
Чӑваш Республикинчи икӗ ҫын Африкӑран таврӑннӑ хыҫҫӑн сив чирпе (выр. малярия) чирленине палӑртнӑ. Икӗ тӗслӗхӗ те кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче пулнӑ. Ҫапла пӗлтерет Гигиенӑпа эпидемиологи центрӗ.
Чирлекеннисенчен пӗри – Шупашкар хулинчен, тепри — Муркаш округӗнчен. Иккӗшӗ те Африка ҫӗршывӗнче пулнӑ.
Сӑмах май, ют ҫӗршывран сив чирпе чирлесе килни унччен те пулнӑ: 2024 тата 2025 ҫулсенче. Вырӑнта, ниҫта тухса кӗмесӗр, чирленӗ тӗслӗх вара 1958 ҫултанпа пулман.
Гигиенӑпа эпидемиологи центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, тропика сив чирӗ вӑрӑм туна ҫыртсан ерет. Шел те, унран ҫынсем вилме те пултараҫҫӗ. Аптӑранӑ ҫын вӑй ҫуккине, пуҫ вӑйлӑ ыратнине туять, ӑна шӑнтса пӑрахать. Ӳт температури 40 градус таран хӑпарать, вӑл темиҫе сехет анмасть.

Пӗр кунта ҫавӑн чухлӗ ача наркӑмӑшланнӑ-ши тесе пӑлханса ан ӳкӗр-ха. Кунта сӑмах ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пулса иртнӗ пӑтармах пирки пырать.
Шар курнӑ шӑпӑрлансене Республикӑн ача-пӑча клиника больницине илсе пынӑ. Республикӑн ача-пӑча клиника больницинче Токсикологи уйрӑмӗ ӗҫлет, унта пӗчӗк пациентсене талӑкӗпех пулӑшаҫҫӗ.
Тухтӑрсем пӗлтернӗ тӑрӑх, инкекӗн тӗп сӑлтавӗ — ача-пӑча ҫӗннине пӗлме ӑнтӑлни. Эпир вара хамӑр енчен ҫакна та хушса калар: хальхи вӑхӑтра ашшӗ-амӑшӗ ывӑл-хӗрне питех чарсах каймаҫҫӗ. «Хамӑр та ача пулнӑ», — теме юратаҫҫӗ.
Ача-пӑча йӑлари химие ас тивсе пӑхать, эмел ҫӑтать, хӑрушӑ ытти япалана илсе ҫӑварне хыпать. Асларах ҫулхи ачасене сӑмахпа ӑнлантарса пама май килет-ха, пӗчӗккисенчен вара ун пек япалана ал ҫитмен вырӑна пытарса хумалла.

Ачасене эмелсен йӑлтӑркка хучӗсем илӗртеҫҫӗ. Аслисем тимлӗ пулманни инкек патне илсе ҫитерме пултарать. Ҫавӑн пек пулса тухнӑ 2 ҫулти хӗрачапа.
Вӑл аслашшӗпе асламӑшӗн (е кукашшӗпе кукамӑшӗн) эмелӗсене сӗтел ҫинче асӑрханӑ та ӑна канфет вырӑнне йышӑнса ҫӑтса янӑ. Эмелсем юн пусӑмӗнчен пулнӑ.
Хӗрарӑм пушӑ эмелсене курсан тӳрех васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсен бригади вырӑна ҫитсен ачан хырӑмлӑхне ҫуса кӑларнӑ та ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Унта вара токсикологсем, реаниматологсем, педиатрсем тата неврологсем хӑйсен ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ.
Республикӑри ача-пӑча клиника пульници пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа вӗсем патне наркӑмӑшланнӑ 100 ытла ачана илсе ҫитернӗ. Сӑмах май, унта ачасене токсикологи пулӑшӑвӗ паракан центр талӑкӗпех ӗҫлет. Кун пекки республикӑра – пӗртен пӗрре.

Етӗрне округӗнче пурӑнакан 76 ҫулти хӗрарӑм тӑрук хӑйне япӑх туйма пуҫланӑ – сывлӑш ҫитмен, вӑл сывласа илеймен.
Ҫав самантра ун патне шӑпах кӳрши кӗрсе тӑнӑ. Вӑл мӗн пулса иртнине курсан часрах васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсем ӑна Етӗрне районӗн тӗп пульницине илсе ҫитернӗ. Унти специалистсем унӑн инфаркут пулнине палӑртнӑ. Сывлӑхне кӑштах йӗркене кӗртме май килнӗ, анчах пурнӑҫне ҫӗр проценчӗпех ҫӑлса хӑварас тесен операци тумалла пулнӑ. Ӑна вара Шупашкарти тухтӑрсем кӑна пурнӑҫлаҫҫӗ.
Машинӑпа каяс тӑк – вӑхӑт хаклӑ, ҫапла санавиаци чӗннӗ. Вертолет хӗрарӑм Шупашкара ҫур сехетренех илсе ҫитернӗ. Унта вара тухтӑрсем ҫийӗнчех операци тунӑ.
Халӗ вӑл хӑйне йӗркеллех туять. Кардиологсем ӑна сӑнаса тӑраҫҫӗ.

Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре тӗлӗнмелле пӑтӑрмах пулса иртнӗ. Унта ачасем тетте-машинӑпа ярӑнма кӑмӑллаҫҫӗ. Кун пек транспорта проката илме пулать.
Хӗрлӗ тӳремре час-час пулакансем каланӑ тӑрӑх, машина рулӗ умне ачасемпе пӗрле аслисем те кӗрсе лараҫҫӗ, вӗсем пӗчченшерӗн те ярӑнаҫҫӗ.
Нумаях пулмасть ҫавӑн пек пӗр машина тӗреклӗ арҫын ҫине пырса кӗнӗ. Инкекре арҫын хытах аманнӑ, унӑн ура хуҫӑлнӑ. Инкек вырӑнне васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсене тата патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсене чӗнсе илнӗ.
Тӗрӗссипе каласан, унта электросамокатпа ярӑнма юрамасть иккен, анчах ача машинисене вара проката илсе ярӑнса ҫӳреме чармаҫҫӗ. Халӑх ҫуран уҫӑлса ҫӳреме юратакан илемлӗ вырӑнта каҫсерен ҫын уйрӑмах йышлӑ.

Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан 59 ҫулти хӗрарӑм – виҫӗ ача амӑшӗ тата тӑватӑ ача асламӑшӗ-кукамӑшӗ – гинеколог патӗнче 10 ҫул ытла пулман. Унтан-кунтан ыраткаланине вӑл ӳсӗмпе ҫыхӑнтарнӑ та пульницӑна кайман.
Кӑҫал ака уйӑхӗнче вара тухтӑрсем УЗИ тусан унӑн амалӑхӗнче темӗн ӳснине палӑртнӑ. Тӗрӗслев хыҫҫӑн гинекологсем операци тумаллине пӗлтернӗ. Хӗрарӑма кӗлетке виҫине чакарма та сӗннӗ вӗсем.
Утӑ уйӑхӗнче тухтӑрсем операци тунӑ. Вӑл 2 сехете тӑсӑлнӑ. Тухтӑрсем амалӑха миомӑпа пӗрле касса кӑларнӑ. Миома 2,5 килограмам тайнӑ, 22х20 сантиметр тӑршшӗ пулнӑ.
Хӗрарӑм тухтӑрсене тав тунӑ. Вӑл пульницӑран тухнӑ, халӗ ахаль пурнӑҫпах пурӑнать.

