Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -10.7 °C
Ват ҫынтан кулма хушман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра
t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енре ОЗОН компанин сортировка пункчӗ уҫӑлма пултарать. Ку хыпара Телеграмри «Пруинчен малтан» каналта пелтерне.

Унта хыпарланӑ тӑрӑх, Чӑваш Ен делегацийӗ ку ыйтӑва «Озон Холдинг» представителӗсемпе Санкт-Петербургра иртекен экономика форумӗнче сӳтсе явнӑ.

Пункта республикӑн кӑнтӑр енчи районӗсенчен пӗринче хута ярасшӑн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran/16026
 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Иртнӗ эрнере Чӑваш патшалӑх симфони капелли черетлӗ сезона хупнӑ.

Концерт вырӑс музыкин паллӑ композиторӗсен хайлавӗсенчен тӑнӑ. Глинка романтизмӗнчен пуҫласа Гаврилин таранах. Ҫав каҫхи премьера вара Александр Островскийӗн «Женитьба Бальзаминова» камичӗ тӑрӑх лартнӑ балет валли Валерий Гаврилин ҫырнӑ музыка.

Аса илтерер: капеллӑн тӗп дирижерӗ – Наталья Яклашкина. Илемлех ертӳҫи тата дирижерӗ – Морис Яклашкин.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Иртнӗ эрнере Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Мордва Республикин тава тивӗҫлӗ писателӗн (ун пек ят та пур иккен) Валентина Мишанинан «Куйкӑрӑш» мистикӑллӑ драмине кӑтартнӑ.

Спектакль режиссёрӗ – Раҫҫейӗн, Азербайджанӑн, Калмӑк тата Тува республикисен тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ, Чӑваш Енӗн патшалӑх премийӗн лауреачӗ Борис Манджиев.

Сценографипе Мария Шуплецова художник-постановщик тата ҫутӑ художникӗ Михаил Добрышин ӗҫленӗ. Композиторӗ – Калмӑк Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Аркадий Манджиев. Ташшисене Пушкӑртстанӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Рамиза Мухаметшина лартнӑ.

 

Хулара
https://cheb-centr.soc.cap.ru/ сӑнӳкерчӗкӗ
https://cheb-centr.soc.cap.ru/ сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта пурӑнакан ватӑсем пенсие тухса ҫӗнӗ ӑсталаха та ним мар алла илме пултараҫҫӗ. Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта вӗсене ҫӗвӗҫ пулма та хӑнӑхтараҫҫӗ.

«Манӑн социаллӑ центр» клубра пырса ҫӳрекен 68 ҫулти Татьяна Панфилова хӑйне валли халат ҫӗлесе тӑхӑннӑ. Ку ӑсталӑха ӑна центрти ӗҫ инструкторӗ Ирина Ковеза хӑнӑхтарнӑ.

Татьяна Викторовна каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, унччен ҫӗвӗ ӗҫӗпе аппаланса курман. «Хӑрамасан тата юнашар ылтӑн алӑлла ӑста пулсан тем те вӗренме пулать иккен», - хавхаланса каласа кӑтартнӑ ҫитмӗл ҫула ҫывхарса пыракан хӗрарӑм.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://cheb-centr.soc.cap.ru/
 

Чӑвашлӑх
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Пенза облаҫӗнчи Неверкино районӗнчи Бикмурзино ялӗнче «Шурӑ ту» патӗнче чӑваш таврпӗлӳҫисен слечӗ иртнӗ. Ӑна Зинаида Чайко, Олег Жемчугов тата ял ҫыннисем тӑрӑшнипе йӗркеленӗ. Ялти чӑвашсем хӑйсен культурипе йӑли-йӗркине упрама тӑрӑшаҫҫӗ.

Слета Тольяттири, Чӗмпӗрти тата Шупашкарти таврапӗлӳҫӗсем килнӗ. Вырӑнти таврапӗлӳҫӗ Михаил Щербаков «Илемь» туризм сукмакӗпе ертсе кайса ҫак вырӑн пирки каласа кӑтартнӑ. Слета пухӑннисем вырӑнти ватӑ ҫынсемпе калаҫнӑ, ӗлӗкхи йӑла-йӗрке пирки материал пухнӑ. Ҫав вӑхӑтрах ӗлӗкхи юрӑсене юрланӑ.

Слет апатланупа вӗҫленнӗ. Сӗтел ҫинче чӑваш наци ҫимӗҫӗсем кӑна пулнӑ: салма яшки, 7 кӗрперен пӗҫернӗ пӑтӑ, хуплу, чӑкӑт, килте вӗретнӗ сӑра.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-20003431_14411
 

Вӗренӳ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

ЧР вӗренӳ министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ Антонина Буданцова Шупашкарти 4-мӗш гимназие ертсе пыма тытӑннӑ. Вӑл министр ҫумӗнче 2024 ҫулхи кӑрлачран пуҫласа кӑҫалхи ҫу уйӑхӗччен ӗҫленӗ.

