Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +28.2 °C
Пӗр паттӑрӑн ик алли тӑват ҫӗрӗн ҫапӑҫать теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ҫутҫанталӑк
«Ҫанталӑк 21» порталти сӑн
«Ҫанталӑк 21» порталти сӑн

«Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрах, ку эрнере ҫанталӑк шӑрӑх пулӗ. Ку эрне тӑршшӗпех термометр 26-31 градус ӑшӑ кӑтартӗ, каҫсерен те сивех пулмӗ: 14-19 градус ӑшӑ тӑрӗ. Юнкун каҫхине тата ҫӗрле ҫумӑр ҫума пултарать, анчах ҫанталӑк сивӗтмӗ, пушшех те — нӳрӗке пула тата пӑчӑлантарӗ. Кӗҫнерникун ҫӗрле те ҫумӑр ҫума пултарать.

Канмалли кунсенче вырӑнӑн-вырӑнӑн аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвӗ. Ун чухне пирӗн республикӑна Вӑтам Азирен тропика сывлӑшӗ килӗ, ҫавна май тӳпе кӑвак мар, сӑрӑрах тӗслӗ пулӗ. Пӗр енчен, ку хӗвеле сывлӑша хӗртме кансӗрлӗ, тепӗр енчен, тропика каҫӗсем пулӗҫ: ҫӗрле те 20 градусран ытларах ӑшӑ тӑрӗ.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, чи шӑрӑх кун ҫитес эрнери тунтикуна лекӗ. Кайран вара ҫумӑр ытларах ҫунӑран ҫанталӑк кӑштах уҫӑлтарӗ, анчах пур-пӗрех климат норминчен ӑшӑрах пулӗ.

 

Республикӑра

Чӑваш Енре йӑлари хытӑ каяша ятарлӑ компани турттарма тытӑннӑранпа ку пулӑшушӑн килсерен укҫа тӳлемелле. Анчах пурте тӳлемеҫҫӗ иккен. «Ситиматик Чувашия» компани пӗлтернӗ тӑрӑх, парӑмлисен йышӗ 82 пин ҫынна ҫитсе кайнӑ. Йӑлари хытӑ каяша турттаракан регионти оператор парӑма шыраса илессипе калӑпӑшлӑ акци ирттерессине пӗлтернӗ. Ун вӑхӑтӗнче парӑм 500 тенкӗрен пысӑкрах пулсан та ӑна шыраса илесшӗн.

Компанире пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫынсем маларах парӑм пысӑк пулмасан ӑна тӳлемесен те тесе шухӑшлама пултарнӑ. Ятарлӑ асӑрхаттару хучӗ ярса панӑ хыҫҫӑн ҫынсене малтан кӑмӑлпа тӳлеме вӑхӑт парӗҫ, кайран ирӗксӗр шыраса илӗҫ. Ку ӗҫе суд тата суд приставӗсем урлӑ тӑвӗҫ. Суд е суд приставӗсем урлӑ шыраса илнӗ чух патшалӑх пошлинине тата ытти тӑкака та тӳлеме тивӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Атӑлта «Валдай» теплоход кимӗпе пырса ҫапӑннӑ, пулӑҫ вилнӗ.

Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Атӑлта «Валдай 45р-4» теплоход кимӗ ҫине пырса кӗнӗ. Инкек Чулхула облаҫӗнчи Павлов районӗнчи Погорелки ялӗ ҫывӑхӗнче пулса иртнӗ.

«Павлово - Чулхула» маршрутпа пыракан теплоход пырса кӗрсен кимӗ ҫинчи пулӑҫ пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Халӗ ку пӑтӑрмах сӑлтавне яваплӑ органсем тӗрӗслеҫҫӗ. Вӗсем экипажа хак парӗҫ.

 

Республикӑра
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри хӑш-пӗр ҫемьене пушар пирки систерекен хатӗрсем тӳлевсӗр лартса парӗҫ. Вӑл хатӗрсене нумай ачаллӑ ҫемьесенче, пурнӑҫри йывӑр лару-тӑрури ҫемьесенче, социаллӑ хӑрушлӑхри ҫемьесенче вырнаҫтарӗҫ.

Пушар пирки систерекен хатӗре (вӑл тӗтӗм тухсан сасӑ кӑларса асӑрхаттарать) вырнаҫтарма республика хыснинчен 1,4 миллион тенке укҫа уйӑрнӑ.

Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗ ыйтнипе укҫана Улатӑр, Красноармейски тата Тӑвай районӗсене валеҫсе панӑ. Унччен вӑл тӗллевпе кӗмӗле ытти муниципалитета та уйӑрса панӑ.

Патшалӑх хыснинчен уйӑрнӑ укҫапа ятарлӑ ҫав хатӗрсене туянӗҫ тата вырнаҫтарса парӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем

Элӗк округӗнче пилӗк ача сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ. Вӗсене Шупашкара Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине илсе ҫитернӗ.

Ку инкек Мӑн Ямаш ялӗнче паян ҫӗрле пулнӑ. Ҫемье мунча кӗнӗ, ун хыҫҫӑн вара пӳртре кӑмака хутнӑ. Унпа вара чылай вӑхӑт усӑ курман, пӳртре сӗрӗм сарӑлнӑ. Шар курнӑ ачасенчен чи кӗҫӗнни – пилӗк ҫулта. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра ачасем хӑйсене лайӑхрах туяҫҫӗ.

Прокуратура ку тӗслӗх тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет. Следстви комитечӗ те следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттерет.

