Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑвашсем пӗтӗм тӗнчери флешмоба хутшӑннӑ. Born From Culture вырӑсла куҫарсан «Рождённый культурой» (чӑв. ~~Культура ҫуратни) флешмоб – тӗнче тетелӗнчи вирус тренд. Унта хутшӑнакан тӗнчери халӑхсем хӑйсен наци тумне, ташшине, спорт енӗсене кӑтартакан видеороликсем кӑтартаҫҫӗ. Чӑвашсем ӳкернӗ видеоклипа 700 пин ытла ӳкернӗ.
Кун пек видеосене маори, самоанецсем, грузинсем, эрменсем, узбексем, казахсем тата ытти халӑх ӳкерӗннӗ.
Халӗ унта Чӑваш Ен те хутшӑннӑ. Проекта Кирилл Самышкин йӗркеленӗ. Ӳкерме Арсен Аветисян, Павел Решетов, Валентина Иванова тата Анастасия Егорова хутшӑннӑ.
Роликра — «Уяв», «Илемпи», «Сувар» ансамбльсем, Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн ача-пӑча студийӗ, «Горница» фолк-шоу тата Августа Уляндина, Виталий Адюков, «Глянец» ушкӑн, Элтияр Александров, Эллада Данилова тата Анна Черкесова. Вӗсене тумлантараканӗ – Эрпике Хотиновская.
