Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Йĕрсем çухалмаççĕÇич çунатлă куракТăм ӳкнĕ ирКушкă ачиЫлтăн вăчăраӖмӗр вӗренЙӳçĕ кулă

Мухтавлă Мулкач


Ака пĕтсен пĕр илемлĕ ирхине çула тухнă Мулкач мул хутаççи тупать. Тупать те ăна хулпуççи урлă уртса килнелле васкать. Çул кукрине çитсенех ун умне Кашкăрпа Упа сиксе тухаççĕ, пĕр сăмах каламасăрах хутаçне туртса илеççĕ. Мĕн тумалла Мулкачăн? Аптранă енне:

— Парăр хутаççа, — йăлăнса ыйтать Мулкач.

Лешсем памаççĕ.

— Парăр хутаççа, — тет Мулкач иккĕмĕш хут.

Лешсем памаççĕ.

— Парăр хутаççа! — кăшкăрсах ярать Мулкач ним тăвайман енне.

— Памасан вара... — лĕх-лĕх кулаççĕ лешсем.

— Унсăрăн каллех пĕркунхи пек пулса тухать акă!!!

Кашкăрпа Упа пĕр-пĕрин çине кăн-кан пăхса илеççĕ те мул хутаççине васкасах каялла тавăрса параççĕ.

Мулкач хутаççине хул урлă уртса хăйĕн çулĕпе малалла васкать.

Çавăнтах:

— Эй, Катăк тута, пĕркун мĕн пулнăччĕ вара?! — хыçалтан кăшкăрса ыйтаççĕ Кашкăрпа Упа Мулкачăн сăмахĕсене ăнланса илеймесĕр.

— Пĕркун çапла пулнăччĕ: тупăннă тупрана туртса илнĕччĕ те каялла паманччĕ...

Кашкăрпа Упа çăвар карса юлаççĕ. Мулкач киле май утать.

Çав кунран пуçласа Мулкач çинчен Мухтав юрри юрлама тытăнаççĕ.

Малалла

«Çук шухăш — туйăмсем пăрланнă...»


Çук шухăш — туйăмсем пăрланнă,

Çук шанчăк — сӳннĕ чĕрере,

Кунпа çĕре паян эп маннă,

Пуçра та асăмра — тĕтре.

 

Утаççĕ урасем пĕлмесĕр

Ăçта та мĕншĕн утнине.

Паян тĕнче те тĕксĕм, тĕссĕр,

Курмастăп унăн илемне.

 

Мĕскер çитмест? Мĕнре сăлтавĕ?

Мĕн-ма тăвăрланать-ши чун?

Пытармăп — юрату ултавĕ

Мăйран-çке çакрĕ йывăр чул.

 

Паян ман туйăма вĕлерчĕç,

Вăрларĕç пур пек шанчăка.

Мана халь чĕрĕллех пытарчĕç

Хĕвел кĕмен сив тупăка.

 

Ăна, ăна çеç эп шанаттăм,

Хураттăм Турă вырăнне!

Ăна чуна, ӳте эп патăм

Шанса таса юратăвне.

 

Вăйли çеç каçарать тееççĕ.

Каçарăр — эпĕ вăйлă мар.

Касса пăрахаймасть-çке çĕçĕ

Сан ултавна: вăл — шыçă мар.

«Юратнă-и эсĕ?..»


— Юратнă-и эсĕ? — ыйтатăн.

— Юратнă та çуннă, паллах.

— Телейлĕ-и эсĕ? — ыйтатăн.

— Ялан телейли — тăр ухмах.

 

Паян телейпе эпĕ çиçнĕ,

Ыран куçран юхнă куççуль.

Паян çунатланнă эп, вĕçнĕ,

Ыран çунатна хуçнă пул.

 

Анчах эпĕ юратнă! Ю-рат-нă!

Пурне те пӳрмен ку телей!

Çунса, кĕлленсе эпĕ курнă,

Эп курнă вилсе... чĕрĕллех.

«Миçе хут пире уйăрчĕ кĕр?..»


Миçе хут пире уйăрчĕ кĕр?

Миçе хут сансăр кĕтĕп хĕле?

Миçе хут хĕллехи вăрăм çĕр

Вăрттăн тăкăп эп йӳç куççуле?

 

Эсĕ мар, çил-тăман кантăкран

Шаккĕ тунсăх юрри юрласа.

Сăнӳкерчĕк çинчен çеç куçран

Пăхăн эс чĕрене çунтарса.

 

Эс илтетĕн-и, хатĕр халех

Чĕрĕллех эп вилсе пурăнма.

Çуркунне илсе килтĕр каллех

Каялла сана ман патăма.

 

Чĕрĕлсе тăрăп эпĕ хамах

Тин çеç шăтнă çурхи чечекле.

Çĕнĕрен çуралса пурăнма

Уйрăлу çитиччен вăй пилле.

«Симĕс куçлă чăрăшăм...»


Симĕс куçлă чăрăшăм,

Çĕнĕ çул хăни.

Ах, ытла та капăр-çке

Эс, юмах хуçи.

 

Сăрт-тусем, кĕрт çийĕн

Юр ашса утса,

Эс епле çĕтмерĕн

Маннă тăрăхра?

 

Маннă пулĕ алăк,

Маннă укăлча.

