Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Инҫе хурсан, илме ҫывӑх.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫутҫанталӑк

ЧӲК
08

Ҫанталӑк ӑшӑтӗ
 Софья Савнеш | 08.11.2024 15:58 |

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫанталӑк каллех ӑшӑтать. Шӑматкун ӑшӑ сывлӑш килӗ, урамра 7 градус ӑшӑ пулӗ. Эппин, юр ирӗлсе кайӗ.

Ахӑртнех, пӗлӗтсем хыҫӗнчен хӗвел те тухӗ. Анчах ҫил вӑйланӗ, ҫеккунтра 15 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Ҫил майӗпен лӑпланса пырӗ. Вырсарникун каҫхине термометр «минус» кӑтартӗ. Ҫитес кунсенче ҫумӑр е ҫур ҫӑвассине пӗлтермеҫҫӗ синоптиксем.

Ытларикун хӗвел тухӗ. Уйӑх варринче каллех йӗпе юр, ҫумӑр ҫӑвӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳкӗн иккӗмӗш декади 2-3 градус ӑшӑрах пулӗ.

 

Раҫҫейре
Cap.ru видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Cap.ru видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш Ен пӗтӗм тӗнчери ҫутӗҫ акцине хутшӑнса Географи диктанчӗ ҫырӗ.

Унта хутшӑнакансем ҫӗршыв географийӗпе унӑн халӑхӗ, наци пуянлӑхӗ, кунта пурӑнакан чӗрчунсем, кунта ӳсекен ӳсентӑран ҫинчен хӑйсем мӗн пӗлнине кӑтартса пама пултарӗҫ. 40 задание 45 минутра пурнӑҫлӗҫ.

Географи диктантне И. Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУра (Шупашкар хули, Университет урамӗ, 38-мӗш ҫурт) 12 сехетре пуҫланӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-142632677_95912
 

Ҫутҫанталӑк

Республикӑра ҫӗре шурӑ юр хупланӑ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес кунсенче кӑштах юр ҫӑвӗ. Уйрӑмах чӳкӗн 7-8-мӗшӗсенче ӳкӗ.

Эрнекун юрпа ҫумӑр хутӑш ҫӑвӗ, термометр 0 градусран ӑшӑрах кӑтартӗ. Канмалли кунсенче ҫил вӑйланӗ, 5-7 градус ӑшӑ пулӗ. Ахӑртнех, юр ирӗлсе пӗтӗ.

Анчах сивӗ хӑвӑртах таврӑнӗ. Тунтикун тӑрук сивӗтӗ. Юнкун вара каллех ӑшӑтӗ, ҫил вӑйланӗ, юрпа ҫумӑр хутӑш ҫӑвӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Чӳк уйӑхӗнче ҫанталӑк мӗнле пулӗ? Пирӗн тӑрӑхра чӳкӗн 4-мӗшӗсенче сивӗ ҫанталӑк хуҫаланма тытӑнать. Ахӗртнех, кӑҫал та ҫаплах пулӗ.

Чӳк уйӑхӗнче сывлӑш температури кӑна мар, атмосфера пусӑмӗ те выляса тӑрӗ. Чӳкӗн пӗрремӗш декади вӗҫнелле кӗрт ҫӳллӗшӗ 10-15 сантиметр таран пулмалла.

Уйӑхӑн иккӗмӗш ҫурринче юр-ҫумӑр сахалрах ҫӑвӗ. Кӑнтӑрласерен 12-17 градус сивӗ пулӗ.

Пӗтӗмӗшле илсен чӳк уйӑхӗ нормӑран 1 градус сивӗрех пулӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Паян ҫанталӑк ӑшӑрах. Ыран вара кӑнтӑрла хыҫҫӑн сивӗ фрончӗ ҫывхарӗ, ҫумӑр ҫукалӗ, каҫхине вара вӑйлах ҫӑвӗ.

Ытларикун ҫӗрле тата юнкун кӑнтӑрла юрпа ҫумӑр хутӑш ҫӑвӗ. Кӗҫнерникун тепӗр сивӗ фрончӗ килӗ, кунӗпех ҫумӑр ӳкӗ. Атмосфера пусӑмӗ нормӑран пӗчӗкрех пулӗ.

Кӗҫнерникун ҫӗрле ҫӗре юр витӗ, эрнекун кӑнтӑрла ҫил вӑйланӗ, эрне вӗҫӗчченех лӑпланмӗ. Кӗҫнерникун-шӑматкун кӑнтӑрла 1-6 градус ӑшӑ пулӗ.

Вырсарникунран пуҫласа термометр «минус» кӑтартӗ. Чӳкӗн 3-4-мӗшӗсенче юр ҫукалӗ, ҫил-тӑман вӗҫтерӗ. Ҫӗре юр хуплӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳкӗн 7-мӗшӗнчен каллех «плюс» пулӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Тунтикунччен пӗлӗтлӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Хушӑран ҫумӑр е йӗпе юр ҫӑвӗ. Ҫил лӑпланӗ. Сывлӑш нӳрӗк пулнӑран вырӑнӑн-вырӑнӑн тӗтре карса илӗ. Ҫӗрлесерен 0 градус пулӗ, кӑнтӑрласерен 8 градус ӑшӑ.

