Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Хитре ҫеҫкен кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: шупашкар

Хулара
ruzaregion.ru сайтри сӑн
ruzaregion.ru сайтри сӑн

Шупашкар хулинче пурӑнакан арҫын ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ салтакӗн картти ҫинчен 1 млн яхӑн тенкӗ вӑрланӑ.

Вӑл салтака банк карттине илнӗ чухне пулӑшу сӗннӗ. Анчах хӑй ҫав вӑхӑтра карттӑна сӑн ӳкерсе юлнӑ та ҫулталӑк тӑршшӗпе мобильлӗ сарӑм урлӑ укҫа-тенке илсе тӑнӑ, таварсемшӗн тӳленӗ. Ҫапла вӑл салтак картти ҫинчен пӗтӗмпе 930 пин тенкӗ вӑрланӑ.

Следстви пуҫлансан арҫын тӑкака йӑлтах саплаштарнӑ. Суд ӑна 200 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.

Сӑмах май, салтак картти ҫинчен укҫа-тенкӗ вӑрланӑ тӗслӗхсем унччен те пулнӑ. Шел те, ҫынсем ҫӑмӑл майпа пуйса юласшӑн. Анчах ваттисем калашле, ҫӑмал укҫа пулмасть, вӗренӗн те вӗҫӗ пур.

Асӑрхаттаратпӑр: урамра картта тупса унпа лавккара тӳлени те укҫа вӑрлани шутланать.

 

Хулара
ixbt.com сайтри сӑн
ixbt.com сайтри сӑн

Шупашкар хулинчи шкул ачи ултавҫӑсене ашшӗ-амӑшӗ пухнӑ 15 миллион тенке парса янӑ.

Ҫапла хӑтланнӑ 9-мӗш класра вӗренекен хӗр. Ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та транспорт компанине посылка килнине, курьер ӑна пырса парассине пӗлтернӗ, смс-ҫырупа килнӗ кода калама хушнӑ. Хӗр шӑпах тата амӑшӗ посылка кӗтнине пӗлнӗ, ҫавӑнпа пӗрре те иккӗленмен, палламан ҫынна кода каланӑ. Унтан палламан ҫынсем ӑна хӑратма пуҫланӑ, видеоҫыхӑну урлӑ калаҫса килӗнче мӗн пуррине пӑхнӑ. Ку «ухтару» пулнӑ-мӗн, ҫакна тума полицейскисем хӑйсем килеймен. Хӗр килте укҫа шыраса тупнӑ, палламан ҫынсене кӑтартнӑ. Лешсем ӑна «деклараци тума» ӳкӗте кӗртнӗ. Ҫакна тусанах каялла тавӑрса параҫҫӗ-мӗн.

Хӗр таксипе Ҫӗрпӳ округне ларса кайнӑ та курьерпа тӗл пулнӑ, «коза» пароле пӗлтерсе ӑна пӗтӗм укҫана, 15 миллион тенке, тыттарса янӑ.

 

Ҫутҫанталӑк

Ку эрнере мӗнле ҫанталӑк пулассине пӗлес килет-и? «Ҫанталӑк 210 сайт мӗн пӗлтернине тишкерер.

Паян ҫанталӑк уяр пулӗ, анчах ыран кӑнтӑрла хыҫҫӑн пӗлӗтленӗ, юнкун кӑнтӑрлаччен вӑхӑт-вӑхӑтӑн ҫумӑр ҫукалама пултарӗ. Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав вӑхӑтра Шупашкар хулинче тепӗр 13 мм нӳрӗ ӳкӗ. Ан кулянӑр: хӗвел тата таврӑнать. Кӗҫнерникунпа эрнекун уяр ҫанталӑк тӑрӗ, термометр 17-19 градус таранах ӑшӑ кӑтартӗ. Канмалли кунсенче вара пӗлӗтлӗрех пулӗ, анчах 20 градус таран ӑшӑ ҫанталӑк тӑрӗ. Шӑматкун каҫхине тата вырсарникун кӑнтӑрла республикӑн хӑш-пӗр вырӑнӗнче хушӑран ҫумӑр ҫума пултарать.

Сайт малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑшӑ ҫанталӑк авӑн уйӑхӗн 22-23-мӗшӗччен пулӗ, унтан палӑрмаллах сивӗтӗ.

 

Хулара
«Ҫыхӑнура» сайтри сӑн
«Ҫыхӑнура» сайтри сӑн

Шупашкар хулинче икӗ хӗрачапа пӗр каччӑ Мускав кӗперӗнчен кӳлмеке ӳкнӗ.

Ку ӗнер, авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, 17:47 сехетре пулнӑ. 2023 тата 2014 ҫулсенче ҫуралнӑ хӗрачасем тата пӗр каччӑ кӗперӗн техэтажӗнчен кӳлмеке шыва ӳкнӗ. Вӗсене катамаранпа ярӑнакан ҫын асӑрханӑ та ҫыран хӗррине тухма пулӑшнӑ. Хӗрачасене Республикӑри клиника пудьницине тӗрӗслеме илсе кайнӑ, каччӑ вара тарса ҫухалнӑ.

«Ҫыхӑнура» форумра ҫырна тӑрӑх, ҫав техэтажра ҫамрӑксемпе ачасем ҫӳреме юратаҫҫӗ-мӗн. Кӗпер айӗнче ҫын ҫӳремелӗх ҫул пур – вӑл кӗпере юсакан, тӗрӗслесе тӑракан специалистсем валли.

 

Пӑтӑрмахсем
max.ru/progorod21 каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
max.ru/progorod21 каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Паян пурнӑҫ тулӑх та ашшӗ-амӑше ывӑл-хӗрне ним мар мотоцикл туянса параҫҫӗ. Пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла тенӗ пек ярӑнаҫҫӗ унпа яшсемпе хӗрсем. Шучӗпе «А» категориллӗ водитель прави кирлӗ те, анчах ӑна никам та пӑхса тӑмасть, руль умне ларса вӗҫтерет.

Авӑн уйӑхен 11-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Шомик ялӗ тӗлӗнче пулса иртнӗ инкекре Шупашкарта пурӑнакан, тӑххӑрмӗш класра вӗренекен икӗ ача аманнӑ. Питбайкпа пыракан арҫын ача ҫул айккинче выртакан пӗрене ҫине пӑрӑнса кайса персе аннӑ. Ун хыҫҫӑнче тепӗр питбайкпа вӗҫтерсе пыракан хӗрача та ҫав пӗрене ҫинех пырса кӗнӗ.

Вӗсем иккӗшӗ те кӗлетекене шанчӑклӑ хӳтӗлекен тумпа пулнӑран йывӑр суранланса пӗтмен, апла пулин те иккӗшне те больницӑна илсе кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/progorod21/AaCbAgtNFJM
 

Пӑтӑрмахсем
Прокуратура архивӗнчи сӑн
Прокуратура архивӗнчи сӑн

Паян, авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Шупашкар хулинчи «Ялав» ҫурт-йӗр комплексӗ ҫывӑхӗнче, Игумнов урамӗнче, 15 ҫулти питбайкер ҫапӑнса вилнӗ.

Ку инкек ирхи 9 сехет те 15 минутра пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, каччӑ руле итлеттереймен – бордюра пырса тӑрӑннӑ та вилмеллех аманнӑ. Калинин районӗн прокуратури халӗ ку ӗҫ-пуҫа тӗрӗсленине тӗрӗслесе тӑрӗ.

Сӑмах май, «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта (вӑл «Ялав» ҫурт-йӗр комплексӗнчен инҫе мар) ҫак канмалли кунсенче мотоӑмарту иртнӗ. Республика прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, вилнӗ питбайкер унта хутшӑнакан ҫын пулман.

 

Спорт
Дмитрий Губерниев архивӗнчи сӑн
Дмитрий Губерниев архивӗнчи сӑн

Спорт комментаторӗ Дмитрий Губерниев Шупашкара ҫуллахи биатлон енӗпе иртекен Раҫҫей чемпионатне килессине пӗлтернӗ.

«Авӑнӑн 17-мӗшӗнче Шупашкара ҫуллахи Раҫҫей чемпионатне! Чӑваш Ене килсе йӑлтах коммантари тӑвӑп! Матчра!» — тесе ҫырнӑ Дмитрий Губерниев халӑх тетелӗнче страницинче.

Авӑн уйӑхӗн 14-21-мӗшӗсенче республикӑра ҫуллахи биатлон енӗпе Раҫҫей чемионачӗ иртет. Спортсменсем виҫӗ кун вӑй виҫӗҫ: авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, 19-мӗшӗнче тата 20-мӗшӗнче. Сӑмах май, Шупашкар Раҫҫей шайӗнчи биатлон ӑмӑртӑвне пӗрремӗш хут йышӑнать.

 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Чӑваш Енри триатлон тренерӗ Даниил Капитонов велосипедпа Шупашкар хулинчен Санкт-Петербурга 6 кунран ҫитнӗ.

Вӑл 10 регион урлӑ каҫса 1 пине яхӑн ҫухрӑм хыҫа хӑварнӑ. Вӑл кутамкки ҫӑмӑлрах пултӑр тесе ҫула палаткӑсӑрах тухнӑ. Спортсмен хӑш-пӗр вырӑнта электричкӑпа, автобуспа кайнӑ. Хӑна ҫурчӗсенче ҫӗр каҫнӑ, пӗр кун мӑнастирте вырӑн тупнӑ. Ытларах чухне вӑл ҫул хӗрринчи кафесенче апатланнӑ. Хӑйӗнпе ҫумӑн пӗчӗк кӑна газпа пӗҫермелли хатӗр пулнӑ – унпа та апат пӗҫернӗ.

Спортсмен хӑй каланӑ тӑрӑх, ку уншӑн хӑйне тӗрӗслени пулнӑ, мӗншӗн тесен Даниил Капитонов ҫитес ҫул «Санкт-Петербург – Пекин» велоэкспедицие кайма палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-194537172_31215
 

Культура
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Кӑҫал «Эревет» ансамбльшӗн пӗлтерӗшлӗ ҫул: вӑл йӗркеленӗренпе 45 ҫул ҫитнӗ.

Ансамбль 45 ҫула ҫитнине тата унӑн ертӳҫи, Раҫҫей тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Сергей Федотов 70 ҫул тултарнине халалласа Шупашкар хулинчи Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче «Эпӗ сана юрататӑп, Чӑваш Ен» концерт иртнӗ.

Ансамбль ку таранччен ҫитӗнӳсем сахал мар тунӑ: Раҫҫей шайӗнчи конкурссенче кӑна мар, чикӗ леш енче те палӑрнӑ. Кӑҫал вара Пӗтӗм ҫӗршыври «Купӑс — манӑн чун» фестивальте 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ, Раҫҫейри «Халӑх пултарулӑхӗн тава тивӗҫлӗ коллективӗ» ята тивӗҫнӗ.

Концертра Сергей Федотовӑн вӗренекенӗсем куракансем килӗштерекен юрӑсене, тӗрлӗ халӑх кӗввисене шӑрантарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-17249389_19582
 

Чӑваш чӗлхи

Липецк хулинче Пӗтӗм Раҫҫейри «Тӑван чӗлхепе литературӑн чи лайӑх вӗрентекенӗ» конкурсӑн финалӗ иртет. Унта Чӑваш Енрен икӗ педагог хутшӑнать: Шупашкарти 62-мӗш шкулти Роза Морозова тата Муркашри «Путене» ача пахчинчи Алина Вадимова.

Конкурса РФ Ҫутӗҫ министерстви Раҫҫейри халӑхсен чӗлхисен федераци институчӗн пулӑшнипе йӗркеленӗ. Унта 130 ытла педагог хутшӑнать: 85 учитель тата 46 воспитатель.

ЧР вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров пирӗн ентешсене ӑнӑҫу суннӑ. Вӑл РФ ҫутӗҫ министрӗн Сергей Кравцовӑн сӑмахӗсене те аса илнӗ: педагогсем ачасене культурӑсен тата чӗлхесен нумай енлӗхне хисеплеме вӗрентеҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 1140
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫсем ӑнӑҫлӑ пулса пыччӑр тесен ҫӗнӗ союзниксем тупмалла. Ку эрне ҫемье валли, спортпа туслашма, сипленме лайӑх. Карьере картлашкипе хӑпарас шанчӑк пур. Йывӑр эрне хыҫҫӑн эрех-сӑра пирки шухӑшламасан аванрах.

Авӑн, 20

1924
102
Андреев Семён Алексеевич, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