Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: преми

Персона
Виталий Михайлов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Виталий Михайлов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх 2025 ҫулшӑн литературӑпа искусство тата культура аталанӑвӗнче палӑрнисене Красноармейски муниципалитет округӗн Нестер Янкас ячӗллӗ преми лауреачӗн ятне парассипе ҫыхӑннӑ сӗнӳсене йышӑнма тытӑнать. ҫакӑн пек пӗлтернӗ пӗрлӗх ертӳҫин ҫумӗ Виталий Михайлов халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.

Ӗҫсене 2026 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Сӑмах май каласан, Нестер Янкас поэт ҫуралнӑранпа 117 ҫул ҫитет. Уяв ячӗпе Красноармейски Культура ҫуртӗнче лауреатсен пысӑк концерчӗ пулӗ тата ҫӗнӗ лауреатсене чыслӗҫ.

«Кашни ырӑ япала, пултарулӑх хӑйӗн хакне тивӗҫлех. Конкурса иртсе каякан ҫулта литературӑпа искусство тата культура шайӗнче Трак тӑрӑхӗшӗн ырми-канми ӗҫленӗ, вулакансемшӗн, куракансемшӗн уҫӑмлӑ, чун-чӗрене ҫывӑх та пысӑк пӗлтерӗшлӗ сцена ӗҫӗсемпе, юрӑ-кӗвӗсемпе, куравсемпе, кӗнекесемпе, ытти пултарулӑх ӗҫӗсемпе савӑнтарнӑ ентешӗмӗрсем хутшӑнасса шанатпӑр эпир», — тесе хыпарланӑ эпир маларах Виталий Михайлов.

 

Культура
Виктор Чугаров (сӑнӳкерчӗкре - сулахайри). Виктор Чугаров  страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Виктор Чугаров (сӑнӳкерчӗкре - сулахайри). Виктор Чугаров страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енри журналистсене Ҫемен Элкер, Николай Никольский, Леонид Ильин ячӗпе хисепленекен премисене ҫулсеренех параҫҫӗ. Кӑҫалхисен ячӗсене эпир «Хыпар» издательство ҫурчӗ хыпарлани тӑрӑх пӗлтӗмӗр.

Ҫемен Элкер ячӗпе хисепленекен преми лауреачӗн ятне Наци телерадиокомпанийӗнче ӗҫлекен Татьяна Молоковӑна тата «Чӑваш Ен» ПТРК ӗҫченне Светлана Поздняковӑна парас тенӗ.

Николай Никольский ячӗпе хисепленекен премие Виктор Чугаров кинорежиссер, фотожурналист тивӗҫнӗ.

Леонид Ильин ячӗпе хисепленекен преми лауреачӗсем: Элӗк тӑрӑхӗнче радиокӑларӑмсем хатӗрлекен, Элӗкре тухса тӑракан «Пурнӑҫ ҫулӗпе» хаҫатра чылай материал пичетлесе кӑларнӑ Юрий Корнилов тата «Хыпар» Издательство ҫурчӗн директорӗн-тӗп редакторӗн ҫумӗ Алина Паймулкина.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри музыка преподавателӗсем Раҫҫейӗн Культура министерствин конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Унта хушма пӗлӳ паракан организацисенчи 100 преподаватель палӑрнӑ.

Шупашкарти С.М. Максимов ячӗллӗ ача-пӑча музыка шкулӗн фортепиано класӗн преподавателӗ Игорь Ткаленко тата 4-мӗш ача-пӑча музыка шкулӗн фортепиано класӗн преподавателӗ Елена Прохорова премие тивӗҫнӗ. Вӗсене 500-шер пин тенкӗ парӗҫ.

Конкурса пурӗ 565 ҫын хутшӑннӑ. Ҫав шутра Чӑваш Енри 12 кандидат.

 

Республикӑра
cap.ru порталтан илнӗ скриншот
cap.ru порталтан илнӗ скриншот

Чӑваш Енри яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа ҫамрӑксен патшалӑх премийӗпе хавхалантарма йышӑннӑ. Республика Элтеперӗ паян алӑ пуснӑ хушура 11 номинацие пӑхса хӑварнӑ.

Литература, культура тата ӳнер енӗпе премие И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн студенчӗсене Ольга Ермолаевӑна, Екатерина Ивановӑна, Артём Самонова, Егор Темяшкина «В движении» (чӑв. Хусканура) Пӗтӗм Раҫҫейри VIII ташӑ проектне пурнӑҫа кӗртнӗшӗн панӑ.

Журналистика енӗпе премие «Чӑваш Ен» ПТРКн информаци программисен службин корреспондентне Вероника Павловӑна

«Герои среди нас» (чӑв. Паттӑрсем пирӗн хушӑра) кӑларӑмсен ярӑмне хатӗрленӗшӗн парас тенӗ.

 

Персона

Лидия Горячкина Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи чи лайӑх неонатолог пулса тӑнӑ. Вӑл Президент пепкелӗх центрӗнче вӑхӑтсӑр ҫуралнӑ ачасен уйрӑмӗнче ӗҫлет. Ку тытӑмра вӑл 40 ҫул тӑрӑшать.

Нумаях пулмасть Пушкӑрт оперӑпа балет театрӗнче Атӑлҫи федераци округӗнчи чи лайӑх специалистсен ятне – вӑхӑтсӑр ҫуралнӑ ачасен «Алӑ тупанӗ ҫинчи телей» ятлӑ преми ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ. Ӗпхӗве 7 регионта 49 ҫын пынӑ. Пурте чи лайӑх специалист ятне илтессишӗн кӗрешнӗ.

«Неонатолог пирӗшти» номинацире Лидия Горячкина ҫӗнтернӗ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайӑшӗн кӑмӑлӗ тӑрук улшӑнса тӑрӗ. Яваплӑх туйӑмӗ сирӗн илӗртӳлӗхе кансӗрлеме пултарӗ, анчах эсир кӑтартусем ҫӗнсе илме хӑнӑхнӑ. Ку эрнере харпӑр пурнӑҫа йӗркелеме, хӑш-пӗр ӗҫлӗ хутшӑнусене ӗҫлӗ хутшӑнӑва куҫарма май килӗ.

Ака, 17

1910
116
Семенов Леонид Федорович, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1925
101
Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ ҫуралнӑ.
1950
76
Жуков Юрий Нестерович, чӑваш баянисчӗ, кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ.
1955
71
Смирнова Галина Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ.
1961
65
Валери Туркай, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1974
52
Журналистсен Ҫемен Элкер ячӗллӗ премине йӗркеленӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть