Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.4 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: сывлӑх

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарта 88 ҫулти кинемей сӑмси патӗнчи суран пӗр уйӑх ӳт илменнипе пульницӑна пынӑ. Онколог ӑна Республикӑри онкологи диспансерне тӗрӗсленме янӑ. Биопси чӑнах та усал шыҫӑ пулнине ҫирӗплетнӗ.

Чире ҫийӗнчех тупса палӑртнӑран усал шыҫҫа ӑнӑҫлӑ касса кӑларнӑ. Кинемей халӗ килте ӗнтӗ, хӑйне лайӑх туять, ахаль чухнехи пурнӑҫпах пурӑнать.

 

Пӑтӑрмахсем
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Республикӑн ача-пӑча клиника пульницинче 15-ри пике хӑлхинчен кӑпшанкӑ туртса кӑларнӑ. Унти йышӑнупа диагностика уйрӑмне пынӑ пике хӑлхара тем канӑҫсӑрлантарнине пӗлтернӗ.

Вӑл шурӑ халатлисене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, хӑлха ыратать, унта тем кӗрсе ларнӑ пек сасӑ пур.

Тухтӑрсем тӗрӗсленӗ те хӑлхара чӗрӗ кӑпшанкӑ пуррине асӑрханӑ. Ӑна вӗсем ятарлӑ оборудовани пулӑшнипе кӑларнӑ.

 

Сывлӑх
vk.com/gov_cap_ru сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/gov_cap_ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри крадиологсем EKOS текен ҫӗнӗ меслетпе пуҫласа операци тунӑ.

Операци сӗтелӗ ҫине выртнӑ хӗрарӑм Шупашкартан. 79 ҫулти Галина чӗрепе юн тымарӗсен чирне пула сывлама йывӑррипе нушаланнӑ. Ӑна пӗрре сывлӑш ҫавӑрса илме тем тӑнӑ.

Республикӑн кардиологи диспансерӗн тухтӑрӗсем ватӑ ҫыннӑн юн ҫывӑрса ларнине ультросасӑпа катетер лартса уҫса янӑ. Ку операцие вӗсем Чӑваш Енре унччен усӑ курман ҫӗнӗ технологие тӗпе хурса пурнӑҫланӑ.

«Пурӑнма, сывлама май пурри чӑн телей», — чунтан тав тунӑ тухтӑрсене кинемей.

 

Пӑтӑрмахсем

Паян Шупашкара Мускавран вӗҫсе килекен «Победа» авиакомпани самолёчӗ ҫур сехет каярах юлса ҫула тухнӑ. Ҫакӑ республикӑн тӗп хулине пилотсӑр вӗҫекен аппаратсем йышлӑ тапӑннипе ҫыхӑннӑ.

Аса илтерер: паян ирхи 2-3 сехет тӗлӗнче беспилотниксем тапӑннӑ. Пӗри 12 хутлӑ ҫурт тӑррине лекнӗ. Икӗ ҫурт сиенленнӗ, икӗ ҫын суранланнӑ.

 

Сывлӑх
vk.com/chuv_kray сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/chuv_kray сӑнӳкерчӗкӗ

Килес ҫултан пирӗн республикӑра тухтӑрсене искусство интеллекчӗ диагноз лартма пулашма тытӑнӗ.

Унӑн тӗп тӗллевӗ — рентген, МРТ, КТ ӳкерчӗкӗсене тишкересси. Искусство интеллекчӗ врач вырӑнне ӗҫлемӗ, анчах ӑна пулӑшӗ тесе пӗлтереҫҫӗ.

Ҫӗнӗлӗхе пурнӑҫа кӗртме хӑватлӑ серверсемпе видеокартӑсем туянӗҫ.

Искусство интеллекчӗ тухтӑрсен ӗҫне ҫӑмӑллатасса тата ҫын епле чирпе чирлине тӗрӗс палӑртасса шанаҫҫӗ.

 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарти тухтӑрсем арҫыннӑн организмӗнчен 25 сантиметр тӑршшӗ пӑрӑх туртса кӑларнӑ. Ӑна васкавлӑн операци тунӑ.

Арҫын хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл хӗрӗнкӗ чухне нӳхрепе ӳкнӗ те пӑрӑх ҫине тӑрӑннӑ. Анчах кун хыҫҫӑн медпулӑшу чӗнмен, пульницӑна кайман.

Виҫӗ кунран вара вӑл хӑйне питӗ япӑх туйма пуҫланӑ, васкавлӑ медпулӑшӑва шӑнкӑравланӑ. Хирург операци тунӑ чухне организмӗнчен 25 сантиметр тӑршшӗ пӑрӑх татӑкӗ кӑларнӑ.

