте

Юрату амаланать.

Çумăртан тунă керменте

Юрату хуçаланать.

 

Юмахри пек çутă, ырă,

Çăтмах кĕтесĕ тĕнчен.

Çумăр çуратать çĕн юрă,

Пирĕн юрату çинчен.

 

Аслати кĕмсĕртетет,

Вут тăкать, ав, çиçем.

Вĕçсĕр юратма хистет

Юрату — тивĕçĕм.

Авалхине аса илсессĕн...


Тискер фашист таптасшăн пулчĕ

Мĕнпур пек чĕрĕ пурнăçа.

Унăн çулне картларĕ, пӳлчĕ

Пирĕн мухтавлă Улăп-çар.

 

Авалхине аса илсессĕн —

Кун пек вăл пулнă пĕрре мар...

Çичĕ ютран тăшман килсессĕн,

Пур халăх пирĕн тăнă кар!

 

Тапăнакан сахал-и пулнă

Авалтанпа тăван çĕре?!.

Юнпа-тарпа-çке халăх çунă

Хăй утса тухнă çул-йĕре.

 

Ĕмĕртенпех эпир утатпăр

Тăван вырăссемпе пĕрле.

Руç йыхăрсан, тăрса тухатпăр

Хĕрӳллĕ çапăçу хирне.

 

Хаяр Иван патша васкавлăн

Пуçтарнă чух вырăс çарне,

Эпир те, чăвашсем, хускалнă

Хӳтĕлемешкĕн Русь çĕрне.

 

Тискер вăр-хурахла Ливони,

Хальхи ултавлă пруссаксен

Ылханлă авалхи тăванĕ,

Ун чух та ют çĕре ăмсаннă,

Юнланнă сăмсине чиксе...

 

Çав йытă-рыцарь йăхне хирĕç

Чăваш та вырăспа пĕрле

Тăван çĕршывшăн тăнă çирĕп,

Ливонсене тинĕселле

Хирсе пăрахнă месерле.

 

Чăвашсене унтан куратпăр

Малалла

■ Страницăсем: 1... 186 187 188 189 190 191 192 193 194 ... 796

Шухăшсем