
Пушкӑртстанри Пишпӳлек ҫӗрӗ ҫинче «Шур ҫӑл» фестиваль-конкурс иртнӗ. Регионсем шайӗнчи пултарулӑх ӑмӑртӑвне ачасемпе ҫамрӑксем валли йӗркеленӗ. Конкурс учредителӗсем – вырӑнти чӑвашсен канашӗ тата район администрацийӗ.
Конкурса малтан ҫулсерен ирттернӗ пулсан, халӗ вӑл икӗ ҫулта пӗрре чӑваш ҫамрӑкӗсене пуҫтарать. Кӑҫал уяв 11-мӗш хут иртнӗ.
Фестиваль малтан видеотур йӗркеленӗ. Унта 41 конкурсант (500 ытла ача) хутшӑннӑ. Вырӑнти «Урал сасси» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, пултаруллӑ та талантлӑ ачасемпе ҫамрӑксем Ҫтерлӗ, Федоровка, Чекмагуш, Пишпӳлек, Мияки, Кармаскалӑ, Пелепей районӗсенчен тата Туймазӑпа Пелепей, Ӗпхӳ хулисенчен килсе ҫитнӗ. Вӗсем пилӗк номинаципе (кӗвӗ инструмечӗсемпе каласси, халӑх юрри, эстрада юрри, фольклор, ташӑ) тата икӗ ӳсӗмре вӑй виҫрӗҫ. Чи пысӑк парнене – Гран-прие (25 пин тенкӗлӗх сертификата) – Кармаскалӑ районӗнчи Йӑмранри модульлӗ клубӑн «Чечек» фольклор ушкӑнӗ (ертӳҫи – ПР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Алина Степанова, аккомпаниаторӗ – Михаил Кудряшов) тивӗҫнӗ.

Шупашкар хулинче пурӑнакан ҫамрак юрӑҫ Елена Еремеева ҫӗршыври «Ачасен Ҫӗнӗ хумӗ» конкурсран 2-мӗш вырӑнпа таврӑннӑ.
Елена 10 пин ача хушшинче ҫирӗп суйлав витӗр тухса 13 финалист йышне лекнӗ. Финал тапхӑрӗнче вара ҫамрӑк вокалистсен йышӗнче вӑл 2-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ.
Палӑртса хӑварар: Елена Еремеева Шупашкарти «5 октав» студире Татьяна Шереметьева патӗнче ӑсталӑхне туптать.
Гала-концерта телевизорпа курма май пулӗ, ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче НТВ каналпа кӑтартӗҫ.

Красноармейски районӗнче «Туслӑх кӑшӑлӗ» ҫурхи юрӑ-вӑйӑ уявӗ иртнӗ. Ӑна вырӑнти хастарсем кӑҫал 11-мӗш хут йӗркеленӗ.
Уява хӑй вӑхӑтӗнче Трак пуххи ирттернӗ илемлӗ вырӑнта, Шетмӗ шывӗ хӗрринче, «Виҫӗ хӗвел» пулса иртнӗ этнопаркра ирттернӗ. Кун пирки Нестер Янкас ячӗллӗ культурӑпа искусство тата литература пӗрлӗхӗн правлени председателӗ, Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗн Красноармейски тӑрӑхӗнчи уйрӑмӗн яваплӑ секретарӗ Виталий Михайлов «Контактра» халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Уява юрӑ-ташӑ ӑстисем, шкул ачисем, чӑваш халӑхӗн ырӑ йӑли-йӗркине кӑмӑллакан 300 яхӑн ҫын хутшӑннӑ. «Ача пахчисенчи пӗчӗккисене те йыхравланӑччӗ — шӑрӑх ҫанталӑка пула тухаймарӗҫ», — пӗлтернӗ Виталий Михайлов.

Чӑваш патшалӑх филармонийӗ ҫамрӑк виолончелистсен фестивалӗн партнерё пулса тӑрӗ. Кун пирки филармонин директорӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Максим Матросов пӗлтернӗ.
Вӑл Питӗрте ТАСС ирттернӗ пресс-конференцие хутшӑннӑ. Унта Пӗтӗм Раҫҫейри ҫамрӑк виолончелистсен иккӗмӗш фестивальне ирттерес ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Мероприяти Раҫҫейӗн тӗрлӗ хулинче иртӗ. Ӑна йӗркелеме Культура пуҫарӑвӗсен президент фончӗ пулӑшӗ. Фестиваль пултаруллӑ ҫамрӑксене тупса палӑртма пулӑшасса шанаҫҫӗ. Шупашкарта фестиваль авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнче иртӗ.

Ҫӗртме уйӑхӗн 5-6-мӗшӗсенче К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче премьера пулӗ. «Ҫӑлӑнӑҫ – юратура» (777 пирӗшти) мелодрамӑна Владислав Николаевӑн «730 калтапа 730 йӗпвӑрри» пьеси тӑрӑх лартаҫҫӗ. Режиссерӗ – Наталия Сергеева.
Сюжечӗ ҫапларах: тӗп сӑнар Лана ватӑсем пурӑнакан харпӑр пансионатра ӗҫлет. Унта йӑлтах – инструкципе. «Чӗре ҫывӑхне ан ил, вӗсем нумаййӑн, эсӗ – пӗрре», — тесе асӑрхаттараҫҫӗ ӑна ӗҫтешӗсем. Анчах Лана ватӑсене чун ӑшшине парать.
Спектакле «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин «Манӑн тӑван кӗтес культури» парти проекчӗпе тата ЧР Элтеперӗн Чӑваш Енри хӗвеллӗ ҫулла» проекчӗпе килӗшӳллӗн кӑтартӗҫ. Билетсене «Пушкин карттипе» туянма пулать.

Чӑваш Енри тепӗр икӗ артист пурнӑҫ тӑршшӗпе пособи илсе тӑрӗ. ЧР Правительстви ҫӑпла йышӑну кӑларнӑ.
Культура аталанӑвне тӳпе хывнӑшӑн ку пособие Вырӑс патшалӑх драма театрӗн ертсе пыракан артисчӗ, Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗ Лариса Родик тата К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн драма артисчӗ, Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗ Владимир Семенов тивӗҫнӗ.
Палӑртса хӑварар: хальхи вӑхӑтра пособи 7200 тенкӗпе танлашать, вӑл кӑҫалхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ӳснӗ. Паянхи куна Чӑваш Енре кун пек пособие 30 ҫын илсе тӑрать: 20 культура тата ӳнер ӗҫченӗ, 10 ӑслӑлӑх ӗҫченӗ.

Шупашкарта мучисемпе кинемейсем юрӑ шӑрантарӗҫ. Хӑйсем ҫеҫ мар, мӑнукӗсемпе.
Шупашкар хулинчи Ветерансен канашӗ кӑҫал та «Две звезды: дедушка/бабушка и внук/внучка — 2026» (чӑв. Икӗ ҫӑлтӑр: асатте-кукаҫи/асанне-куками тата мӑнук) пултарулӑх конкурсӗ ирттерессине пӗлтернӗ.
Конкурса кӑҫал Валентина Телей йӗркелесе пырӗ. Вӑл Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплеслӑ центрта музыка ертӳҫи пулса тӑрӑшать, кунсӑр пуҫне вӑл — маларах асӑннӑ канашӑн культура комитечӗн председателӗ те.
Конкурса хутшӑнас тесен заявкӑсене sura.7070@bk.ru электрон почтӑпа ярса памалла. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ 8 927 667‑33‑14 (Валентина Владимировна).
Ҫӗнтерӳҫӗсене тӗрлӗ парнепе хавхалантарӗҫ.

Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, «Тӑван Атӑл» литература журналӗн малашлӑхне сӳтсе явнӑ. Кун пирки эпир Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫченӗ, Ольга Фёдорова ҫыравҫӑ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче хыпарланинчен пӗлтӗмӗр.
«Хыпар» издательство ҫуртне ҫавра сӗтеле пухӑннисем тем пирки те калаҫнӑ: мӗнлерех материалсем пулмаллинчен пуҫласа гонорар ыйтӑвӗ таранах.
Калаҫӑва издательство ҫурчӗн директорӗ — тӗп редакторӗ Дмитрий Моисеев ертсе пынӑ. «Тӑван Атӑл» редакторӗ Людмила Сачкова журнал ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарнӑ.
Юрий Артемьев критик, литература тӗпчевҫи, профессор публицистикӑна аталантармаллине пусӑм туса каланӑ. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, «массӑллӑ литература ҫеҫ мар, ҫӳллӗ шайри литература та пулмалла».
Юхма Мишши чӑваш халӑх ҫыравҫи ытти халӑх хайлавӗсене ытларах куҫарса пичетлеме сӗннӗ.
Николай Максимов прозаик «Тӑван Атӑла» мордва халӑхӗн литература журналӗсемпе танлаштарнӑ, кӳршӗ халӑхӗсенчен вӗренмелли нумай тенӗ.
Анатолий Кибеч чӑваш халӑх писателӗ кашни авторӑн ӑна тӑван яла, шкула, района ҫырӑнса памалла, ентешлӗхсен ертӳҫисемпе ҫыхӑну тытмалла тесе шухӑшлать иккен.

Шупашкарти юханшыв порчӗ ҫывӑхӗнчӗ ҫӗнӗ ҫӗнӗ скульптурӑпа арт-объект вырнаҫтарнӑ. Унта «Тухья» скульптура пур тата «Хӑйӑрлӑ карап» арт-объект хатӗрленӗ.
Арт-объекта уҫакансем хӑйӑрлӑ карап ачасене кӑҫӑклантарасса шанаҫҫӗ. Унта вӗсем выляма пултарӗҫ. Тухья патӗнче вара сӑн ӳкерӗнме пулать.
Асӑннӑ скульптурӑпа арт-объект Шупашкар юханшывӗн порчӗ тӗлӗнче вырнаҫнине кура пирӗн республикӑна Атӑл тӑрӑх караппа курма килекенсем вӗсене асӑрхамасӑр иртсе каяймӗҫ.
Шупашкарта илемлӗ ытти вырӑн та нумай. Хӗрлӗ тӳремри Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттин музейӗ мӗне тӑрать.

Чӑваш Енӗн наци музейӗнче чӑвашла рок-концерт иртӗ. Кун пирки МАХри «Хыпар - Вести Чувашии» каналта пӗлтернӗ.
Концерт «Пирӗн истори – паттӑрла аваллӑх» ятлӑ пулӗ. «Ирӗк Килтӗш музыкант этнофольклор, рок, рок-н-ролл тата блюз жанрӗсемпе чӑвашла юрӑсем, балладӑсем шӑрантарӗ. Атӑлҫи пӑлхарсене халалланӑ уйрӑм пай та пулӗ.
Хӑйне евӗрлӗ концерт курас тесен музейра иртекен «Атӑлҫи Пӑлхар: чӑн тата сцена ҫинчи истори» куравпа паллашмалла, вӑл ӗҫлеме пуҫланӑ та ӗнтӗ», — пӗлтернӗ хыпарта.
Ирӗк Килтӗш пултарулӑхӗпе ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче паллашма май килӗ. Концерт 16 сехетре пуҫланӗ.
