Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ҫул юлташӗЮрату йĕтесĕКăвак çĕмренСалампиКуçа-куçăнШăплăхри аслатиТаркăн

Йывăр вăхăт


Акă ĕнтĕ хальччен пулман ĕмĕтсĕр вăрçă тăваттăмĕш çул çинче тăрать. Вăл хăйĕн вăйлăлăхĕпе Раççее ĕлĕкхи мулне йăлтах ĕмсе ячĕ. Миçе мильюн тăлăх турат, мĕн чухлĕ алăсăр, урасăр, куçсăр тата тем чухлĕ ытти тĕрлĕрен чирлĕ çынсем халăх хушшинче тултарчĕ ку вăрçă. Миçе мильюн çемье, пысăк хуласенче ĕçлесе пурăнакансем çăкăрсăр выçăллă-тутăллă ыран-паян пĕтсе ларас пек асапланса пурăнаççĕ. Миçе мильюн вăйпитти пулнă çынсем тыткăнри выçăллă-асаплă пурнăçпа вилсе пĕтеççĕ. Мĕн чухлĕ пурăнăç сивĕ аккупсенче ыран-паян вилессе кĕтсе пурăнать. Нумай пурăнăç асапланать, нумай пурăнăç вăхăтсăр сӳнет! Кама усă-ши ку вăрçăран?! Нимĕн те çитмест. Хура халăх йăнăшса макăрса анчах тăрать. Çакă йывăр пурăнăçа кура пирĕн хресченсенчен хăшĕ-хăшĕ час-часах çĕнĕ йĕркепе ирĕклĕхе айăпласа калаçаççĕ: «Ку çĕнĕ йĕрке ĕлĕкхинчен те усал, нимĕн те çитми пулчĕ!» — теççĕ. Çук, çитменни вăл çĕнĕ йĕркерен мар, вăрçăран çитмест. Вăрçă пирĕн патшалăха çĕнĕ йĕркечченех вилĕм алăк умне илсе пырса тăратнă, ăна пире пулнă патшапа унăн улпучĕсем халăхран хăранипе анчах систересшĕнех пулмарĕç, анчах пытарăнми япала ишĕлсе анчĕ, халĕ пурне те курăнать. Кивĕ пурнăçри Сухомлиновна унăн юлташĕсем паян кунчченех пире пăхса тăнă пулсан нимĕçсене Питĕрпе Мускава та çитсе кĕме çăмăлтарах пулман пулĕччĕ-ши тен? Тата ĕлĕк 2-3 тенкĕ тăракан япала халĕ 10-12 тенкĕ тăрать пулсассăн, кивĕ йĕрке ку таранччен тăнă пулсассăн, çав япалах халĕ 20-30 тенке çитетчĕ. Мĕншĕн тесен кивĕ Тӳре-Шарана, юрăхсăррине кура ăна «вăрçă кивçене те» шанса, çак кунсенче никам та пĕр 10 тенкĕ те паракан пулас çукчĕ, вара унăн пулнă патшасен сăнне хутсем çине çĕнĕрен çакса тултарасси анчах юлатчĕ. Çав хут укçасем нумаййăн халĕ те пурнăçа хаклантарса ячĕç, укçи нимĕн вырăнне те мар. Çавăнна çакă йывăр пурăнăçшăн çĕнĕ йĕркене хурламалли çук. Çĕнĕ йĕрке пĕтерме мар, нумай пулăшрĕ пĕтесрен. Ахальтен калар: пĕр-пĕр вăрă-хурахсем ватса-çĕмĕрсе сывмарлантарнă çынна темĕн чухлĕ тутлă апатсем çитерсен те, вăл ниепле те час чĕрĕлеймест, тен, суранĕ йывăр пулсан вăл вилсех кайĕ те вара тутлă апат панăшăн вилчĕ тесе калама май килет-и ку? Çук, пирĕн патшалăх та çавăн пекех. Вăрçă çаплах чăсăлсан, çуллен-çул начарлансах пырăпăр, кирек мĕн те хаклăçем хаклăланĕ, ăна пирĕн ирĕклĕх, çĕнĕ пурăнăç та ниепле чараймĕ. Çĕнĕ йĕркене çавăнна айăплама юрамасть, вăл пуян улпутсемпе хуçасен кăмăлне анчах каймасть, вĕсем ăна хирĕç пыраççĕ, вĕсен хыççăн каяс мар. Çĕнĕ йĕрке, «ирĕклĕх» пирĕн патшалăхра тин тымарланать-ха — унăн уссине курма пире вăйлă вăрçă чарать, килĕç кунсем, çак çĕнĕ йĕрке хура халăха ылтăнран та хаклă пулĕ. Анчах çак вăйлă вăрçа мĕнле чармалла-ши нирĕн? Хăш хресченсем калаççĕ: «Тырă парас мар, вара хăех чарăнать», — теççĕ. Çапла калакансем мĕнле тăнпа, мĕнле чунпа пурăнаççĕ-ши вĕсем?! Чăн та, тырă памасан вăрçă чарăнĕ вăл, анчах вăрçă вырăнне малашне мĕнле кунсем кĕтеççĕ ун чух?! Акă мĕнле кунсем килĕç: кирек ăçта та пулĕç нимĕç пуçлăхсем, вĕсем пирĕн ирĕклĕхе илĕç те урисемпе таптĕç, пирĕн вĕсен умне чĕркуçленсе лармалла пулĕ, çулсерен йывăр тӳлевсем хурĕ пирĕн çие, ку вăрçăпа тата мĕн чул алсăр-урасăр юлчĕçĕ, çавсене хĕрхенсе пулăшĕ-и вăл? Вара пĕтмелли кун килет вĕсен, ун чухне авал улпутсен аллинче чураллăхра пурăннинчен пĕртте кая пулмĕ. ...

Малалла

Пӳрне вăййи


Çырсан, çырсан, шав çырсан —

Ывăнаççĕ пӳрнесем.

Кăштах канар çыруран,

Тăхтав тăвар, ачасем.

 

Пӳрнесене шутлăр:

Пĕрре, иккĕ, виççĕ,

Тăваттă, пиллĕк.

Йĕркипе хуçлатăр:

Пĕрре, иккĕ, виççĕ,

Тăваттă, пиллĕк.

Ерипен вылятăр:

Пĕрре, иккĕ, виççĕ,

Тăваттă, пиллĕк.

 

Пӳрне вăййи выляса,

Канчĕç пирĕн пӳрнесем.

Халь алла ручкă тытса,

Çырар каллех сăмахсем.

 

2000, 09, 22

Телейлĕх тĕнчи çумрах!


(«Хусан чăвашĕсем» ушкăнĕпе «Сувар» хаçат йĕркеленĕ «Юратусăр юрату» конкурсне)

 

Пĕр-пĕрне килĕштерсен —

Çунат хушнăн туйăнать.

Ĕмĕрлĕхе пĕрлешсен —

Чун-чĕре хавхаланать.

 

Куçран куç пăхса кулсан —

Йăл-йăл кулă асамлать.

Алла-аллăн тытăнсан —

Утма та çăмăл пулать.

 

Ăшпиллĕн çупăрласан —

Ăшра ăшă хум чупать.

Кăмăл-туйăмне туйсан —

Вут-çулăм ярса хыпать.

 

Пĕр-пĕрне сума сусан —

Телейлĕх тĕнчи çумрах!

Пĕр шухăшлă пурăнсан —

Кĕтет çĕр çинчи çăтмах.

Ман чĕрере... эсĕ кăна!


Эсĕ мана, чун савнийĕм,

Сăнӳкерчĕк парнелерĕн.

Сан сăнна савса тинкертĕм:

Малашлăх пулĕ-ши пирĕн?

 

— Нихăçан мар пулмин кăна,

Хăш пĕр чух аса ил, — тенĕ.

— Ман чĕрере… эсĕ кăна!, —

Хитре çырса эрешленĕ.

 

Пăлханнипе, савни сана,

Пĕлейрĕм-ши эп тав тума?

Чĕреме илтĕн тыткăна,

Çав сереперен çук тухма.

