
Тутарстан Республикинчи Нурлат хулинче вырнаҫнӑ 1-мӗш номерлӗ «Родничок» ача пахчинче Раҫҫейри халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне халалласа питӗ кӑсӑклӑ тата усӑллӑ ӗҫ иртнӗ. Кунта «Туслӑх асамат кӗперӗ» («Радуга Дружбы») кружокӑн пӗтӗмлетӳ урокне йӗркеленӗ. Ҫак занятире шкул ҫулне ҫитмен пӗчӗк ачасем чӑваш халӑхӗн культурипе ҫывӑххӑн паллашнӑ, пӗрле пухӑнса «Чӑваш халӑх эрешӗсем» ятлӑ пысӑк ӗҫ хатӗрленӗ.
Пӗчӗк ӳнерҫӗсем чӑвашсен авалхи тӗнчине кӗрсе кайса, халӑх тумтирӗпе кил-ҫурт хатӗрӗсене илемлетекен йӑлана кӗнӗ эрешсемпе тӗрӗсене тӗплӗн вӗреннӗ. Урок вӑхӑтӗнче вӗсем тӗрӗри паллӑсен вӑрттӑнлӑхне сӳтсе явнӑ. Тӗслӗхрен, хӗрлӗ тӗс пурнӑҫпа хӑвата пӗлтернине, хура тӗс вара ҫӗрпе тата авалхи йӑла-йӗркепе ҫыхӑннине пӗлнӗ. Унсӑр пуҫне кашни геометри кӗлетки хӑйӗн уйрӑм пӗлтерӗшне пытарнине ӑнланса илнӗ.
Ачасем авалхи чӑваш мотивӗсене хут ҫине вӑйлӑ кӑсӑкланупа ӳкернӗ, тӗссене тӗрӗс суйласа илме тӑрӑшнӑ тата ӳкерчӗкӗн композицине малтанах тӗплӗн палӑртнӑ. Ҫак ӗҫӗн пӗтӗмлетӗвӗ вара пурин кӑмӑлне те кайнӑ: чӑн-чӑн халӑх ӳнерӗн миниатюрӑри куравне аса илтерекен ҫутӑ тата хӑйне евӗрлӗ ӗҫ пулса тухнӑ.

Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн ача-пӑча студийӗ концента йыхравлать. «Солнце единства» (чӑв. Пӗрлӗх хӗвелӗ) концерт программипе ушкӑн ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче паллаштарӗ. Программа Раҫҫейри халӑхсен культурине кӑтартса парас тӗллевӗллӗскер.
Чӑваш Енри халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкне халалланӑ концерта Юманпа Илемпи ҫершывӑмӑр тӑрӑх паллашса ҫӳрени евӗр йӗркелӗҫ. Хӗвел чӑвашсемшӗн мӗн авалтан пӗлтерӗшлӗ пулнӑ. Тӗрӗссипе, вӑл паян та, наука вӑйлӑ аталаннӑ саманара та, этем пурнӑҫӗнче питех те пӗлтерӗшлӗ.
Концерт Трактор тӑвакансен культура керменӗнче 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.

Уҫӑ тӳпе айӗнче кино курас килет-и? Тархасшӑн! Чӑваш Енре кӗҫех ятарлӑ проект старт илӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен пуҫласа округсенчи культура ҫурчӗсен умӗнче уҫӑ лапамра кино тӳлевсӗрех кӑтартма пуҫлӗҫ.
Пӗрремӗш фильм «Школа Бабы-Яги» ятлӑ пулӗ, ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче кӑтартӗҫ: Шупашкарта — Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗ умӗнче, Ишлей салинче — культура керменӗ умӗнче. Ҫавӑн пекех кинона Канашра, Вӑрнарта, Сӗнтӗрвӑрринче, Етӗрнере тата Шӑмӑршӑра курма май пулӗ.
Палӑртса хӑварар: фильмсене ҫулла вӗҫлениччен кашни кӗҫнерникун кӑтартӗҫ.