 

Ял пурнӑҫӗ
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Ҫак пичкесем мӗнле илемлӗ пулнине куратӑр-и? Ҫапла, чӑнах та питӗ хитре! Ӑна вара хӗрача сӑрласа илемлетнӗ.

Ку пичкесем Вӑрмар округӗнчи Ҫӗнӗ Вӗренер ялӗнче лараҫҫӗ. Вӗсене пушар хӑрушсӑрлӑхӗн йӗркипе килӗшӳллӗн вырнаҫтарнӑ. Варя ятлӑ хӗрача вара кичем те тӗксӗм курӑнакан пичкесене сӑрласа илемлетме шухӑшланӑ. Вӑл тӑван ялӗн урамӗсене хитре сӗм кӗртме тахҫанах ӗмӗтленнӗ-ха.

Халӗ ав пушар резервуарӗсем чӑн-чӑн арт-объект пулса тӑнӑ. Вӗсем иртен-ҫӳрене савӑнтараҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-194537172_30317
 

Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Шупашкар хулинче «Рено Логан» ҫӑмӑл машина пысӑк хӑвӑртлӑхпа «Афанасьев урамӗ» чарӑну ҫине кӗрсе кайнӑ.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, машина кӳлмек енчен пынӑ: вӑл тӑрук тротуар ҫине тухса кайнӑ та чарӑнӑва ишсе антарнӑ. Унта вара ҫав вӑхӑтра ҫынсем пулнӑ. Ҫакӑ паллӑ: руль умӗнче 18-ти каччӑ ларнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Шел те, 63 ҫулти хӗрарӑм вырӑнтах вилнӗ, 61 ҫулти арҫынна пульницӑна илсе кайнӑ.

 

Спорт
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Раҫҫейри фигуристка Камилла Нелюбова Ҫӗнӗ Шупашкар хулине килнӗ, «Сокол» кермене ҫитсе курнӑ.

Вӑл унта ҫамрӑк спортсменсемпе тӗл пулнӑ, вӗсемпе уҫӑ тренировка ирттернӗ, спортри хӑйӗн вӑрттӑнлӑхӗсемпе пайланнӑ.

Спортсменка пӑр ҫинче виҫҫӗллӗ аксель тунӑ, ачасене пӑр тӑрӑх шуса ярӑнмалли техника пирки каласа кӑтартнӑ.

Палӑртмалла: кӑҫалхи сезонран пуҫласа Камилла Нелюбова Чӑваш Ен чысне Раҫҫейри ӑмӑртусенче хӳтӗлет. Нарӑс уйӑхӗнченпе вӑл Олимп резервӗсен 4-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать. Шкул ӑна экипировкӑпа тата костюмсемпе тивӗҫтерет. Ку уйӑхран спортсменка Чӑваш Республикин Элтеперӗн стипендине илсе тӑма тытӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-194537172_30295
 

Хулара
ivanovonews.ru сайтри сӑн
ivanovonews.ru сайтри сӑн

Ыран, утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Шупашкар хулинче сирена янӑрӗ. Анчах пур ҫӗрте те мар – Мускав ҫыран хӗрринче тата Юрӑ уйӗнче кӑна.

Ҫак сасса илтсен ан хӑрӑр: ку – планра палӑртнӑ тӗрӗслев. Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, сирена 10 сехетрен пуҫласа 11 сехетчен янӑрӗ. Ҫапла майпа нумаях пулмасть Мускав ҫыран хӗрринче тата Юрӑ уйӗнче вырнаҫтарнӑ сирена хатӗрӗсене тӗрӗслеҫҫӗ. Ҫынсене лӑпкӑ пулма ыйтаҫҫӗ.

Сӑмах май, унти сиренӑсене пӗр уйӑх каялла тӗрӗсленӗ ӗнтӗ.

 

Хулара
dnrnews.ru сайтри сӑн
dnrnews.ru сайтри сӑн

Шупашкар хулинче пурӑнакан 63 ҫулти арҫын чикӗ леш енчен «Тойота» маркӑллӑ минивэн туянма ӗмӗтленнӗ. Халӑх тетелӗнче хӑйне кирлӗ машинӑна сутни пирки пӗлтерӳ те тупнӑ.

Сутуҫӑ ӑна машинӑн сӑнӳкерчӗкӗсене тата докуменчӗсене кӑтартнӑ. Кун хыҫҫӑн Шупашкар арҫыннин иккӗленӳ юлман – вӑл килӗшӳ тума тата машинӑна Чӑваш Ене илсе ҫитерме тесе лешӗ каланӑ счет ҫине 2 миллион ытла тенкӗ куҫарнӑ.

Кун хыҫҫӑнах сутуҫӑ ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ. Паллах, Чӑваш Ене нимӗнле машина та килмен. Ултав серепине лекнине ӑнлансан арҫын полицие пулӑшу ыйтма кайнӑ.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 4212
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере хӑнана чӗнсен ан хирӗҫлӗр: усӑллӑ паллашусем пулӗҫ, ҫӗнӗ шанчӑклӑ туссем тупатӑр. Пуҫри шухӑшсене йӗркене кӗртме ан та тӑрӑшӑр — усси пулмӗ, кӑмӑл кӑна пӑсӑлӗ. Лайӑх хыпар пӗлме пултаратӑр е кӑмӑллӑ тӗлпулу пулӗ.

Утӑ, 21

1907
119
Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ вилнӗ.
1936
90
Чекушкин Владимир Иванович, чӑваш юрӑҫи, философи ӑслӑлӑхӗн докторӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...