Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -10.7 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Чӑваш Енри мӑшӑр Ефимовсем пӗрлешнӗренпе 70 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ! Илья Никонорович тата Минадора Никитична Канаш округӗнчи Ҫӗнӗ Ахпӳрт ялӗнче пурӑнаҫҫӗ.

Вӗсен икӗ хут пысӑкрах савӑнӑҫ пулнӑ. Ҫав кунах Минадора Никитична 93 ҫул тултарнӑ. Ҫемье пуҫӗ - 95 ҫулта.

Ефимовсем 4 ача ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ 7 мӑнукпа, вӗсен 5 ачипе савӑнса пурӑнаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_13612
 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Чӑваш Енри чи лайӑх зоотехнике палӑртнӑ. Вӑл – Элӗк тӑрӑхӗнчен .

Регина Долгова «Новый путь» хуҫалӑхра тӗп зоотехникра ӗҫлет.

Вӑл Пӗтӗм Раҫҫейри «Профессире - чи лайӑххи» конкурсӑн регионти тапхӑрӗнче тупӑшса мала тухнӑ.

Сӑмах май, ӑмӑрту Патӑрьел округӗнче иртнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_13611
 

Ял хуҫалӑхӗ
https://vk.com сӑнӳкерчӗкӗ
https://vk.com сӑнӳкерчӗкӗ

Патӑрьел тӑрӑхӗнче ӗне чи лайӑх сӑвакансен республикӑри конкурсӗ иртнӗ. Унта Красноармейски районӗнчи «Красное Сормово» (чӑв. Хӗрлӗ Сурӑм) обществӑра ӗҫлекен Екатерина Борисова ҫӗнтернӗ.

Ҫак хӗрарӑм ӗне сумалли аппаратпа ӗҫлеме лайӑх пултарать ҫеҫ мар, ку аппаратпа ӗҫлессин техникине аван пӗлет иккен. Унсӑр пуҫне теорие те ӑша аван хывнӑ.

Хӗрарӑм дояркӑра 10 ҫула яхӑн тӑрӑшать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-225959711_601
 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Йӗпреҫ округӗнчи 45 ҫул пӗрле пурӑнакан Аркадий Петровичпа Людмила Геннадьевна Денисовсене «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медалӗпе чысланӑ. Наградӑна вӗсене ЧР Элтеперӗ Олег Николаев панӑ.

Вӗсем 6 ача ҫуратса ӳстернӗ, 11 мӑнукпа савӑнса пурӑнаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра Денисовсен 4 ывӑлӗ ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнать. Вӗсене командовани хисеп грамотисемпе чысланӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Ӗнер каҫхине Шупашкарта Алькеш поселокӗнчи ҫырмара 43-ри арҫын виллине тупнӑ. Мӑйӗ тӗлӗнчен - каснӑ йӗр, кӗлетки ҫинче ҫунтарнӑ вырӑнсем пулнӑран пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Ҫак тискер ӗҫе тума пултарнӑ ҫынна темиҫе сехетренех тупнӑ. 37 ҫулти арҫынна ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнчи хупахра тытса чарнӑ. Халӗ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/cheb_police/4431
 

Республикӑра
Прокуратура архивӗнчи сӑн
Прокуратура архивӗнчи сӑн

Улатӑр округӗн депутатсен пухӑвӗн депутатне наркотик упранӑшӑн суд тӑвӗҫ.

Ӑна кӑҫал ҫуркунне тытса чарнӑ. Следовательсем ҫакна палӑртнӑ: вӑл сакайӗнче наркотиклӑ 5 ӳсен-тӑранран кая мар ҫитӗнтернӗ. Ӑна пайласа типӗтнӗ.

Пӗтӗмпе 189 грамм наркотик пулнӑ. Ку пысӑк виҫе шутланать. Ӑна унран туртса илнӗ.

Пуҫиле ӗҫе суда пӑхса тухма панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_prok
 

Культура
«Чеб.ру» сайтри сӑн
«Чеб.ру» сайтри сӑн

Паян Чӑваш наци музейне тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ.Анчах унта пуҫа тӑхӑнмалли наци хатӗрӗпе килмелле. Ку акцие Раҫҫей кунне халалланӑ. «Шапочное знакомство» курав вара авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗччен ӗҫлет. Унта – 36 япала: кокошник, очипок, тюбетейка, тастар, кичка, дьябака… Паллашма питӗ кӑсӑклӑ.

