
Улатӑр округӗнчи Кире посёлокӗ ҫывӑхӗнче ҫурт-йӗр тӑвас ӗҫре усӑ курмалли хӑйӑрӑн ҫӗнӗ вырӑнне тупнӑ. Чӑваш Республикин ҫутҫанталӑк пурлӑхӗсен министерстви ҫакна ҫирӗплетнӗ: ҫӗнӗ вырӑнтан пурӗ 2,76 миллион кубометр хӑйӑр кӑларма пулать. Ку пысӑк пуянлӑха «Анмар» общество тупса палӑртнӑ.
Республикӑри ҫутҫанталӑк пурлӑхӗсен министрӗ Эмир Бедертдинов каланӑ тӑрӑх, кунти хӑйӑр пахалӑхлӑ, вӑл ҫурт-йӗр тӑма юрӑхлӑ. Ҫак ҫӗнӗ вырӑн регионти строительсене кирлӗ материалпа тивӗҫтерме пулӑшӗ.
Чӑваш Республикинче пӗтӗмпе ҫӗр айӗнчи пуянлӑхӑн 219 вырӑнӗ пур, вӗсенчен ытларах пайӗ, 135-шӗ — хӑйӑрпа тӑм кӑлармаллисем. Вырӑнти материала кӑларни ҫурт-йӗр тӑвакан предприятисен тӑкакӗсене палӑрмаллах чакарма май парать.

Ҫуркунне ҫитрӗ. Ҫанталӑкӗ те ӑшӑтса пырать ав. Ӑшӑ кунсем ҫывхарнине кӑна кӑтармасть-ха — Чӑваш Ене шӑнкӑрчсем те вӗҫсе килнӗ.
Вӗсене Александр Яковлев орнитолог Шупашкар округӗнчи Ҫӗньялта асӑрханӑ.
Аса илтерер: Чӑваш Ене кураксем те вӗҫсе килнӗ. Кун пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Вӗсене Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче асӑрханине «Ҫыхӑнура» портал хыпарланӑччӗ. Сайт журналисчӗсем Геннадий Исаков орнитолога ӑнлантарма ыйтнӑ. «Кураксем вӗҫсе килнех пулмалла, мӗншӗн тесен хулара вӗсен йышӗ ӳснӗ. Ҫак хӗлле кунта нумай кайӑк хӗл каҫнине пӑхмасӑр. Ман шутпа, кураксем вӗҫсе килнӗ теме юрать», — тенӗ Геннадий Исаков.

Хӑҫан ҫуркунне ҫитӗ? Юрлӑ хӗл хыҫҫӑн, ахӑртнех, ку ыйту хуравне чылайӑшӗ пӗлесшӗн.
Паян ҫӗрле шартлама сивӗ пулнӑ: Шупашкарта термометр 23 градус кӑтартнӑ. Хӑш-пӗр округра 30 градус таранах сивӗ пулнӑ. «Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, пуш уйӑхӗнче кун пек сивӗ 13 ҫул каялла кӑна пулнӑ.
Ан пӑшӑрханӑр: ҫуркунне ҫывхарать. Ыран ҫапах та хӗллехи пек ҫанталӑк пулӗ: хушӑран юр ҫӑвӗ, ирхине – вӑйлӑрах. Вырӑнӑн-вырӑнӑн тӗтре карса илӗ. Каҫ енне вара ӑшӑтӗ – термометр 2-7 градус сивӗ кӑтартӗ.
Юнкун ҫуркунне пуҫланӗ! Ҫак кунран пуҫласа кӑнтӑрласерен 3-8 градус таран ӑшӑтӗ, каҫсерен 0-5 градус сивӗ пулӗ.
Эрне тӑршшӗпех юр та, ҫумӑр та ҫумӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, типӗ те ӑшӑ ҫанталӑк иккӗмӗш декада тӑршшӗпех пулӗ.
Историе кӗрсе юлнӑ тепӗр самант пирки те калар: Улатӑрта юр хулӑнашӗ 1 метра ҫитнӗ. Кун пекки пирӗн республикӑра сахалтан та 55 ҫул пулман.