Чӑваш Енри 12 медицина учреждение пӗрлештерсе 4 пысӑк больница туса хурӗҫ, Канашри медицина центрӗ вара хӑйӗн ятне ылмаштарӗ. Кун пек йышӑнӑва республикӑн Правительствин пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов алӑ пуснӑ.
Канашри медицина центрӗ ҫумне Ф.Г. Григорьев ячӗллӗ Канашри район больницине, Йӗпреҫри тӗп район больницине пӗрлештерӗҫ. Ун хыҫҫӑн ку учреждени «Канашри районсем хушшинчи больница» хысна учрежденийӗ пулса тӑрӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти хула больници ҫумне Ҫӗнӗ Шупашкарти медицина центрне, Ҫӗнӗ Шупашкарти стоматологи больницине, Куславккари тата Сӗнтӗрвӑрри районӗсенчи больницӑсене пӗрлештерӗҫ.
Республикӑн клиника больницине Президентӑн пепкелӗх центрӗпе, Хулари тӗп больницӑна Хулари клиника центрӗпе пӗрлештерӗҫ.
Маларах Хӗрлӗ Чутайӗнчи больницӑна Элӗкрипе, Патӑрьелӗнчине Шӑмӑршӑрипе тата Елчӗкрипе пӗрлештернӗччӗ.

Васкавлӑ медпулӑшу пульницин «Красноармейски районӗн тӗп пульници» филиалне ҫамрӑк офтальмолог ӗҫлеме килнӗ. Вӑл – Виктория Геннадьена Федорова.
Студент чухне Виктория Васкавлӑ медпулӑшу пульницинче анестезиологи-реанимаци тата хирурги уйрӑмӗсенче медицина сестринче ӗҫленӗ, опыт пухнӑ.
Университетра вӗреннӗ чухне Викторийӑна офтальмологи енӗпе занятисен ярӑмӗсем килӗшнӗ. Ҫавӑн чухне вӑл ӑнланнӑ: ку – унӑн специальноҫӗ.

Муркашра ҫӗнӗ поликлиника уҫӑлнӑ. Кая юлса пулин те вӑл ӗҫлесе кайнӑ-кайнах. Объекта малтан палӑртнинчен 8 уйӑх кая юлса уҫнӑ. Унта сменӑра 150 ҫынна йышӑнма пултарӗҫ.
Поликлиникӑна уҫма пысӑк шайри тӳре-шара персе ҫитнӗ. Ҫав шутра Чӑваш Ен Правительствин Председателӗ Сергей Артамонов, республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Лариса Тарасова.
Ҫӗнӗ поликлиникӑра икӗ уйрӑм: аслисен тата ачасен. Кашни уйрӑма уйрӑм алӑкран кӗмелле.
Ҫынсене участокри терапевтсем, педиатрсем, ҫавӑн пекех ансӑр профильлӗ оториноларинголог, офтальмолог, невролог йышӑнӗҫ.
Объекта «ГлавИнвестСтрой» тулли мар яваплӑ общество хӑпартнӑ. Поликлиникӑна подрядчикӑн 2025 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчех туса пӗтермелле пулнӑ. Унта нумаях пулмасть депутатсен делегацийӗ пулсан объекта кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче туса пӗтерме шантарнӑ.

Шупашкар хулинчи Президент пепкелӗх центрӗнче ҫуралнӑ чухне 745 грамм таякан, 36 сантиметр тӑршшӗ пулнӑ ачана пӑхса ӳстернӗ.
Пулас амӑшӗ пульницӑна юн нумай кайнипе килнӗ. Тухтӑрсем часрах кесарево туса ачана касса кӑларнӑ. Пепке 26-мӗш эрнере ҫут тӗнчене килнӗ. Пӗчӗк виҫеллӗ пулнӑран ача пурнӑҫпа вилӗм хушшинче кӗрешнӗ. Телее, виҫӗ уйӑхран пепке вӑй илнӗ, амӑшӗпе Светланӑпа ӑна киле кӑларнӑ. Ун чухне ача 2900 грамм тайнӑ, 47 сантиметр тӑршшӗ пулнӑ. Килте пӗчӗкскере пиччӗшӗ, ашшӗ тата аслашшӗ-кукамӑшӗ кӗтнӗ.
