Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Аслă халалХăмăшлăха путнă кĕмĕл уйăхКушкă ачиАтте пилĕМа инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?..Хура çăкăрКăра çилсем. Иккĕмĕш кĕнеке

Чăваш хаçачĕ


Пĕрре, çуллахи хĕвеллĕ кун, Хусанти крепостьри «Дворецра» чăваш салтакĕсен пухăвĕ пулать тенине илтрĕм те эпĕ унта кайса курас терĕм. Вăхăт кăнтăрла тĕлнелле. Кĕретĕп крепăçе. Хĕвел хĕртсе пăхать... Çав вăхăтрах манăн умран икĕ чăваш салтакĕ ерипен пуплесе пынине куратăп. Пĕри сухаллăскер, тепри çамрăкрахскер. Çамрăкки сылтăм аллине «Хыпар» хаçетне тытнă та хуллен варкăштарса пырать тата çав вăхăтрах хаçетне çĕклерĕ те сухалли еннелле пăхса, ак çапла кала пуçларĕ: «Эх, мĕскĕн чăвашĕ! Вуламалăх хаçечĕ çук, çакă пĕр «Хыпар» пур ĕнтĕ, вăл та пулин эрнере иккех тухать, ахаль те вуламалăх та çук кунта, пĕчĕкçĕ», — тет, тата: «Вырăспа тутарсене пăх-ха, мĕнле кашни кун тухакан пысăк хаçетсем пур вĕсен тата хăйсен урăхла çырăвĕсем, пирĕн чăвашсенĕн саспаллисем те вырăслах», — терĕ. Çак сăмахсем малтан мана та хурланмалла пек туйăнчĕç, анчах пирĕн саспаллисем те вырăсла тенĕшĕн мар, хаçет пĕчĕкçĕ, вуламалăх çук тенĕшĕн. Кайран шутларăм та: «Ку çын пĕлмесĕр калаçать», — терĕм. Пирĕн чăвашсен çырăвĕ вырăсла саспаллисем евĕрлĕрен ăна ниепле те хурлама çук. Мĕншĕн тесен ун пек çыру пĕрре анчах мар, Хĕвел анăç енчи патшалăхсенче тĕрлĕ халăх пурте пекех «латинский» çырупа çыраççĕ, эпир, Раççейра пурăнакансем, вырăсла çыру евĕрлĕ çырнăшăн пире никам та хурлаймĕ. Анчах чăваш хаçачĕ пĕчĕкçи, вăл вулама сахаллишĕн никам та мар, пĕтĕм чăваш халăхин пĕлес пулать: пирĕн «Хыпар» хаçечĕ вăйлăланасси те, пĕтсе ларасси те хамăр çинчех. «Чăвашла хаçет сахал, начар», — тесе калакансем урăх та пулĕç тетĕп эпĕ, çавăнпа калатăп: чăвашла хаçет вăйлăлантăр тесен пирĕн хамăрăнах пулăшмалла ăна, никам çине шанма та çук. Ку чухне пур ĕç те, пур япала та хаклă пирки хаçет кăларма та йывăр, ун çинчен «Хыпарăн» 39 № лайăх кăтартнă... Пирĕн чăвашсен хамăрăн типографи çук пирки пĕр нумĕр хаçет çапмах миçе çĕр тенкĕ кирлĕ унта. Типографи хамăрăн илес тесен нумай пин тен-кĕсем кирлĕ пулаççĕ. Çавăнпа пĕтĕм чăваш халăхĕ харпăр хăйшĕн тăрăшасчĕ часрах. Малашне ĕнтĕ вырăнĕпе шав чăвашран вулăс земствисем те, кооперативсем те пулаççĕ. Çавсен пуринĕн те пуринчен ытла манмасăр хăйсен хаçатне пулăшма тăрăшасчĕ. «Хыпар» хаçетне чăваш хушшинче лайăхрах сарасчĕ, ăна пур çĕрте те илччĕрччĕ, вара хаçет çуллен-çул вăйлăлансах пырĕ. Эпир «Хыпара» илмесен вăл начарланса тухми те пулĕ. Халĕ пирĕн нумай ялсенче чăвашла хаçет тухнине те пĕлеççĕ, те пĕлмеççĕ. «Хыпар» татăкне те тупаяс çук. Чăвашсем апла илмесессĕн, пирĕн пĕр-тен-пĕр «Хыпар» та часрах куçран çухалĕ. Епле йăвăç пахчинчи çамрăк çимĕç йăвăç çине пăхмасассăн вăл ӳсеймест те, çав вăхăтрах хăрса ларма та пултарать, ăна пăхсах, шăварсах тăрсан вăл часах çитĕнсе хăватлăланса каять те усăллă çимĕç кӳме пуçлать, пирĕн «Хыпар» та чăвашсем хушшинче ку вăхăтра анчах шăтса тухнă çамрăк йăвăç евĕрлĕ-ха, ăна вăй иличчен пулăшмалла, кайран вăлах, вăйлă-лансан пĕтĕм чăваш халăхне çутăлтарса пысăк усă кӳре пуçлĕ. Çавна ан манăр, чăвашсем, пулăшăр «Хыпара»!