Ытларикунран ҫанталӑк улшӑнма тытӑнӗ. Кӗҫнерникун йӗпе юр ҫӑвӗ. Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, ун чухне ҫӗрле 7 мм нӳрӗк ӳкме пултарать.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра сивӗ ҫанталӑк чӳк уйӑхӗн пӗрремӗш декади вӗҫленичченех тӑрӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Паян урамра палӑрмаллах ӑшӑ. Ыран тата ӑшӑрах пулӗ, термометр кӑнтӑрла 9-14 градус кӑтартӗ. Кӑнтӑрла иртсен хушӑран ҫумӑр ҫукалӗ.

Юнкун каҫхине тата ҫӗрле вӑйлах ҫумӑр ҫума пултарать. Эрнекун ҫумӑр вырӑнӑн-вырӑнӑн кунӗпех ҫума пултарать.

Кӗҫнерникунран пирӗн пата Арктика сывлӑшӗ килме тытӑнать. Эрне вӗҫнелле йӗпе юр та ҫума пултарать. Ҫил вӑйланӗ.

Канмалли кунсенче ҫанталӑк лайӑхланӗ, пӗлӗтсем сирӗлӗҫ, ҫил лӑпланӗ. Тепӗр эрне пуҫламӑшӗнче каллех циклон килме пултарать. Юр ҫуса лартма та пултарать. Ҫапах хӗл халех лармӗ.

Пӗтӗмӗшле илсен, юпа уйӑхӗ вӗҫӗччен ҫанталӑк климат норминчен 2-3 градус ӑшӑрах пулӗ.

 

Республикӑра
Ҫӑлкуҫ: cap.ru
Ҫӑлкуҫ: cap.ru

Эрнекун Муркаш муниципаллӑ округӗнчи Ильинка вӑтам шкулӗнче Б.И. Гузовский ячӗллӗ ҫӗнелнӗ музей уҫӑлнӑ. Хӗрлӗ хӑйӑва Чӑваш Республикин ҫутҫанталӑк пурлӑхӗсемпе экологи министрӗн ҫумӗ Елена Дымза, Муркаш муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗ Алексей Матросов тата шкул директорӗ Надежда Иванова каснӑ.

Хӑнасем валли пӗрремӗш экскурсие «Вӑрман тусӗсем» шкул лестничествинче вӗренекен ачасем ирттернӗ. Вӗсем музейри экспонатсем пирки каласа панӑ, вӑрман пирки хӑйсем мӗн пӗлнине уҫса панӑ.

Хӑнасем те пуш алӑпа килмен: «Сӑрҫум» заповедникӑн директор ҫумӗ йӑвасем илсе килнӗ, теприсем антресоль, виҫмелли вилка, ҫӳллӗше виҫмелли хатӗр, ытти япаласем парнеленӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес вӑхӑтра республикӑра типӗ те ӑшӑ ылтӑн кӗркунне хуҫаланӗ.

Паянах кӑштах уяртма тытӑннӑ. Канмалли кунсенче хӗвел ытларах пӑхӗ. Анчах ҫӗрлесерен шӑнтӗ, кӑнтӑрла сывлӑш 5-10 градус таран ӑшӑнӗ.

Тунтикун республика урлӑ ӑшӑ фрончӗ иртӗ. Каллех ӑмӑрланӗ, хушӑран ҫамӑр ҫӑвӗ. Ытларикунран ҫил вӑйланӗ, пӗлӗтсене сирӗ. Термометр 10-12 градус ӑшӑ кӑтартӗ. Ҫӗрлесрен те шӑнтмӗ.

Кӗҫнерникун каллех сиветӗ. Анчах ӑшӑ тавранӗ-ха. Кӑҫал юпа уйӑхӗ юлашки 37 ҫулта чи ӑшши пулма пултарать.

 

Ҫутҫанталӑк
Телеграмри «Чӑваш Ен калаҫать» каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
Телеграмри «Чӑваш Ен калаҫать» каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Хӑнтӑрсен шутне палӑртас тӗллевпе хӑнтӑрсен «ҫыравне» ҫулсерен ирттереҫҫӗ.

Юлашки ҫулсенче Чӑваш Енре хӑнтӑрсем нумайланнӑ. 2022-мӗш ҫулта 2024-шне асӑрхаса шута илнӗ пулсан, пӗлтӗр — 2180.

Хӑнтӑрсем ҫут ҫанталӑка ҫав тери пысӑк усӑ кӳреҫҫӗ. «Хӑнтӑрсем шыв тӑрӑх пӗрене юхтарса плотинасем туни, сӑмахран, кӳлӗсене типесрен сыхлать», — тесе пӗлтернӗ Телеграмри «Чӑваш Ен калаҫать» каналта.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvashenkalasat/1572
 

Страницӑсем: 1 ... 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, [17], 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, 27, ... 117
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайӑшӗн кӑмӑлӗ тӑрук улшӑнса тӑрӗ. Яваплӑх туйӑмӗ сирӗн илӗртӳлӗхе кансӗрлеме пултарӗ, анчах эсир кӑтартусем ҫӗнсе илме хӑнӑхнӑ. Ку эрнере харпӑр пурнӑҫа йӗркелеме, хӑш-пӗр ӗҫлӗ хутшӑнусене ӗҫлӗ хутшӑнӑва куҫарма май килӗ.

Ака, 17

1910
116
Семенов Леонид Федорович, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1925
101
Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ ҫуралнӑ.
1950
76
Жуков Юрий Нестерович, чӑваш баянисчӗ, кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ.
1955
71
Смирнова Галина Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ.
1961
65
Валери Туркай, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1974
52
Журналистсен Ҫемен Элкер ячӗллӗ премине йӗркеленӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