Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -10.7 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Шупашкарти аэропорта тинех тӗплӗн юсаса пӗтернӗ. Кун пирки республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ.

Аэровокзал комплексне комплекслӑ модернизациленӗ.

«Халӗ пассажирсем аэропорта килнинчен пуҫласа вӗҫсе кайичченех хальхи ввӑхӑтри хӑтлӑ вырӑнсемпе усӑ кураҫҫӗ», — тенӗ «МАЧ» общество гендиректорӗ Руслан Минаев.

 

Пӑтӑрмахсем
europe.tury.ru сайтри сӑн
europe.tury.ru сайтри сӑн

Улатӑр тӑрӑхӗнче Сӑр юханшывӗнче 12 ҫулти хӗрача путса вилнӗ. Ку инкек ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пулнӑ. Унӑн виллине халӗ те тупайман, шыраҫҫӗ.

Аса илтерер: нумаях пулмасть Канаш округӗнчи Сухайкасси пӗвинче 17 ҫулти ҫамрӑк путса вилнӗччӗ. Унччен маларах Атӑлта ГЭС ҫывӑхӗнче 49 ҫулти арҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкартан пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_13521
 

Ҫутҫанталӑк

Ку эрнере мӗнле ҫанталӑк пулӗ? Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, паян кунӗпех вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫума пултарать. Ҫил лӑпланмасть-ха. Термометр 20 градусран сахалрах кӑратрӗ.

Ытларикун ҫанталӑк лайӑхланӗ, кӑштах уяртӗ, 19-24 градус таран ӑшӑ пулӗ. Юнкун каллех циклон ҫитӗ, ҫумӑр ҫӑвӗ. Шупашкарта каҫ енне кӑна ҫумӑр ӳкӗ.

Кӗҫнерникун тата эрнекун ҫанталӑк лайӑхланӗ, ҫил лӑпланӗ, сывлӑш 22-27 градус таран ӑшӑнӗ. Шӑматкун хӑш-пӗр тӑрӑхра хушӑран ҫумӑр ҫума пултарать.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, июнӗн 8-10-мӗшӗсенче шӑрӑх пулӗ.

 

Республикӑра
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви архивӗнчи сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви архивӗнчи сӑн

Ӗнер ҫумӑра тата вӑйлӑ ҫиле пула Чӑваш Енре 4 округри 7 ялта электроэнерги сӳннӗ: Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш тата Шупашкар округӗсенче. Ҫил хушӑран ҫеккунтра 20 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрнӗ.

Каҫхине республикӑра юсав ӗҫӗсемпе 4 бригада ӗҫленӗ: 12 ҫын тата 4 техника.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/GKCHS/4001
 

Культура

Мускавра Альбина Юратун «Пӗр ывӑҫ канфет» кӗнекин хӑтлавӗ иртнӗ.

Кӗнеке пӗлтӗр Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленсе тухнӑ.

Хӑтлавра Мускавра пурӑнакан чӑвашсем, Альбина Васильевнӑн тусӗсемпе тӑванӗсем хутшӑннӑ. Пултарулӑх коллективӗсем вара юрӑсемпе савӑнтарнӑ.

Альбина Юрату хӑтлавра пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес вӑхӑтра унӑн тепӗр икӗ кӗнеки кун ҫути курмалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Ҫутҫанталӑк
Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ
Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнче пӑр ҫунӑ.

Ҫак йӗркесен авторӗ ҫак самантра пӗлнӗ тӑрӑх, пӑр Шупашкар районӗнчи Пранькка, Аначкасси, Мӑн Мамӑш ялӗсенче ҫунӑ. Пӑр ҫур сехете яхӑн ҫуса тӑнӑ, пӑр унта халӗ те ирӗлсе пӗтмен. Ҫав тӑрӑхра пурӑнакансем пӗлтернӗ тӑрӑх, уҫӑ вырӑнти мӗнпур пахчаҫимӗҫ ӳксе пӗтнӗ.

 

Культура
culture.cap.ruсӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ruсӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта Республика кунне уявланӑ май ача-пӑчан илемле пултарулӑхӗн «Черчен чечексем» республикӑри VII фестиваль-конкурсе иртӗ. Унӑн гала-концерчӗ14 сехетре пуҫланӗ.

Унта республикӑри ача-пӑчапа ҫамрӑксен чи лайӑх коллективӗсем тата солисчӗсем сцена ҫине тухӗҫ.

 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Йӗпреҫ округӗнчи Хурамал ялӗнче пурӑнакан Николайпа Раиса Кузюковсем пӗрлешнӗрӗнпе 67 ҫул ҫитнӗ. Вӗсем иккӗшӗ те – «вӑрҫӑ ачи».

Мӑшӑр 1955 ҫулта паллашнӑ. Ун чухне Николай Никифорович Хусанти ветеринари институтӗнче вӗреннӗ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси хӗрӗ Раиса Петровна вара диплом илнӗ хыҫҫӑн направленипе Хурамала вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентме килнӗ. Вӗсем 1958 ҫулта ҫемье ҫавӑрнӑ, 4 ывӑл ӳстернӗ. Тӑваттӑшӗ те ашшӗн ҫулӗпе кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_13502
 

Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян Тӑвай округӗнче «Ялта чи лайӑххисем» агрослет иртнӗ. Кӑҫал унта пӗрремӗш хут федерацин Атӑлҫи округӗнчи мӗнпур регион хутшӑннӑ.

Слета 1,6 пин ытла ҫын ҫитнӗ. Кӑҫал йӑлана кӗнӗ мероприятие Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ, вӑл «Ҫӗнтерӗве пӗрле кӗтсе илер» лозунгпа иртнӗ.

Ӗҫлӗ программӑра 4 тема пулнӑ: «Ку пирӗн ҫемьен», «2025 – муниципалитет депутачӗн ҫулталӑкӗ», «Ҫӗнтерӗве пӗрле кӗтсе илетпӗр», «Агропродакшн: ялти паллӑ блогер мӗнле пулмалла».

 

Пӑтӑрмахсем
56.mchs.gov.ru сайтри сӑн
56.mchs.gov.ru сайтри сӑн

Ӗнер каҫхине Канаш округӗнчи Сухайкасси ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере 17 ҫулти каччӑ путса вилнӗ. Унӑн виллине водолазсем шыраса тупса ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.

Аса илтерер: нумаях пулмасть Атӑлта ГЭС ҫывӑхӗнче 49 ҫулти арҫын путса вилнӗ. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкартан пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_13499
 

Страницӑсем: 1 ... 149, 150, 151, 152, 153, 154, 155, 156, 157, 158, [159], 160, 161, 162, 163, 164, 165, 166, 167, 168, 169, ... 4065
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.01.2026 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, -11 - -13 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Сирӗн ку эрнере бюджета планлассине кӑна мар, профессири ят-сума та тимлӗх уйӑрмалла. Ертӳлӗх сирӗнпе мӗнле хутшӑннинчен финанс лару-тӑрӑвӗ мӗнле пуласси килет-ҫке-ха. Халӗ Ҫӗнӗ ҫул парнисене туяннӑ чухне те укҫа хӗрхенмелле мар.

Кӑрлач, 02

1865
161
Паасонен Хайкки, финн-угр чӗлхисен паллӑ тӗпчевҫи, фольклорист тата этнограф ҫуралнӑ.
1941
85
Юрий Сементер, чӑваш халӑх поэчӗ ҫуралнӑ.
1949
77
Агаков Всеволод Георгиевич, ЧПУ ректорӗ, профессор ҫуралнӑ.
1951
75
Раиса Сарпи, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1962
64
Кириллов Кирилл Демьянович, литературовед, критик, театровед ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...