Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫутҫанталӑк

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗ нормӑран 1 градус ӑшӑрах пулӗ. Нӳрек те, нарӑс-пуш уйӑхӗсемпе танлаштарсан, ытларах пулӗ. Акан 7-10, 18-21, 26-29-мӗшӗсенче ытларах ҫумӑр ҫума пултарать.

Пӗрремӗш декада вӗҫӗнче тӑрук сивӗтӗ. Иккӗмӗш декадӑра та сивӗ тӑрӗ. Акан 12-14-мӗшӗсенче 4-6 градус таран сивӗтӗ, юр ҫӑвӗ. Виҫҫӗмӗш декадӑра ӑшӑ, анчах ҫумӑрлӑ ҫанталӑк пулӗ. Сывлӑш 15 градус таран ӑшӑнӗ. Ҫӗрлесерен шӑнтма пӑрахӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре ҫурхи сунар тапхӑрӗ пуҫланнӑ. Вӑл паянтан пуҫласа ака уйӑхӗн 30-мӗшӗччен пырӗ.

Сӑмах май каласан, пирӗн тӑрӑхра сунар улӑх-ҫаранне икӗ зонӑна уйӑрнӑ: пӗрремӗш тата иккӗмӗш. Кашни зонӑра сунар тапхӑрне палӑртнӑ.

Пӗрремӗш зонӑна Улатӑр, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Комсомольски, Пӑрачкав, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Елчӗк тӑрӑхӗсем кӗреҫҫӗ.

Иккӗмӗш зонӑра — Элӗк, Вӑрнар, Канаш, Куславкка, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Етӗрне, Тӑвай районӗсем.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ку эрнере те ӑшӑ ҫанталӑк пулӗ: 10-15 градус ӑшӑ тӑрӗ. Ку – ака уйӑхӗн вӗҫӗнчи норма.

Ытларикун кӑнтӑрла хыҫҫӑн тата юнкун кунӗпех ҫумӑр ҫӑвӗ. Эрне варринче кӑшт уҫӑлтарӗ: 5-10 градус ӑшӑ пулӗ.

Эрнекун 14 градусран ӑшӑрах тӑрӗ, анчах ҫил вӑйланӗ. Каҫхине вара вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫукалӗ. Шӑматкун типӗ те ӑшӑ пулӗ. Вырсарникун кӑштах сивӗтӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, акан 12-14-мӗшӗсенче ҫӗр юрпа шуралӗ.

 

Культура
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Анатолий Силов — живопись тата графика ӑсти. Вӑл 1938 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуркасси ялӗнче ҫуралнӑ. Вырӑнти шкулта ҫичӗ класс вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн вӑл Звенигово поселокӗнчи ремесла училищинче тата Мускаври пир-авӑр институтӗнчи прикладной ӳнер факультетӗнче пӗлӗвне туптанӑ.

Аслӑ шкултан вӗренсе тухсан Шупашкарти пир-авӑр комбинатӗнче пусма художникӗ пулса ӗҫлеме тытӑннӑ. Унтан тӗрлӗ ҫӗрте тӑрӑшнӑ.

Паян ватӑ ҫын ҫутҫанталӑкпа киленсе чунне уҫать.

 

Ҫутҫанталӑк

Ку эрне пуҫламӑшӗнче республикӑра антициклон хуҫаланӗ. Календарь ҫинче – пуш уйӑхӗ, урамра вара ака пекех.

Ыран уяр пулӗ. Каҫ енне циклон килӗ, йӗпе юр та ҫума пултарӗ. Кӗҫнерникунпа эрнекун вара ҫумӑр ҫукалӗ.

Канмалли кунсенче каллех хӗвел тухӗ, сывлӑш 11-13 градус таран ӑшӑнӗ. Ку - ака уйӑхӗн 20-мӗшӗсенчи норма.

Ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче 15 градус таранах ӑшӑтӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Чӑваш Енре питӗ сайра тӗл пулакан хурт-кӑпшанка тупса палӑртнӑ. Ӑна Леонид Егоров биолог «Чӑваш вӑрманӗ» паркра тупнӑ.

Livilla ulicis ҫулҫӑ ҫинче пурӑнакан хурт-кӑпшанкӑ йышне кӗрет. Унашкаллине Чӑваш Енре хальччен асӑрхаман. 20 ҫул каялла ун пеккине Мускав облаҫӗнче тупнӑ. Чӑваш Енре тупни – ҫӗршывӗпе иккӗмӗш тӗслӗх.

