Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -10.7 °C
Мулкачӑн хӑлхи вӑрӑм та хӳри кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Культура

Паян Андрей Малаховӑн «Песни от всей души» кӑларӑмӗнче (ӑна «Раҫҫей 2» каналпа шӑматкунпа вырсарникун эфира кӑлараҫҫӗ) паян Чӑваш Енри «Формат» ушкӑна кӑтартрӗҫ.

Русланпа Владимир хӑйсем ҫырнӑ юрӑсене шӑрантараҫҫӗ, ҫӗршыв тӑрӑх концертсемпе ҫӳреҫҫӗ.

Руслан ачаллах тӑлӑха юлнӑ, ача ҫуртне лекнӗ. Анчах кӑштахран ӑна ҫывӑх тӑванӗ хӑй килне илсе кайнӑ. Ӑна Руслан «тётя» тет пулин те телефонта «мама» тесе ҫырса хунӑ. Хӑй пӗчӗкрех кӗлеткеллӗ пулин те ача чухне никам та кӳрентермен.

Владимир ачалӑхӗ те ҫӑмӑл пулман — вӑл усал ашшӗне (вӑл тахҫанах вилнӗ) каҫарма пултарни пирки паян та иккӗленет.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Тӑвай округӗнчи Чутей ялӗнче 63 ҫулти арҫыннӑн пурнӑҫӗ пушарта татӑлнӑ.

Ку инкек ӗнер ялти Гагарин урамӗнче пулнӑ. Пушар 50 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ. Шел те, кил хуҫи пушартан тухса ӗлкӗреймен.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм пирус асӑрханмасӑр туртнӑран тухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_13797
 

Персона
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарти йывӑр тиев причалӗнче ӗҫлекен Александр Торхеев «Профессире чи лайӑххи» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӑн республикӑри тапхӑрӗнче ҫӗнтернӗ, халӗ вӑл Раҫҫей тапхӑрне хутшӑнма хатӗрленет.

Александр «Экскаватор машинисчӗ» номинацире тупӑшӗ.

Ҫӗнтерӳҫе 1 млн тенкӗ параҫҫӗ. Ӑна ҫӗнсе илме ентеше ӑнӑҫу сунатпӑр!

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/chuv_kray
 

Политика
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

«Пенсионерсен партийӗ» Элтепер суйлавне хутшӑнакан кандидатурӑна тӑратнӑ. Вӑл – Владимир Ильин.

Вӑл партин регионти уйрӑмӗн ертӳҫи шутланать. Кандидатӑн кӗҫех документсене суйлав комиссине памалла.

Аса илтерер: ЛДПРтан Константин Степанов, «Симӗссисен партийӗнчен» Владимир Савинов хутшӑнать. Олег Николаев кандидатурине хӑй тӑратнӑ. Суйлав авӑн уйӑхӗн 12-14-мӗшӗсенче иртет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_441462
 

Сывлӑх
catarakta.ru сайтри сӑн
catarakta.ru сайтри сӑн

Ыран, ҫӗртме уйахӗн 28-мӗшӗнче, Республикӑри офтальмологи клиника пульницинче куҫ ҫивӗчлӗхне тӳлевсӗр тӗрӗслеме пулать. Тухтӑрсем ирхи 8 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен аслисене те, ачасене те куҫ сывлӑхӗ пирки консультаци параҫҫӗ.

Малтан ҫырӑнмалла. Регистратура телефонӗ: (8352) 51-36-54. Ҫак адреспа пымалла: Шупашкар хули, Ашмарин урамӗ, 85-мӗш ҫурт. Ҫумра паспорт, СНИЛС тата полис пулмалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvashiya_capru
 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Канаш округӗнче пурӑнакан Павловсем ылтӑн туя паллӑ тунӑ. Округри ЗАГС ӗҫченӗсем юбилярсене округ пуҫлӑхӗн ятӗнчен Валерий Черновран саламланӑ.

Григорий Ильичпа Людмила Варфоломеевна виҫӗ ачана воспитани парса ӳстернӗ. Халӗ мӑнукӗсен ҫитӗнӗвӗсемпе савӑнаҫҫӗ. Ҫемье пуҫӗ тивӗҫлӗ канӑва тухиччен бухгалтерта ӗҫленӗ, кил ӑшшин управҫи вӗрентекен тата шкул директорӗ пулнӑ. Вӗсен пӗрлехи ӗҫ стажӗ – 91 ҫул.

Саламлатпӑр юбилярсене!

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_14323
 

Республикӑра
aif.ru сайтри сӑн
aif.ru сайтри сӑн

Паян ҫӗрле Чӑваш Енре ҫӑлтӑр ӳкнине нимсӗр-мӗнсӗр, ахаль куҫпа, сӑнама пулать.

Ку вӑхӑта ҫывӑрса ан юлӑр. Кун валли чи лайӑх вӑхӑт — 23 сехетрен пуҫласа ирхи 3-ччен. Экспертсем акӑ мӗн сӗнеҫҫӗ: ҫӑлтӑрсем ӳкнине сӑнама хула тулашне, ҫутӑ сахалрах ҫӗре, каймалла.

Апла ҫӑлтӑр ӳкнине сӑнама, ҫав вӑхӑтра ӗмӗтленме васкӑр. Тен, пурнҫланӗ?

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_13784
 

Пӑтӑрмахсем
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти юсанмалли 4-меш колонире ӗҫленӗ специалиста сӗтев илнӗшӗн пуҫиле майпа явап тыттарӗҫ.

Асӑннӑ ҫын кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче — ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче колоние карас телефонӗсем, сим-карттӑсем тата тӗрмере усӑ курма юраман ытти япалана туянса илсе кӗртсе пама пулӑшнӑ. Уншӑн ӑна 5 тата 15 пиншер тенкӗ сӗтев панӑ.

Арҫын саккуна пӑснине Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен федераци службин хӑрушсӑрлӑх ӗҫченӗсем тата РФ Следстви комитечӗн ӗҫченӗсем тупса палӑртнӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Ҫӗрпӳ районӗнчи прокуратура ялсенче плотинӑсене епле тытса тӑнине тӗрӗсленӗ.

Пакунлисем палӑртнӑ тӑрӑх, Мӑнҫут, Сунтал, Ҫатра Вӑрманкас, Пайкилт ялӗсенчи ҫак сооруженисене тивӗҫлипе тытса тӑманнине тупса палӑртнӑ. Вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсем ку ӗҫ ҫине ал сулнӑ тейӗн, плотинӑсемпе хӑрушсӑр усӑ курассипе яваплисене те палӑртман.

Плотинӑсен тӑпри япӑхса кайнӑ, тӑпрана тӗрлӗ чӗрчун чавса пӗтернӗ. Плотина ҫинче йывӑҫ-тӗм ӳснӗ. Шыв шахтисене йӑлари ҫӳп-ҫапран тасатман.

 

Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рфсайтри видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк
21.мвд.рфсайтри видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, ирхи 7 сехет те 30 минутра Шупашкарти Мускав проспектӗнче инкек пулса иртнӗ.

Ҫӗнӗ Шупашкарти 37 ҫулти хӗрарӑм-водитель сулахаялла пӑрӑннӑ чухне тепӗр транспорта ҫул паман. Ҫапла вара хӗрарӑмӑн «Фольксваген Поло» автомобилӗ «Хонда» мотоциклпа ҫапӑннӑ.

Вӑрнар тӑрӑхӗнчи 25 ҫулти водителӗн «А» категориллӗ водитель прави пулман. Анчах ҫакӑ ун ҫине пырса кӗмеллине пӗлтермест-ха.

Шар курнӑ мотоциклиста тухтар пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 130, 131, 132, 133, 134, 135, 136, 137, 138, 139, [140], 141, 142, 143, 144, 145, 146, 147, 148, 149, 150, ... 4065
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.01.2026 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, -11 - -13 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Сирӗн ку эрнере бюджета планлассине кӑна мар, профессири ят-сума та тимлӗх уйӑрмалла. Ертӳлӗх сирӗнпе мӗнле хутшӑннинчен финанс лару-тӑрӑвӗ мӗнле пуласси килет-ҫке-ха. Халӗ Ҫӗнӗ ҫул парнисене туяннӑ чухне те укҫа хӗрхенмелле мар.

Кӑрлач, 02

1865
161
Паасонен Хайкки, финн-угр чӗлхисен паллӑ тӗпчевҫи, фольклорист тата этнограф ҫуралнӑ.
1941
85
Юрий Сементер, чӑваш халӑх поэчӗ ҫуралнӑ.
1949
77
Агаков Всеволод Георгиевич, ЧПУ ректорӗ, профессор ҫуралнӑ.
1951
75
Раиса Сарпи, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1962
64
Кириллов Кирилл Демьянович, литературовед, критик, театровед ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...