Малалла

Саншăн каç та çутă кун


Савнă арăм пулчĕ сан —

Эрех кĕленчи — лаххан.

Умри эрех черккисем —

Саншăн тăван ачусем.

 

Ир те пулать, каç пулать —

Мухмăр пуçна кăшăллать.

Аллу пымасть ĕç патне,

Маннă эс кунсен шутне.

 

Саншăн каç та çутă кун,

Çĕрĕпе хутлан ун-кун.

Кăшлан арăмун чунне,

Канлĕх çук ачусене.

 

Шуйттан куçна курăнать,

Вăл татах та астарать:

Хута яран аллăна,

Тӳпелетĕн арăмна.

 

Лайăх тумасть çав эрех,

Ĕçмесен çын евĕрех:

Аллу та хăвăн ылтăн,

Ç‎утă сăн, сан пур ăс-тăн.

 

Аншарли, эрех-сăра —

Наркăмăш пухать ăшра.

Çын хăйне хăй тытаймасть,

Черккерен уйрăлаймасть.

 

Ачасене çавăтса,

Арăм каять уйрăлса.

Пурнăç каять ансата —

Кансĕрлемест никам та…

 

…Савнă арăм пулчĕ сан —

Эрех кĕленчи — лаххан.

Умри эрех черккисем —

Саншăн тăван ачусем.

 

2000.12.17

Анне


Эпĕ аннене саватăп:

«Юратап», — тесе калатăп.

Сăвăсем çырса паратăп,

Аннене савăнтаратăп.

Вăл та мана юратать,

Ăшăтать, сиплет, савать,

Юратать те кăмăллать,

Çепĕç сăмахсем калать.

Пирĕн анне пит маттур,

Вăл ĕçлет, сиплет, тимлет.

Апат тутлă пĕçерет,

Ăшă кукăль çитерет.

Эпир пулнă, пур, пулатпăр!


Ĕмĕрсем иртсе пыраççĕ

Ӳстерсе ăс-хал мулне.

Кĕнекеçĕсем шыраççĕ

Чăвашсен кунне-çулне.

Тинкеретпĕр малалла,

Кайрине те халь куратпăр...

Манăн шухăшăмпала —

Эпир пулнă, пур, пулатпăр.

 

Пĕр вăрман пулсан этемлĕх,

Тĕрлĕ йывăç пур унта.

Ярăнса кăна ӳсмелĕх

Вырăн çитĕ вăрманта.

Каснă, вăтăрнă пире,

Кăкласа хăртман та мар-тăр,

Вăрлăх юлнă пурпĕрех:

Эпир пулнă, пур, пулатпăр!

 

Никамран та ютшăнмасăр,

Тан курса пур йăхсене,

Ят хума пултарнă хамăр

Хĕвеле, çăлтăрсене.

Ăс-пуçран та катăк мар,

Чун хавалĕпе те паттăр,

Чĕрепе те шĕл кăвар —

Эпир пулнă, пур, пулатпăр!

 

Пирĕн юрă, пирĕн тĕрĕ,

Пирĕн тӳсĕмлĕ сăмах

Упранса вăл çитсе кĕрĕ

Коммунизм таранах.

Чун çакна шанми пулсан —

Маншăн шăтăк та ан алтăр.

Шанчăк сӳнмĕ нихăçан:

Эпир пулнă, пур, пулатпăр!

 

«Мĕн чăваш чĕлхи!» — илтетпĕр

Хăш чухне чăвашранах.

Йĕрĕнсе пăхса илетпĕр

Малалла

«Шухăша кайса ларать...»


Шухăша кайса ларать

Ир çинчи çурхи хула.

А-ах! Асăмра

Сан кăвак куçу кулать.

 

Тĕлĕрен тӳлек бульвар

Пире тивĕç астума.

А-ах! Шупашкар!

Ма васкать-ши ăсатма?

 

Бакен сӳнчĕ тин кăна

Юлашки çăлтăрпалан.

А-ах! Сан сăнна

Манас çук эп нихăçан.

Кушкă ачи


Анне


Юратнă аннеçĕм,

Эс ман чĕрере.

Эс маншăн илемлĕ

Çут çăлтăр пекех.

Мана эс çуратнă,

Вĕрентнĕ утма.

Юратнă аннеçĕм,

Ялан пул манпа.

Йывăр чух пулатăн

Ялан эс çумра.

Мана пулăшатăн

Чăн-чăн çын пулма.

Пĕр эрнере çичĕ кун


Тунтикун/

Тусăм, тусăм, Антун, эс ан тун,

Ытларикун/

Утнă та, çирĕм çухрăм ытла,

Юнкун/

Суранланнă уру — тухнă юн,

Кĕçнерникун/

Килсе çитрĕн аран кĕçнерни.

Эрнекун/

Пурăнах хăнара пĕр эрне:

Шăматкун/

Чӳрече анине кăшт шăмат,

Вырсарникун/

Кайăн вара тепĕр вырсарни.

 

2000, 09, 23

Килти кайăк-кĕшĕк


Пит хитре килти кăркка —

Кĕлетки ун тăпăлкка.

Анчах хăрать çав Мăркка,

Уйрăлмасть килтен айкка.

 

Картишĕнчи хура чăх —

Тимлесе халех эс пăх.

Туслашнă сар автанпа,

Кăтиклет хавас саспа.

 

Вăрăм мăйлă шурă хур

Пирĕн ялта халĕ пур.

Çунат çапса вăл ташлать,

Ӳркенмесĕр хыт сăхать.

 

Нарт-нарт кăвакал

Ирех анать шыв хĕрне.

— Кӳлле чăмса эс тасал, —

Тет юратса чĕппине.

Тăван ялăм — асăмра


Çĕнĕ хваттер туянса

Куçрăмăр Шупашкара.

Куççулĕпе макăрса

Юлчĕ ялăм аякра.

 

Хитре çуртсем, урамсем

Илĕртеççĕ куçăма.

Йăлтăр-ялтăр çутăсем

Хăпартаççĕ кăмăла.

 

Анчах йывăр халь мана —

Каяс килет ялалла.

Ыталаса хурăна

Таврăнасчĕ каялла.

 

Тус-юлташпа калаçса

Ас илесчĕ иртнине.

Йĕлтĕр сырса ярăнса

Хĕретесчĕ питсене.

 

Тăван ялăм — асăмра,

Уçă сывлăшĕ — чунра,

Сиплĕ шывĕ — юнăмра,

Уйĕ-хирĕ — вăй-халра.

■ Страницăсем: 1... 340 341 342 343 344 345 346 347 348 ... 796

Шухăшсем