Ӑсчахсен шухӑшӗпе, республикӑра ку хурт-кӑпшанкӑ тупӑнни климат улшӑннипе ҫыхӑннӑ. Тӗпчев кӑтартӑвӗсене ӑслӑлӑх журналӗнче пичетленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_20343
 

Ҫутҫанталӑк

Ку эрне пуҫламӑшӗнче ҫанталӑк кӑшт сивӗрех тӑрӗ. Ыран, ытларикун, чи сивви пулӗ – термометр кӑнтӑрла та 0 градус кӑтартӗ. Вырӑнӑн-вырӑнӑн юр ҫӑвӗ, тӗтре карса илӗ.

Юнкун уяр тӑрӗ. Кӗҫнерникун каллех кӑштах юр ҫукалӗ. Эрне вӗҫнелле ӑшӑтӗ, термометр кӑнтӑрла 4-6 градус кӑтартӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, шӑматкун метеорологи ҫуркунни пуҫланӗ. Пушӑн юлашки эрнинче хӗвеллӗ антициклон ҫитӗ, сывлӑш 10-15 градус таран ӑшӑнӗ. Ку – ака уйӑхӗн вӗҫӗнчи норма.

 

Ҫутҫанталӑк

Паян ҫанталӑк ӑшӑ, термометр 12 градус кӑтартать. Анчах ҫил вӑйлӑ, вӑл ыран кӑна лӑпланать. Ыран кӑштах сивӗтӗ, 3-8 градус ӑшӑ пулӗ.

Кайран темиҫе кун хӗлпе ҫуркунне кӗрешӗ. Шӑматкун каҫхине йӗпе юр ҫӑвӗ, ҫӗр шуралӗ. Термометр «минус» кӑтартӗ, ҫулсем шуҫлак пулӗҫ.

Вырсарникун хӗвел пӑхӗ. Каҫхине каллех юр ҫӑвӗ.

Чи сивӗ кун ытларикун пулӗ. Каллех ҫил вӑйланӗ.

Ҫитес эрнен иккӗмӗш ҫурри хӗвеллӗ пулӗ, сывлӑш 5-10 градус таран ӑшӑтӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем ӑшӑ тумсене шкапран кӑларма сӗнеҫҫӗ. Кӗҫех пирӗн пата ӑшӑ ҫанталӑк ҫитӗ.

Ҫитес эрнекун урамра 12 градус ӑшӑ пулӗ. Ку – ака уйӑхӗн виҫҫӗмӗш декадинчи норма. Танлаштарма: 2015 ҫулхи пушӑн 18-мӗшӗнче 10 градус ӑшӑ пулнӑ. Пуш уйӑхӗнче 12 градус ӑшӑ чи пӗрремӗш хут 2020 ҫулхи пушӑн 27-мӗшӗнче пулнӑ.

Паянхи кун Шупашкарта юр хулӑнӑшӗ 4 сантиметр кӑна.

 

Ҫутҫанталӑк
Геннадий Исаков тунӑ сӑн
Геннадий Исаков тунӑ сӑн

Ӗнер, пушӑн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Енре сӑвӑрсем вӑраннӑ. Ҫак пулӑма Геннадий Исаков биолог сӑн ӳкерсе халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницине выранҫтарнӑ.

Сӑвӑрсем вӑранни – ҫуркунне ҫитнин палли. Пӗлтӗр ҫак чӗрчунсене пушӑн 19-мӗшӗнче асӑрханӑ, 2023 ҫулта – пушӑн 12-мӗшӗнче. Сӑвӑрсем ытти чух та шӑпах ҫак вӑхӑтра, пушӑн 12-30-мӗшӗсенче, вӑранаҫҫӗ.

Сӑмах май, Шупашкарта кураксене те асӑрханӑ «Погода 21» проект авторӗ Владимир Михайлов пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал ҫуркунне 3 эрне маларах килмелле.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, [11], 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, ... 116
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере сире дипломатилӗх кирлӗ. Ӗҫтешсемпе тата ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑннӑ чухне астӑвӑр: пурте сирӗн темпа ырламаҫҫӗ. Эрнекун харпӑр пурнӑҫра кӑмӑллӑ кӗтменлӗх пулӗ тен: ҫывӑх ҫынсенчен пӗри тинех чуна уҫса калаҫма килӗшӗ. Канмалли кунсенче вӑй пухӑр.

Пуш, 02

1942
84
Исмуков Николай Аверкиевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1944
82
Данилов-Чалдун Максим Николаевич, прозаик ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи