
Ҫывӑх вӑхӑтра Чӑваш Енрен Абхазине самолёт вӗҫме пуҫлӗ.
Шупашкартан Сухума самолет юпа уйӑхӗн пӗрремӗшӗнчен ҫӳреме пуҫлӗ. Билетсене сутма пуҫланӑ ӗнтӗ.
Хальхи вӑхӑтра Абхазинче сывлӑш температури — 20 градус. Ҫак йӗркесен авторӗ темиҫе ҫул каялла пулса курнӑччӗ. Анчах унта Хура тинӗс таса марччӗ. Абхазинче канакансенчен самайӑшӗ ротовируспа чирлетчӗҫ. Унта шыва тасатмалли сооруженисем ӗҫлеменрен таса мар шыв тинӗсе лекет тетчӗҫ. Вӑл вӑхӑтра Гагра хулинче урамсем тирпейсӗрринчен те тӗлӗннӗччӗ, Сухумра вара Грузипе пулса иртнӗ вӑрҫӑ вӑхӑтне аса илтерекен ҫуртсем самайччӗ.
Паянхи кун тӗлне илсен экологи тата тасалӑхпа тирпейлӗх енчен лару-тӑру еплине пӗлместпӗр. Ҫутҫанталӑк вара унта, чӑн та, илемлӗ.

Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Абхази артисчӗсен пултарулӑхне хаклама май килӗ. Унти сцена ӑстисем пирӗн республикӑна пуҫласа килӗҫ.
Абхазинчи С. Чанба ячӗллӗ патшалӑх драма театрӗ пирӗн патӑмӑра «Женитьба» камитпе килсе ҫитӗҫ. Спектакле авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче кӑтартӗҫ.
Асӑннӑ ӗҫе Николай Гоголӗн вилӗмсер пьеси тӑрӑх лартнӑ. Анчах режиссёр унти ӗҫ-пуҫа Сухум хулинчи (вӑл — Абхазин тӗп хули) евӗр кӑтартма шут тытнӑ. Сцена ҫинчи ӗҫ иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче пулса иртӗ.
Режиссёрсен кун пек чӑрсӑрла пултарулӑхне хаклакансем театра ҫитсе камите хӑйсен куҫӗпе курма пултарӗҫ. Сӑмах май каласан, режиссёрсем классика хайлавӗсене ҫӗнетме тӑрӑшни сисӗнет. Ун пеккине Шупашкарти Вырӑс драма театрӗнче те асӑрхама пулать.

РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарпа Евпатори тӑванла хуласем пулса тӑрӗҫ. Чӑваш Енӗн тӗп хулипе Крымри хулана тӑванлашни ҫинчен калакан килӗшӗве ҫывӑх вӑхӑтра хатӗрлеме палӑртаҫҫӗ.
Аксаков шухӑшланӑ тӑрӑх, асӑннӑ документа йышӑнсан хуласем культура, социаллӑ пурнӑҫ тата ҫамрӑксен ыйтӑвӗпе килӗштерсе ӗҫлеме пуҫлӗҫ. Ҫав шутра Шупашкар ачисем Евпатори хулинче канайӗҫ.
Шупашкар хулин паянхи ун тӗлне тӑванла тӑхӑр хула: Санта-Клара (Куба), Эгер (Венгри), Гродно (Беларуҫ), Рунду (Намиби), Аньцин (КНР), Сухум (Абхази), Лима (Перу), Торез (ДНР) тата Хэфей (КНР).
