Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ÇăлтăрчăксемПепке çуралсан...ПограничниксемПахчапа мунча хуҫиКăра çилсем. Виççĕмĕш кĕнекеСăвăсемпе поэмăсемÇич çунатлă курак

Пĕр вырăнта тапăртатни


Ярук пичче кашни хĕлех колхоза кĕресси çинчен шухăшласа хурать.

— Хăямата кун пек пурнăçа! Кăçал колхоза кĕретĕпех! — тет, сĕтел хушшинче ача кĕписем сапласа ларакан арăмĕ çинелле пăхса.

— Эпĕ хирĕçместĕп. Анчах ĕненесех килмест-çке-ха эсĕ колхоза кĕрес тенине, — тет Краçук, вунçичĕ çул мăшăрлă пурăнса, упăшкин ăсĕ-йăлисене тĕппипех вĕренсе çитнĕскер.

Çапла пуçланса кайнă калаçăва арăмĕ саплăксем çĕлесе пĕтеричченех тăсать вара пирĕн Ярук. Унтан çил кĕрекен кĕрĕкне тăхăнать те, чĕлĕмне чĕртсе ярса, ял тăрăх çынсем мĕн калаçнине итлеме тухса каять.

Туртăмĕ унăн колхозниксем патнеллех туртать.

Ярука хирĕç колхоз ферминчен икĕ хĕрарăм ĕнесем суса тухаççĕ. Ярук, сухалне уç тупанĕ варрипе шăлса, хăрах куçне хĕссе илет те сăмах хушать çав хĕрарăмсене:

— Ку сĕтне мĕнле валеçетĕр-ха, черет тăрса валеçес тетĕр-и-ха?

— Санăн ĕнӳне черет тăрса сусан та, сĕчĕ çур çулхи ачана пурăнмалăх тухас çук, — тет Ярука хĕрăрăмсенчен пĕри, вăрăмрах кĕлеткеллĕ колхозница, сăмаха çăтăр-патăр татса калама юратаканскер.

Ярукăн колхозниксем çуртри вăрлăхне тасатнине курма каяс кăмăл пулчĕ. Триер патĕнче кускалакан колхозниксем патне пырса тăчĕ.

Малалла

Килсем, килсем, пĕчĕкçĕ пепкем


Пĕчĕк пепкем, савса

Кĕтетĕп эп сана.

Кун çутине курса

Эс парăн сассуна.

 

Эс килсем, килсем,

Килсем çут тĕнчене.

Вăхăтлă килсем,

Ман пĕчĕкçĕ пепкем.

 

Пĕчĕк кӳлепӳпе,

Тяппусемпе тапса,

Вылятăн аннӳпе

Варта эс хускалса.

 

Эс килсем, килсем,

Килсем çут тĕнчене.

Вăхăтлă килсем,

Ман пĕчĕкçĕ пепкем.

 

Эп кулсан — эс йăл кул,

Йĕрсен çеç — ан хурлан.

Тĕреклĕ, сывă пул,

Пепкем, час аталан.

 

Эс килсем, килсем,

Килсем çут тĕнчене.

Вăхăтлă килсем,

Ман пĕчĕкçĕ пепкем.

 

Пулăн-и эс ывăл

Е хĕрпĕрчи-и, тен.

Саншăн хавас кăмăл,

Манра-çке ӳтленен.

 

Эс килсем, килсем,

Килсем çут тĕнчене.

Вăхăтлă килсем,

Ман пĕчĕкçĕ пепкем.

Алтăр çăлтăрăм


Алтăр çăлтăрăм — çич çăлтăр,

Тинкеретĕп пĕр сана.

Каччăсем ялта нумай-тăр,

Юрататăп пĕр ăна.

 

Алтăр çăлтăрăм, йăлкăшса

Лăпкă каç сĕмлĕхĕнче,

Парсам каç шерпетне ăсса,

Вĕçем çут ĕмĕтсенче.

 

Алтăр çăлтăрăм — çич çăлтăр,

Телей кӳрĕн-ши мана?

Юратăвăм, тен, ăрăссăр,

Пĕлтерсемччĕ эс çавна.

Тăван кил


Тăван кил еннелле эп васкатăп,

Йыхăрать вăл мана иртенпе.

Чунăмпа ун патне туртăнатăп,

Пурăнсамччĕ, тăван, ерипе.

 

Эп туяп, эс кĕтен савнă енĕм:

Тĕлĕкре те чĕнен виç хĕрне.

Ывăнан пуль пĕччен, тăван килĕм,

Ир те каç шав пăхса çул хĕрне.

 

Çуллахи сар хĕвел эсĕ маншăн,

Юрататăп сана эп чунтан.

Тунсăхлатăп куллен хам та саншăн,

Пурнăç çулĕ пуçланнă кунтан.

 

Асăмра-çке ялан манăн килĕм,

Яланах вăл чĕре варринче.

Эс хушатăн вăй–хал, хаклă килĕм,

Çывăххи çук санран çĕр çинче.

 

Ан кулян ачусемшĕн хĕвелĕм,

Пурнăç ырă та лайăх вĕсен.

Пул тĕреклĕ, юлсам эс ăшпиллĕн,

Яланах кăмăлтан эс кĕтсем.

Çаран


Эх, илемлĕ те çаран,

Мĕн чул ырлăх эс паран.

Ырă шăршă шав саран,

Вăрмантан яла таран.

 

Ешереççĕ чечексем,

Хĕрлисем те саррисем.

Юнашарах — çырлисем,

Ытарма çук тутлисем.

 

Асăмра чечен çаран,

Самай утнă çырларан.

Нумай чупнă эп çарран

Каппартан та Хырларан.

 

Савăнать-çке ял çынни,

Сан уттуна пуçтарса.

Тутă пулĕ ун ĕни,

Сĕтне парĕ тултарса.

 

Куç виçейми çаранĕ...

Янăрать кайăк юрри.

Сан пекки мĕскер пур-ши,

Пуянни те чи ырри?

Алăсăр Нина


Сарă тĕс çапнă вăрман çумĕнчи уйра ура пуçĕ витĕнмелĕх ӳснĕ симĕс курăк çинче ĕне касăвĕ пăхатпăр. Ăшă. Çил çукпа пĕрех. Леререхре кӳршĕ ял ĕнисем çӳреççĕ. Вĕсене те пирешкелех касуçăсем пăхаççĕ. Куртăм-ха, вăрман хĕррипе хĕр-и, хĕрарăм-и уткаласа çӳретчĕ. Унччен те пулмарĕ, вăрмана янраттарса юрлани илтĕнсе кайрĕ:

 

Туйрăм чунăм çуннине

Вунçичче çитсен...

 

Чун чăтмарĕ. Ку илемлĕ сасă камăн пулма пултарнине çывăхранах курас килчĕ манăн. Йывăçсем хушшипе йăпшăнса, çулçине çурри таран тăкнă çӳллĕ шĕшкĕ тĕмĕ хыçне пырса пĕшкĕнтĕм. Çирĕм çулсенчи вăтам пӳ-силлĕ хĕре куртăм. Вăл çинçе хурăн çумне тайăнса тăнă. Пуçĕнче пысăк кĕрен чечеклĕ çĕрçĕн тутăр. Чĕкеç çуначĕ пек çӳхе хура куç харшисем айĕнчи çĕмĕрт куçĕсем тунсăхлăн таçта инçете тинкернĕ. Хĕр юрлама чарăнчĕ. Те хăйне ăшă пулнăран вăл фуфайка тӳмисене вĕçертрĕ, тутăрне салтса хулпуççи çине уртса ячĕ. Эпĕ унăн хăрах алли çуккине асăрхарăм.

— Нина! Ĕнесем вăрмана кĕрсе кайрĕç! — илтĕнчĕ хĕрарăм сасси.

— Эп часах! — терĕ те Нина, ман çумранах чупнă пек иртсе кайрĕ...

Малалла

Сăвă хыççăн сăвă çырăп


Суккăр е чăлах-и пулăп —

Сăвă хыççăн сăвă çырăп.

Вăл тивлет виличчен сӳнмĕ,

Çырас кăмăлăм иксĕлмĕ.

 

Йĕрсе куççульне те тăкăп,

Чир-чĕрпе-и шурса кайăп,

Суран ыратма чарăнмĕ —

Çырас кăмăлăм иксĕлмĕ.

 

Çиеймесĕр выçă пулăп,

Шывсăр та-и типсе ларăп,

Сывлама та сывлăш çитмĕ —

Çырас кăмăлăм иксĕлмĕ.

Хĕл


Шап-шура юр — тĕнче хуçи парни —

Çӳлтен ӳкет шап-шурă çăлтăр пек.

Çак çĕр çине шап-шур пӳйя сарни

Туйăнать мана, чăнах, асамлăх пек.

 

Шап-шурă юр çине пусап хуллен,

Ӳкерчĕк пек — кашни ура пусни.

Савнап шур юр çунишĕн чĕререн,

ПуЛатех пуль шур юр çунин усси.

 

Тен, çак çулхине тыр-пул пуян пулса

Телейлĕ тăвĕ савнă халăха.

Шур юр çăвать.

Утатăп йăл кулса,

Шанас килет, туссем, пуласлăха.

«Пĕрре хама хам та суям-ха...»


Пĕрре хама хам та суям-ха,

Кулам-ха кулас килмен чух,

Савнас килмесен те савнам-ха,

Паян кăмăла вăл ман чух.

 

Хавассăр кунра та хаваслăн

Юрлап юратман юррăмах.

Хăш чух кăшт сывлатăп эп ассăн

Юри, ĕненес пек ыррах.

 

Шанмасăр та эп шанап тейĕп

(Вĕреннĕ ăна эп санран).

Пăрланнă чунпах «ирĕлетĕп»

Юри, улшăнмасăр сăнран.

 

Атя-ха, çурта хăть çутар-и

Хаваслă куна ăсатса.

Савас килмесен те савар-и

Пĕрне пĕри вăрттăн суйса.

«Иртсе кайнă кунсем хăйне майлă...»


Иртсе кайнă кунсем хăйне майлă,

Ярăм-ярăм хури те шурри.

Пур йӳççи, пур пылакĕ — хăймаллă,

Ăнланман самантсем те çурри.

 

Каçсерен шупка уйăх тухсассăн,

Чӳрече каррине витерсе

Тем калассăн мана, тем сăнанăн

Кăмăла хускатать çав тирсе.

 

Пулнине пулнисемшĕн ятлать-ши,

Çуккине çуккисемшĕн хăртать,

Хурине хурисемшĕн ярать-ши,

Сăвапне сăвапсемшĕн парать.

■ Страницăсем: 1... 336 337 338 339 340 341 342 343 344 ... 796

Шухăшсем