Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: шупашкар

Спорт
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Чӑваш Енри спортсмен, республикӑн бокс енӗпе пӗрлештернӗ командӑн тренерӗ, Василий Герасимов «Раҫҫей спорт мастерӗ» ята тивӗҫнӗ. Ҫакӑ та интереслӗ пулса тухнӑ: вӑл хисеплӗ ята шӑп та лӑп хӑй 20 ҫул тултарнӑ чухне илнӗ. Вӑл ку эрнере тунтикун ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ.

Кӳкеҫри Василий Герасимов Шупашкар хулинчи «Улӑп» спорт комплексӗнче ӑсталӑхне туптать. Вӑл Магаданра иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри турнирта спорт мастерӗн нормативне пурнӑҫланӑ. Унта турнира Олима чемпионне Валерий Попенченкӑна халалласа ирттернӗ.

Палӑртса хӑварар: Василий Герасимов 11 ҫултанпа бокспа кӑсӑкланать, вӑл Атӑлҫи федераци округӗнчи арҫынсен пӗрлештернӗ командине кӗрет. Хальхи вӑхӑтра спортсмен салтак тивӗҫне пурнӑҫлать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-194537172_31330
 

Ҫурт-йӗр
Первый чувашский каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
Первый чувашский каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Хаксем ӳснине тахҫанах хӑнӑхса ҫитрӗмӗр пулӗ те, анчах шалу пысӑк маррисем кун пек хыпара илтсен яланах пӑшӑрханаҫҫӗ.

МАХри «Первый чувашский» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, суйлав хыҫҫӑн тепӗр 10 кунтан коммуналлӑ пулӑшу хакӗ хӑш-пӗр енӗпе самай ӳсӗ.

Асӑннӑ ҫӑлкуҫ Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти хаксене илсе кӑтартнӑ.

Чӑваш Енӗн тӗп хулинче, Шупашкарта, чылай тариф чӗрӗк чухлӗ ӳсмелле. Ҫӗнӗ хакпа юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тӳлеме пуҫлама тивӗ.

Шел те, шалӑва никам та ун чухлӗ ӳстерсе пымасть. Хут ҫинче ӳстерсе парсан та унччен пулнӑ хӑш-пӗр тӳлеве касса юлаҫҫӗ те шалу ӳснине питех сисейместӗн те. Ахальтен мар пулӗ май килсен ҫынсем икӗ ҫӗрте ӗҫлеме тӑрӑшаҫҫӗ, пенсионерсем те тивӗҫлӗ канура та ӗҫе ҫӳреҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
Первый чувашский каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
Первый чувашский каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарта пӗр таджика тытса чарнӑ. Ҫав арҫын пирӗн ҫӗршыва килме килнӗ те лӑпкӑн пурӑнма шутламан. Чӑваш Енре вӑл таджиксем вырӑссенчен чаплӑрах тесе калама, радикаллӑ тӗрлӗ шухӑш сарма тытӑннӑ.

Сӑмах май каласан, ҫав арҫын Раҫҫейӗн гражданствине те илсе ӗлкӗрнӗ.

Хӑй килсе тӗплӗннӗ ҫӗршыва тата унти халӑха юратман ҫынна Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗсем тупса палӑртса тытса чарнӑ.

Халӗ ҫав этемӗн Раҫҫей паспортне туртса илнӗ. Паспортсӑр юлнипе пӗрлех ӑна Раҫҫее тепӗр 35 ҫулсӑр килмелле мар тунӑ.

Юлашки вӑхӑтра пирӗн ҫӗршывра мигрантсемпе ҫыхӑннӑ саккунсене ҫирӗплеткелерӗҫ. Ют ҫӗршывран ҫемйисемпе килекенсем хыснана та йывӑрлӑх кӳреҫҫӗ: вӗсене сиплемелле, шкулта вӗрентмелле, тӗрлӗ пособи тӳлемелле.

 

Хулара
max.ru/channel_chuvashia_21 сӑнӳкерчӗкӗ
max.ru/channel_chuvashia_21 сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хулинче пурӑнакансем урамра ҫывӑрса пурӑнакан ҫынна хӑваласа ярасшӑн пулнӑ.

Килсӗр-ҫуртсӑр арҫын чукун ҫул патӗнчи ҫул айӗнчен каҫса ҫӳремелли вырӑн патӗнче тӗпленнӗ. Унта вӑл ал айне мӗн лекнӗ, ҫавӑн ҫине выртать.

Хула ҫыннисем яваплӑ тӗрлӗ службӑна ҫӑхав хыҫҫӑн ҫӑхав ҫырма пуҫланӑ. Специалистсем вӗсем пӑшӑрханнине илтнӗ, ӑша хывнӑ, арҫынна Килсӗр-ҫуртсӑр ҫынсен республикӑри центрне вырнаҫтарма хӑтланса пӑхнӑ. Анчах лешӗ унта кайса пурӑнма килӗшмен. Унта, тӗрӗссипе, ялан пурӑнаймӑн. Ҫухатнӑ документсене ҫӗнетсен е ӗҫ тупса пама тӑрӑшаҫҫӗ, сусӑр пулсан ваттисен ҫуртне вырнаҫтарма пулӑшаҫҫӗ. Анчах, шел те, пурте лӑпланса-тӗпленсе пурӑнасшӑн мар. Эрех ӗҫме юратни те ура хуни вӑрттӑнлӑх мар.

 

Хулара
ruzaregion.ru сайтри сӑн
ruzaregion.ru сайтри сӑн

Шупашкар хулинче пурӑнакан арҫын ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ салтакӗн картти ҫинчен 1 млн яхӑн тенкӗ вӑрланӑ.

Вӑл салтака банк карттине илнӗ чухне пулӑшу сӗннӗ. Анчах хӑй ҫав вӑхӑтра карттӑна сӑн ӳкерсе юлнӑ та ҫулталӑк тӑршшӗпе мобильлӗ сарӑм урлӑ укҫа-тенке илсе тӑнӑ, таварсемшӗн тӳленӗ. Ҫапла вӑл салтак картти ҫинчен пӗтӗмпе 930 пин тенкӗ вӑрланӑ.

Следстви пуҫлансан арҫын тӑкака йӑлтах саплаштарнӑ. Суд ӑна 200 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.

Сӑмах май, салтак картти ҫинчен укҫа-тенкӗ вӑрланӑ тӗслӗхсем унччен те пулнӑ. Шел те, ҫынсем ҫӑмӑл майпа пуйса юласшӑн. Анчах ваттисем калашле, ҫӑмал укҫа пулмасть, вӗренӗн те вӗҫӗ пур.

Асӑрхаттаратпӑр: урамра картта тупса унпа лавккара тӳлени те укҫа вӑрлани шутланать.

 

Хулара
ixbt.com сайтри сӑн
ixbt.com сайтри сӑн

Шупашкар хулинчи шкул ачи ултавҫӑсене ашшӗ-амӑшӗ пухнӑ 15 миллион тенке парса янӑ.

Ҫапла хӑтланнӑ 9-мӗш класра вӗренекен хӗр. Ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та транспорт компанине посылка килнине, курьер ӑна пырса парассине пӗлтернӗ, смс-ҫырупа килнӗ кода калама хушнӑ. Хӗр шӑпах тата амӑшӗ посылка кӗтнине пӗлнӗ, ҫавӑнпа пӗрре те иккӗленмен, палламан ҫынна кода каланӑ. Унтан палламан ҫынсем ӑна хӑратма пуҫланӑ, видеоҫыхӑну урлӑ калаҫса килӗнче мӗн пуррине пӑхнӑ. Ку «ухтару» пулнӑ-мӗн, ҫакна тума полицейскисем хӑйсем килеймен. Хӗр килте укҫа шыраса тупнӑ, палламан ҫынсене кӑтартнӑ. Лешсем ӑна «деклараци тума» ӳкӗте кӗртнӗ. Ҫакна тусанах каялла тавӑрса параҫҫӗ-мӗн.

Хӗр таксипе Ҫӗрпӳ округне ларса кайнӑ та курьерпа тӗл пулнӑ, «коза» пароле пӗлтерсе ӑна пӗтӗм укҫана, 15 миллион тенке, тыттарса янӑ.

 

Ҫутҫанталӑк

Ку эрнере мӗнле ҫанталӑк пулассине пӗлес килет-и? «Ҫанталӑк 21» сайт мӗн пӗлтернине тишкерер.

Паян ҫанталӑк уяр пулӗ, анчах ыран кӑнтӑрла хыҫҫӑн пӗлӗтленӗ, юнкун кӑнтӑрлаччен вӑхӑт-вӑхӑтӑн ҫумӑр ҫукалама пултарӗ. Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав вӑхӑтра Шупашкар хулинче тепӗр 13 мм нӳрӗк ӳкӗ. Ан кулянӑр: хӗвел тата таврӑнать. Кӗҫнерникунпа эрнекун уяр ҫанталӑк тӑрӗ, термометр 17-19 градус таранах ӑшӑ кӑтартӗ. Канмалли кунсенче вара пӗлӗтлӗрех пулӗ, анчах 20 градус таран ӑшӑ ҫанталӑк тӑрӗ. Шӑматкун каҫхине тата вырсарникун кӑнтӑрла республикӑн хӑш-пӗр вырӑнӗнче хушӑран ҫумӑр ҫума пултарать.

Сайт малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑшӑ ҫанталӑк авӑн уйӑхӗн 22-23-мӗшӗччен пулӗ, унтан палӑрмаллах сивӗтӗ.

 

Хулара
«Ҫыхӑнура» сайтри сӑн
«Ҫыхӑнура» сайтри сӑн

Шупашкар хулинче икӗ хӗрачапа пӗр каччӑ Мускав кӗперӗнчен кӳлмеке ӳкнӗ.

Ку ӗнер, авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, 17:47 сехетре пулнӑ. 2023 тата 2014 ҫулсенче ҫуралнӑ хӗрачасем тата пӗр каччӑ кӗперӗн техэтажӗнчен кӳлмеке шыва ӳкнӗ. Вӗсене катамаранпа ярӑнакан ҫын асӑрханӑ та ҫыран хӗррине тухма пулӑшнӑ. Хӗрачасене Республикӑри клиника пульницине тӗрӗслеме илсе кайнӑ, каччӑ вара тарса ҫухалнӑ.

«Ҫыхӑнура» форумра ҫырнӑ тӑрӑх, ҫав техэтажра ҫамрӑксемпе ачасем ҫӳреме юратаҫҫӗ-мӗн. Кӗпер айӗнче ҫын ҫӳремелӗх ҫул пур – вӑл кӗпере юсакан, тӗрӗслесе тӑракан специалистсем валли.

 

Пӑтӑрмахсем
max.ru/progorod21 каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
max.ru/progorod21 каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Паян пурнӑҫ тулӑх та ашшӗ-амӑшӗ ывӑл-хӗрне ним мар мотоцикл туянса параҫҫӗ. Пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла тенӗ пек ярӑнаҫҫӗ унпа яшсемпе хӗрсем. Шучӗпе «А» категориллӗ водитель прави кирлӗ те, анчах ӑна никам та пӑхса тӑмасть, руль умне ларса вӗҫтерет.

Авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Шомик ялӗ тӗлӗнче пулса иртнӗ инкекре Шупашкарта пурӑнакан, тӑххӑрмӗш класра вӗренекен икӗ ача аманнӑ. Питбайкпа пыракан арҫын ача ҫул айккинче выртакан пӗрене ҫине пӑрӑнса кайса персе аннӑ. Ун хыҫӗнче тепӗр питбайкпа вӗҫтерсе пыракан хӗрача та ҫав пӗрене ҫинех пырса кӗнӗ.

Вӗсем иккӗшӗ те кӗлетекене шанчӑклӑ хӳтӗлекен тумпа пулнӑран йывӑр суранланса пӗтмен, апла пулин те иккӗшне те больницӑна илсе кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/progorod21/AaCbAgtNFJM
 

Пӑтӑрмахсем
Прокуратура архивӗнчи сӑн
Прокуратура архивӗнчи сӑн

Паян, авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Шупашкар хулинчи «Ялав» ҫурт-йӗр комплексӗ ҫывӑхӗнче, Игумнов урамӗнче, 15 ҫулти питбайкер ҫапӑнса вилнӗ.

Ку инкек ирхи 9 сехет те 15 минутра пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, каччӑ руле итлеттереймен – бордюра пырса тӑрӑннӑ та вилмеллех аманнӑ. Калинин районӗн прокуратури халӗ ку ӗҫ-пуҫа тӗрӗсленине тӗрӗслесе тӑрӗ.

Сӑмах май, «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта (вӑл «Ялав» ҫурт-йӗр комплексӗнчен инҫе мар) ҫак канмалли кунсенче мотоӑмӑрту иртнӗ. Республика прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, вилнӗ питбайкер унта хутшӑнакан ҫын пулман.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, [10], 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, ... 1149
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӗнтерес тесен вӑйпа тӗрӗс усӑ курмалла: ку сире йӑнӑшасран сыхлӗ. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗплӗ шухӑшласа татса памалла. Харпӑр пурнӑҫра ҫӑлтӑрсем сирӗн енче — хӑвӑрӑн романтика кӑмӑлне уҫса пама ан вӑтанӑр.

Чӳк, 05

1892
134
Ҫӗнӗ Пӑвара шкул уҫӑлнӑ.
1939
87
Лисаев Иван Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1950
76
Тимӗр Акташ, чӑваш публичисчӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ.
1959
67
Сатур Станислав Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1961
65
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗ ҫунса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи