Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ÇăлтăрчăксемХум пӑшӑлтатӑвӗПăва çулĕ çинчеХĕллехи каçсенчеЮрату йĕтесĕÇул хыççăн çулЙĕрсем

Тавăрса пăхсан


Çемен Филипчăн пуçĕ пĕрре, пичĕ — иккĕ. Тен, леш вĕреннĕ çынсен подзорнăй текен трубипе пăхсассăн икĕ пит мар, пилĕк-ултă пит те тупма пулĕ унăнне, тесе шухăшлатпăр эпир научнăй работниксен ларекĕнче паек илме тивĕçлĕ пулайман çынсем. Анчах кунта эпир хамăрăн геройăн — Çемен Филипчăн икĕ питне çеç сĕтел çине хурса, таса аллăмăрсемпе хыпаласа, таса сăмса шăтăкĕсемпе шăршласа пăхас тетпĕр.

Колхоз канцеляринчен Çемен Филипчăн пичĕ пĕр тĕслĕ, илемлĕн ялкăшать, килĕнче — тепĕр тĕслĕ.

Колхоз канцеляринче Çемен Филипчă хисеплĕ çынсен кашти çине улăхса ларать: коммунист мар пулсан та, коммунист пекех калаçать, счетовод анчах пулсан та, правлени членĕсем пекех активист хисепĕнче тăрать. Авă, пăхăр-ха, мĕнле вăл правлени заседанийĕнче вут-хĕм кăларса тăракан сăмахсем калать.

— Пирĕн умра социализмла общество тăвас задача тăрать. Вăл задача пурнăçа кĕртме пире Энтри арăмĕ пек çынсем кирлĕ мар. Кунсерен 12-шер чăпта çапать. Чăпти пит начар тухать — брак. Брак тăвакан кулака усă кӳрет...

Пултарать Филипчă калаçма, пултарать. Хачăпа каснă пекех касать.

Килĕнче каллĕ-маллĕ уткаласа çӳренĕ май пуçне пĕрре çӳлелле çĕклет, тепре антарать. Чашăк-тирĕкне пуçтаракан арăмĕ патне пырса çурăмĕнчен лăскаса илет:

Малалла

«Пурçăн чĕнтĕр...»


Пурçăн чĕнтĕр

Карса хучĕç кантăка.

Пытанасшăн пулчĕç-и?

Сыхланасшăн пулчĕç-и?

Е шухă çил çаврăнса килсе,

Шуйхантарса хăварасран хăрарĕç-и?

 

Асамлă эрешпе çуталакан куçсен айĕнче

Пин çул тăма та

Хатĕр эпĕ çĕр çинче.

Сивĕ хĕл кунĕсенче юр пулса

Çав кантăка пырса эп шаккăп,

Сан чӳречӳ çумне шăнса эрешленĕп.

 

Çу кунĕсем çаврăнса çитсессĕн вара,

Çумăр пулса,

Сан кантăку çинчех эп йĕрĕп.

Чĕрем тапма чарăнсан,

Сан умра

Чул юпа пулса эп хытăп.

«Килсе кур-ха мана, йăлăнатăп...»


Килсе кур-ха мана, йăлăнатăп,

Килсе кур-ха паян, ан ӳркен.

Тем пекех эп сана тархаслатăп

Ĕмĕре уйрăлса кайиччен.

Килсе кур-ха мана, тен, ăнланăн

Юрату пĕрре çеç пулнине.

Юратсан ниепле те манаймăн,

Каçарса ал парар пĕр-пĕрне.

Килсе кур-ха мана, килсе кур-ха,

Ӳкĕтлетĕп сана: килсе кур!

Ыр сăмах каласа сывлăх сун-ха,

Сан валли тĕнчере эпĕ пур!

 

Килсе кур-ха мана, килсе кур...

Хура вăрман хушшинче...


Хура вăрман хушшинче

Утатăп эп пĕр-пĕччен,

Ват юмансен шавĕнче

Хавасланап утнинчен.

 

Çинçе сукмак йĕрĕпе

Пырса кĕреп вĕтлеме1,

Вĕтлĕх мана курнипе

Тытăнать пек чĕтреме;

 

Вĕçен кайăк-кĕшĕксем

Чарăнаççĕ юрлама,

Тилли, чĕрĕп, пакшассм

Тытăнаççĕ пытанма...

 

Эй, ан чĕтрĕр, йывăçсем! —

Эпĕ сире хуçас çук;

Ўсĕр, сарлăр, хунавсем, —

Çанталăкĕ ырă чух...

 

Юрлăр, юрлăр савăнса,

Ырă кайăк-кĕшĕксем;

Выльăр, чупăр ыткăнса,

Мулкачăсем, пăшисем!

 

Эп сунарçă çынни мар,

Вăрман касакан та мар.

Сире эпĕ тивес çук,

Нимле сиен кӳрес çук.