Паллӑ чӑваш журналисчӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, публицист, поэт, писатель Лидия Филиппова ҫак
кунсенче ҫӗнӗ кӗнеке кун ҫути кӑтартнӑ. Хальхи, «Предки – наши корни, мы – их плоды…», ятли авторӑн йӑх-несӗлӗпе паллаштарать.
Ку кӑларӑм валли материалсем хатӗрлес тесе вӑл нумай ӗҫленӗ. Тӑватӑ ҫул. Кӑҫӑкланса шыранӑ, пӗрчӗн-пӗрчӗн пухнӑ, ҫине тӑрса тӗпченӗ. Тӗплӗн тунӑ ӗҫре Трофимовсен, Филипповсен, Давыдовсен, Сельцовсен, Михайловсен, Захаровсен йӑхӗпе паллаштарнӑ.
«Патшалӑхӑн тата обществӑн мӗнпур ӗҫне туса пӗтереймен, мӗнпур кӗнеке ҫырса кӑлараймӑн. мӗнпур укҫана ӗҫлесе илеймӗн, вӑхӑт шав сиккипе чупать», — ҫакӑн пек шухӑшласа пуҫӑннӑ та Лидия Ивановна ӗҫе вӗҫне те ҫитернӗ.

Ӗнер, К. Иванов поэтӑмӑр ҫуралнӑ кун, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче вилӗмсӗр «Нарспи» авторӗн сӑввисене илемлӗ вулакансен конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ.
7-11 ҫулсенчи ачасенчен ҫаксене чысланӑ:
Иван Артемьева тата Анна Чемеровӑна — 1-мӗш степеньлӗ дипломпа, Алиса Укинӑна тата Василий Любимова — 2-мӗш степеньлӗ дипломпа, Виталий Утрендеева, Аделина Колпаковӑна, Дарья Бородкинӑна — 3-мӗш степеньлӗ дипломпа.
12-15 ҫулсенчи ачасенчен ҫаксем палӑрнӑ: Юлия Егорова (1-мӗш вырӑн), Арсений Наумов (2-мӗш вырӑн), Алина Герасимова (3-мӗш вырӑн).
16-18 ҫулсенчисенчен Уляьна Федорова тата Максим Козлов — пӗрремӗш, Анжела Паймина, София Петрова тата Василина Панева — иккӗмӗш, Кристина Матросова тата Клавдия Матвеева виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Унсӑр пуҫне тӗрлӗ номинацире те чысланӑ.

Шупашкарта пурӑнакан Виталий Илларионов пенсионер кӗнеке вуласа чунне уҫать. Виталий Ивановича паян Шупашкарти халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӑн социаллӑ ӗҫченӗ пӑхса пулӑшать. Социаллӑ учрежденире пӗлтернӗ тӑрӑх, ватӑ ҫын алӑран кӗнеке ямасть.
«Пушӑ вӑхӑтра эпӗ ялан кӗнеке вулатӑп. Литература чун апачӗ ҫеҫ мар, вӑл чуна лӑплантарать, йывӑр шухӑшсене сирсе ярать», — тесе каласа кӑтартнӑ ватӑ ҫын.
Хӑй вӑхӑтӗнче инженер пулса ӗҫленӗскер ӑслӑлӑх статйисене те вулама кӑмӑллать. Унсӑр пуҫне вӑл детективпа та кӑсӑкланать.
Виталий Илларионов ӗнентернӗ тӑрӑх, кӗнеке чунри ыратӑва манӑҫтарать, савӑк кӑмӑл парнелет.
Сӑмах май каласан, паян — Пӗтӗм Раҫҫейри библиотека кунӗ.

Ыран, ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, вилӗмсӗр классикӑмӑр Константин Иванов ҫуралнӑ кун Чӑваш академи драма театрӗнче поэтӑн кунне паллӑ тӑвӗҫ.
Поэта сума суса 12 сехетре унӑн палӑкӗ умне чечек хурӗҫ. 16 сехетре Константин Иванов хайлавӗсене илемлӗ вулакансен конкурсне хутшӑннисемпе пултарулӑх ӑмӑртӑвӗнче ҫӗнтернисене чыслӗҫ.
13 сехетре тата 18 сехет те 30 минутра театрта поэтӑн вилӗмсӗр «Нарспи» поэми тӑрӑх лартнӑ ҫавӑн ятлӑ спектакле кӑтартӗҫ. Хальхи премьерӑна 2025 ҫулхи раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче кӑтартнӑ. Ӑна Раҫҫей Федерацийӗн, Азербайджан, Калмӑк тата Тыва Республикисен искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Борис Манджиев режиссёр хатӗрленӗ.
«Нарспи» спектакле пӗрремӗш хут сцена ҫине 1922 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче кӑларнӑ. Инсценировкӑна ҫыраканӗ – П.Н. Осипов, режиссерӗ – И.С. Максимов-Кошкинский, художникӗ – М.С. Спиридонов. Унтан Л.Н. Родионов режиссер лартнӑ «Нарспи» сцена ҫине ултӑ хут тухнӑ: 1941, 1945, 1948, 1960, 1979 тата 1989 ҫулсенче.

Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче «XI Ивановские чтения» (чӑв. XI Иванов вулавӗсем) регионсем хушшинчи ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ.
Унта чӑваш литературин тата хальхи вӑхӑтри литература музейӗсен аталанӑвӗн хальхи вӑхӑтри ҫул-йӗрне сӳтсе явнӑ. Докладсене ҫак темӑсемпе тунӑ: «Раҫҫейӗн тата пӗтӗм тӗнчери литературоведенин аталанӑвне чӑваш литераторӗсем тӳпе хывни», «К.В. Иванов пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ Раҫҫей культурин контекстӗнче», «Чӑваш писателӗсемпе поэчӗсен пултарулӑхӗ», «Чӑваш литературин ҫивӗч ыйтӑвӗсем», «К.В. Иванов тата унӑн вӑхӑтӗнчи авторсем», «Литература музей: аталанӑвӑн хальхи вӑхӑтри юхӑмӗсем». Пӗтӗмпе 20 ытла тӗпчев ӗҫӗ пулнӑ.
Конференцие музейсен, вулавӑшсен вӗренӳ учрежденийӗсен ӗҫченӗсем. Краеведсем, аслӑ шкулсен студенчӗсем тата преподавателӗсем хутшӑннӑ. Иванов вулавне Беларуҫ, Тутарстан тата Мари Элти музей ӗҫченӗсем хутшӑннӑ.

Чӑваш хаҫачӗсене ҫӗршывӑмӑрӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче ҫырӑнса илме пулать. Кун пирки «Хыпар» издательство ҫурчӗ МАХри хӑйӗн каналӗнче хыпарланӑ.
Унти анонса ҫӑпларах пуҫланӑ: «Эсир Чӑваш Енрен аякра пурӑнатӑр-и? Апла пулин те республика хыпарӗсемпе кӑсӑкланма пӑрахман пулӗ-ха? Тӑван сӑмах чуна ҫав тери ӑшӑтать-ҫке».
«Хыпар» издательство ҫурчӗн тӑватӑ кӑларӑмне Раҫҫейре пурӑнакан кирек ӑҫти чӑваш та ҫырӑнса илме пултарать. Ку списокра — «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫатсем тата «Тӑван Атӑл» литературӑпа ӳнер журналӗпе ача-пӑча валли икӗ чӗлхепе кӑларса тӑракан «Тетте» журнал.

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Патӑрьелти 1-мӗш шкулта спектакль кӑтартнӑ.
«Вӑрҫӑ ахрӑмӗ» спектакле 7-9-мӗш класра вӗренекенсем пӑхнӑ. Постановка паттӑрлӑх пирки, унта Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи паллӑ мар салтакӑн шӑпи пирки каласа кӑтартнӑ.
Постановкӑра – вӑрҫӑ йывӑрлӑхне курнӑ поэт-классиксен сӑввисем. Ку куракансене вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи сывлӑша лайӑхрах туйма май панӑ.
