Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ватă чĕре — çамрăк чунЮманлăхра çапла пулнăСӳнми хĕлхемЕркӗнИлле ТăхтиСăвăсемпе поэмăсемЮрату ҫӑлкуҫӗ

Вăрман ачи


Пирĕн партизансем вунвиçĕ çулхи Васьăна вăрманта тупса отряда илсе пычĕç. Вăл партизансен лагерьне шыранă-мĕн. Анчах асар-писер çил-тăман тухнă та, ача аташса кайнă. Çапла вара, вăл пĕр талăк хушши вăрманта çухалса çӳренĕ. Çӳренĕ-çӳренĕ те, вăйĕ пĕтее çитнипе пулĕ, пĕр тунката çумне таянса, çавăнтах тĕлĕрсе кайнă...

Отряда пырсанах, Вася йывăр чирлесе выртрĕ. Ун чухне эпир Пысăк Çĕрпе çыхăну тытайманччĕ-ха. Хамăрăн радиостанци те çукчĕ. Аманнисене е сывмаррисене партизансен «госпиталĕнчех» сывататтăмăр. Вася унта эрне ытла ним пĕлми йывăр выртрĕ. Хытă шăннипе унăн ӳпки шыçнă. Отрядри тухтăр Лидая Семеновна тăрăшнипе кăна вăл вилĕмрен çăлăнса юлчĕ.

Партизансем тăлăх ачана кашниех ăшă сăмах каласа йăпатрĕç, унăн йывăр хуйхине епле те пулин çăмăллатма тăрăшрĕç. Партизансен командирĕ Волостнов та çĕрпӳрте кашни кунах кĕре-кĕре тухатчĕ. Ун валли яланах мĕнле те пулин кучченеç илсе пыратчĕ.

Пĕррехинче командир госпитале ытти чухнехинчен савăнăçлăрах пырса кĕчĕ.

Малалла

«Пĕлес килет, кам эсĕ — çын...»


Пурнăçăм, хăш сăрт урлă каçсассăн,

Шыв кайман хӳтĕ пӳрт пулĕ Сан?

Çеçпĕл Мишши,

1922 ç. çăвăн 27-мĕшĕ,

Кашкăр Сăрчĕ

 

Пĕлес килет, кам эсĕ — çын,

Пурнăç Турри е чун чури?

Эп — канăç шыраса тупма

Пĕлмен этемсенчен пĕри.

 

Çӳл тупери Пĕлӳçĕсем,

Çĕрпе Тӳпен евчийĕсем,

Сирĕнпеле пуплес килет,

Кăмăлăма çĕклес килет.

 

Мерчен-тухьяллă шевлесем —

Ĕмĕт тĕнчин йăмăкĕсем.

 

Нухрат-хушпуллă çиçĕмсем —

Шухăш çемйин аппăшĕсем.

Кĕмсĕртетен аслатисем —

Хаяр та Ырă пиччесем,

Авăтакан аслатисем —

Шăпăрлансем, ман шăллăмсем.

 

Эсир е çепĕç, е кăра,

Эп сирĕнпе — пĕр пулăмра.

Тен, эпĕ тӳсĕмлĕ йăмра,

Тен, вăйăçă, кĕсле-тăмра?

 

Эрешлĕ тум — кĕпе, саппун —

Мĕн авалран пыран саккун,

Хевтеллĕ чун — хĕрарăм эпĕ,

Малалла

«Юлашки хут ытамунта эп санăн...»


Юлашки хут ытамунта эп санăн,

Юлашки хут пăхатăп куçунтан.

Юлашки хут эп — санăн, эсĕ — манăн,

Юлашки хут асамлă ăшшунта.

 

Акăшсем савсассăн уйрăлмаççĕ,

Акăш пулаймарăмăр санпа.

Ик енне çулсемĕр пайланаççĕ,

Уйăрать паян пире шăпа.

 

Маншăн мар эс алăк ыран уçăн,

Маншăн пулмĕç ăш сăмахусем,

Манăн хул çине пуçне таяймăн,

Мана мар-çке шырĕç куçусем.

 

Уйăхпа хĕвел тухаççĕ уйрăм,

Уйрăлаççĕ анăç-тухăçра.

Пĕр-пĕринсĕр уйрăм çутă шуçăм

Санпала кĕтетпĕр пурнăçра.

«Епле, хăш самантра, хăçан...»


Епле, хăш самантра, хăçан

Кĕрейрĕн манăн пурнăçа?

Санран тармашкăн çук хăват,

Вĕçсе каймашкăн çук çунат.

 

Пӳрмен пире утма пĕрле,

Çулсем те тĕрлĕ еннелле.

Калаччĕ, тусăм, каласам:

Епле чуна эп пусарам?

 

Чĕре хушать: «Мансам! Мансам!»

Чун хирĕçлет: «Вăл сан! Вăл сан!»

Ах, мĕн тăвас! Хăшне итлес?

Куç умĕнче пĕр эс, пĕр эс!

 

Санран ăçта кайса кĕрес,

Асапăм манăн?! Ман хĕрес!

Ман ĕмĕре пыран суран,

Епле эмел тупам санран?

Утмăлтурат


Уй-хир тутлăн тĕлĕрет,

Ирпе ирех чĕрĕлет.

Кăвак чечек вăранать,

Пучах çумне йăпшăнать.

 

Сарă ыраш анаслать,

Ăшă сăмахне калать:

«Утмăлтурат чечекки,

Ăçта пур-ши сан пекки?

 

Эсĕ манпа юнашар,

Çавăнпа та кичем мар!»

Кĕркунне те çывхарать,

Тырпул пӳлмене каять.

 

Кăвак чечек кулянать,

Пĕчченех уйра ларать.

Пĕр ача пурнăçĕпе вилĕмĕ


Китай ачи Ли Хуан таçти ют хирте, тăван килĕнчен инçетре-инçетре тĕлĕк курса выртать. Тул çутăлса килет пек. Ли хăйсен енчех иккен, уй хуралĕнче тăрать. Вăрман сăмсахĕнчи вир ани çине хир сыснисем тухнă, павлин хӳри евĕрлĕ ярапаланса кайнă пучахсене сăтăра-сăтăра хыпса, ана варринелле кĕреççĕ. Ача вĕсен чаплаттарса чăмланине те чиперех илтет пек. Анчах хăй чупмасть сыснасене хирĕç патак йăтса. Урисем утмаççĕ ун темшĕн.

Хăратма туса лартнă çын кĕлетки тĕлĕнче кайăк-сыснасем тем пирки çапăçма тытăнчĕç. Ну кĕрмешеççĕ, ну çухăрашаççĕ. Хĕпĕртет Ли, чикесĕр савăнать. Ача — ашшĕне курать пек. Мĕнле тупăннă вăл, эсрелсем1 тытса кайнăскер? Вĕсене, Ли ашшĕпе амăшне, иккĕшне те вĕлернĕ теместчĕç-и вара? Вĕсем вилнĕ тенине ĕненмесĕр Ли тĕрĕсех тунă-мĕн. Хулă йăтнă ашшĕ хир сыснисем хыççăн чупать пек. Унăн сăнне лайăхрах астуса юлас тесе, Ли ӳплерен тухать...

«Ку тĕлĕк чăн пултăрах, тĕлĕк тӳрре килтĕрех», — тесе йăлăнать пек ача. Шăрчĕсене тăратнă сыснасем вăрманалла ыткăнаççĕ. Вир хуралĕнче ӳплере çĕр каçнă Ли ашшĕпе юнашар килнелле утать. Унта мĕн кĕтнине пĕлекен пĕчĕкçĕ чун чарĕччĕ ашшĕне яла кĕме — пĕр пулса иртнĕ тискерлĕхе пулма епле чарăн?

Малалла

«Ак Барс» — чемпион!


«Ак Барс» — чемпион!» — тесе кăшкăрни,

Пăва хули те тăрăх çĕкленет.

Çĕрлехи сас таçта çити кайни —

Хăшпĕр çынна вырăн çинчен çĕклет.

 

Машинăсем вăрăм сигнал парса,

Калăн, туй килнĕ пек кăшкăртаççĕ.

Çамрăксем пур урама янратса,

«Ак Барс» çĕнтернĕшĕн савăнаççĕ.

 

Апрелĕн вуниккĕмĕшĕ паян —

Космонавтика кунĕ — паллă кун!

Тутарстан кĕрлет, кĕрлет ян! та ян!

«Ак Барс» матчра хастар çĕнтернĕ ун.

 

Пĕррене те ноль шутпа вĕçлесе,

Гагарин Кубокне вăл тивĕçрĕ.

Кӳршисен хапхине хăй гол кĕртсе,

Тутарстана тӳпенех çĕклерĕ.

 

Çавăнпа Хусан хули кăна мар,

Пĕтĕм Тутарстан хавхаланать ав.

Пăвана та вăратрĕ çав хыпар,

«Ак Барс» хоккеисчĕсене — мухтав!

«Шыв арманĕ-и эс...»


Шыв арманĕ-и эс

Е çил арманĕ, чун-чĕрем?

Тĕрлĕ шухăш авăртан

Самантсерен.

Каллĕ-маллĕ хутласа

Хăлтăртатан,

Тĕлсĕр çилĕн

Урăм-сурăм тулашан.

Е хĕвеллĕ кунăн — йăлтăр!

Е эс ăмăр. Пурте пултăр,

Пурте пултăр, пурте пултăр! —

Чун тени вăл тем те куртăр.

 

Пуçăмра — çӳçеллĕ тутăр,

Çӳçине çил вĕçтерет.

Мĕн вырăнне мана хутăр?

Тĕрĕсне кам пĕлтерет?

 

Çил арманĕ, шыв арманĕ,

Ал арманĕ авăртать.

Арман чулĕн çивĕч шăлне

Шăйра-шăйра мăкатать.

 

Арман — йывăр çуначĕпе

Тӳпенелле туртăнать,

Пĕр çĕкленсе, пĕр кукленсе,

Çăнăх сапса, хывăх сапса,

Шыва, çиле чӳк тăвать,

Кăштăртатса, çаврăнанса,

Çавра юрăсем хывать.

 

Çын ăшĕнчи тĕнчере те

Çитмĕл çичĕ вăй вылять.

Çын ăшĕнчи тĕнчере те

Чун армань кăлтăртатать.

Пукане


Пукане чирлерĕ,

Нимĕн те çимест.

Эп чĕнсен — чĕнмерĕ,

Тек выляс килмест.

 

Эп ăна чĕркерĕм

Ăшă кипкепе,

Сăпкара сиктертĕм

Пит хĕрхеннипе.

 

Канăçа çухатрăм

Ĕнтĕ уншăнах,

Юрăсем юрларăм

Ывăнмасăрах:

 

«Тухтăр эсĕ пулăн

Çитĕнсе çитсен,

Аннӳне сыватăн

Чирлесе ӳксен».

Шурă пăрахут


Атăл тăрăх хăпарать шурă пăрахут.

Çыран хĕрринче ларать пирĕн пĕчĕк çурт.

Йытă çури хамлатать алăк умĕнче.

Сар автанĕ авăтать аслăк çумĕнче.

 

Чăххи-чĕппи айкашать, хĕвел питтинче.

Ачи-пăчи савăнать Атăл хĕрринче.

Çулçӳревçĕ сас парать — çамрăк капитан:

«Кам манпа пĕрле пырать — ишĕ кăмăлтан!»

 

«Ӳссе çитĕпĕр часах!» — терĕç ачасем.

«Ишсе кил ун чух татах!» — илтĕнчĕç сассем.

Йыт çури вĕрет — куштан: «Каях! Кай кунтан!»

Сулчĕ çунатне автан: «Сыв пул, капитан»

■ Страницăсем: 1... 328 329 330 331 332 333 334 335 336 ... 796
 
1 Япони оккупанчĕсене 1930 çулсенче Китай çыннисем панă ят