Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -10.7 °C
Йывӑҫне кура ҫимӗҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Раҫҫейре
t.me/bbbreaking сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/bbbreaking сӑнӳкерчӗкӗ

Халех мар. Тепӗр икӗ ҫултан. Кун пирки Раҫҫейӗн премьер-министрӗ Михаил Мишустин пӗлтернӗ.

Вӑл профиль стратеги сессийӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, килти интернет хӑвӑртлӑхӗ пирӗн ҫӗршывра Европӑринчен самай вӑйлӑрах. Хальхи вӑхӑтра килти интернетпа пирӗн ҫӗршыври 39 миллион абонент усӑ курать. Чылайӑшӗн хӑвӑртлӑхӗ ҫеккунтра 100 мегабит тата унран та ытларах.

Тепӗр икӗ ҫултан пирӗн ҫӗршывра спутник интернечӗпе пур ҫӗрте те тивӗҫтермелле. Ку вал чи аякри теорриторисене те интернетпа ҫыхӑнтарма май парӗ, ҫӑв шутра — автоҫулсемпе чукун ҫул хӗррисемпе те.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/bbbreaking/207643
 

Культура
Дмитрий Тетель
Дмитрий Тетель

Ҫӗртмен 24-мӗшӗнче, Республика кунӗнчӗ, «Раҫҫейӗн хальхи музыка карттипе» паллаштарӗҫ. Ҫапла регионсенчи юрӑ-кӗвӗпе киленме май пулӗ.

Халӗ кашни регионта суйлав тапхӑрӗ иртет, хӑш юрӑпа паллаштармаллине палӑратаҫҫӗ.

Чӑваш Енрен вара ку проекта Дмитрий Тетель композитор, саксофонист хутшӑнать. Вӑл чӑваш халӑхӗн виҫӗ юррине пӗрлештерекен музыка хайлавӗпе паллаштарӗ. Унта «Вӗҫ-вӗҫ, куккук», «Алран кайми», «Ташши, ташши» юрӑсем кӗнӗ.

Увертюрӑна шӑпах Республика кунӗнче итлеме май пулӗ те.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Пӑтӑрмахсем
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн

Паян Шупашкарта Шумилов урамӗнчи 15-мӗш ҫуртри 3-мӗш хутри хваттерти чӳречерен 3 ҫулти хӗрача ӳкнӗ. Вӑл аманнӑ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.

Ку инкек 14 сехет иртсен пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра ачан амӑшӗ кӳршӗ пӳлӗмре ҫывӑрнӑ.

Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ тӗрӗслев ирттерет. Шупашкарти Калинин районӗн прокуратури те тӗрӗслесе тӑрӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_prok
 

Пӑтӑрмахсем
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти аслӑ шкулсенчен пӗринче ӗҫлекен преподаватель тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ. Университетри преподаватель 2023 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче стуеднтарн 20 пин тенкӗ кивҫен илнӗ. Хӗрарӑм тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 290-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Студентӑн академи парӑмӗ пулнӑ. Укҫа илсен вӑл парӑма каҫарнӑ. Ун хыҫҫӑн студента зачетпа экзаменсем тытма ирӗк панӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Елчӗк районӗнчи Аслӑ Пӑла Тимеш ялӗнче пурӑнакан икӗ хӗрарӑм вак-тӗвеке пула хирӗҫсе кайнӑ. Кӳршӗсем телефон урлӑ ҫыру ҫӳретсе те пӗр-пӗринпе тавлашнӑ. Ҫавӑн чухне пӗри теприн тӗлӗшпе кӳренмелле сӑмахсем ҫырса тултарнӑ.

61 ҫулти хӗрарӑм хӑйне хӳтӗлес тӗллевпе лингвистика экспертизи ирттернӗ.

Халӗ суд тепӗр ҫынна ним мар кӳрентерсе пӗтернӗ кӳршӗрен 6 пин тенкӗ шыраса илмелле тунӑ.

 

Республикӑра

Псков облаҫӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче хыпарсӑр ҫухалнӑ салтакӑн ут юлашкине тупнӑ. Халӗ унӑн тӑванӗсене шыраҫҫӗ.

Скрипченко Анатолий Григорьевич 1944 ҫулта хыпарсӑр ҫухалнӑ. Вӑл Ленинград тата 3-мӗш Прибалтика фрончӗсенчен ҫапӑҫнӑ. 1944 ҫулта 128-мӗш дивизи Псков облаҫне ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Архив даннӑйӗсем тӑрӑх, дивизи нумай салтака ҫухатнӑ.