«Ҫанталӑк 21» сайт прогноз тунӑ.
Пуш уйӑхӗн пӗрремӗш декади вӗҫӗнче ҫанталӑк сивӗтӗ. Апла пулин те сывлӑшӑн вӑтам температури ытти ҫулхинчен пысӑкрах пулӗ. Уйӑхӑн иккӗмӗш ҫурринче вара пире типӗ те хӗвеллӗ ҫанталӑк савӑнтарӗ.
Ака уйӑхӗ ытти чухнехинчен сивӗрех килӗ, нӳрӗк нумайрах пулӗ. Юлашки 3 ҫулта эпир ку уйӑх ҫуллахи пек ӑшӑ тӑнине хӑнӑхнӑ. Хальхинче вара ун пек пулмӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ейӳ тапхӑрӗ уйӑхӑн иккӗмӗш ҫурринче кӑна пулӗ, мӗншӗн тесен пӗрремӗш ҫурринче ҫанталӑк сивӗ тӑрӗ-ха.
Ҫу уйӑхӗнчи ҫанталӑк климат нормипе килӗшсе тӑрӗ. Ку сывлӑш температурине те, нӳрӗке те пырса тивет. Ҫапах ку уйӑхра ҫанталӑк мӗнле пулассин тепӗр сценарийӗ пур: вӑл ҫуллахи пек ӑшӑ ҫанталӑкпа савӑнтарма пултарать.

Ку эрнере каллех юр ҫӑвӗ. Ҫапла пӗлтерет «Ҫанталӑк 21» сайт. Паян республикӑн анӑҫ енчи округсенче юр ирех ҫума тытӑннӑ. Шупашкара кӑнтӑрла хыҫҫӑн кӑна ҫитӗ. Юр пӗр талӑк ытла ҫӑвӗ, унӑн хулӑнӑшӗ тепӗр 10-15 сантиметр таран ӳсӗ.
Ыран, ытларикун, кӑнтӑрла хыҫҫӑн сивӗтме тытӑнӗ, ҫил вӑйланӗ, ҫил-тӑман тухӗ. Каҫхине юр питех ҫумӗ, юнкун ирхине кӑна тӗппипех ҫума чарӑнӗ. Юнкун кӑштах уяртӗ, уйрӑмах республикӑн ҫурҫӗр-тухӑҫ енче уяр пулӗ.
Эрнен иккӗмӗш ҫурринче кӑнтӑрласерен – 5-10, ҫӗрлесерен 15 градус сивӗ пулӗ. Кӗҫнерникун ирхине кӑнтӑр-анӑҫ округӗсенче юр ҫума тытӑнӗ, Шупашкара кӑнтӑрла хыҫҫӑн ҫитӗ те эрнекун кӑнтӑрлаччен ҫӑвӗ. Хальхинче юр вӑйлах ҫумӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, канмалли кунсенче ҫанталӑк кӑштах ӑшӑтӗ, анчах пуш уйӑхӗн 8-11-мӗшӗнче каллех сивӗтӗ.

«Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре юр хулӑнӑшӗ 1 метра ҫывхарса пырать. Сахал мар ку, анчах юр татах ҫӑвӗ-ха.
Кӗҫӗрех юр ҫума тытӑнӗ, ҫил-тӑман вӗҫтерӗ, вырсарникун кӑна чарӑнӗ. Тунтикун кӑнтӑрла хыҫҫӑн вара каллех юр ҫума тытӑнӗ, анчах хальхинче йӗпе юр ӳкме пуҫлӗ. Вӑл ытларикун та ҫӑвӗ. Вырӑнӑн-вырӑнӑн вара ҫумӑр ӳкӗ.
Ырантан термометр «плюс» таран хӑпарма пуҫлӗ. Юнкун вара пире уяр ҫанталӑк савӑнтарӗ. Анчах сивӗтет: ҫӗрле термометр -10 – -15 градус таран кӑтартӗ.
Эрнен иккӗмӗш ҫурринче юр кӑштах кӑна ҫӑвӗ, сивӗрех пулӗ: термометр -5 – -10 градус кӑтартӗ.

