Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -10.7 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Раҫҫейре

Ку эрне ӗҫлекенсемшӗн кӗске пулӗ. Виҫӗ кун ӗҫлемелле те тепӗр тӑватӑ кун канмалла.

Ку Раҫҫей кунӗпе ҫыхӑннӑ. Кӑҫал пушӑн 8-мӗшӗ шӑматкуна лекнӗ, ҫавна май канмалли куна эрнекун ҫине куҫарнӑ. Ҫапла Раҫҫей кунӗпе ҫыхӑннӑ канмалли кунсем тӑсӑлӗҫ.

Юнкун, уяв умӗнхи кун, ӗҫ кунӗ 1 сехет кӗскелӗ. Тепӗр уяв Республика кунӗ пулӗ. Ун чухне, ҫӗртмен 24-мӗшӗнче, Чӑваш Енри ҫынсем канӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем
"На связи" форумри сӑн
"На связи" форумри сӑн

Паян ирхи 3 сехет иртсен Шупашкарати «ВНИИР» предприяти ҫине икӗ беспилотник ӳкнӗ.

Республика ертӳлӗхӗ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем – Украина беспилотникӗсем. Предприятире пушар пуҫланнӑ, ҫулсене пӳлнӗ. Экстреннӑй служба оперативлӑ ӗҫленипе пушара хӑвӑрт сӳнтернӗ, никам та шар курман, вилмен. Хӑрушсӑрлӑх мерисене пула предприяти ӗҫӗ-хӗлне вӑхӑтлӑха чарнӑ.

Тепӗр 2 беспилотник Краснармейски тата Шупашкар округӗсенчи уйра ӳкнӗ.

Хальхи вӑхӑтра И. Яковлев проспектӗнчи ҫула уҫнӑ, транспорт ҫӳрет.

 

Чӑвашлӑх
 «Чӑваш Ен» ПТРК видеовӗнчен илне сӑнӳкерчӗк
«Чӑваш Ен» ПТРК видеовӗнчен илне сӑнӳкерчӗк

Ҫӗршывӑмӑрӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче сапаланса тӗпленнӗ йӑхташӑмӑрсем тӑван халӑхӑмӑрӑн йӑли-йӗркине тытса пурӑнма тӑрӑшаҫҫӗ.

Нумаях пулмасть Чӗмпӗр облаҫӗнче Акатуя пуҫтарӑннӑ. Унта облаҫ кӗпӗрнаттӑрӗ те хутшӑннӑ. Вӑйӑ картине Чӑваш, Тутар, Пушкӑрт республикисенчи, Чӗмпӗр облаҫӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗсем тӑнӑ. Хӑнасене наци апат-ҫимӗҫӗпе сӑйланӑ.

Ленинград облаҫӗнчи Бугры хулин Тӗп тӳремӗнче те Акатуй кӗрленӗ. Уява вӑл тӑрӑхри чӑвашсен пӗрлӗхӗ, Питӗрти наципе-культура автономийӗ хатӗрленӗ.

 

Персона

Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, чӑваш театрӗн мухтавӗ, тӗлӗнсе каймалла пултаруллӑ сцена ӑсти, РСФСР халӑх артистчӗ Нина Яковлева 85 ҫул тултарнӑ.

«Хаклӑ Нина Михайловна! Сире халӑх юратать, сирӗн пултарулӑхран тӗлӗнет, сирӗнпе мухтанать, савӑнать.

Кашни кун сирӗншӗн ырӑ тӗлӗнтермӗш илсе килтӗр. Пурнӑҫӑр такӑр та телейлӗ пултӑр. Пирӗнпе юнашар нумай-нумай ҫул савӑнса пурӑнмалла, ӗҫлемелле пултӑр», — тесе саламланӑ ӑна Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн странцинче.

 

Персона
Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ
Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта тӗлӗнмелле ӑста, художник, Валентина Никитина ӗҫлет. Хӑй вӑл Чулхула облаҫӗнче ҫуралнӑ. Унти Павлово хулинчи ӳнер училищинче тимӗре илемлетме вӗреннӗ, ӳнер енӗпе пӗлӗвне каярах Шупашкарти педагогика институтӗнче анлӑлатнӑ.

Валентина Нииктина социаллӑ сферӑра виҫӗ теҫетке ҫул ӗҫлет. Вал чӑваш пуканисем ӑсталать. Унсар пуҫне вал турилккесене чӑвашла эрешпе те капарлатать.

 

Раҫҫейре

Ӗнер «Росси 1» кналпа пыракан «Привет, Андрей!» кӑларӑмра Чӑваш Енри хӑна пулнӑ. Вӑл — Надежда Пилипенко.

Надежда Давид Тухманов композиторӑн «Белый танец» юррине шӑрантарнӑ. Ыттисем ҫав вӑхӑтра ташланӑ.

Надежда Чӑваш Енрен сувенирсем илсе килнӗ: кӗҫӗн хӗрӗ ӑсталанӑ икӗ матрешка. Хӑнасем парнесене питӗ кӑсӑкланса сӑнанӑ: Надеждӑн хӗрӗ вӗсене талисман тата сыхчӑ евӗр тунӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_13574
 

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкарти апатлану технологийӗпе коммерци техникумӗнче поварсен хушшинче «Профессире чи лайӑххи» конкурс иртнӗ. Республикари ултӑ кулинар тупӑшса хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартнӑ: пулӑран, аш-какайран апат-ҫимӗҫ пӗҫернӗ, десерт хатӗрленӗ.

Чи маттурри – Александр Гониашвили. Василий Лашманов тата Екатерина Адамова призерсем пулса тӑнӑ.

Александр Чӑваш Ен чысне Раҫҫей шайӗнче хӳтӗлӗ, «Чӑваш ланчӗ» телепроекта хутшӑнӗ.

 

Раҫҫейре
1tv.ru сайтри сӑн
1tv.ru сайтри сӑн

Ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Пӗрремӗш каналпа Дмитрий Крылов ертсе пыракан «Непутевые заметки» кӑларӑмра Чӑваш Ен пирки кӑтартӗҫ. Кӑларӑм 9 сехет те 10 минутра пуҫланать. Малалли ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пулӗ.

Кӑларӑмра чӑвашсен культури, ӗлӗкхи йӑли-йӗрки, еткерӗ пирки каласа кӑтартӗҫ. Ӳкерӳ ушкӑнӗ Етӗрне, Муркаш, Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар тата Канаш округӗсенче пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_21867
 

Пӑтӑрмахсем
Патшалӑх автоинспекцийӗ тунӑ сӑн
Патшалӑх автоинспекцийӗ тунӑ сӑн

Паян 11 сехет те 20 минутра Вӑрмар поселокӗ ҫывӑхӗнче хӑрушӑ авари пулнӑ. «Фольксваген Поло» пысӑк хӑвӑртлӑхпа хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайса «Опель Астра» ҫине пырса кӗнӗ.

Авари тӑватӑ ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ. «Фольксваген» рулӗ умӗнче ларнӑ 68 ҫулти арҫын, «Опельти» 59 ҫулти хӗрарӑм (вӑл пульницӑра вилнӗ), 58-ти тата 29-ти арҫынсем.

Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

 

Персона
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Чӑваш Енри физика учителӗ лотерея, выляса миллионер пулса тӑнӑ! Питӗ ӑннӑ ӑна: вӑл нумаях пулмасть лотерейӑра 1 миллион тенкӗ выляса илнӗ.

Ҫак телейлӗ ҫын – Геннадий Конузин

Вӑл 2022 ҫулта лотерея билечӗсене тӑтӑшах туяннӑ. Пӗррехинче кӑштах выляса та илнӗ. Кайран пӗр вӑхӑт билет туянман вӑл. Пурӑна киле ӑнӑҫӑва тепӗр хут тӗрӗслесе пӑхма шухӑшланӑ. Чӑнах та ӑннӑ: 1 миллион тенкӗ выляса илнӗ!

«Мана пурнӑҫра ӑнать», – тет учитель.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_13545
 

Страницӑсем: 1 ... 144, 145, 146, 147, 148, 149, 150, 151, 152, 153, [154], 155, 156, 157, 158, 159, 160, 161, 162, 163, 164, ... 4065
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.01.2026 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, -11 - -13 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Сирӗн ку эрнере бюджета планлассине кӑна мар, профессири ят-сума та тимлӗх уйӑрмалла. Ертӳлӗх сирӗнпе мӗнле хутшӑннинчен финанс лару-тӑрӑвӗ мӗнле пуласси килет-ҫке-ха. Халӗ Ҫӗнӗ ҫул парнисене туяннӑ чухне те укҫа хӗрхенмелле мар.

Кӑрлач, 02

1865
161
Паасонен Хайкки, финн-угр чӗлхисен паллӑ тӗпчевҫи, фольклорист тата этнограф ҫуралнӑ.
1941
85
Юрий Сементер, чӑваш халӑх поэчӗ ҫуралнӑ.
1949
77
Агаков Всеволод Георгиевич, ЧПУ ректорӗ, профессор ҫуралнӑ.
1951
75
Раиса Сарпи, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1962
64
Кириллов Кирилл Демьянович, литературовед, критик, театровед ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...