Скрипченко Анатолий вӑрҫа 1942 ҫулта Канашран кайнӑ. Унӑн мӑшӑрӗ Анна Яковлевна Канашри 3062-мӗш госпитальте медсестрара ӗҫленӗ. Вӗсен пӗр хӗр пулнӑ. Анатолий Григорьевич вилни пирки амӑшне 1944 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче пӗлтернӗ, унта ывӑлӗ ҫурлан 10-мӗшӗнче вилнини хыпарланӑ.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ку эрнере тата ӑшӑрах пулӗ. Эрне вӗҫнелле кӑнтӑрла термометр 30 градус кӑтартӗ. Каҫхине те 15-20 градус ӑшӑ пулӗ.

Кӗҫнерникун кӑна пӗлӗтсем курӑнма тытӑнӗҫ. Вырӑнӑн-вырӑнӑн аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пултарать. Ҫапах шӑрӑх чакмӗ. Канмалли кунсенче ҫумӑр пулмӗ, кӑшт пӗлӗтленӗ, ҫил вӑйланӗ.

Чи шӑрӑх кунсем ҫӗртмен 1-2-мӗшӗсенче пулӗҫ. Ун чухне термометр сулхӑнра та 31-33 градус кӑтартӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнере республикӑна сивӗрех сывлӑш килӗ.

 

Хулара
Ҫӗнӗ маршрут
Ҫӗнӗ маршрут

Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Ҫӗнӗ Шупашкартан Шупашкара ҫӳрекен 61-мӗш троллейбус кӑштах маршрутне улӑштарӗ. Троллейбуссем «Шупашкар» суту-илӳ центрӗ патӗнчен Эгер бульварне, Ҫӗнӗ автовокзал енне, пӑрӑнмӗҫ, 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх проспекчӗпе кайса «Пичет ҫурчӗ» патӗнчен иртӗҫ. Малалла хальхи маршрутпах кайӗҫ.

Маршрут ҫинче 14 троллейбус ӗҫлет. 2 транспорт резервра пулмалла. Аса илтерер: вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти «Иваново» микрорайона Шупашкарти Медицина центрӗпе ҫыхӑнтарать.

 

Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнче патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем ҫулпа пынӑ чухне пӗр трактора асӑрханӑ.

Анатри Кушмара ялӗнче экипажа хирӗҫ мини-трактор сиксе тухнӑ. Ҫивӗч куҫлӑ инспекторсем тракторист хӗрӗнкине тӳрех сиснӗ.

Чӑнкасси ялӗнче пурӑнакан 63 ҫудлти арҫын ике ҫул каялла хӗрӗнкӗ пуҫпа пӗрре ҫакланнӑ-мӗн, халӗ вӑл каллех ӗҫне пуҫпа руль умнк ларнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
t.me/gibdd121/6760 сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/gibdd121/6760 сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Шупашкарта 16 сехет те 45 минутра, васкалӑ пулӑшу машини велосипедпа ярӑнакан ачана амантнӑ.

Ачса тротуарпа ярӑнса пынӑ иккен. Хулари 1-мӗш клиника пульницин территорине кӗрекен тухтӑрсен машини ачана пырса лектернӗ. 6-мӗш класра вӗренекен ача чӗркуҫҫине ыраттарнӑ, ӳтне чӗрсе янӑ. Арсын ачана ача-пӑча пульницине илсе кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/gibdd121/6760
 

Страницӑсем: 1 ... 154, 155, 156, 157, 158, 159, 160, 161, 162, 163, [164], 165, 166, 167, 168, 169, 170, 171, 172, 173, 174, ... 4065
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.01.2026 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, -11 - -13 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Сирӗн ку эрнере бюджета планлассине кӑна мар, профессири ят-сума та тимлӗх уйӑрмалла. Ертӳлӗх сирӗнпе мӗнле хутшӑннинчен финанс лару-тӑрӑвӗ мӗнле пуласси килет-ҫке-ха. Халӗ Ҫӗнӗ ҫул парнисене туяннӑ чухне те укҫа хӗрхенмелле мар.

Кӑрлач, 02

1865
161
Паасонен Хайкки, финн-угр чӗлхисен паллӑ тӗпчевҫи, фольклорист тата этнограф ҫуралнӑ.
1941
85
Юрий Сементер, чӑваш халӑх поэчӗ ҫуралнӑ.
1949
77
Агаков Всеволод Георгиевич, ЧПУ ректорӗ, профессор ҫуралнӑ.
1951
75
Раиса Сарпи, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1962
64
Кириллов Кирилл Демьянович, литературовед, критик, театровед ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...