Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Юрату ҫӑлкуҫӗТĕрлĕ тĕрĕллĕ тĕнчемШăплăхри аслатиПограничниксемЧапшăн пурăнмастпăрХĕн-хур айĕнчеПахчапа мунча хуҫи

Вожатăйăн пĕчĕк тусĕсем


Çуллахи каникула тухнăранпах ĕмĕтленсе пурăннă ĕмĕчĕ пурнăçа кĕреймерĕ Нинăн. «Вăрçă!.. Фашистла Германи пирĕн çине ирсĕррĕн тапăннă», — пĕлтерчĕç пĕр ирхине. Тăваттăмĕш класран вĕренсе тухнă хĕрачан пионер лагерьне каймаллаччĕ, анчах халь ĕнтĕ ун çинчен шутламалли те çук. Вăйпитти арçынсем, вĕсен шутĕнчех Нина ашшĕ те, фронта кайса пĕтрĕç. Хĕрарăмсем Великая юханшыв хĕррипе окопсем чаваççĕ.

Фронт çывăхĕнчи хула пурнăçĕ тĕпренех улшăнчĕ Урамра ытларах çар çынысене тĕл пулатăп. Нинăсенчен инçех мар, хула хĕррине вырнаçнă районти больницăна, час-часах хĕрлĕ хĕресле автомашинăсем пыра-пыра кĕреççĕ. Шурă халатлă, пилотка тăхăннă хĕрарăмсем бинтпа чĕркесе пĕтерпĕ суранланнă çынсене наçилкка çине вырттарса палатăсене иле-иле каяççĕ.

Нина амăшĕ, окоп чавнă çĕртен хытă ывăнса таврăнать пулин те, кашпи каç пĕрре больницăна кайса пăхмасăр çывăрма пултараймасть.

— Хамăр хулари пĕр палланă çынна илсе килчĕç. Аçу çук... — тет амăшĕ, юлашки кунсенче куççульпе хĕрелсе тăртаннă куçĕсене хĕрачинчен пытарма тăрăшса..

Малалла

Çеçпĕл Мишшипе калаçни


1

Мишша пиччем...

Латсăр асар-писер, хăрушă каçхине,

Эс çеç пĕлетĕн, сĕм çĕрле е ир енне —

Ват çăкаран кайса çакăниччен,

Вилĕмӳпе тĕлме-тĕл пуличчен —

Ĕç вырăнне пусăрăнса ларса,

Сĕтел питне шăтăкласа, чăрмаласа —

Чĕртнĕ-чĕртмен, тӳрех, темрен хăранăн

Эс миçе шăрпăк сӳнтерме васкарăн?..

 

«Эй, Турăçăм, мĕн-ма мана пăрахрăн,

Хĕн танати туллать — чăтап хăраххăн,

Чурăс çынсен тетти эп», — терĕн-им?

Мăшкăл тӳсни пуссах антарчĕ-им?

 

Телей пӳрменшĕн ӳлесе хухленĕн

Ăшри хĕлĕхусем арканчĕç-им?

Пĕчченçĕ-пĕчченех пурăннăçемĕн

Юратăву чăл-пар саланчĕ-им?

 

«Инкек-синкек лутăркаса пĕтернĕ,

Чирлĕ, асаплă, чухăн чăваша

Шупашкарта та, Украинăра та

Çын вырăнне хумарĕç», — терĕн-им?

 

Ним юлмасса шанмин — юн тымарне татса:

«Юна пĕрĕхтерем хăть!» — терĕн-им?

Кантур пӳлĕмĕнче пăяв шыранăçем

Юн тумлатса утса çӳрерĕн-им?

 

«Эп — çутă тĕнчере çукпа пĕрех,

Эп никама та кирлĕ мар», — тесех,

Малалла

«Йĕксĕк чĕлхи йĕке мар...»


Йĕксĕк чĕлхи йĕке мар,

Арча тĕпне хураймăн.

Куратăн унран типшар,

Тĕксĕмленет çутă сăн.

 

Айăпсăр кӳрентерсен,

Чĕре хӳхлет ачалла.

Çын тĕрли пулать иккен:

Нимсĕр хуçать кăмăла.

 

Пуплеме пĕлмен сăмах

Пите-куçа вăрăнать.

Инкек-синкек вăл çумрах,

Йăваша çил те туллать.

 

2011, 02, 05

Чĕрепе туйрăм


Мĕн тесе кăна çырас-ши пĕр пĕлмен çынна,

Уçса параймастăп пуль çыру тăрăх чуна.

Йышăнса илсемĕр хĕрӳллĕ, ăшă салам,

Салампа пĕрлех сире ырлăх-сывлăх сунам.

 

«Тутарстан чăвашĕсем» теекен группăра,

Вуласа «çӳреттĕм» тĕрлĕ хыпар-хăнара:

Сирĕн сăна унта курсан — пăлханса кайрăм,

Мĕн-тĕр çыхăнтарать пире, эп çавна туйрăм.

 

Хăвăр та ăнкартăр, паллах, ман шухăшсене,

Шăпа тени илсе тухрĕ сирĕн çул çине,

Мĕншĕн тесен чунăм таса, ырă кăмăлăм,

Пĕтĕм тĕнчешĕн парне пултăр йăл-йăл куллăм!

 

2011, 02, 06

Ĕмĕтленчĕ кăлăхах


Çенĕкре ларать куршак,

Йăпшăнса пырать кушак.

Какай çиес килнипе

Канăç пĕтрĕ иртенпе.

 

Вăйĕ çук аш çимесен,

Кайса ӳкĕ çил вĕрсен.

Шăши епле тытмалла,

Питне епле çумалла?

 

Кушак йăппăн пускалать,

Куршак тавра кускалать.

Тен, унта хуран кукли?

Эх, пулас карас пулли!

 

Ĕмĕтленчĕ кăлăхах,

Мăр-мăр кайрĕ пăлхансах.

«Эх, телейĕ çук пулас —

Куршакра йӳçет кăвас!

Телейсĕр юрату


Урамра тӳлек те ăшă çанталăк. Хутран-ситрен йытăсем канăçсăррăн вĕрсе яни тата картана вырнаçса пĕтеймен пирки выльăх-чĕрлĕх макăрни илтĕнет. Ялти культура керменĕнчен ташă кĕвви тата çамрăксем ахăлтатса кулни, кăшкăрашса калаçни урамра шăплăха сирет. Мăнтарăн çамрăкĕсем, кунĕпе ĕçлесе ывăнаççĕ пулин те пĕр каç та клуба каймасăр юлмаççĕ, тунсăхласа çитнĕ тантăшĕсене курма вăскаççĕ. Çамрăк çамрăках çав. Юн вĕресе çеç тăрать. Чĕре тухса ӳкесле хыттăн тапать. Мĕн тери хăвăртрах каç пултарас килет. Уйра ĕçлетĕн-и, вăрманта утă çулатăн-и е кил хушшинче тирпейлетĕн-и — пуçран чун савакан çын сăнарĕ тухмасть. Ывăнса çитсен те хĕвел аниччен нумай юлмарĕ ĕнтĕ, чăт тесе лăплантаратăн. Пĕрмаях савăнăçлă юрăсем юрлас килет, ытла та телейлĕ самантсенче вара çунат хушса вĕçме те хатĕр. Юханшыв хĕрринчи лăстăркка ватă йăмрасем çулçисене шывра чӳхени, тӳпере каçса кайса тăри юрлани, хĕвел хĕртсе пăхни — пурте саншăн пек туйăнать... Халь йăлтах тĕксĕмленнĕ, çутă уйăх та ман çине сиввĕн те хĕрхенсе пăхать пек. Хĕвел те кăнтăрла манран куçне тартать.

Сакă çинче ларакан Натали аппа сисмесĕрех йывăр асаилĕве путрĕ. Ăна халь никам та кансĕрлемест. Çанталăкĕ лăпкă. Аса илмелли вара çав тери нумай. Пуçри шухăшсем хăвăрт-хăвăрт мĕлтлетеççĕ. Натали аппа куçне ал тутрипе шăлса илчĕ. Унăн пит çăмарти çине икĕ вĕри тумлам юхса анчĕ. Çакна туйнă пĕркеленчĕк пичĕ туртăна-туртăна илчĕ. Аллисем тăр-тăр чĕтрерĕç. «Эх, пурнăç!» — терĕ вăл ассăн сывласа. Вара тарăн шухăша путрĕ...

Малалла

Акцент


Мĕн илтесшĕн, мĕн каласшăн

Килтĕм эпĕ çăл умне?

Хĕрнĕ шухăш, мур илесшĕ,

Сырăнсан этем çумне,

Уйрăлма пĕлмест иккен.

 

Çиçĕм çиçрĕ, çиçĕм выртрĕ

Умăмри çăлкуç çине.

Ăшăма кĕрсе вăл хĕртрĕ,

Кăмăла ярса хĕне,

Астарать телей кӳреслĕн.

 

Çул ытарĕ, çул асапĕ

Йăптăр-йăлтăр çăлтăр пек.

Хĕмленсе çунать сăвапĕ

Çĕрĕпе те кунĕпе.

Шав çунат сарма хушать.

 

Мĕн илтесшĕн, мĕн каласшăн

Эп çӳретĕп çăл умне?

Çул ытарĕ, вут хыпасшĕ,

Сырăнсан этем çумне

Пач хăпа пĕлмест иккен...

Юрий Иванович Анисимов — Çарăмсан чăвашĕ


Çарăмсан районĕнче эп пулса курман,

Çук вăл тăрăхра пирĕн тăван-пĕлĕшсем.

Вуласа кăна пĕлтĕм, «Сувар» хаçатран,

Пур иккен унта пултаруллă чăвашсем.

 

Çак тĕрленчĕк асамларĕ ман чĕрене,

Николай Паймуратов çырнă-мĕн ăна.

«Тимĕр урхамах» чупать Çарăмсан енне,

Эпĕ те çулçӳревре пек — чĕнмен хăна.

 

Жигули рулĕ умĕнче Ванюк пичче,

Çарăмсана çил пек вĕçтерсе çитрĕмĕр.

Чарăнтăмăр та «Улька» лавкка умĕнче,

Япала туянмалла унта кĕтĕмĕр.

 

Мĕн чухлĕ тавар-ши? Мĕн кăна çук кунта!

Ахах-мерчен пек, куçа алчăртаттарчĕç!

«Ку лавккан хуçи кам? Кам-ши вăл, тупата?»

«Юрий Иванович Анисимов», — терĕç.

 

Тепĕр урамра лавкка пур иккен татах,

Ячĕ ун «Техномир», çав виç хутлăскерех.

Çурт-йĕр тумалли хатĕр-хĕтĕр таранах,

Кунта аялти хутĕнче, пур пĕтĕмпех.

 

Лавккан иккĕмĕш хутĕнче — ĕçме-çиме,

Кĕвĕ-ташă инструменчĕсем — сутура.

Шут ĕçне илсе пыма та хисеплеме,

Бухгалтери вырнаçнă виççĕмĕш хутра.

Малалла

Пулăсем


Пулăсем шывра ишеççĕ,

Кунĕпе темскер çиеççĕ.

Вĕлтĕр-вĕлтĕр хӳрисем,

Мĕншĕн çук-ши урисем?

 

Кунне виççĕ çимелле,

Ăшă сĕт те ĕçмелле.

Пулăсем çакна пĕлмеççĕ,

Сивĕ шыв ялан ĕçеççĕ.

 

Нимĕскер те тиркемеççĕ,

Никампа та хирĕçмеççĕ.

Кап! караççĕ çăварне,

Калаймаççĕ сăмахне.

Ăна çисе тем курар


Пулă нумай пĕвере,

Чи илемли — ылтăнни.

Килсе курăр ӳлĕмрен, —

Эпĕ чупрăм ывăнми.

 

Ятăм хайхи вăлтана

Пулă тытас ĕмĕтпе,

Тарчĕ манран вĕлт! кăна,

Ларса юлтăм «ĕмкĕчпе»!

 

Пулли ылтăн, кĕмĕл мар,

Кĕмĕл унăн шăлĕсем.

Ăна çисе тем курар,

Пыра ларĕç шăммисем!

■ Страницăсем: 1... 329 330 331 332 333 334 335 336 337 ... 796