Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Персона

Паян, ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Валери Туркай поэт 65 ҫул тултарать.

Валери Туркай (чӑн хушамачӗ Воробьев) 1961 ҫулхи ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Хырай Ӗнел ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх университетӗнче, Мускаври ГИТИС ҫумӗнчи А.В.Луначарский ячӗллӗ театр аслӑ курсӗнче вӗреннӗ.

Валерий Владимирович — СССР Писательсен союзӗн членӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Тутарстанӑн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, чӑваш халӑх поэчӗ. Унсӑр пуҫне вӑл тӗрлӗ преми лауреачӗ. Ҫав шутра — Ҫеҫпӗл Мишши премийӗн лауреачӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ премин лауреачӗ, Ф. Карим ячӗллӗ премин. Украинӑри Остер хулин хисепле ҫынни, Комсомольски районӗн хисеплӗ ҫынни. Унсӑр пуҫрне эпир пӗлменни те, тен, пур-тӑр.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall111960967_2759
 

Культура

Хӗрлӗ Чутайсен ентешлӗхӗ тӗлпулӑва чӗнет.

Ку вӑл сумла мероприяти пуласси пирки тавҫӑрма йывӑр мар, мӗншӗн тесен хальхи тӗлпулӑва ентешлӗхӗн 30 ҫулхине халалланӑ.

«Чавал» ентешлӗх уявӗнче «Асамат» эстрада ушкӑнӗ, «Сарпике» халах ташӑ ансамблӗ, Чӑваш патшалӑх филармонийӗн слдистки Динара Юнисова тата ытти артист та пулмалла.

Ентешлӗх уявӗ ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, шӑматкун, Шупашкарти трактор тӑвакансен культура керменӗнче иртӗ. Вӑл 11 сехетре пуҫланӗ. Унта тӳлевсӗрех кӗртӗҫ.

«Чавалӑн» 25 ҫулхине халалланӑ уява 2022 ҫулта ирттернӗ чухне унта республика Элтеперӗ Олег Николаев, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева тата ытти пысӑк шайри хӑна хутшӑннӑ. Ун чухне мероприяти Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче иртнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall1063594348_466
 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, кӑҫал та республикӑра «Раҫҫейри симӗс ылтӑн» сӑра фестивалӗ иртӗ. Унта пырса курма чӗнеҫҫӗ: вӑл утӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пуҫланӗ те ҫурлан 1-мӗшӗнче вӗҫленӗ.

Кӑҫал фестивалӗн пӗчӗк юбилей темелле: ӑна йӗркелеме пуҫланӑранпа 5 ҫул ҫитет. Хальхинче та ӑна Шупашкарти Юханшыв портӗнче ирттерӗҫ. Яланхи пекех тӗрлӗ сӑра тутанса пӑхма, чӑваш сӑрине мӗнле вӗретнипе паллашма май пулӗ.

Сӑмах май, пӗлтӗр фестивале ҫӗршыври сӑра вӗретекен 34 компани хутшӑннӑ. Унта 160 пин ҫын ҫитсе курнӑ. Хӑнасене йышӗнче ют регион, ҫывӑх тата инҫет ют ҫӗршыв ҫыннисем те пулнӑ.

 

Республикӑра

Элтепер администрацийӗ социологи тӗпчевӗ тума саккас панӑ. Ҫпла майпа халӑх Элтеперӗн имиджӗ пирки мӗн шутланине те пӗлесшӗн.

Социологи тӗпчевӗ ку уйӑхра пуҫланать те раштавра вӗҫленет. Унччен аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Кун валли 6,6 миллион тенкӗ уйӑрма хатӗр пулнӑ. Аукциона пӗтӗмлетнӗ. Виҫӗ претендентран пӗрне суйланӑ: вӑл – Чечняри Грозный хулинче регистрациленнӗ Борцов Дмитрий Геннадьевич. Унпа 6 миллион та 468 пин тенкӗлӗх килӗшӳ тунӑ.

Пилӗк тӗпчев тума палӑртнӑ: «Чӑваш Республикинчи обществӑпа политика лару-тӑрӑвӗн социологи тӗпчевӗ» темӑпа – 3, «МИХсем тата Чӑваш Республикин Элтеперӗн имиджӗ» темӑпа – 2 тӗпчев.

