Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: культура

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче мюзикл хатӗрлеҫҫӗ. «Провинция» ятлӑскере куракансем юпа уйӑхӗнче ҫитсе курма пултарӗҫ.

Мюзикла лартма Культура пуҫарӑвӗсене пулӑшакан президент фончӗ тата Культурӑна, туризма тата спорта аталанма пулӑшакан «Арабеск» коммерцилле мар организаци пулӑшаҫҫӗ.

Утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче филармонире премьера ҫинчен каласа кӑтартма журналистсене тата музыковдесене пухаҫҫӗ. Пресс-конференци 14 сехетре пуҫланӗ. Унта пырса ҫитнисен ыйтӑвӗсене «Арабеск» директорӗ Евгения Аксакова, филармони директорӗ Максим Матросов, Самарӑри Андрей Колесников композитор, Екатеринбургри илемлӗх ертӳҫи Сергей Пантыкин, Дмитрий Миронов режиссёр, Кристина Игнатьева тата Ирина Гаврилова хореографсем, ҫипуҫ художникӗ Екатерина Тонюшкина хуравлӗҫ.

 

Культура
Ҫамрӑксен театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Ҫамрӑксен театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ черетлӗ сезона вырӑсла спектакльпе хупӗ. Куракансене вӑл утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче «Денискины рассказы» ача-пӑча камитне пырса курма чӗнет.

93-мӗш театр сезонне хупма суйласа илнӗ ӗҫ — совет саманинчи ача-пӑча литературин классики. Денис Кораблев ятлӑ арҫын ача ҫинчен Виктор Драгунский драматург аллӑ ҫул каялла ҫырнӑ.

Спектакле лартакан режиссёр, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Дмитрий Михайлов пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл икӗ ӑрӑва танлаштарса пӑхас тенӗ. Аслисем: «Эпир ун пек пулман. Пирӗн вӑхӑтра ачасем урӑхла пулнӑ», — теме юратаҫҫӗ-ҫке-ха. Ачасем пурте пӗрех тесе шухӑшлать режиссёр.

Мӗнех, спектакль епле пулса тухнине ӑна кайса курсан хаклама май килӗ.

 

Культура
Чӑваш кӗнеке издательствин сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш кӗнеке издательствин сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш кӗнеке издательствинче Светлана Асамат ҫыравҫӑн ҫӗнӗ кӗнеки 1050 экземпляр тиражпа пичетленсе тухнӑ. «Сӑнавҫӑсем» ят панӑскерте прозӑлла хайлавсем кун ҫути курнӑ.

Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑларӑма вӑтам классенче вӗренекенсем валли хатӗрленӗ. Унта 12 калавпа 1 халап кӗнӗ.

Кӑларӑмри калавсенчи тӗп сӑнарсем тавралӑха сӑнама, ҫут тӗнчере мӗн пулса иртнипе кӑсӑкланма, тӗрлӗ пулӑмпа ӗҫ-пуҫа тишкерме, танлаштарма юратаҫҫӗ иккен. Хӑйсене канӑҫсӑрлантаракан ыйтусен хуравӗсене тупаймасан ашшӗ-амӑшне, аслашшӗ-асламӑшне, кукашшӗ-кукамӑшне тӗпчеҫҫӗ, тӗрлӗ кӗнеке вулаҫҫӗ-мӗн.

Ҫӗнӗ кӑларӑм редакторӗ – Алина Майорова, кенекене ӳкерчӗксемпе Юлия Лутошкина художник илемлетнӗ.

 

Чӑвашлӑх
Олег Николаевӑн МАХри каналӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Олег Николаевӑн МАХри каналӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре унти «Паха тӗрӗ» фабрика нумай ӗҫ тӑвакан центр уҫасшӑн. Кун пирки эпир Олег Николаев Элтепер МАХри хӑйӗн каналӗнче хыпарлани тӑрӑх пӗлтӗмӗр. Республика ертӳҫи каланӑ тӑрӑх, объекта 85 процент таран туса ҫитернӗ.

Вӑл центр чӑваш тӗррин, халӑх тумӗн тата ремесла ӳнерӗн вӑрттӑнлӑхне упраканскер пулмалла. Шӑпах «Паха тӗрӗ» йышри предприятисем аваллӑхри пунялӑхӑмӑра упраса хӑвараҫҫӗ, чӑваш тӗррин илемне кура ун пек ҫипуҫа сцена ҫинче ҫеҫ мар, урамра та тӑхӑнса ҫӳремелле тума тӑрӑшаҫҫӗ.

Нумай ӗҫ тӑвакан центр, вӑл 210 миллион тенкӗ тӑрать, пӗлтӗр пӗлтерӗшлисен шутне лекнӗ. Ӑна хута яма республика та пулӑшать, предприяти хӑй те укҫа хывать.

Унта производство, культура, туризм тата ҫутӗҫ ӗҫӗ пӗрле аталанӗ.

 

Культура
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Пӑрачкав округӗнче мӑкшӑ культурин «Арта» фестивалӗ иртнӗ. Ҫак уява ҫулсерен Напольное ялӗнче йӗркелеҫҫӗ. Унта кӑҫал та республикӑри округсенчи тата Раҫҫейри тӗрлӗ регионти пултарулӑх ушкӑнӗсем пухӑннӑ. Чӑваш Енрен ҫак округсенчен килнӗ: Йӗпреҫ, Патӑрьел тата Пӑрачкав.

Ку – историе, мӑкшӑ тата ирҫе чӗлхисене, мӑкшӑ халӑхӗн пуян культурине халалланӑ уяв. Артистсем ирҫе халӑх юррисене шӑрантарнӑ.

Уйрӑмах Йӗпреҫ округӗнчи пултарулӑх ушкӑнне палӑртмалла. Ирҫе Ҫармӑсри Алексей Рогожин ячӗллӗ вулавӑш ертӳҫи Светлана Акшарова чӗлхене тата культурӑна сарнӑшӑн «РФ финн-угр ассоциацийӗ» Раҫҫейри общество юхӑмӗн Тав хутне тивӗҫнӗ.

«Горнипов» ансамбль хастарӗсене Зоя Сергеевӑна тата Зинаида Родионовӑна «Раҫҫей халӑхӗсен ассамблейин» Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ. «Горнипов» ансамбль вара «Арта» фестиваль лауреачӗ пулса тӑнӑ, диплома тивӗҫнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_18933
 

Культура

Чӑваш Енре «Атӑлҫи пӑлхавҫисем» пӗрремӗш чӑвашла илемлӗ фильм экран ҫине тухнӑранпа паян 100 ҫул ҫитнӗ. Ӑна шӑп та лӑп пӗр ӗмӗр каялла, 1926 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Чӑваш театрӗнче кӑтартнӑ.

Ҫав кун хулара ярмӑрккӑ пулнӑ, ҫавна май кино курма халӑх нумай пухӑннӑ. Фильма Шупашкарта тата Ленинградра ӳкернӗ. Пуҫаруҫи – Иоаким Максимов-Кошкинский. Сюжет тӗпӗнче – 1906 ҫулта Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи хальхи Октябрьское ялӗнчи хресченсемпе пулса иртнӗ пулӑмсем.

Эпизодсенче пӗрремӗш чӑваш киноактриси Тани Юн ӳкерӗннӗ. Вӑл амӑшӗн пысӑках мар рольне калӑпланӑ. Шел те, фильм пирӗн кунччен упранса юлайман. Анчах «Атӑлҫи пӑлхавҫисем» чӑваш киновӗн пуҫламӑшӗ шутланать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://cheb.ru/news/?shownews=322013
 

Культура
Чӑваш Енӗн Культура министерствин сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш Енӗн Культура министерствин сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн патшалӑх ӳнер музейӗнче «Про обряды и наряды / Йӑла-йӗркепе тумсем ҫинчен» курав уҫӑлнӑ. Унта республика Элтеперӗ Олег Николаев, республикӑн культура министрӗ Светлана Каликова, Раҫҫейри хӗрарӑмсем канашӗн председателӗ тата телеведущи Мария Ситтель тата Олег Николаевӑн мӑшӑрӗ, Чӑваш Енри хӗрарӑмсен канашӗн председателӗ Наталия Николаева, ытти хӑна хушӑннӑ.

«Пирӗн республикӑра 120 ытла наци ҫынни пурӑнать, пирӗн тивӗҫӗмӗр вара чӑваш культурине, унӑн пуянлӑхне упраса хӑварасси», — тесе палӑртса хӑварнӑ Элтепер курав уҫнӑ чухне сӑмах каланӑ май.

«Про обряды и наряды / Йӑла-йӗркепе тумсем ҫинчен» курав авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗччен ӗҫлӗ.

 

Культура
«Хавхалану» клуб страницинчен илнӗ санӳкерчӗк
«Хавхалану» клуб страницинчен илнӗ санӳкерчӗк

Иртнӗ эрнере Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ ҫумӗнче «Литература пикникӗ» ятпа мероприяти ирттернӗ. Унта вулавӑшра ӗслекен «Варкӑш» тата «Хавхалану» клуб хастарӗсем пуҫтарӑнна.

Пикника йӗркелекенсем ӑна кӑсӑклӑ та хавас йӗркелеме тӑрӑшнӑ. Программӑра сӑвӑ-юрӑ, вӑйӑ-кулӑ, ташӑ та пулнӑ.

«Сивӗрех пулни те, ҫумӑрӗ те чӑрмантараймарӗҫ «варкӑшҫӑсемпе» «хавхалануллисене. Ҫуллахи вӑхӑтра библиотекарьсем пӗрин хыҫҫӑн тепри отпускра каннине кура клуб ларӑвӗсене утӑ, ҫурла уйӑхӗсенче ирттермеҫҫӗ.

Авӑн уйӑхӗнче (виҫҫӗмӗш кӗҫнери кун) пурне те курма хавас пулатпӑр», — тесе пӗлтернӗ «Хавхалану» клуб халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.

 

Культура
Зинаида Михайлова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Зинаида Михайлова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Красноармейскинчи тӗп вулавӑшра Иван Ефимовӑн «Пӗр ҫемьери виҫӗ паттӑр» кӗнекин хӑтлавӗ иртнӗ. Автора саламлама ҫывӑх тӑванӗсем, тус-юлташӗсем, вырӑнти ҫыравҫӑсем, Трак ен шкулӗсенче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсем, «Карай ен» ансамбльте юрлакансем пуҫтарӑннӑ.

Зинаида Михайлова чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗнекене Иван Ефимов хӑйӗн юратнӑ ҫыннисем, тӑванӗсем ҫинчен ҫырнӑ, вӑл кӑларӑм пурне те питӗ килӗшнӗ. Ӑна ырласа калакансем Тӑван ҫӗршыв, тӑван халӑх историйӗпе ҫыхӑннӑ, ҫынсен паттӑрлӑхне кӑтартакан, ҫемье ҫирӗплӗхӗпе туслӑхне палӑртакан, ӗҫченлӗхпе сапӑрлӑха, ырӑлӑха вӗрентекен кӗнеке пулнине палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://m.vk.com/wall111960967_2913
 

Хулара
cheb-centr.soc.cap.ru/press-centr сӑнӳкерчӗкӗ
cheb-centr.soc.cap.ru/press-centr сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра пырса ҫӳрекен ватӑсем таҫта та кайса кураҫҫӗ, ҫав шутра театрсенче те час-часах пулаҫҫӗ. Халӗ вара унти стационар уйрӑмӗнче пурӑнакансене театра илсе кайнӑ.

Уйрӑм заведующийӗ Ольга Андреева каланӑ тӑрӑх, кунта пурӑнакан ватӑсем питех тухса ҫӳресшӗн мар. Анчах вӗсен хушшинче хастаррисем пур. Шӑпах вӗсене театра илсе кайнӑ та.

Ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче хайхисем Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Ӗмӗр сакки сарлака» спектакль курнӑ. Аса илтерер: ӑна Никифор Мраньккан романӗ тӑрӑх лартнӑ.

«Спектакль питӗ килӗшрӗ, хаваспах куртӑмӑр», — кӑмӑлтан палӑртнӑ Виталий Юрьев ятлӑ пенсионер. Виталий Иванович театра ӳлӗмрен те килсе ҫӳрес кӑмӑл пуррине пӗлтернӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, [9], 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, ... 515
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫсем ӑнӑҫлӑ пулса пыччӑр тесен ҫӗнӗ союзниксем тупмалла. Ку эрне ҫемье валли, спортпа туслашма, сипленме лайӑх. Карьере картлашкипе хӑпарас шанчӑк пур. Йывӑр эрне хыҫҫӑн эрех-сӑра пирки шухӑшламасан аванрах.

Авӑн, 20

1924
102
Андреев Семён Алексеевич, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй