
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра пырса ҫӳрекен ватӑсем таҫта та кайса кураҫҫӗ, ҫав шутра театрсенче те час-часах пулаҫҫӗ. Халӗ вара унти стационар уйрӑмӗнче пурӑнакансене театра илсе кайнӑ.
Уйрӑм заведующийӗ Ольга Андреева каланӑ тӑрӑх, кунта пурӑнакан ватӑсем питех тухса ҫӳресшӗн мар. Анчах вӗсен хушшинче хастаррисем пур. Шӑпах вӗсене театра илсе кайнӑ та.
Ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче хайхисем Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Ӗмӗр сакки сарлака» спектакль курнӑ. Аса илтерер: ӑна Никифор Мраньккан романӗ тӑрӑх лартнӑ.
«Спектакль питӗ килӗшрӗ, хаваспах куртӑмӑр», — кӑмӑлтан палӑртнӑ Виталий Юрьев ятлӑ пенсионер. Виталий Иванович театра ӳлӗмрен те килсе ҫӳрес кӑмӑл пуррине пӗлтернӗ.

ON Лейбл (вӑл МТС компанисен йышне кӗрет) музыка лейблӗ пуҫарса янӑ. Вӑл ҫӗнӗлле ӗҫлекен ҫамрӑк музыкантсене пулӑшас тӗллевӗллӗскер.
Ҫав проекта хутшӑнакан «Ишет кӑна пӑлан» чӑвашла юрӑ ӗнер кун ҫути курнӑ. Темиҫе инструментпа калакан Артем Егоров наци этникине психологилле фольклорпа тата гараж рокӗпе ҫыхӑнтарать. Проектра Артем чӑваш кӗвви-ҫеммине тӗпе хурать.
Проекта чӑвашла юрӑсӑр пуҫне тата тепӗр сакӑр юрӑпа клип кӗрӗ. Кашни эрнере, ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗччен пӗрер сингл кун ҫути курӗ.
Раҫҫей ялавӗн кунӗнче, ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, вӗсене пӗр плейлиста пухса мӗнпур музыка стримингӗсенче кун ҫути кӑтартӗҫ.
Унта «КИОН Строки» сервисра «Песни земли» юрӑ пуххи кун ҫути курӗ. Унта Раҫҫейри авторсен ҫичӗ новелли кӗрӗ. Новеллӑсен аудио тата электрон версийӗсем эрнере пӗрре кун ҫути курӗҫ, юпа уйӑхӗнче вара «Полынь» издательствӑра юрӑсен пуххи кӗнекен пичетленсе тухӗ.

Шупашкара Чӗмпӗрти артистсем килнӗ. Пушӑ алӑпа мар – спектакльпе.
Чӗмпӗр облаҫӗнчи В.М.Леонтьев ячӗллӗ пукане театрӗ Чӑваш Ене гастрольпе ҫитнӗ. Вӗсем Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн сцени ҫинче «Зайкина избушка» спектакль кӑтартнӑ.
Ку спектакль Пӗтӗм тӗнчери пуканесен «В Гостях у Мойдыся» фестивальте чи лайӑх ача-пӑча спектаклӗн ятне илнӗ. Мӗн пирки-ха вӑл? Тавҫӑрулӑх тата туслӑх хӑравҫӑ туйӑмне ҫӗнтерме тата тӗрӗсмарлӑхпа кӗрешме пулӑшни пирки.
Спектакаль кӑтартнисӗр пуҫне кӳршӗ регионти артистсем пӗчӗк куракансемпе эксклюзивлӑ ӑсталӑх класӗ ирттернӗ, унта пукансене мӗнле «итлеттермелли» пирки каласа кӑтартнӑ. Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗ Андрей Козлов тата Марина Салинӑпа Артем Петров актерсем пулӑшнипе ачасем пуканесене «итлеттернӗ», кулиса хыҫӗнчи пурнӑҫпа паллашнӑ.

Ҫӑлкуҫ: culture.cap.ru
Тахҫанах нимӗнле статья та ҫукран мӗн те пулин ҫырас тесе пуҫ ватрӑм. Ялан пӗр япала пирки ҫырсан йӑлӑхтарса ҫитерме пулать. Ҫавна май урӑхларах тема суйлас терӗм.
ИИ-семпе юлашки вӑхӑтра нумай ӗҫленӗрен чи малтан вӗсенчен ыйтас терӗм. Пӗрре вӗсемпе усӑ курса самай кӑсӑклӑ хыпар тупма май килнӗччӗ те... ИИ мана ҫапла хуравларӗ: ҫырмалли темӑсем сахал мар терӗ, статья та ҫырса пама пултарӑп терӗ. Вӑл сӗнекен темӑсем ҫаплараххисем пулчӗҫ: Акатуй тата чӑваш тумӗ; Чӑваш чӗлхи цифра саманинче; Чӑваш эстради (паянхи вӑхӑтра хальхи эстрада ҫӑлтӑрӗсен пурнӑҫне тӗрӗс ҫырса хӑварасси пирки); Чӑваш тӗррипе паянхи тумтирте усӑ курни тата ытти те.
Нихӑшӗ те кӑмӑла каймарӗ. «Акатуй тата чӑваш тумӗ» пирки ҫырма пулатчӗ ӗнтӗ, чӑн та пит кӑсӑклӑ тематика. Чӑваш тумӗпе Акатуйсенче епле усӑ курни пирки. Анчах Акатуйӗсем иртмен, пулмалла кӑна... Кирлӗ темӑна тупайманран хам шыраса пӑхас терӗм. Культура пирки ҫырас кӑмӑл пурччӗ те хамӑрӑн сайтри хыпарсене пӑхса тухрӑм. Хайхи, «Культура» пайӗнчисене.

Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнче пурӑнакан Иван Веденеев 20 ытла ӗнтӗ ӗлӗкхи япалсене пуҫтарать. Ҫапла вӑл Сӗнтӗрвӑрри хулинче халӑх музейне йӗркеленӗ. Коллекци пуян, унта пин ытла экспонат упранать: сӑмаварсем, радиосем, тумтир, савӑт-сапа…
Музея килекенсен пӗтӗм экспоната алӑпа тытса курма юрать. Ку кӑна мар, патефон яма та, ҫӑпата сырма та, чӑвашсен пуҫ хатӗрӗсене тӑхӑнса пӑхма та, 1860 ҫулта туса кӑларнӑ сӑмавартан чей ӗҫме те ирӗк параҫҫӗ.
Иван Веденеева экспонатсене пухма тӑванӗсем пулӑшнӑ. Хӑш-пӗр япала вара ҫемье реликвийӗ: сӑмавар ав аслашшӗн (е кукашшӗн) пулнӑ, пуҫ хатӗрӗ вара – асламашӗн (е кукамӑшӗн).
Паллах, Иван Веденеевшӑн ку чун киленӗҫӗ. Ҫапла вӑл астӑвӑма упраса хӑварасшӑн, ӗлӗкхи ҫынсем мӗнле пурӑннине кӑтартасшӑн. Музея шкул ачисем, туристсем, вырӑнти ҫынсем килсе кураҫҫӗ. Иван Веденеев хӑй экскурси ирттерет.

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалах академи драма театрӗн артисчӗсем ӗнер Крыма тухса кайнӑ. Тата тӗрӗсрех каласан, вӗсем унти Керчь хулинче пулӗҫ. Чӑваш артисчӗсем ҫула гастроль тӗллевӗпе тухнӑ.
Чӑваш сценин ӑстисем Крымри ҫав хулара халӑхсен хушшинче иртекен «Боспорские агоны» антика ӳнерӗн ХХVIII фестивальне хутшанӗҫ. Унта чӑвашсем «Хуркайӑк ҫулӗ» (Материнское поле) эпикӑллӑ драма кӑтартӗҫ. Чӑваш артисчӗсем Керчьри сцена ҫине ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче тухӗҫ.
Аса илтерер: ку моноспектакль кашни киле кӗрсе инкек хӑварнӑ вӑрҫӑ ахрӑмӗ ҫинчен. Режиссёрӗ — Борис Манджиев. Ӑна Чингиз Айтматовӑн «Материнское поле» повеҫӗ тӑрӑх лартнӑ. Ӑна чӑвашла Марина Карягина куҫарнӑ.

Ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче Чӑваш кӗнекин кунӗ иртӗ. Ӑна Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗпе, «Чӑваш Ен» издательствӑпа полиграфи комплексӗпе тата Раҫҫейри писательсен союзӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗпе пӗрле пулса ирттерӗҫ. Мероприятие ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе 155 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Чӑваш кӗнекин кунне пирӗн республикӑра пуҫласа пилӗк ҫул каялла, 2021 ҫулта, ирттернӗ. Ӑна Питӗр хулинче 1769 ҫулта пичетлесе кӑларнӑ «Сочинения, принадлежащие к грамматике чувашского языка» чӑваш чӗлхин пӗрремӗш грамматикине халалланӑ. Ун пек кӗнеке кун ҫути курни чӑваш халӑхне хут вӗрентес ӗҫре пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать. Кӗнекене Ермей Рожанский хатӗрленӗ. Унпа каярах чылай вӑхӑт тӗп вӗренӳ пособийӗ евӗр Чулхула, Хусан тата Оренбург епархийӗсенчи тӗн училищисемпе семинарийӗсенче чӑвашсемпе вырӑссене вӗрентме усӑ курнӑ.

Италири телеертӳҫӗ Чӑваш Ене килнӗ. Вӑл кунта пирӗн регион пирки сюжет ӳкерет.
Сӑмах «Поедем, поедим!» кӑларӑм ертӳҫи Федерико Арнальди пирки пырать. Вӑл Рим хулинче ҫуралнӑ. Куракансене Чӑваш Ен культурипе, йӑли-йӗркипе тата апат-ҫимӗҫӗпе паллаштарас тӗллевпе Чӑваш Ене килнӗ.
Федерико Канаш округӗнчи Мӑкӑр кӗперӗ патӗнче пулнӑ, унта чӑваш юррипе ташласа савӑннӑ, чӑваш апат-ҫимӗҫне тутанса курнӑ. Кайран ӑна ҫынсем Шупашкарти кӳлмекре асӑрханӑ.

Чӑваш наци вулавӑшӗнче культура отраслӗнче ӗҫлекен ҫамрӑк специалистсен форумӗ иртнӗ. Ӑна кӑҫал пуҫласа йӗркеленӗ.
Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, «калӑпӑшлӑ ӗҫ-пуҫӑн тӗп тӗллевӗ — тӗрлӗ муниципалитетри яш-кӗрӗмӗн шухӑшне, малашлӑха палӑртнисене, хумхантаракан ыйтӑвӗсене тӗпчесе пӗлсе малалла аталанма ҫул уҫасси». Форума республикӑри тӗрлӗ тӑрӑхри библиотекарьсене, культура ҫурчӗсенче ӗҫлекенсене пухнӑ. Пурӗ 60-а яхӑн специалиста.
Мероприятире «хальхи культура чӗлхи» пирки те сӑмах хускатнӑ. Ялти специалистсен авалхи юрӑсене ҫырса илес ӗҫе мӗнле йӗркелемелли пирки калаҫнӑ.
Ҫамрӑк специалистсем хӑйсене кӑсӑклантаракан самантсене Светлана Каликова министрпа сӳтсе явма пултарнӑ.

Чӑваш Енре «Сик! Тух!» этноуяв иртни пирки эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Чи кӑмӑлли — ку мероприятие пӗр хут ирттернипех лӑпланманни.
Чӑваш культурипе ачасене тата ҫамрӑксене паллаштарас тӗллевпе шухӑшласа кӑларнӑ проекта уйӑхӗпех пурнӑҫа кӗртӗҫ. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пуҫланнӑ та утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗчченех пырӗ.
Тӑван халӑхӑмӑрӑн культурипе ачасемпе яш-кӗрӗме тата хӗр-упраҫа вӑйӑ тата ташӑ урлӑ паллаштарасшӑн. Проекта клубсемпе культура ҫурчӗсенче пурнӑҫа кӗртӗҫ. Тӗп мероприяти вара утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Фольклорӑн пӗрлехи кунӗнче, иртӗ. Ун чухне «Сик! Тух!» ятпа этновӑйӑ йӗркелеме палӑртса хунӑ.