 

Сывлӑх

Йӗпреҫ районӗнчи Пысӑк Упакасси ялӗнче пурӑнакан хӗрачана пӗр арҫын 150 пин тенкӗ тӳлӗ. Кун пек йышӑнӑва вырӑнти суд Йӗпреҫ районӗнчи прокуратура тавӑҫне тивӗҫтернӗ май кӑларнӑ.

Пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Мӑн Упакасси ялӗ патӗнчи ҫул ҫинче «Киа Спектра» автомобиль ҫулпа велосипедпа пыракан хӗрача ҫине пырса кӗнӗ. Ача аванах аманнӑ, экспертиза палӑртнӑ тӑрӑх, ачан сывлӑхне вӑтам шайра сиен кӳнӗ.

Айӑплӑ водителе административлӑ майпа явап тыттарнӑ-ха. Шар курни ҫул ҫитмен ача пулнине кура прокуратура кӑмӑл-сипет енчен сиен кӳнине саплаштарма ыйтса суда тавӑҫпа тухнӑ.

Суд надзор органӗ ыйтнине тивӗҫтернӗ, айӑплӑ водителе 150 пин тенкӗ тӳлеттерме йышӑннӑ. Ку вӑл хӗрачана кӑмӑл-сипет енчен сиен кӳнине саплаштарма кайӗ.

 

Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Елчӗк округӗнче аграрисем кӗрхи культурӑсене апатлантарма тухнӑ. Ку – ҫурхи ака-суха ӗҫӗсен пӗрремӗш тапхӑрӗ.

Чи малтан ку ӗҫсене «Прогресс» акцуионерсен обществи пурнӑҫлама тытӑннӑ. Хуҫалӑхӑн 900 гектар ҫинчи культурӑна апатлантармалла. Хальхи вӑхӑтра 150 гектар кӗрхи тулӑпа 50 гектар кӗрхи ыраша апатлантарнӑ. Ку ӗҫе вӗсем «Туман-2» агрегат пулӑшнипе пурнӑҫлаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех хуҫалахри специалистсем тарӑшса ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем ку ӗҫсене вӑхӑтра вӗҫлеме палӑртаҫҫӗ.

Красноармейски округӗнче ҫурхи уй-хир ӗҫӗсем пуҫланнӑ.Хире чи малтан «Таябинка» агрофирма тухнӑ. Ҫитес вӑхӑтра «Красное Сормово» тата «Караево» хуҫалӑхсем ӗҫе пуҫӑнмалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_18192
 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкар хулинче «Лада Ларгус» автомобиль тротуарпа пынӑ. Пӑтӑрмаха пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче хулари Ленин проспектӗнче асӑрханӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби ведомтсвӑн сайтӗнче пӗлтернӗ. Сӗмсӗр водителе пӗр ватӑ арҫын чарма та хӑтланса пӑхнӑ.

Пӑтӑрмах пирки халӑх тетелӗнчи пабликсенчен пӗринче хыпарланӑ. Сӑмахпа каланине ҫирӗплетме унта видео та вырнаҫтарнӑ.

Ҫул-йӗр правилине сӗмсӗррӗн пӑсакан водителе йӗрке хуралҫисем часах тупса палӑртнӑ. Вӑл этем хулара пурӑнакан 57 ҫулти арҫын пулнӑ.

Патшалӑх автоинспекцийӗн уйрӑм батальонӗн ӗҫченӗсем водитель тӗлӗшпе административлӑ протокол шӑрҫаланӑ. Халӗ ӑна административлӑ майпа явап тыттарса 2 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.

 

Сывлӑх

Чӑваш Енре кӑмӑрчак (вырӑслахрящ) ӳстерме тытӑнӗҫ. Кун пирки Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗн тӗп тухтӑрӗ Николай Николаев пӗлтернӗ.

Центрӑн команди кӑмӑрчака туса илмелли технологин патентне илнӗ. Ӑна пациентӑн хӑйӗн тӗртӗмӗнчен ӳстерме пулать иккен.

Инновацилле меслетпе пирӗн ҫӗршывра хальлӗхе ниҫта та усӑ курмаҫҫӗ. Ҫӗнӗлӗхе лаборатори мелӗпе тӗрӗсленӗ, кӑштахран ӑна клиника мелӗпе тӗрӗслесе пӑхӗҫ.

«Ку меслетпе усӑ курма пуҫласан ҫыннӑн япӑхса кайнӑ кӑмӑрчакне хӑйӗннипе ылмаштарма май килӗ, ӑна вара организм лайӑхрах йышӑнмалла», — ӑнлантарса панӑ тӗп тухтӑр.

Артросокпи операцийӗ вӑхӑтӗнче чӗркуҫҫин шӑмӑ сыппинчен кӑмӑрчӑка илӗҫ те лабораторире ӑна виҫӗ эрне хушши ӳстерӗҫ. Япӑхса пӗтнӗ кӑмӑрчӑка кайран тепре операци туса ылмаштарса парӗҫ.

 

Сывлӑх
medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри Сывлӑх сыхлав министерстви шӑл ыратнӑран пуйӑсран анса юлнӑ пассажира пулӑшни пирки хӑпартланса пӗлтернӗ.

Мускавран Хусана кайма тухнӑ 024М-мӗш номерлӗ пуйӑсра ларса пыракан арҫыннӑн шӑл хытӑ ыратма тапранса кайнӑ. Александр малтан эмел ӗҫнӗ-ха, ыратни малтанласа лӑпланнӑ, анчах коронка айӗнчи шӑл кӑштахран чӑтма ҫук канӑҫсӑрлантарма тапранса кайнӑ.

Арҫын кун пек пулсан Хусана ҫитсе пӗтеймессине ӑнланса илнӗ те ҫул ҫинче стоматолог патне ӑҫта кӗрсе тухма май пуррипе кӑсӑкланма пуҫланӑ. Ҫапла вара вӑл Ҫӗмӗрлере анса юлнӑ. Республикӑн стоматологийӗн поликлиники уҫӑлнӑ ҫӗре вӑл пульница патне ҫитсе те тӑнӑ.

Любовь Грядинская стоматолог коронка айӗнче шӑла юсаса пломба лартса янӑ.

9 сехет те 45 минутра Ҫӗмӗрле витӗр Хусана каякан 130Х-мӗш номерлӗ пуйӑс ҫине ӗлкӗрнӗ, кӑнтӑрла иртни пӗрре ҫурӑна вӑл Хусана ҫитнӗ те.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта пурӑнакан 54 ҫулти хӗрарӑм, медучрежденире администраторта ӗҫлекенскер, Интернетри Максима шанса 7 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Пӑтӑрмах пирки вӑл йӗрке хуралҫисене виҫӗмкун пӗлтернӗ.

Шар курнӑ хӗрарӑм каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче паллашу сайтӗнче Максим ятлӑ ҫынпа ҫыру ҫӳретме тапранса кайнӑ. Кӑштахран хайхискер хӗрарӑма крпитобиржӑра укҫа ӗҫлесе илме май пур тесе ӗнентернӗ.

Малтанласа хӗрарӑм 70 пин тенкӗ инвестици хывнӑ. Кӑштахран пысӑкран та пысӑк сумма хума тапранса кайнӑ. Кӑштахран банка хваттерне 4,5 миллион тенкӗлле салука хывнӑ.

Криптобиржӑна хӗрарӑм пӗтӗмпе 7 миллион тенкӗ ытла хывнӑ. Хӑйӗн пухса пынӑ укҫисӗр пуҫне тата кредит, пӗчӗк займ илнӗ, пӗлӗшӗсенчен кивҫене кӗрсе кайнӑ.

Пакунлисем асӑрхануллӑ пулмлалине тепӗр хутчен аса илтереҫҫӗ.

 

Страницӑсем: [1], 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, ... 4143
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайӑшӗн кӑмӑлӗ тӑрук улшӑнса тӑрӗ. Яваплӑх туйӑмӗ сирӗн илӗртӳлӗхе кансӗрлеме пултарӗ, анчах эсир кӑтартусем ҫӗнсе илме хӑнӑхнӑ. Ку эрнере харпӑр пурнӑҫа йӗркелеме, хӑш-пӗр ӗҫлӗ хутшӑнусене ӗҫлӗ хутшӑнӑва куҫарма май килӗ.

Ака, 17

1910
116
Семенов Леонид Федорович, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1925
101
Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ ҫуралнӑ.
1950
76
Жуков Юрий Нестерович, чӑваш баянисчӗ, кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ.
1955
71
Смирнова Галина Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ.
1961
65
Валери Туркай, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1974
52
Журналистсен Ҫемен Элкер ячӗллӗ премине йӗркеленӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...