Музея паян кӑнӑ тӳлевсӗр кӗртеҫҫӗ. Васкӑр! Наци пуҫ хатӗрне тӑхӑнма ан манӑр. Музей паян 20 сехетчен ӗҫлет.

 

Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Иртнӗ шӑматкун Вӑрмар округӗнче аварире 4 ҫын вилни пирки пӗлтернӗччӗ. Каллех хурлӑхлӑ хыпар килнӗ: ӗнер больницӑра тепӗр пассажирӑн, «Опель Астра» рулӗ умӗнче пулнӑ 37 ҫулти арҫыннӑн, чӗри тапма чарӑннӑ.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, «Фольксваген Поло» пысӑк хӑвӑртлӑхпа «Опель Астра» машина ҫине пырса кӗнӗ. «Фольксвагенӑн» 69 ҫулти водителӗ тата «Опельти» 30 тата 60 ҫулсенчи ҫынсем вырӑнтах вилнӗ. Ҫав кунах больницӑра «Опельти» 59-ти хӗрарӑм пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Ҫакӑ паллӑ: ун чухне «Фольксваген» водителӗ масар ҫинчен таврӑннӑ. Машина спидометрӗ 140 хӑвӑртлӑх ҫинче чарӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mvd_chuvashia
 

Раҫҫейре
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

«Раҫҫей. Чӗресене пӗрлештерсе» туй фестивалӗнче чӑвашсем те хут уйӑрттарӗҫ.

Фестиваль Мускавра утӑ уйӑхӗн 8-10-мӗшӗсенче иртӗ. Унта 20 регионти 200 ытла мӑшӑр хутшӑнӗ, пурте пӗрлешӗҫ.

Ҫав йышра Чӑваш Енрен Алексей Комлевпа Юлия Молчанова пулӗҫ. ЗАГС ӗҫченӗсем вӗсене «Раҫҫей» наци центрӗнче ҫырӑнтарӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_13595
 

Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Шупашкарти хваттерте 10 велосипедпа 17 самокат тупнӑ. Кил хуҫи хӗрарӑмӗ тӳрре тухма хӑтланнӑ, вӑл вӗсене урамри ҫынсенчен туяннӑ имӗш. Анчах ку тӗрӗс-и е ҫук-и – тӗрӗслӗҫ.

Хваттере полицейскисем акӑ мӗнле лекнӗ. 46 ҫулти хӗрарӑм полицие велосипед ҫухални ҫинчен пӗлтернӗ. Вӑл ӑна пӗр учреждени умӗнче хӑварнӑ та каялла тухнӑ ҫӗре ним те ҫук. Уголовлӑ шырав ӗҫченӗсем велосипеда пӗр хӗрарӑм «Мазда СХ-7» автомобиле хурса кайнине палӑртнӑ. Вӑл ӑҫта пурӑннине пӗлсе хваттере кӗрсе тӑнӑ. Унта вара велосипедсемпе самокатсем нумай пулнӑ. Ҫав шутра – 46 ҫулти хӗрарӑмӑн транспорчӗ те.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Страницӑсем: 1 ... 141, 142, 143, 144, 145, 146, 147, 148, 149, 150, [151], 152, 153, 154, 155, 156, 157, 158, 159, 160, 161, ... 4065
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.01.2026 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, -11 - -13 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Сирӗн ку эрнере бюджета планлассине кӑна мар, профессири ят-сума та тимлӗх уйӑрмалла. Ертӳлӗх сирӗнпе мӗнле хутшӑннинчен финанс лару-тӑрӑвӗ мӗнле пуласси килет-ҫке-ха. Халӗ Ҫӗнӗ ҫул парнисене туяннӑ чухне те укҫа хӗрхенмелле мар.

Кӑрлач, 02

1865
161
Паасонен Хайкки, финн-угр чӗлхисен паллӑ тӗпчевҫи, фольклорист тата этнограф ҫуралнӑ.
1941
85
Юрий Сементер, чӑваш халӑх поэчӗ ҫуралнӑ.
1949
77
Агаков Всеволод Георгиевич, ЧПУ ректорӗ, профессор ҫуралнӑ.
1951
75
Раиса Сарпи, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1962
64
Кириллов Кирилл Демьянович, литературовед, критик, театровед ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...