Канадӑри Йорк университетӗнчи тӗпчевҫӗсем ҫӗнӗ тӗпчев ирттернӗ. Вӗсем кайӑксене ҫутҫанталӑкра сӑнани (бёрдвотчинг) ҫыннӑн пуҫ мимине епле витӗм кӳнипе кӑсӑкланнӑ. Эксперимента 22-рен пуҫласа 79 ҫулчченхи 48 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсенчен ҫурри кайӑксене нумай вӑхӑт хушши сӑнанӑ, ыттисем – ҫӗнӗ ҫынсем пулнӑ.
Тӗпчевҫӗсем хутшӑнакансене ытла та пӗрешкел курӑнакан кайӑксен ӳкерчӗкӗсене кӑтартнӑ. Вӗсен пӗр тӗслӗ икӗ кайӑка 10 ҫеккунт хушшинче тупмалла пулнӑ. Ҫак вӑхӑтра тӗпчевҫӗсем ҫынсен пуҫ мимин ӗҫне сӑнаса тӑнӑ.
Паллӑ ӗнтӗ, опытлӑ орнитологсем ҫӗнӗ ҫынсенчен икӗ хут нумайрах кайӑк тӗсӗсене палласа илнӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӗсен пуҫ мимин виҫӗ пайӗнче — объектсене палласа илессишӗн, куҫпа курассишӗн, тимлӗхшӗн тата астӑвӑмшӗн яваплӑ вырӑнсенче — хастарлӑх ӳснӗ.
Тӗпчев кӑтартнӑ тӑрӑх, ҫулсем иртнӗҫемӗн пуҫ мимин тытӑмӗ пурин те хавшать, анчах кайӑксене сӑнакансен ҫак улшӑнусем вӑйлах палӑрмаҫҫӗ. Ҫакӑ кайӑксене сӑнани пуҫ мимине ватӑлассинчен хӳтӗлеме тата ҫӗнӗ условисене хӑнӑхма пулӑшнине пӗлтерет.

Пуш уйӑхӗ сивӗ е ӑшӑ пулӗ? «Ҫанталӑк 21» сайт вӑл мӗнле пулассине пӗлтернӗ.
Уйӑхӑн пӗрремӗш ҫурринче ҫанталӑк хӗллехи пекех сивӗ пулӗ. Пӗрремӗш декада вӗҫӗнче-иккӗмӗш декада пуҫламӑшӗнче самай сивӗтӗ: ҫӗрлесерен термометр 17-22 градус кӑтартӗ, хӑш-пӗр ҫӗрте — тата сивӗрех. Ҫав вӑхӑтрах юр та ҫӑвӗ, ҫавна май юр хулӑнӑшӗ ӳсӗ.
Пушӑн 19-мӗшӗ хыҫҫӑн кӑна ӑшӑтӗ. Кӑнтӑрласерен 5-10 градус таран ӑшӑтӗ, каҫсерен 6-11 градус сивӗ пулӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, пуш уйӑхӗнче сывлӑш температури климат нормипе килӗшӳллӗн пулӗ, нӳрӗк вара – нормӑран ытларах. Юр майӗпен ирӗлсе пырӗ, уйӑх вӗҫнелле юр хулӑнӑшӗ 70 сантиметра ҫитӗ.

Ку эрнере те юр ҫӑвӗ. Кун пирки Телеграмри «Пуринчен малтан» каналта пӗлтернӗ.
Юр ыран кӑнтӑрла хыҫҫӑн ҫума тытӑнӗ те кӗҫнерникун кӑна чарӑнӗ. Анчах хальхинче вӑйлах ҫумӗ – виҫӗ кунта 5-10 см таран ҫуса лартӗ.
Сывлӑш температури 4-9 градуспа танлашӗ.
Канмалли кунсенче ӑшӑтӗ. Вырсарникун, татах юр ҫӑвӗ.

«Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӑварнин юлашки кунӗнче ҫанталӑк сивӗ пулӗ.
Шӑматкун ҫӗрлех сивӗтме тытӑнӗ: термометр 10-15 градус кӑтартӗ, хӑш-пӗр тӑрӑхра – 20 градус таранах. Вырсарникун уяр ҫанталӑк тӑрӗ. Тунтикун республикӑн ҫурҫӗр-анӑҫ енче, ҫав шутра Шупашкарта та, кӑштах юр ҫукалӗ, ҫил-тӑман вӗҫтеркелӗ. Ытти тӑрӑхра юр пулмӗ. Термометр 1-6 градус сивӗ кӑтартӗ, анчах ҫил вӑйланнине пула сивӗрех пек туйӑнӗ. Ытларикун юр ҫумӗ. Кайран вара каллех ҫума тытӑнӗ, нарӑс вӗҫлениччех чарӑнмӗ. Анчах унчченхи пек вӑйлах ҫумӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, хальлӗхе ҫуркуннехи ӑшӑ туйӑнмӗ. Ҫитес икӗ эрнере хӗллехи пек ҫанталӑк пулӗ-ха, термометр 2-7 градус сивӗ кӑтартӗ. Пуш уйӑхӗн варринче кӑна ӑшӑтас шанчӑк пур.