Пĕлетĕп эп: пурнăçа

Юратать пур тĕрлĕ чун;

Сывлăх кирлĕ чĕр пуçа;

Пурте кĕтет ырă кун.

Чухлатăп эп: эсĕр те

Савăнатăр хĕвелпе;

Вăрманĕ те, уйĕ те —

Тулăх сирĕн сассемпе.

 

Хура вăрман хушшинче

Çӳретĕп эп пĕр-пĕччен,

Ват чăрăшсен хӳттинче

Малалла

Сантăр хĕрĕ — сар Васса


Сулхăн... Çанталăк хĕрри

Йăлкăшса çиçмест;

Аслă хир-уйсен тĕрри

Тĕксĕм, — илĕртмест.

Çӳллĕ йăмрасем çинче

Çулçă вылянмасть.

Кайăк-кĕшĕк ир çинчен

Юрă шăратмасть.

Çывăх улăхри çерем

Шурчĕ талккишпех;

Ватă хурăн тăррисем —

Шăнăр евĕрлех.

Ял çыннийĕ кунсерен

Пурте — авăнра;

Çамрăк йышĕ каçсерен —

Ăшă улахра.

Кӳршĕ-кӳршĕн хĕр-упраç

Пухăнса ларса

Сӳс е çăм арлать каç-каç

Шăпнăн юрласа.

Хĕрĕсене йăпанма

Кирлĕ каччисем.

Вĕт-шак çеç те, — савăшма

Çук çав маттурсем.

Пулнă пулĕ кашниннех

Савнă тус-каччи;

Эх, пĕтерчĕ вăрçиех, —

Касрĕ ун хаччи!

Малалла

Килти экзамен


— Çук, ман ача мар пулĕ эсĕ, — тесе вăрçнă хăйĕн вĕренекен ачине ашшĕ. — Мĕн вĕренни пуçăнтан тухсах пырать.

Ачи, йĕпе пăру пек, ашшĕ çине пăхнă та нимĕн калама пĕлмесĕр çăварне карса хытсах кайнă. Мăч-мăч вылякан куçĕсем çеç вăл тăмран йăваланă кĕлетке маррине палăртса тăнă.

— Акă сана ыйтусем: çырсах хатĕрлерĕм. Тепĕр выходной кунччен вĕсем çине ответсем пама вĕренсе çитернĕ пултăр, — тенĕ ашшĕ ним айăпсăр ларакан сĕтеле ывăç тупанепе çапа-çапа илсе.

Ашшĕ панă ыйтусене хирĕç каламалли ответсене хут çине çырса илнĕ те ачи, шкултан таврăннă хыççăн кашни кунах вĕренсе ларнă.

— Раççейри пирвайхи революци пулнăранпа миçе çул иртнĕ? 29 çул. Иккĕмĕш пятилеткăна хăçан кĕтĕмĕр? Пĕлтĕр. Халĕ Германире фашистсен пуçлăхĕ пулса президентра кам ларать? Гитлер. Мĕншĕн кĕрешетпĕр эпир иккĕмĕш пятилеткăра? Классăр социализмла обществăна тăвассишĕн. Мĕншĕн империалистсем тĕнче вăрçине кăларса янă? Пĕрре валеçсе пĕтернĕ çĕр чăмăрне тепĕр хут валеçсе хăйсем аллине илессишĕн. Тĕнчери патшалăхсен столицисен ячĕсене кала. Лондон, Париж, Нью-йорк, Мускав, Рим, Берлин, Токио... Мĕнле писательсене пĕлетĕн эсĕ чăвашсенчен? Шупуççынни, Хусанкай, Çеçпĕл Мишши, Элкер, Митта, Ваçанкка... Мĕнле шывсем юхаççĕ Чăваш республикинче? Атăл, Сăр, Çавал. Мĕнле планетăсем çаврăнаççĕ Хĕвел тавра? Меркури, Венера, Çĕр, Марс, Юпитер, Сатурн, Уран, Нептун. Кулаксем пур-и халĕ? Пур. Вĕсен класне тĕппипе илсен пĕтернĕ, çапах уйрăм кулаксем, подкулачниксем... Мĕн вăл трепел? Тăм пек япала, строительствăра кирлĕскер. Ленинăн халăх хуçалăх планĕнче мĕн паллă вырăн йышăнса тăрать? Электрификаци. Аш нумай тăвас тесен мĕнле выльăх нумайрах усрамалла? Сысна...

Малалла

«Венчете тăратрĕç пире çăлтăрсем...»


Венчете тăратрĕç пире çăлтăрсем,

Тулли уйăхăн ахах çутисем.

Шур пĕркенчĕк пулчĕç çĕмĕрт çеçкисем,

Ĕмĕрлĕх пĕрлешрĕç пирĕн чĕресем.

 

Пĕр санпа телейлĕ эпĕ, пĕр санпа,

Юнашар утасчĕ иккен çак çулпа.

