Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

СинкерЫлтăн вăчăраЙышăнман сăмахсемАсамат кӗперӗ сӳничченЙытă тĕлĕкĕЙĕрсем çухалмаççĕПурăнас килет

Ярмăрккăра


Анне Трак ярмăрккинче сутма сăра турĕ.

— Шăрăхра каякан, — терĕ вăл, нӳхрепри сивĕ сăрана тăватă витре кĕрекен пичкене ярса.

Эпĕ ун çумĕнче вĕтеленсе çӳрерĕм. Ача-пăчана мĕн! Килтен хăвăртрах тапранса тухса, çул çинче тилхепе тытса пырас килчĕ манăн. Пахчаран пĕр валем симĕс курăк çулса кĕрсе урапа тĕпне сартăмăр. Ун çине сăра пички вырнаçтарса лартрăмăр.

Тилхепене хытă та туртмарăм, анне çӳрекен улма чăпар лаша килкарти хапхинчен кăмăллăн уйрăлчĕ. Яка çул çинче урапа тăкăртатса кăна пырать.

Шетмĕ çумĕнчи ланкашкара хĕвĕшекен ярмăрккă сăртран ал тупанĕ çинчи пек курăнать. Шăна кăмпи тĕслĕ икĕ кăруççел ярмăрккă варринче ăмăртса çаврăнать.

Ярмăрккăна чылайăшĕ лашапа килнĕ. Эпир те урхалăхпа чĕлпĕре пушатса, лашана симĕс курăк патăмăр.

Анне умне шурă саппун çакрĕ, сăра пички çумне чечеклĕ ал шăлли сарса, ун çине пушă стакансем кăларса лартрĕ.

Кĕçех икĕ арçын, пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă, пĕчĕк пичкен сăри лайăх пулаканччĕ тесе, аннерен икшер стакан сăра илсе ĕçрĕç.

— Вăт сăра! — мухтарĕç вĕсем анне сăрине.

Тепĕртакран сăран картус тăхăннă тачка арçын аллисемпе хăлаçланса анне патне пычĕ.

Малалла

Кам-ши вăл?


Пĕчĕкскер те ачашскер,

Питĕ хăй йăпăлтискер,

Кам-ши юратать хăйне

Пĕр майлă шав шăлнине?

Туссем, ĕнтĕ пĕлтĕр-и?

Тĕрĕс: вăл — кушак çури.

 

Мăйăхĕсем ун хитре,

Сĕт юратать вăл сĕре,

Çăмха кустарма хастар,

Йытăпа-мĕн туслă мар.

Туссем, ĕнтĕ пĕлтĕр-и?

Тĕрĕс: вăл — кушак çури.

Çырни çырлан курăнать


Турă çырниех пулсан —

Çырни çырлан курăнать.

Çырни çырлан,

Чăн, çырлан,

Çырни çырлан курăнать.

 

Мăшăрлансан, пурăнсан,

Йӳçĕ çырлан туйăнать.

Йӳçĕ çырлан,

Йӳç çырлан,

Йӳçĕ çырлан туйăнать.

 

Çырни çырлан, чăн, çырлан,

Çырни çырлан курăнать.

Пурăнсан-мĕн — йӳç çырлан,

Йӳçĕ çырлан туйăнать.

Çуралман ача сасси


1. Пĕрремĕш эрне

Пĕлмест пĕр çын та чун хушăннине,

Çак тĕнчене «çĕн кайăк» килнине.

Анчах та эпĕ пур.

Пурнатăп, ав, эрне.

Хам сăмаха калатăп тĕнчене.

 

Пĕлмест анне те эпĕ пуррине,

Пĕлмест атте те эпĕ килнине.

Анчах та эпĕ пур.

Илтетĕн-и, тĕнче?

Ман евĕр çын пулман-ха халиччен.

 

Çут уйăх курчĕ:

«Кĕмĕл кайăк пуль».

Хĕвел йăл кулчĕ:

«Ылтăн кайăк пуль».

Анне çаплах сисмест эп килнине,

Пĕлмест атте те эпĕ пуррине.

 

Е «ылтăн-и», е «кĕмĕл-и» — ăнланăр:

Эп çын. Çынах.

Çынран юласшăн мар.

Телей курмашкăн тивĕç те пур манăн —

Этем прависĕр кайăк пулас мар.

 

Тавах: тухаççĕ уйăхпа хĕвел.

Вĕсем пулсассăн, çитĕ-ха мехел.

Тĕнче те пĕлĕ эпĕ пуррине,

Хисеплесе пуç тайĕ ман енне.

 

2. Виççĕмĕш эрне

Кама мĕн ĕç эп вĕтĕркке пулни.

Малалла

Тавах ыратушăн


Çĕклентерме сăмах янравлăхне

Çул тытрăм эпĕ Аслати уйне.

Çӳлти хăват енне пуçа таятăп,

Ян сассăма асамлама ыйтатăп.

Пуçланчĕ тăвăл, чунăма шик пусрĕ —

Аслатирен асап-терт куртăм уссăр.

Хаяр вут ашшĕ пилсĕр мар çапах:

Чуна кисрентерсе хушать сăмах:

— Кам чăнлăха хăй хӳттине илет,

Çав тăвăлпа тупăшăва кĕрет.

 

Аслатирен кĕтмерĕм ыррине —

Юрларăм тупăшсах чун юррине.

 

Сăмах вăйне кĕтрет çути кĕртме

Пăхăнтарасшăн пултăм çиçĕме.

Çак ĕмĕтпе тăсайрăм калеме,

Ун пĕчĕк хĕлхемне тирсе илме...

Ах, шелсĕр çиçĕм пархатар кӳмерĕ —

Çунтарчĕ ӳт-пĕве вут-хĕм синкерĕ.

Вут амăшĕ хута кĕрет çапах,

Хĕлхем куçне уçса хушать сăмах:

— Кам çиçĕмпе тавлашăва кĕрет,

Сăмахĕ çавăн çиçĕм çиçтерет.

 

Вут-çиçĕмрен кĕтмерĕм ыррине —

Калем тĕрлерĕ кăмăл йĕррине.

 

Саланчĕ Тĕрĕслĕх пур еннелле,

Янрарĕ шăплăхри аслатилле.

Кури-курми куçа яри уçнишĕн

Ыратăва парне пек йышăнатăп.

Тĕрĕслĕхе сăнар кĕртме пӳрнишĕн

Малалла

Хурапа шурă


1

Пĕрремĕш тĕнче вăрçин виççĕмĕш çулĕнче эпĕ фронтра йывăр суранлантăм. Госпитальте сулахай урана чĕркуççирен аяларах татса сыватнă хыççăн мана киле ямалла турĕç. Çав вăхăтра энĕ çирĕм икĕ çулхи çамрăк кăначчĕ-ха, çавăнпа малтан ытла кулянма та пĕлмерĕм. Килте атте-анне пур, йăмăк тата икĕ инке пур,— пăрахмĕç-ха, пăхкалĕç, тесе шухăшларăм: пиччесем ку вăхăтра çартаччĕ.

Тăван килте мана чăнах та хавассăн кĕтсе илчĕç, аван пăхрĕç. Аттепе анне ывăлĕ мĕнле сусăрланнине курсан малтан чăн та хытă кулянчĕç, пăшăрханчĕç. Каярахпа вара лăпланнă пек пулса хуйхăрнине питех палăртмарĕç.

Килте те эпĕ салхуланмах пĕлмерĕм-ха. Пурăна киле акă ура валли протез туса парĕç те чиперех çӳреме пуçлăп тесе шухăшларăм. Пăшăрханмалли те пĕр сăлтав çеç пулчĕ. Ку сăлтав — салтака кайиччен хампа туслă пурăннă хĕр, Анюк, хăй сăмахне тытманни пулчĕ. Вăл эп йывăр суранланнă тенине илтсенех урăх çынпа — вăрçăран пĕр шĕвĕр пӳрнине кăна татса таврăннă йĕкĕтпе — туслашнă та васкасах качча тухнă. Анюк пăрахни мана хытах кӳрентерчĕ. Анчах халь ĕнтĕ ăна энĕ хам та часрах манма тăрăшрăм. Тата хам инвалид пулни те мана хĕрсем çинчен сахалрах шухăшлама хушрĕ.

Малалла

Йăмăк


Манăн Надя йăмăк пур,

Унăн Вера аки пур.

Вĕсем пĕрле çӳреççĕ,

Выляççĕ те ĕçлеççĕ.

Юрăсем нумай юрлаççĕ,

Аннене савăнтараççĕ.

«Пиллĕксем» илсе килеççĕ,

Конкурссенче çĕнтереççĕ.

Шăллăм


Манăн пĕчĕк шăллăм пур,

Унăн пĕчĕк шăлĕ пур.

Шăлĕ кунсерен ӳсет.

Шăллăм калаçма пĕлет.

Эх, сирень, сирень


Эх, сирень, сирень,

Палламан пике

Татать сиренне,

Пăхмасть ман çине.

 

Эх, сирень, сирень,

Пахчара сирень.

Мĕншĕн эс мана

Çумăнтан сирен.

 

«Эх, сирень, сирень», —

Тетĕп эп анчах.

Хăю çитменрен

Урăх çук сăмах.

 

Эх, сирень, сирень,

Пахчара сирень.

Мĕншĕн эс мана

Çумăнтан сирен.

 

Эх, сирень, сирень,

Пĕлтĕм туссенчен:

Палламан пикен —

Мăшăр пур иккен.

 

Эх, сирень, сирень,

Пахчара сирень.

Мĕншĕн эс мана

Çумăнтан сирен.

Юрату — ырату


Юрату — ырату,

Пур-и вăл юрату?

Миçере вăл килет,

Вăл йĕртет е сиплет?

 

Эс çамрăк е ватă,

Эс выçă е тутă —

Юрату сан пата

Килет вăл хăçан та.

 

Камшăн-тăр юрату,

Камшăн-тăр ырату,

Кама-тăр вăл сиплет,

Кама-тăр вăл йĕртет.

 

Юрату-ырату,

Пур-и вăл юрату?

Юратусăр тĕнче

Пур-и вăл çĕр çинче?

■ Страницăсем: 1... 338 339 340 341 342 343 344 345 346 ... 796

Шухăшсем