Тухтӑрсем каланӑ тӑрӑх, арҫын кипкепе ҫуралнӑ. Тимӗр вуник пумӑклӑ пырша кӑна сиенлетнӗ, ытти пӗлтерӗшлӗ органа пырса тивмен.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта «Volkswagen Polo» автомашина Дзержинский тата Карл Маркс урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта хӗрачана ҫапса кайнӑ. Инкек ӗнер, юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, 15 сехет те 10 минутра пулса иртнӗ.

Ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ машина рулӗ умӗнче 24 ҫулти водитель пулнӑ. 13 ҫулти хӗрача ҫуран ҫӳрекенсем каҫмалли вырӑнпа ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Хӗрачана пульницӑна ӑсатнӑ.

Водитель светофорӑн сарӑ ҫутипе иртсе пынӑ иккен.

 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре арҫын кӑкӑр тӗлӗнчен вӑйлӑ ыратнине пульницӑна пынӑ. Тухтӑрсем тӗрӗсленӗ те – апат ҫулӗ ҫурӑлса кайнӑ иккен. Кун пекки ытлашши нумай ҫинипе, эрех ӗҫнипе е хырӑмлӑхра тӑрук юн пусӑмӗ ӳснипе пулать.

Арҫынна пӗр тӑхтамасӑр операци тунӑ. Кун хыҫҫӑн ӑна сиплеме пуҫланӑ. Халӗ пациент пульницӑра вӑй пухать, зонд урлӑ апат ҫиет. Сывалса ҫитме ӑна 3 уйӑх таран кирлӗ пулӗ.

Республикӑри клиника пульницин тухтӑрӗ Руслан Рыжков ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ку – хӑрушӑ диагноз. Анчах вӑхӑтра медпулӑшу парсан пациентӑн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма пулать.

 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Республикӑри онкодиспансер тухтӑрӗсем 50 ҫулти арҫыннӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Вӗсем ӑна операци туса 3 килограмм таякан шыҫӑ касса кӑларнӑ.

Арҫыннӑн хырӑмӗ ӳссе пынӑ. Анчах вӑл утма тата сывлама йывӑрлансан кӑна вырӑнти больницӑна кайнӑ. Унти тухтӑр вара ӑна онкологи диспансерне направлени панӑ.

Онкодиспансерти специалистсем унӑн хырӑмлӑхӗнче усал шыҫӑ ӳснине палӑртнӑ. Операци темиҫе сехете тӑсӑлнӑ, ӑнӑҫлӑ вӗҫленнӗ.

«Халӗ малалла пурӑнма вӑй пур», – тенӗ пациент.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Сывлӑх

23 ҫулти каччӑ тату тутарнӑ хыҫҫӑн С гепатит ҫаклатнӑ.

Малтанах каччӑ вӑй чакнине туйма пуҫланӑ, унӑн куҫӗ саралма тытӑннӑ. Ҫакӑ мӗн амакӗ иккенне пӗлес тесе вӑл Шупашкарти тӗп хула больницине кайнӑ.

Тухтӑр каччӑна биохими анализӗ тума направлени панӑ, ҫав шутра вирус гепатитне тӗрӗслеттерме те. Диагностика хыҫҫӑн С гепатитпа чирлине ҫирӗплетсе панӑ.

Каччӑна малтан гастроэнтерологи уйрӑмӗнче сипленӗ, кайран ӑна хулари 1-мӗш клиника больницине куҫарнӑ.

Чире каччӑ тату-салонта тату тутарнӑ хыҫҫӑн ҫаклатнӑ иккен.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, [8], 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, ... 252
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче вӑй чакнине туятӑр. Хирӗҫӳсенчен пӑрӑнма тӑрашӑр, мӗншӗн тесен вӗсем ӗҫе тата пултарулӑха япӑх витӗм кӳме пултарӗҫ. Юнкун тата кӗҫнерникун кӗтмен ӗҫлӗ ыйтӑва пурнӑҫалма лайӑх. Еткерлӗхпе ҫыхӑннӑ ыйтусене вара татса памалла мар. Эрне вӗҫнелле налук тата финанс ыйтӑвӗсемпе ӗҫлӗр.

Ҫӗртме, 06

1905
121
Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫуралнӑ.
1974
52
Шупашкарти урама Марсим Горький проспекчӗ ятне панӑ.
2010
16
Розов Анатолий Сидорович, чӑваш художникӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй