
Чӑваш Енри велочупуҫӑ Евгений Евграфов нейтраллӑ статус илнӗ. Ку ӑна тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусене хутшӑнма май парать.
Нейтраллӑ статуса вӑл Пӗтӗм тӗнчери велочупуҫӑсен пӗрлӗхӗнчен илнӗ. Ҫапла вӑл халӗ UCI календаре кӗртнӗ тупӑшусене хутшӑнма пултарать.
Палӑртса хӑварар: Евгений Евграфов 27 ҫулта, вӑл – Раҫҫей спорт мастерӗ тата Раҫҫейӗн велоспорт (маунтинбайк) енӗпе пӗрлештернӗ командин пайташӗ. Евгений Шупашкарти Олимп резервӗсен В.Ярды ячӗллӗ 7-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать.

Шупашкарта ҫак кунсенче иртнӗ «Ҫӗрулми — 2026» куравра 56 тонна вӑрлӑх ҫӗрулми сутнӑ. Ку – икӗ кунра.
Ҫынсем ыйтнипе вӑрлӑха «Пехет» агромаркетра эрне вӗҫӗччен сутӗҫ. Вӑтам хакӗ – 40-50 тенкӗ, хакӗ категорирен килет.
Аса илтерер: курав пуш уйӑхӗн 4-5-мӗшӗсенче МТВ-центрта тата «Пехет» агромаркетра иртнӗ. Унта Раҫҫейри 18 регионти 78 компани хутшӑннӑ. Мероприятие 12 пин ытла ҫын ҫитсе курнӑ.
Ҫавӑн пекех куравра ЧР Ял хуҫалӑх министерствипе А.Г.Лорх ячӗллӗ ҫӗрулмин федераци тӗпчев центрӗ килӗштерсе ӗҫлесси пирки алӑ пуснӑ.
Палӑртса хӑварар: «Ҫӗрулми» курав 18-мӗш хут иртнӗ.

Чӑваш Енри спортсменка, пӑр ҫинче эрешлесе ярӑнакан Камилла Нелюбова Раҫҫей Гран-при финалӗнче пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ.
Камилла Шупашкарти Олимп резервӗсен 4-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать. Вӑл ӑмӑртура тӳресене кӑткӑс программӑпа тӗлӗнтернӗ: тӳрех икӗ хутчен виҫҫӗллӗ аксель тунӑ. Ку пӑр ҫинче пӗччен ярӑнакан хӗрарӑмсемшӗн йывӑр хусканусенчен пӗри шутланать.
Ҫапла пирӗн ентеш 210,67 балл пухса виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ. Экспертсем акӑ мӗн палӑртаҫҫӗ: «Олимп таблици» ҫине куҫарас пулсан ку 8-мӗш вырӑнпа тан.
Камиллӑна пысӑк ҫитӗнӳ тунӑ ятпа ЧР Элтеперӗ Олег Николаев та саламланӑ.

Пирӗн ентеш, Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ Валентина Алексеева, ӗнер Хусан хулинче иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери MISS BRICS илем конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.
19 ҫулти Валентина 2023 ҫулта «Чӑваш Ен мисӗ» пулнӑччӗ, 2024 ҫулта «Раҫҫей мисӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ. Халӗ вара «БРИКС мисӗ» те пулса тӑнӑ. Конкурса Раҫҫей, Бразили, Инди, Китай, ЮАР, ОАЭ, Индонези, Куба, Боливи, Беларуҫ, Узбекистан, Малайзи, Казахстан, Уганда, Таиланд, Нигери, Вьетнам пикисем хутшӑннӑ.
Палӑртса хӑварар: Валентина 2006 ҫулхи ҫурлан 11-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ. 2024 ҫулта 5-мӗш гимназирен лайӑх паллӑсемпе вӗренсе тухсан Мускаври Н.И.Пирогов ячӗллӗ Раҫҫей наци тӗпчев медицина институтне вӗренме кӗнӗ.

Кӗҫнерникун, пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче (вӑл Шупашкарти Ленин проспектӗнче вырнаҫнӑ) поэзие юратакансен «Хавхалану» клубне пухӑнӗҫ.
Клуб халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ларура ҫак уйӑхӑн 21-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчипех поэзи кунне паллӑ тунӑ май «Мӗн вӑл маншӑн поэзи?» тема тавра калаҫса сӑвӑсем вулӗҫ.
«Чӑваш Енри халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкне палӑртнӑ май ытти чӗлхесенчен куҫарнӑ сӑвӑсем те вӑхӑтлӑ та вырӑнлӑ пулӗҫ.
Поэзие юратакансене пурне те хапӑл туса кӗтетпӗр!» – тесе хыпарланӑ анонсра.
Аса илтерер: поэзие юратакансен «Хавхалану» клубне ӳйӑхра пӗрре пуҫтарӑнаҫҫӗ, унта вӑл е ку уйӑхра ҫуралнӑ поэтсен пултарулӑхне тишкереҫҫӗ, сӳтсе яваҫҫӗ, саламлаҫҫӗ. Клуба, ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, вулавӑш ӗҫченӗ Антонина Андреева ертсе пырать. Клуб, маларах палӑртрӑмӑр ӗнтӗ, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче ӗҫлет.

Шел те, хурлӑхлӑ хыпар пӗлтеретпрӗр. Паян «Промтрактор» ПКн тӗп директорӗ Александр Титов пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 70 ҫулта пулнӑ.
Вӑл савута 2020 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнченпе ертсе пынӑ. 2021 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче ӑна ЧР Патшалӑх Канашӗн депутатне суйланӑ.
Александр Иванович 1956 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Сарӑту облаҫӗнчи Галахово ялӗнче ҫуралнӑ. 1978 ҫулта Липецкри политехника институтӗнчен «Автомобильсем тата тракторсем» специальноҫпе вӗренсе тухнӑ. Карьерине «Промтракторта» инженер-конструктортан пуҫӑннӑ.
Александр Титовпа пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 10 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче сывпуллашӗҫ.

Шупашкарти хӗрарӑм банк карттине ҫухатнӑ. Ӑна вара 51 ҫулти арҫын тупнӑ. Анчах арҫын карттӑна тавӑрса пама шутламан та – унти укҫапа вӑл 4 кун лавккана йӑркканӑ.
Ҫав кунсенче арҫын 12 пин тенке яхӑн тӑкаклама ӗлкӗрнӗ. Хӑй ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ытларах вӑл ют ҫын укҫи-тенкипе эрех туяннӑ.
Тытса чарнӑ чухне арҫын ҫумӗнче хӗрарӑмӑн карттине тупнӑ. Вӑрланӑ тесе ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Шар курнӑ хӗрарӑмӑн тӑкакне саплаштарас тесе йӗрке хуралҫисем унӑн телевизорне конфискациленӗ.

Ӗнер тата паян Шупашкарта «Ҫӗрлуми-2026» курав иртни пирки пӗлтернӗччӗ. ЧР Ял хуҫалӑх министерстви ӗнер курав мӗнле иртнине пӗтӗмлетнӗ.
Ӗнер курава 4 пин ҫын ҫитсе курнӑ, пӗтӗмпе 33 тонна вӑрлӑх ҫӗрулми сутнӑ.
Аса илтеретпӗр: «Ҫӗрулми-2026» курав МТВ-центрта тата «Каскад» суту-илӳ центрӗнче вырнаҫнӑ «Пехет» агромаркетра иртет. МТВ-центр патӗнчи шатерта та вӑрлӑх ҫӗрулми сутаҫҫӗ.
Кӑҫал курава Раҫҫейри 78 регионти 78 компани хутшӑнать. Ҫавӑн пекех ӑсталӑх класӗсем иртеҫҫӗ, ҫӗрулмирен хатӗрленӗ 100 ытла ҫимӗҫе тутанса пӑхма та пулать.

Пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче тӗнчипе паллӑ коллектив — Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Ӗҫӗсен управленийӗн «Берёзка» патшалӑх академи хореографи ансамблӗ концерт кӑтартӗ.
XX ӗмӗр варринче никӗсленӗ ансамбль паянхи кун та концерт залӗсене туп-тулли пухать.
«Куракансем «Берёзка» концерчӗсене хӑйне евӗрлӗ атмосферӑна лекес тесе курма килеҫҫӗ, — тесе каланӑ коллектив директорӗ Татьяна Сельгмяэ. — Надежда Надеждинапа Мира Кольцова маттур хореографсем хатӗрленӗ репертуара куракансем ӑшшӑн йышӑнаҫҫӗ». Ҫавна май
Шупашкарта та пултаруллӑ «Берёзка» ансамбле куракансем ӑшшӑн йышӑнасса шанаҫҫӗ. Репертуарта шӳтлӗ ташӑ пур, ҫав шутра шӳтлӗ номерсем те.

НТВ телеканал кӑтартакан «За гранью» кӑларӑмра паян Шупашкарти ача ашшӗне кӑтартнӑ.
«Курайман кӗрӳ» ят панӑ кӑларӑма Шупашкарта пурӑнакан арҫын пӗрле пурӑннӑ хӗрӗ иккӗшӗ уйрӑлса кайнӑ хыҫҫӑн тӑхӑр уйӑхри ывӑлне пӑрахнине пӗлтернӗ. Ачан кукамӑшӗ ҫирӗплетнӗ тӑрӑх: унчченхи кӗрӳ ачапа хӑй кӑсӑкланмасть, укҫа-тенкӗпе те пулӑшма шутламасть.
Телекӑларӑма Тимур Еремеев ертсе пырать. Передачӑна 16 сехет те 45 минутра эфира кӑлараҫҫӗ. Унта тӗрлӗ эксперт хутшӑнать, вӗсем вӑл е ку ыйтупа хӑйсен шухӑш-кӑмӑлне палӑртса хӑварнипе пӗрлех сӗнӳ-канашпа е кирлӗ пулсан ӗҫпе те пулӑшаҫҫӗ.
Кӑларӑма пӑхнисем НТВ сайтӗнче арҫына майлӑ пулса ҫырнӑ, вӗсем ача амӑшне хурлама пӑхни, унӑн тыткаларӑшне ӑнланманни сисӗнет.