 

Эпĕ санăн, пĕр сан анчах.

Эсĕ камăн-ши, савниçĕм?

Шăпам сан аллунта йăлтах,

Сансăр çутă кун та тĕксĕм.

 

Пирĕшти эп пулса пырăп

Эс утас çулу умĕнче.

Сан сăнӳкерчĕкне усрăп,

Хамăн асамлăх арчинче!

 

Чăн юратупа саватăп,

Савăнăç кӳретĕн чуна.

Çулăмпа хыпса çунатăп,

Ман чĕрере… эсĕ кăна!

«Ай, мĕнле чипер иккен...»


Ай, мĕнле чипер иккен

Чĕвĕлти хĕрсен сăмахĕ.

Итлесен сана, пике,

Уйăх илĕ, çĕр пăрахĕ.

 

Эп сана итленипех

Тăрлăккин тăрса юлатăп.

Сăмахпа çеç сиккипех

Эс мана савса пăхатăн.

 

Сăмахху çырла пек сан,

Тути пурĕпĕр пилешĕн:

Калаçан манпа вăлтса,

Чун тӳррийĕ хăвăн — лешĕ.

Илемпи


Класра 20 ача: 10 арçын ача, 10 хĕрача. Парттăсем хушшине икшерĕн ларса тухрĕç. Пурте савăнăçлă, пурин умĕнче те — тĕрлĕ тĕслĕ чечексен çыххи. Çĕнĕ вĕрентекен те вĕсене чунтанах килĕшрĕ. Унăн ячĕ те илемлĕ: Илембина Николаевна. Мĕнлерех янравлă илтĕнет-ха тата. Паллашу кунĕ аван иртрĕ. Илемпи ăш-чиккинче паян çуркуннехи евĕр пылак туйăм хуçаланать. Телейлĕ вăл паян. Учительсем те ăна килĕштерчĕç, вăл та — вĕсене.

Вера аппа паян туя хатĕрленнĕ пек ăшталанать: икĕ пысăк кукăль пĕçерчĕ, сăра вĕретрĕ, хур пусрĕ. Пӳртрен тухакан тутлă шăршă урамаллах сарăлнă. Кăмăлĕ те аппан уçă. Вăл йăлтах хатĕрлесе çитерсен Илемпие кĕтме пуçларĕ.

Сергейăн та кăмăлĕ аван. Мĕн тăвăн, юратса пăрахрĕ вăл Илемби Николаевнăна (ăна Сергей çапла чĕнет), ун сăнарĕ куç умĕнчен кая пĕлмест. Хăйĕн туйăмне палăртмасть çеç хальлĕхе. Хĕрпе юлташла, шăкăл-шăкăл калаçать. Çав тери туслашса кайрĕç вĕсем çак 3-4 кун хушшинче. Пиччĕшĕпе йăмăкĕ пек. Вера аппа вара ăшĕнче ĕмĕтленкелесе те илет:

— Эх, Илемпи ман кинĕм пулинччĕ, тăван хĕре юратнă пек юратăттăм, Тур хуштăрах çапла пулма.

— Тинех, Илемпи килет, — терĕ Сергей хĕре хирĕç кĕл чечек çыххи йăтса тухса. — Ку Сире, Николаевна юлташ.

Малалла

Пĕчĕк чиперкке


Мăнукăма — Лаш Таяпара пурăнакан Ксюшăна (Иванова Ксения Вадимовнăна)

 

Юратап сана,

Мăнукăм — Ксюша.

Кĕвĕ яр кăна —

Эс яран ташша.

 

Пĕчĕк чиперкке,

Иккĕ тултаран.

Кĕрен тĕлĕке —

Ман асра ялан.

 

Сăвă калама,

Мăнукăм, ăста.

Пырасчĕ курма —

Эс инçе, ялта.

 

Тен, аннӳ пекех,

Çырăн сăвăсем.

Сан Çăлтăр — çӳлтех

Çутатать, пĕлсем!

 

Эпĕ — мамай сан —

Алина Тайпи.

Малашлăхăм ман —

Ксения Тайпи.

 

2011,01,10

 

Турхан Энтрине


Ах, пырса калаçаймарăм,

Пирĕнтен уйрăличчен.

Тăпруна кăна пуç тайрăм

Васкаса пырса çитсен.

Чăрсăр яшлăхун хыпарĕ

Илтĕнмест пачах унта:

Черӳнте камсен кăварĕ

Çулăм чĕртрĕ Турханта?

Кĕçĕн Елчĕкĕн, Хусанăн,

Кам хавалĕ хаклăрах?

Чун пама тивмен-и санăн

«Шурăмпуç» журналăра?

Ивановпала эс тантăш,

Харсăр пултăн эсĕ те.

Кĕçтука курман пулсан та,

Тытрăн пысăк ĕмĕте.

«Чăваша театр кирлĕ», —

Терĕн те пĕр камитне

Мольертан куçартăн вирлĕ,

Кăтартма спектакльне.

Авалхи пăлхар мухтавĕ,

Тыткăнланăччĕ сана.

Эс роман çырма пĕр авăк,

Хатĕрлентĕн чунтанах.

«Паттăр пул, чăваш таврашĕ,

Шав хунатăр ăрăву.

Пирĕнте — пăлхар малашĕ!» —

Çакăн пекчĕ йыхраву.

Чăвашла малтан сăнларăн

Хамăр халăх кун-çулне.

Атăл паттăра сумларăн

Йышăнса ун ĕç-хĕлне.

Хăвăртрах тăван поэзин

Хăватне чĕртес тесе,

Çивĕч мел шырарăн эсĕ,

Кĕвĕлерĕн çĕнетсе.

Чăн чăваш сăнарĕ пултăн,

«Аптраман таврашĕнче».

Малалла

«Пĕри сана тăван тăвасшăн...»


Пĕри сана тăван тăвасшăн,

Тепри тиркесшĕн кĕвĕçсе.

Темле сăмах та аршăн-аршăн

Пĕр хушă çаврăнчĕ вĕçсе.

 

Калаçрĕ тем те кӳршĕ-аршă,

Ай, терĕ, çӳçĕ! Куç харши!

Эс ан çиллен-ха кирлĕ маршăн,

Йăли çапла кӳрши-аршин.

 

Умна телей килсе çитсессĕн,

Тăратĕç шилĕк варрине,

Вара парнелĕх тутăр эсĕ

Витсе хур ют çăвар çине.

«Аслăччĕ, хаваслăччĕ...»


Аслăччĕ, хаваслăччĕ

Эпир утнă çул —

Мĕншĕнех-ши касăлчĕ,

Вĕчерхенчĕ чун?

 

Ватă çын иртетчĕ-и —

Тайрĕ пуç сана,

Тен, хăта, тен, евчĕ-и —

Ху пĕлсен кăна!

 

Йĕкĕт çын кулайрĕ йăл

Хирĕç тĕл пулсан.

— Тăван ял хавасĕ вăл, —

Терĕн вăтанса.

 

Мĕн калайăп ĕнтĕ эп,

Вĕçсĕр çулçӳрен?

— Ан вăтан телейӳнтен,

Вăтанма пӳрмен.

 

Савнисем хавас пулсан,

Куллисем таса...

Пил хурса та ыр сунса,

Юлтăм эп тăрса.

 

Çул юппи çул савăлĕ

Уйăрчĕ икке.

Кам-ши халĕ савăнĕ

Саншăн, сар пике?

 

Те чăнах, те тĕлĕкчĕ,

Туйăнчĕ-ши, тен —

Урпа хирĕ тĕлĕнчĕ

Ман пĕчченлĕхрен.

 

Çил çинче силлерĕ те

Вăрăм хылчăкне,

Çула май, пилленĕ пек,

Авăнчĕ темччен.

 

...Ах, ытла та аслăччĕ

Эпир утнă çул.

Пурпĕр икке касăлчĕ —

Чипер кай, сыв пул!

■ Страницăсем: 1... 341 342 343 344 345 346 347 348 349 ... 796

Шухăшсем