Такама такам та

Манĕ пурнăçра.

 

Ĕмĕр çамрăк чăрăш,

Ĕмĕрех ĕлккен.

Çĕнĕ çул асамĕ

Кивелми тĕнчен.

Мулаххай тăхăнмашкăн тунă пуç


Ан шавлăр-ха текенни те пулмарĕ, мĕншĕн тесен апла калама шавлакансем палăрмарĕç доклад пуçланнăранпа вĕçне çитичченех. Доклачĕ партин 17-мĕш сьезчĕн решенийĕсем çинчен. Докладне тăваканни çав ялсемех, Унтри Ваçли, парти ячейкин секретарĕ.

Пуху председателĕ, колхозник-коммунист Петĕр Йăванĕ пĕр 20 çула çитнĕ çамрăк йĕкĕт, пит-куçне халăхăн кайри речĕсем курăнмаллах малалла тăсса, чышкипе сĕтел çине йĕкĕршерĕн шаккаса, хыттăн каларĕ витĕмлĕ сасăпа:

— Ну, юлташсем! Доклада итлесе пĕтертĕмĕр. Малалла ыйтусем парасси çине куçатпăр. Камăн ыйтмаллисем пур? Ну!..

Йытă тирĕнчен тунă мулаххай тăхăннă шатраллă, ытлашши пĕчĕк те мар, пысăк та мар çын, ватă еннелле сулăннăскер, шĕвĕр те вăрăм сухалне умĕнче тăракан çын пуçĕ çине лартса:

— Иван Петрович! — терĕ, — манăн пĕр япала çинчен ыйтас шухăшăм пур.

— Ыйт! — терĕ председатель.

— Ăнлантарса пар-ха, Ваçлей Андрейчă! Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси çинчен сьездра чылай каланă терĕн. Ма-ха пирĕн выльăх-чĕрлĕх ĕрчемест.

Докладчйк выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçе хирĕç кулак хăйĕн агитацине яни çинчен, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçри, вăл ĕçе ертсе пыракан органĕсен çитменлĕхĕсем çинчен тĕплĕн ăнлантарса парать.

Малалла

«Шыв çинче шап-шур тĕтре тăратчĕ...»


Шыв çинче шап-шур тĕтре тăратчĕ,

Çутататчĕ уйăх таврана.

Çуллахи илемлĕ, лăпкă каçчĕ,

«Юрататăп», — терĕн эс мана.

 

Çут тĕнче пĕр саманта шăпланчĕ

Çаврăнма, тен, чарăнчĕ пуль çĕр,

Пĕр сăмах асамĕпе хăвачĕ

Чĕрере хăварчĕ тарăн йĕр.

 

Ĕмĕре пуль теттĕм пирĕн туйăм,

Иксĕлмиччĕ шанчăкăм чунра.

Çук-çук, çук, пӳрмерĕ пире, тусăм,

Пĕр çулпа утмашкăн пурнăçра.

 

Пĕччен мар халь эпĕ те, ав, эс те,

Чĕресем çеç тăлăх ĕмĕре.

Манăçми тĕтреллĕ каçсене те

Халь санпа куратпăр тĕлĕкре.

«Сар хĕвел! Ăмсанатăп сана...»


Сар хĕвел! Ăмсанатăп сана:

Савнине ăшшуна параятăн.

Савнине ăшшуна параятăн,

Шевлӳне ун çине яраятăн.

 

Çил ачи! Ăмсанатăп сана:

Савнине тутинчен чуп тăватăн.

Савнине тутинчен чуп тăватăн,

Ун çӳçне юратса ачашлатăн.

 

Юр пĕрчи! Ăмсанатăп сана:

Савнине сĕртĕнсе кăтăклатăн,

Савнине сĕртĕнсе кăтăклатăн,

Куç харшийĕ çине лараятăн.

 

Çăлтăрсем! Ăмсанатăп сире!

Савнине каçсерен кураятăр.

Савнине каçсерен кураятăр,

Тен, кампа ларнине те сăнатăр.

«Кун килсе çĕр каять...с»


Кун килсе çĕр каять —

Кашнинчех çĕнĕрен.

Çил вĕрсе çупăрлать çурăмран.

Иртсе кайнă кунпа

Кивелмен çут тĕнче.

 

Паянхи кун

Сывлăш пушшех çĕнĕлле.

Кивелмен ман чунра

Çут тĕнче кунĕсем —

Сан куçпа пăхнисем,

Сан ятпа килнисем.

Çăлăнăç


Килтех ӳссе çитĕнтĕм,

Этем шутне ир кĕтĕм.

Атте-анне нушине

Часах хыврăм чĕрене.

 

Салху шухăш хупласан,

Пуç ыратсан, ăш çунсан

Пурччĕ ман пĕр çăлăнăç —

Аслă уйри пурăнăç.

 

Тухатăп та утатăп,

Вăрмана та пыратăп;

Ирĕкри уç сывлăша

Çăтатăн çеç хам ăша.

 

Тăван уй-хире савса,

Çĕнĕ сăвăсем хурса

Йрĕклĕхре юрлатăп,

Каллех ыррăн туятăп.

 

1919, август.

■ Страницăсем: 1... 330 331 332 333 334 335 336 337 338 ... 796