Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.1 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Хыпарсем: сывлӑх

Пӑтӑрмахсем
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян ирпе Шупашкарта васкавлӑ пулӑшу машини инкеке лекнӗ. Вӑл «Volkswagen Transporter» автомобильпе ҫапӑннӑ. Инкекре икӗ ҫын аманнӑ.

Инкек хулари Энтузиастсен урамӗнчи 1-мӗш ҫурт тӗлӗнче ирхи 8 сехетре пулса иртнӗ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, васкавлӑ пулӑшу машини умри автомобиль патне ытла ҫывӑха пырса кӗнӗ.

Инкекре ҫамрӑк фельдшер пӗҫҫине ыраттарнӑ тата унӑн пуҫ мими чӗтреннӗ, пульницӑна илсе кайма тухнӑ арҫын-пассажир вара инкек хыҫҫӑн сылтӑм ура ыратать тесе каланӑ.

 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Президент пепкелӗх центрне урӑх ҫын ертсе пыма тытӑннӑ. Ку должноҫе раштав уйӑхӗнче Эльвира Васильева йышӑннӑ.

Вӑл 1989 ҫулта И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн медицина факультетне «Сиплев ӗҫӗ» специальноҫпе пӗтернӗ. Диплом илсенех Шупашкарти Ҫурҫӗр клиникинче акушер-гинекологра ӗҫлеме пуҫланӑ. 2008 ҫултанпа вара ача ҫуратмалли 5-мӗш ҫурт заведющийӗ пулнӑ. Вӑл – медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ.

Палӑртмалла: унччен Президент пепкелӗх центрне Мускавран килнӗ Евгений Дубнер ертсе пынӑ.

 

Сывлӑх
«Чеб.ру» сайтри сӑн
«Чеб.ру» сайтри сӑн

Канашра юн тымарӗсен центрне уҫма палӑртнӑ. Вӑл Канашри медицина центрӗ ҫумӗнче пулӗ.

Иртнӗ эрнере унта республикӑн премьер-министрӗ Владимир Степанов пулнӑ. Вӑл ун чухне юн тымарӗсен центрӗ кӑҫал уҫӑлассине пӗлтернӗ.

Ҫӗнӗ центрта пысӑк технологиллӗ оборудовани пулӗ. Ҫав шутра – магнит-резонанс томографӗ те.

 

Пӑтӑрмахсем

Васкакан вакка сикнӗ тенӗ ваттисем. Канашра пӗр хӗрарӑм маршрутка умне чупса тухнӑ. Инкек вырӑнти налук инспекцийӗнчен инҫех мар вырӑнта, Раздольнӑй урамра, пулса иртнӗ.

Маршрутка «Мечет» чарӑнура чарӑннӑ, микроавтобусран ансан пӗр хӗрарӑм-пассажир ун умне тухса ҫул урлӑ чупса каҫма тӑнӑ.

Ҫав вӑхӑтра ҫулпа «Сандеро» машина пынӑ. Водитель машинӑна хӑӑрт чарма тӑнӑ-ха, анчах хӗрарӑм ҫине пӗрех пырса кӗнӗ.

 

Сывлӑх
vk.com/gov_cap_ru сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/gov_cap_ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти тухтӑрсем ҫынсене начарланма пулӑшаҫҫӗ. Хулари тӗп пульницӑра Начарланма пулӑшакан шкул ӗҫлет. Унта хӑйсем тӗллӗн начарланайман ҫынсем пулӑшу ыйтса пыраҫҫӗ.

Пульницӑн тӗп тухтӑрӗ, Татьяна Маркелова эндокринолог вӗсене биоимпедансометри текен тӗрӗслеве тухма сӗннӗ, начарланас тесен мӗн ҫисе мӗн ӗҫмеллине вӗрентнӗ.

Тухтӑр каланӑ тӑрӑх, ӑшаланӑ тата ҫуллӑ апата сахал ҫимелле. Кунне икӗ литра яхӑн тӑрӑ шыв (лимон касӑкӗ хушса) ӗҫни апата лайӑх ирӗлме пулӑшать, иммунитета лайӑхлатать, апат ҫиес килнине чакарать.

Сывлӑх шкулне +7 (8352) 23-45-00 телефонпа шӑнкӑравласа ҫырӑнма пулать.

 

Ҫул-йӗр

Ҫӗнӗ Шупашкарти инкекре тӑватӑ ҫын аманнӑ.

Инкек кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче 18 сехет те 30 минутра Шуршӑл проездӗнче пулса иртнӗ. Патшалӑхӑн автоинспекцийӗ малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «Volkswagen Passat» хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайса «Toyota RAV4» машинӑпа ҫапӑннӑ.

Фольксвагента ларса пынӑ тӑватӑ пассажира, ҫав шутран виҫҫӗшӗ 15, 12 тата 9 ҫулсенчи ачасем, пульницӑна илсе кайнӑ. Водителе те тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/cheboksary_smi/18788?single
 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Улатӑр округӗнчи Миренки ялӗнче ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ. Халӗ унта пурӑнакансен медпулӑшу илме инҫе каймалла мар.

Ҫӗнӗ ФАПра пациентсене йышӑнма хӑтлӑ та меллӗ. Унтах профилактика мероприятийӗсем ирттереҫҫӗ, кирлӗ пулсан васкавлӑ медпулӑшу параҫҫӗ.

Сӑмах май, кӑҫал округри Чуварлей тата Стемас ялӗсенчи фельдшерпа акушер пункчӗсене тӗпрен юсанӑ. Ҫапла халӗ 2,5 пине яхӑн ҫынна тухтӑрсем хӑтлӑ ҫуртра йышӑнаҫҫӗ.

 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Республикӑра гриппа тата ОРВИпе чирлекенсен йышӗ ӳссе пырать. Ҫапла пӗлтерет ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви.

Ведомство хыпарланӑ тӑрӑх, кӗркунне вӗҫӗнчех пӗр эрнере 4,2 пин ҫын чирленине шута илнӗ. Унтанпа вара кӑтарту ӳссе кӑна пырать. Пульницӑсенче аслисемпе ачасем валли резерв койкӑсем хатӗрленӗ, вируспа кӗрешекен препаратсемпе антибиотиксен саппасне те пысӑклатаҫҫӗ. Лару-тӑру ҫивӗч пулнине кура республикӑра экстреннӑй канашлу иртнӗ.

 

Сывлӑх
t.me/Chuv_today сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/Chuv_today сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри ветеринарсем кӑҫал 56 пин те 902 йытӑпа 63 пин те 809 кушака урнӑ чиртен прививка тунӑ.

Ветеринарсем каланӑ тӑрӑх, ку чир ҫынсемшӗн те хӑрушӑ. Килте пурӑнакан чӗрчун та ку чире ҫаклатма пултарать тесе хӑратаҫҫӗ, ҫавӑнпа та прививка тунине нимӗн те ҫитмест. Прививкӑна патшалӑхӑн ветеринари клиникисенче тӳлевсӗр тӑваҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/Chuv_today/18915
 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ҫак кунсенче Патӑрьел округӗнчи Чӑваш Ишекӗнче ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ. Ялта ФАП кирлӗ тесе пӗлтӗр ял старости, ӗҫ ветеранӗ Пантелеймон Шихранов ЧР Элтеперӗ Олег Николаев патне ыйтупа тухнӑ.

Ҫавӑн пекех округра Ыхраҫырминче тата Турханта ҫӗнӗ ФАПсем уҫӑлнӑ. Вӗсене халӗ 4 пин ҫын сывлӑхне тӗрӗслеме ҫӳрӗ. Ҫавӑн пекех Комсомольски округӗнчи Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗн офисӗ ӗҫлеме пуҫланӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, ... 252
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче вӑй чакнине туятӑр. Хирӗҫӳсенчен пӑрӑнма тӑрашӑр, мӗншӗн тесен вӗсем ӗҫе тата пултарулӑха япӑх витӗм кӳме пултарӗҫ. Юнкун тата кӗҫнерникун кӗтмен ӗҫлӗ ыйтӑва пурнӑҫалма лайӑх. Еткерлӗхпе ҫыхӑннӑ ыйтусене вара татса памалла мар. Эрне вӗҫнелле налук тата финанс ыйтӑвӗсемпе ӗҫлӗр.

Ҫӗртме, 06

1905
121
Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫуралнӑ.
1974
52
Шупашкарти урама Марсим Горький проспекчӗ ятне панӑ.
2010
16
Розов Анатолий Сидорович, чӑваш художникӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та