Гимназире вара унччен унта физкультура учителӗнче ӗҫленӗ ҫын директор пулнӑ. Вӑл должноҫрен кайнӑ. Ун умӗн вара чылай вӑхӑт, 2022 ҫулхи авӑн уйӑхӗнченпе, директор тупайман.

 

Чӑвашлӑх
ria.ru сайтри сӑн
ria.ru сайтри сӑн

Паян ир-ирех Калининградри аэропортра Шупашкартан вӗҫсе килнӗ пӗрремӗш самолет пассажирӗсене ҫӑкӑр-тӑварпа, чӑваш юррипе кӗтсе илнӗ.

Самолет Шупашкартан ҫӗрле 23:50 сехетре рейса тухнӑ. Тепӗр 2 сехет те 5 минутран Храброво аэропортӗне анса ларнӑ.

Вӑхӑт ир еннелле кӑна сулӑннине пӑхмасӑр Чӑваш Енри пассажирсене «Балтийские чуваши» пултарулӑх ушкӑнӗ кӗтсе илнӗ.

Палӑртса хӑварар: рейса «Аэрофлот» компани пурнӑҫлать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_13738
 

Республикӑра
ru.wikipedia.org сайтри сӑн
ru.wikipedia.org сайтри сӑн

Чӑваш Енре сайра тӗл пулакан кайӑка, хура грифа, асӑрханӑ. Юлашки хут ӑна пирӗн тӑрӑхра 100 ҫул каялла курнӑ.

Хура гриф ҫӑткӑн кайӑк шутланать.Вӑл Раҫҫейре ытларах кӑнтӑрти регионсенче тӗл пулать. Хальхи вӑхӑтра пирӗн ҫӗршывра 150-200 кӑна хура гриф юлнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Культура
culture.cap.ru
culture.cap.ru

Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн режиссёрӗ Раҫҫей Правительствин премине тивӗҫнӗ. Вӑл — культурӑпа ӳнер енӗпе пултаруллӑ 43 лауреат йышӗнче.

Денис Андронов — ҫамрӑк та пултаруллӑ режиссёр. Режиссер-постановщикра вӑл 2021 ҫулта ӗҫлеме тытӑннӑ та 2024 ҫулта тӗп режиссёр пулса тӑнӑ.

Унӑн пӗрремӗш ӗҫӗ — «Хранители» патриот спектаклӗ. Ӑна вӑл Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче тылра ӗҫленисене халалланӑ.

Денис Андронов ҫулталӑкра пурӗ 240 пин тенкӗ премие тивӗҫӗ.

 

Персона
Анатолий Аксаков архивӗнчи сӑн
Анатолий Аксаков архивӗнчи сӑн

Ӗнер, ҫӗртмен 19-мӗшӗнче, Патшалӑх Думин депутатне Анатолий Аксакова Кремльте III степень «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чысланӑ.

Иртнӗ эрнере те наградӑна тивӗҫнӗ вӑл. Ун чухне Анатолий Аксакова Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ астӑвӑм медалӗпе чысланӑ. Нарӑс уйӑхӗнче ӑна Крым Патшалӑх Канашӗн медалӗпе наградӑланӑ.

Аса илтерер: пӗлтӗр Анатолий Аксаков Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни пулса тӑнӑ, ҫавӑн пекех РФ Спорт министерстви йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ юбилейлӑ медале тивӗҫнӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 135, 136, 137, 138, 139, 140, 141, 142, 143, 144, [145], 146, 147, 148, 149, 150, 151, 152, 153, 154, 155, ... 4065
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.01.2026 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, -11 - -13 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Сирӗн ку эрнере бюджета планлассине кӑна мар, профессири ят-сума та тимлӗх уйӑрмалла. Ертӳлӗх сирӗнпе мӗнле хутшӑннинчен финанс лару-тӑрӑвӗ мӗнле пуласси килет-ҫке-ха. Халӗ Ҫӗнӗ ҫул парнисене туяннӑ чухне те укҫа хӗрхенмелле мар.

Кӑрлач, 02

1865
161
Паасонен Хайкки, финн-угр чӗлхисен паллӑ тӗпчевҫи, фольклорист тата этнограф ҫуралнӑ.
1941
85
Юрий Сементер, чӑваш халӑх поэчӗ ҫуралнӑ.
1949
77
Агаков Всеволод Георгиевич, ЧПУ ректорӗ, профессор ҫуралнӑ.
1951
75
Раиса Сарпи, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1962
64
Кириллов Кирилл Демьянович, литературовед, критик, театровед ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...