Юрату хĕлхемĕ пирĕн куçсенче,

Ах, упрасчĕ туйăма чĕресенче.

 

Юханшыв парнелерĕ тĕкĕрне,

Ачаш çил кăшт хумхатрĕ ун шывне,

Каçхи кайăк юрларĕ юррине,

Чун савни каларĕ ăшă сăмахне.

 

Пĕр санпа телейлĕ эпĕ, пĕр санпа,

Юнашар утасчĕ иккĕн çак çулпа.

Юрату хĕлхемĕ пирĕн куçсенче,

Ах, упрасчĕ туйăма чĕресенче.

«Çӳлтен пăхакан куçсем...»


Çӳлтен пăхакан куçсем —

Куларах, тиркевлĕрех, япшаррăн.

Хăйсен ĕлккенлĕхĕпе

мăн кăмăлланса,

Çиçĕм хăвачĕпе çунтарса,

Ĕнтсе çĕр çумне пăталаççĕ,

Шеллевсĕр асаплантараççĕ.

Çапла, эсир хăватлăрах манран,

Эсир çӳлерех.

Анчах та çаплах çӳлтен пăхма

Юрать-и вара çынна?

Эп тӳсейместĕп çак куçсене,

Эп пăрăнатăп вĕсенчен...

Хăйсем çине пăхмасан,

Кӳренекен куçсем...

Çӳпçе тĕпĕнче шăрçа шыранă евĕр

Çав куç шăрçине шыраманшăн

Хыт кăмăлсăрланаканскерсем.

Çу каçипе ӳстернĕ чечекĕсене

Татманшăн кӳренекен

Улăх-çаран пек

Анлă куçсем...

Çарран чупса иртсе кайрăм та

Çеçкесене савса юратрăм,

Анчах татма иментĕм.

Мăйра манăн —

Сан куçусем савса пăхнă саманчĕсен

Шăрçалăх ярăмĕччĕ...

Пĕшкĕнсен вĕсене çухатасран

хăрарăм.

Ан кӳренсемĕрччĕ, ытарайми куçсем,

Эпĕ чечексене татма

пĕрре шухăшламан.

«Тĕпчесе чуна илеççĕ...»


Тĕпчесе чуна илеççĕ

Çак куçсем.

Анчах мĕн тĕпчеççĕ вĕсем?

Ăнланмастăп.

Е мана пĕлсе çитмен вĕсем?

Е вĕсене каласа çитермен

Эпĕ темĕскер?

Е манра хам курманнине

Кураççĕ вĕсем?

Е улшăнса çитмен эпĕ йăлтах?

Тен, хăвна шыратăн манра?

Ху çухалса юлнă ман чунра?

 

Тĕпчесе чуна илетĕр —

Мĕн ыйтасшăн манран?

Сăмахсăр калаçма юратакан куçсем —

Ачашшăн пăхаççĕ вĕсем.

Çывăха та пымаççĕ,

Инçех те каймаççĕ.

Хĕвел хĕлхемĕн кашни хĕлĕхĕпе

Йăлкăшса калаçаççĕ —

Сăмахпа каласа çитерми

Шухăшсем çинчен,

Ытамра ирĕлсе пĕтейми

Туйăмсем çинчен,

Мĕн пулни çинчен,

Пулманни çинчен,

Ыттисем ăнланманни çинчен.

Ыраш пусси — тыр пусси


Ыраш пусси — тыр пусси

Выртать шăппăн хумханса;

Кас-кас килен çил касси

Иртет ун тăрăх шуса.

 

Пусу çинче, хĕвелте,

Тăри юрра шăратать.

Таçта инçе, пит çӳлте,

Тăрна сасси крăнклатать.

 

Çăра ыраш хушшинче

Автать карăш-путени;

Шенкер тӳпе маччинче

Шăвать шур пĕлĕт купи.

 

Сулмакланнă пучахсем

Усăнаççĕ çĕрелле,

Кăвак тĕрлĕ чечексем

Кармашаççĕ çӳлелле.

 

Тăтăш çемçе çил вĕрсе

Пучахсене ачашлать;

Утмăл турат чĕтренсе

Ырашпа тем юмахлать.

 

Туять пуль вăл: ӳлĕм çул

Тыр хушшинче ӳсмелли —

Çум курăкшăн вырăн çук.

Часах килет пĕтмелли!

 

Çавăнпа пуль вăл чĕтрет,

Кăвак чечекне сарса

Ырашсене илĕртет;

Калать тем пăшăлтатса.

 

Çулпа пыракан хресчен

Пăхать, сăнать таврана:

«Аван тырă — уйсенче!»

Çĕклет хаваслăх ăна.

■ Страницăсем: 1... 331 332 333 334 335 336 337 338 339 ... 796
 
1 Вĕтлем — вĕтĕ, хунав йывăçлăх, вĕтлĕх.