Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Пахчапа мунча хуҫиПĕчĕк патшалăхÇут пайăркаĔмĕтсем, ĕмĕтсем...АсаттесемСӳнми хĕлхемЙăмраллă ял

Пăрçа яшки


Ун чухне çиччĕсенче пулнă пуль çав эпĕ. Хамăра виçсе панă ана çинче анне, аппа тата эпĕ ыраш выратпăр. Ман урара пушăт çăпатапа шурă пир тăла. Пĕветнĕ вар пуççи пирĕнчен çĕленĕ йĕм чĕркуççи тĕлĕнче пĕрмеллĕ. Анне туса панă кĕлте çыххи çине пĕр вĕçĕм ыраш вырса хуратăп. Кĕпене паçăрах тар витнĕ. Анне хĕвел çине пăхса илчĕ те:

— Микуç, яшка илме кай. Эпир те кăнтăрла тăвар, — терĕ.

Вырма вăхăтĕнче ĕçлекĕнсене кăнтăрла ятарласа яшка пĕçерсе çитеретчĕç. Пире виççĕншĕн виçĕ хуран çăпали яшка ярса паратчĕç.

Анне пасарта туяннă хупăлчаллă шур çăка чĕресе илтĕм те хыпаланса яла яшка илме кайрăм.

Каялла килнĕ чухне уй хапхи патĕнче хурсен ушкăнне тĕл пултăм. Хур аçи чупса пырса пĕçĕрен так! тутарчĕ. Эпĕ кукленсе антăм. Чĕрес алран вĕçерĕнсе ӳкрĕ. Пăрçа яшки курăк çине юхса тухрĕ. Йĕрсе ятăм.

— Микуç-çке. Ма йĕретĕн? — илтĕнчĕ çывăхра арçын сасси.

Пуçа ялт çĕклерĕм. Ман умра уй-хир бригадин бригадирĕ Павăл пичче тăра парать. Ăна хур пĕçĕрен так тутарнипе пăрçа яшкине тăкса яни çинчен каласа патăм.

Павăл пичче сăран сумкинчен хут татки кăларчĕ. Ун çине кăранташпа темскер çырчĕ те ăна мана тыттарчĕ.

Малалла

«Каçхине...»


Каçхине. Эп килте пĕр-пĕччен,

Куçăма тек хупаймăп ирччен.

Шухăшсем, шухăшсем пуçăмра.

 

Пĕр эс çеç, пĕр эс çеç чунăмра.

Хăтăлаймăп сенкер куçсенчен.

Эп кун пек юратман халиччен.

Мĕн тери тунсăхлатăп, савни,

Ман телейĕм — санпа çеç пулни.

 

Сан сăну яланах умăмра.

Тусăм, эс аякра-аякра...

Çурăлать-çке чĕрем çурмалла,

Ах, епле-ши, епле чăтмалла?

«Куртăм эпĕ паян тĕлĕкре...»


Аннене, Вера Афанасьевна Порфирьевăна халаллатăп

 

Куртăм эпĕ паян тĕлĕкре

Хамăр кил умĕнче аннене.

Куç илми тинкерет çул çине,

Чунтанах вăл кĕтет-çке пире.

 

Чӳрече умĕнче — йывăçсем,

Чăштăртатрĕç çилпе çулçисем.

Ман аннемĕн йăваш куçĕсем

Куççульленчĕç. Вĕсем — кӳлĕсем...

 

Пĕчченех кив çуртра пурăнать,

Тĕп киле миçе çул вăл тытать.

Мĕншĕн-ши ман анне ватăлать,

Мĕншĕн çӳçĕ шап-шур шуралать?..

 

Вĕçсе тухнă кунтан ачисем,

Халь кашнин хăйне евĕр шăпа.

Анне панă ваш-ваш çунатпа

Пит çӳле хăпараймĕç вĕсем.

 

Манаймастăп тăван аннене,

Вăл куллен кулянса кĕтнине.

Пуçăма çĕре çити тайсах

Эп калатăп: «Аннеçĕм, тавах...»

«Сĕве урлă каçма пур кĕперĕ...»


Сĕве урлă каçма пур кĕперĕ,

Хăмисем яп-яка, юманран.

Кӳршĕ ялăн нар пек чипер хĕрĕ,

Илсе кайрĕ сана ман çумран.

 

Хумсемпе çăвăнать пĕр çыранĕ,

Тăвăлпа капланать леш енчи.

Нăйкăшать ăшăмра чун суранĕ,

Манаймасть мана кӳршĕ каччи.

 

Иртсе кайĕ часах кăра çилĕ,

Шыв лăпланĕ таса Сĕвере.

Савнă тусăм кĕпер урлă килĕ,

Манпалан пулĕ вăл ĕмĕре.

Киле таврăнсан


Эй, Кушлавăш, ешĕл уй, —

Çут ачалăхăм сăпки!

Пĕл, ăнланччĕ мана, туй:

Эс ман пурнăç кăвапи.

Туй — эп хушăн çуннине,

Пĕл — сана манмассине.

Йышăн мана ытамна —

Вăрçă хуçнă ывăлна!

Йышăн... Сывлăх пирчиччен

Пар канма чĕрçӳ çинче...

Ик-виç çул эп аякра

Саншăн тĕмсĕлтĕм ăшра:

Малтан — вăрçă хирĕнче,

Тыткăнра, ют çĕрсенче,

Унтан — хамăр çĕр-шывра,

Тĕрлĕ шавлă хулара.

Эс таçта та яланах

Аса килтĕн час-часах...

 

Эй, Кушлавăшăм, нихçан

Тĕрĕс ачуна ан ман!

Ирĕк пар,— атте-аннем

Йăва хывнă кĕтесре,

Вĕсен ашшĕ-амăшсем

Ĕмĕр пурăннă çĕртре

Киленме — вăрмансенче,

Çак вут-çиллĕ кунсенче.

Таврари сĕм вăрману,

Уй çинчи шенкер сăну —

Илĕртетчĕç ют çĕртен,

Сăрт-ту урлă, инçетрен...

Сан чĕрçӳ çинчи мăн ял —

Сăртламри Упакасси

Мана панăччĕ ăс-хал,

Пачĕ — сăвăçă сасси.

Уншăн — тав сана, рехмет!

Халь çав сас санпа пуплет...

Малалла

Кушлавăш уйĕ


I. Унăн историйĕ

Кушлавăш текен вун икĕ ял уйĕ

Хура вăрманпа хупланса выртать;

Çулла е хĕлле — такам та туйĕ —

Вăрманлăх кунта хӳтлĕхне тытать.

Хаваслă кĕтес! Сывлать вăл кал-кал...

Илемлĕ, аслă çакăнти вăрман.

Пĕр-икĕ çĕр ĕмĕр пирĕнтен авал

Вĕçĕ-хĕрри ун ниçта курăнман... —

 

çакăн пек сăмахсемпе пуçласа янăччĕ эпĕ хамăн хĕрĕх çул каялла çырнă «Хĕн-хур айĕнче» поэмăн малтанхи сыпăкне. Кушлавăш уйĕн сăн-сăпачĕ ун чух чăнах та çаплах пулнă. Пĕр 40 — 45 çул ĕлĕкрех çеç-ха вăл çак тăсăк виç кĕтес евĕр курăннă уй йĕри-тавралла пекех ватă вăрманпа хупланса выртатчĕ. Юлашки вăтăр çул хушшинче таврари сĕм вăрмана касса пĕтернĕ пирки ку унăн сăн-сăпачĕ питĕ нумай улшăнчĕ ĕнтĕ. Унта та кунта курăнакан катасем (ращасем) пĕтрĕç, çырмалăхри çатракасем çаралчĕç. Аслă уй сарăлса кайнипе ун виç кĕтес евĕрлĕ форми те çухалчĕ. Халĕ ĕнтĕ ăна уй теме те çук, тункаталлă хунав вăрманпа чикĕленсе тăракан хир тесен те юрать. Вăрмансене касса çаратнă пирки йăлтăркка шывлă çырмасем типсе ларчĕç, ĕлĕк çыран туллин юхса выртнă шывсем те хухрĕç. Таврари вăрмана каснине хамăр курман пулсан паян ăна ниепле те «Кушлавăш уйĕ» тесе калас çук.

Малалла

Мăнкун уявĕ


Чан сасси илтĕнет ир-ирех.

Мăн уяв килсе çитрĕ каллех!

Вĕр çĕн шурă кĕпе тăхăнса,

Тухрăм эп урама савăнса.

 

Сар хĕвелĕ çӳлти тӳпере

Вылятать, сапалать çутине.

Мĕн чул халăх паян чиркӳре

Пуççапать Чĕрелӳ хăватне.

 

Пур çĕрте те эс — кĕтнĕ хăна,

Йыхăраççĕ ялти пур çурта.

Сĕтел çийĕ паян пит расна:

Хĕрлĕ, шурă, кăвак çăмарта.

 

Чăкăт, кукăль, сĕт-çу — ыр апат;

Чăвашсем ĕмĕрех тарават.

Савăнар, тусăмсем, уявра,

Чи сăваплă, таса Мăнкунра!

Ытарайми куçсем


Тăп-тăрă шыв — кӳлĕ çийĕ.

Чăп тулли киленĕçпе ачашланать.

Тӳпери шур пĕлĕт

Шыва кĕресшĕн ĕнтĕ —

Кур, епле капăрланать!..

Хумханать çыр хĕрринчи хăва,

Сĕртĕннĕччĕ çӳçĕсемпе шыва.

Салтăнăттăм та сикĕттĕм

Эпĕ те ачашшăн та ăшшăн

Пăхакан кӳлле,

Анчах сикичченех куратăп

Хам епле ишнине —

Ишме пачах пĕлместĕп,

Путатăп авăр тĕпне.

 

Путарассу пур,

Мĕн-ма илĕртетĕн мана?

«Пурçăн çилхеллĕ урхамах...»


Пурçăн çилхеллĕ урхамах

Пуç ухса кукалет урипе,

Эп санран хăтăлассăм та çук,

Пĕрмаях эс килен тĕлĕке.

Çил-тăманлă вĕçсĕр-хĕрсĕр çулсем

Йыхăраççĕ инçете-инçе...

Халиччен курман юмахри пек çĕрсем —

Çакă пурте йăлтах сан парнӳ.

Акă алă сулса ăсатрĕ ĕшне —

Сан сăну пытанса асра юлчĕ унта.

Шăнкăр-шăнкăр шывпа шăнкăртатрĕ Кĕтне-

Эп сана нихăçан та пăрахмăп кĕтме.

Çумăр


Çурĕ çумăр çĕрĕпе,

Таврара халь йĕп-йĕпе.

Типеймен те сан кĕпе,

Ан чупсам, кӳршĕ хĕрпе.

 

Шĕпĕртетрĕ савăнса,

Урама шăлса, çуса

Халь кунта ак тап-таса

Юрататăп хам касса.

 

Çумăрăн та пур усси,

Шеп çитĕнет тыр пусси.

Таса сывлăш-чун уççи,

Унран лайăх мĕн пур-ши?

 

Çусам çумăр, малалла,

Пахчана шăвармалла.

Пысăк тухăç пухмалла,

Сан пире пулăшмалла.

 

2010, 07, 27

■ Страницăсем: 1... 332 333 334 335 336 337 338 339 340 ... 796

Шухăшсем