Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: шупашкар

Республикӑра
 Чӑваш Енӗн Ӗҫ министерствин сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш Енӗн Ӗҫ министерствин сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри нумай ачаллӑ пӗр хӗрарӑм патшалӑх укҫипе ҫӗвӗ мастерскойӗ уҫнӑ.

Хӑйӗн ӗҫне хӗрарӑм темиҫе машинӑран тата ҫине тӑрса ӗҫлес килнинчен пуҫланӑ.

Шупашкарти Марина Николаева патшалӑхпа социаллӑ контракт тума май пуррине илтсен ҫав енӗпе кӑсӑкланма, кирлӗ документсене пухма пуҫланӑ.

Социаллӑ контракта пула вӑл хӑйӗн ӗҫне уҫса ҫемьене тытса тӑмалӑх укҫа ӗҫлесе илет.

Патшалӑх пулӑшнипе хӗрарӑм вӗренӳ центрӗсенчен касса ҫӗлеме вӗренсе тухнӑ. Унтан «Галия» ҫипуҫ хатӗрлес, унӑн дизайнне палӑртас ӑсталӑха хӑнӑхнӑ тата ҫӗвӗҫ енӗпе вӗреннӗ.

Социаллӑ контракт укҫипе Марина промышленность ҫӗвӗ машинисем, оверлок, пӑс генераторӗ, пусма касмалли сӗтел тата кирлӗ фурнитура туяннӑ.

Паян хӗрарӑм хӑйӗн ӗҫне ҫине тӑрсах аталантарать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-187003262_15430
 

Пӑтӑрмахсем
kaipkada.lt сайтри сӑн
kaipkada.lt сайтри сӑн

Чӑваш Енри полицейскисем ултавҫӑсен аллине лекнӗ хӗрарӑма ҫӑлнӑ. Ҫапах та унччен 32 ҫулти хӗрарӑм 400 пин тенкӗ куҫарса ӗлкӗрнӗ.

Шупашкарти полицейскисем патне хулара пурӑнакан пӗр хӗрарӑма ултавҫӑсем, тӑшман территорийӗнчисем, дистанци мелӗпе витӗм кӳни пирки информаци ҫитнӗ. Хӗрарӑм кун пирки упӑшкине ним те каламан. Анчах йӗрке хуралҫисем унран хӑйӗнчен ыйтма шутланӑ.

Полицейскисем хӗрарӑма полици уйрӑмне чӗнсе илнӗ. Унта хӗрарӑм йӑлтах каласа кӑтартнӑ. Вӑл «антитеррор комитечӗн ятарлӑ операцине хутшӑннӑ» иккен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mvd_chuvashia
 

Сывлӑх
https://t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
https://t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарти тухтӑрсем уксус ӗҫнӗ хӗрарӑма ҫӑлса хӑварнӑ. 70 ҫулти ватӑ уксуса ӑнсӑртран ӗҫнӗ имӗш. Тухтӑрсене вӑл ҫапла ӗнентернӗ.

Хӗрарӑм 70 процентлӑ уксуса пӗр апат кашӑкӗ ӗҫнӗ-мӗн. Телеграмри «Пуринчен малтан» каналта пӗлтеонӗ тӑрӑх, хӗрарӑм чутах вилмен: унӑн ҫӑварӗ, апат ҫулӗ пиҫсе кайнӑ. Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗ паракан тухтӑрсем хӗрарӑмӑн хырӑмлӑхне тасатса, интенсивлӑ инфузиллӗ терапи туса ирттернӗ.

Шурӑ халатлисем ҫине тӑни сая кайман: уксус ӗҫсе шар курнӑ хӗрарӑмӑн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма рултарнӑ. Малашне унӑн питӗ тимлӗ пулмалла: пули-пулми шӗвеке ӗҫмелле мар, кашни япалана хӑй вырӑнне тӗплӗн лартса упраиалла. Сывлӑхран пахи ним те ҫук – темле ӗҫес килсен те пули-пулми шӗвеке ӑша ямалла мар.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran/17161
 

Республикӑра
Дмитрий Моисеев страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Дмитрий Моисеев страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкара кӑҫал та Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗпе килсе ҫитнӗ. Вӑл «шухӑшсен авӑрне путарать, чуна асаплантарать... », — хыпарланӑ Чӑваш Енӗн медиацентрӗн директорӗ Дмитрий Моисеев.

«Шупашкара тӑваттӑмӗш хут килнӗ Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗнче иккӗмӗш хут пулса куртӑм. Интерактивлӑ кураври экспонатсем, наушникри Лидия ятлӑ машинистӑн калаҫӑвӗ чуна пӑлхатаҫҫӗ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче пирӗн мӑн асаттесемпе мӑн асаннесем тӳснӗ нушана лайӑхрах пӗлме-туйма май параҫҫӗ. Хӑш-пӗр вакунри лару-тӑрӑва курсан куҫҫуль те капланать.

Ҫитӗнекен ӑру Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗпе паллашни уйрӑмах вырӑнлӑ. Ачасемпе ҫамрӑксен историе, паллах, пӗлмелле», — тесе пӗтӗмлетнӗ Дмитрий Андреевич унта пулса курнӑ хыҫҫӑн халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall712700520_243
 

Культура
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Чӑваш Енри орнитолог, биолог, педагог тата общество ӗҫченӗ Альберт Ластухин хӑй ӳкернӗ картинӑсен куравне йӗркеленӗ. Вӑл «Мӗн пур ҫын – пӗртӑван» ятлӑ.

Экспозицире 100 ытла портрет: Раҫҫейри, Азири, Африкӑри, Ҫурҫӗр тата Кӑнтӑр Америкӑри ҫынсен сӑнӗсем. Альберт Ластухин тӗрлӗ халӑх культурипе, йӑли-йӗркипе ҫывӑхрах паллашас тесе тӗнче курса ҫӳренӗ. Ҫак картинӑсене вӑл шӑпах ҫулҫӳревсемпе экспедицисем вӑхӑтӗнче ӳкернӗ.

«Эпӗ кашни портретра ҫын мӗнле пӑхнине тата унӑн чунне уҫса кӑтартма тӑрӑшрӑм», — тенӗ Альберт Ластухин. Унӑн шухӑшӗпе, ҫак курав шкул ачисемшӗн пӗлтерӗшлӗ: вӑл туслӑх пӗр-пӗрне хисепленинчен пуҫланнине ӑнланма май парать.

Куравпа Шупашкарти Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче пуш уйӑхӗ вӗҫӗччен паллашма пулать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_27236
 

Ял хуҫалӑхӗ
cheb.ru сайтри сӑн
cheb.ru сайтри сӑн

Ыран, пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Шупашкар хулинче йӑлана кӗнӗ «Ҫӗрулми – 2026» курав ӗҫлеме тытӑнӗ.

Кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут ӗнтӗ вӑл МТВ-центрта иртӗ. Курав унта 5-мӗш хутра пулӗ. Ҫавӑн пекех хальхинче тепӗр вырӑн пулӗ: «Пехет» агромаркет. Вӑл Шупашкарти «Каскад» суту-илӳ центрӗнче вырнаҫнӑ. Икӗ ҫӗрте те вӑрлӑх ҫӗрулми туянма май пулӗ. МТВ-центр патӗнчи парковкӑра шатер та вырнаҫтарӗҫ, унта тата ҫӗрулми сутӗҫ.

Кӑҫал курава Раҫҫейри 18 регионти 78 организаци хутшӑнма палӑртнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, хамӑр патри тата ют ҫӗршывсен селекцийӗнчи 15 сорта хӑтлӗҫ.

Хӑнасем валли программа пуян: ҫӗрулмин тӗрлӗ сортӗнчен хатӗрленӗ 100 ытла ҫимӗҫе тутанса пӑхма май пулӗ. Ҫавӑн пекех республикӑри «Ҫӗрулми УЯВ» конкурса хутшӑннӑ ӳкерчӗксен куравӗ ӗҫлӗ.

 

Культура

Етӗрне округӗнчи хӑйне евӗр ӑстасем, ашшӗпе ывӑлӗ, пусма татӑкӗсенчен тӗлӗнмелле илемлӗ картинӑсем ӑсталаҫҫӗ. Ашшӗн ӗҫӗсенче ӑс-хакӑл тата йӑла-йӗрке туйӑнать, ывӑлӗ вара ҫӗнӗлӗхсем шырани курӑнать. Иккӗшӗн ӗҫӗсем вара – хӑйне евӗр пӗр тӗнче.

Иван тата Михаил Семеновсен ӗҫӗсемпе унччен Етӗрне округӗнчи Тури Ачак музейӗнче паллашма май пулнӑ. Халӗ вара Шупашкарта та курав уҫӑлӗ. Вӑл Хальхи искусствӑсен центрӗнче (Президент бульварӗ, 1/15-мӗш ҫурта) пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗччен ӗҫлӗ, «Семеновсен пусмаран хатӗрленӗ живопиҫӗ» ятлӑ пулӗ.

Курав ыран, пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, 16 сехетре уҫалӗ. Унта тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкарти тухтӑрсем ӑнсӑртран уксус ӗҫнӗ 70 ҫулти хӗрарӑмӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Ӑна пӗр тӑхтамасӑр Шупашкарти Васкавлӑ медпулӑшу пульницине илсе ҫитернӗ.

Хӗрарӑмӑн сывлӑхӗ йывӑр пулнӑ: ҫӑварӗ, апат ҫулӗ пиҫсе кайнӑ. Ҫакӑ йӑлтах – пӗр апат кашӑкӗ 70 процентлӑ уксус ӗҫнӗшӗн. Ку ӑнсӑртран пулса иртнӗ, хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх, вӑл ӑна пӗлмесӗр ӗҫнӗ.

Тухтӑрсем пӗр тӑхтамасӑр пациентӑн пурнӑҫӗшӗн кӗрешме тытӑннӑ: хырӑмлӑхне тасатнӑ, интенсивлӑ инфузиллӗ терапи тунӑ. Кун хыҫҫӑн хӗрарӑмӑн сывлӑхӗ палӑрмаллах лайӑхланнӑ.

 

Вӗренӳ
https://vk.ru/wall-227236625_660 сӑнӳкерчӗкӗ
https://vk.ru/wall-227236625_660 сӑнӳкерчӗкӗ

Нарӑс уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарти 12-мӗш шкулӑн Г. Н. Волков академик ячӗллӗ музейӗнче «Чӗрӗ урок» иртнӗ. Ӑна чӑваш чӗлхи вӗрентекен Анисия Игнатьева ертсе пынӑ.

10-мӗш А класра вӗрентекенсен хӑйне евӗрлӗ уҫӑ урокне Николай Ишентей чӑваш ҫыравҫи хутшӑннӑ.

Урока ертсе пынӑ Анисия Павловна ҫыравҫӑпа кӗскен паллаштарнӑ, унтан калем ӑстине хӑйне сӑмах панӑ.

Николай Ишентей (чӑн хушамачӗ Петров) — чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи. 1953 ҫулхи нарӑсӑн 14-мӗшӗнче Чӑваш Республикинчи Ҫӗрпӳ районне кӗрекен Тури Шурҫырма ялӗнче ҫуралнӑ. Ял хуҫалӑх институтӗнче пӗлӳ илнӗ, кайран университетра литература енӗпе вӗреннӗ.

Тӑван колхозра инженер пулса ӗҫленӗ. Ҫыравҫӑ ачасене шкулта вӗрентнӗ. Вӑл — темиҫе кӗнеке авторӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-227236625_660
 

Культура
Спектакльти самант. Ҫӑлкуҫ: cap.ru
Спектакльти самант. Ҫӑлкуҫ: cap.ru

Нарӑсӑн 28-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗнче «Тӗтрери чӗрӗп» юмахӑн премьери иртрӗ. Ӑна Сергей Козлов кӗнеки тӑрӑх Байрас Ибрагимов режиссёр лартнӑ. Спектакль умӗн театр директорӗн ҫумӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Наталья Ахмед кӑҫал вуннӑ пинмӗш билет туяннӑ куракансене саламларӗ. Вӗсене «Тӗтрери чӗрӗп» юмах валли ятарласа хатӗрленӗ парнесемпе тивӗҫтерчӗҫ.

Спектакль куракансене асамлӑ та философиллӗ юмах тӗнчине кӑтартса пачӗ. Вӑрман тӗлӗнмелле тӗнче пулса тӑчӗ. Видеоэффектсем, капӑр тумтирсемпе декорацисем, актерсен ӑста вӑййи «тӗтрен» асамлӑхне питӗ лайӑх кӑтартса пачӗҫ. Ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачисемпе пӗрле Чӗрӗпӗн ҫулҫӳревне чунтан-чӗререн киленсе пӑхса ларчӗҫ. Чӗрӗп сӑнарне Елизавета Лаврова ҫамрӑк артистка калӑпларӗ.

Спектакль хыҫҫӑн ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен шухӑшне пӗлтерчӗҫ. Спектакль вӗсен кӑмӑлне тивӗҫтерчӗ. Ку постановка пӗчӗк ачасем валли те, аслӑраххисем валли те юрӑхлӑ пулнине палӑртрӗҫ.

Ҫамрӑксем билетсене «Ҫемье» нацпроектӑн пайӗ пулса тӑнӑ Пушкин карттипе туянма пултараҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, [8], 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, ... 1100
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайӑшӗн кӑмӑлӗ тӑрук улшӑнса тӑрӗ. Яваплӑх туйӑмӗ сирӗн илӗртӳлӗхе кансӗрлеме пултарӗ, анчах эсир кӑтартусем ҫӗнсе илме хӑнӑхнӑ. Ку эрнере харпӑр пурнӑҫа йӗркелеме, хӑш-пӗр ӗҫлӗ хутшӑнусене ӗҫлӗ хутшӑнӑва куҫарма май килӗ.

Ака, 18

1910
116
Агаков Леонид Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи, драматург, сатирик, театр критикӗ ҫуралнӑ.
1918
108
Токарев Аверий Матвеевич, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ.
1930
96
Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1973
53
Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи вилнӗ.
1996
30
Князев Иван Михайлович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть