Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Куçран чиксен те нимĕн курмалла мар сĕм тĕттĕм каç тăван хула çутисене аякка-аякка хăварса пушă трассăпа ыткăнчĕç вĕсем. Фара çутинче çулăн икĕ енĕпе тăсăлакан электролини юписем хăвăрт-хăвăрт мĕлтлете-мĕлтлете юлаççĕ. Руль тытса пыракан Сергей малалла ӳпĕнсех тĕттĕмлĕхе тинкерчĕ. Пуçне сырса илнĕ шухăшĕсем çине хурав шыра-шыра тарăхсах çитрĕ ĕнтĕ вăл: «Мĕскер пулчĕ? Ăçтан килсе тухрĕ вăл? Мĕншĕн ăна çавăн пек шăпа пӳрнĕ-ши? Кам айăплă?» Çине-çине килеççĕ вĕсем, пăт-пат хуравĕ те курăнкалать те, анчах епле çаклатса илес ăна? Епле уйăрас?
Руль тытса пыракан алăсем вĕттĕн чĕтреççĕ, сунарçăсенчен тарса хĕсĕннĕ чĕр чунăнни пек тĕлсĕр чупакан куçĕсем шала путнă.
— Руль умне лар! — чăтăмлăх çитереймерĕ Сергей, юнашар ларакан Митька çине кăшкăрсах пăрахрĕ. Çын мар, пĕрер пысăк йытă харлатса вĕрчĕ тейĕн. Çапасран хăранă Митька пĕтĕм кӳлепипе чĕрĕп пек хутланса ларчĕ.
Сергей машинăна чарчĕ, 200 çинче выртакан спидометр йĕппи нуль çине анса ларчĕ,алăкĕсене уçса хыçри ларкăчсем çине куçса ларчĕ. Çак вăхăтра салона ĕннĕ резина шăрши кĕчĕ, фарăсен çутипе асфальт çинче кустăрма йĕрĕсем хуралса выртрĕç. Çак вăхăтра Митька водитель вырăнне куçрĕ, руль тытма сайра-хутра кăна тӳр килнĕ ăна, çакă тӳрех сисĕнчĕ — мотор чăх-пăх турĕ те сӳнчĕ.
Малалла
Ăсатрăм çулçă — сарăм хыççăн сарăм.
Мана ăсатрĕ çулçă, ыр сунса.
Умри çул кăкăрне нумай таптарăм,
Ыран патне çитесшĕн ăнтăлса.
Мĕн чухлĕ шухă ĕмĕт парнелерĕм!
Мĕн чухлĕ парнелерĕм чĕр вăй-хал!
Анчах Ыран —
— Çитет! — теме пĕлмерĕ.
Мĕн чул парсан та... Пурпĕрех — сахал.
Çул иртнĕçем ӳссех пырать-çке парăм...
Те тупсăм ытларах?
Те çухату?
Умри мăн çул...
Шавах чупать, мăнтарăн...
Унпа пулмарĕ пурăнса тату.
Умри мăн çул...
Ытарлă ăш çунтармăш —
Чуна вăратнă, сывă ырату.
Ăçта-ши яшă чухнехи пултарăм?! —
Текех ман пулмĕ ĕнтĕ çухату!
Каллех тапса килет ума хĕв шухăш!
Кĕрхи сăнра пĕр чĕптĕм çук синкер.
Унчченхиллех пулам-и, акă, шухă?! —
Вак-шак нушашăн тухмĕччĕ тинкем!
Пĕлӳ те, вăй та ĕнтĕ халĕ хаклă.
Пĕлетĕп эпĕ перекет мĕнне.
Кун-çул ăшши илемлĕ те артаклă,
Шав илĕртет вăл, шантарса çĕнне.
Анчах каять карти-карти хур кайăк...
Малалла
Хитре те яшă çак çу кунĕ
Савса пăхаймĕ тек пире.
Кунтан инçе-инçе ăсанĕ
Эпир курман-илтмен çĕре.
Эппин мĕскершĕн-ха çанталăк
Хаваслăн йăлтăрать, çиçет?
Çăва ăсатнăн, çут хурталлă
Сар çулçă пурçăнĕ вĕçет...
* * *
...Нумай çулла кĕтсе ăсатрăм,
Калла килес çукне пĕлсех.
Ку çу та тек яраймĕ ахрăм,
Тем чул кĕтсен те тĕмсĕлсе.
Пĕрре кăна кĕтсе илетпĕр
Пĕртен-пĕр пурнăç пулăхне.
Пиртен кашни — телейлĕ эпĕр
Кĕрхи туллилĕх пур чухне.
Çулсем пире кĕтсе тăмаççĕ,
Ăша хĕртсе кĕвĕçӳпе.
Тата çĕн çушăн, ирĕн-каçăн,
Кашни васкать хăй ĕçĕпе.
Курап —
Тапса килен çу кунĕ
Тата чипер те хитререх.
«Ем-ешĕл хумлă» унăн чунĕ —
Унчченхинчен те вĕрирех.
* * *
Ман умăмра — ман кĕр çĕклемĕ.
Ман çул малашĕ те тĕрек, —
Ман ывăл, — манăн кĕр илемĕ,
Манпа пĕрле ĕçе кĕрет...
Тен, çавăнпа кĕрхи çанталăк
Хаваслă?
Малалла
Тĕнче çаврăнать.
Тĕнче
пурнаслăхпа пăваслăхăн
татусăр тытăçăвĕнче
куçать, куçать пурнаслăхшăн,
малашлăхшăн куçать.
Тĕнче -
хăйĕнчен юлса пыма
пултараймасть, кӳлĕнсе, —
хăйĕнчен иртсе кайма
пултараймасăр, вирхĕнсе, —
хăйпе хăй кĕрешсе — пурнать,
сенкер тӳпе ытамĕнче
çынна пула вăй-халланать.
Мĕн ĕмĕртен ĕмĕтленсе
пуçланă ĕçĕ-хĕлĕнче
кĕретĕнех сăн-питленсе,
тумаллине тăвать тĕнче.
...сан çине пĕрре пăхсан —
Иксĕлми пек туйăнать ман юррăм.
П.Хусанкай
Туфлисен çемми майăн асфальтăн
сас тымарĕ тапать шаккаса —
урампа хĕр иртет ак васкавлăн,
çĕкленӳллĕн те çирĕп пусса.
Хура çӳç, йăрăс пӳ, шурă кофта,
çинçе пилĕк, тăп-тăп кăкăрсем —
килĕшӳллĕ студентка Янота,
тăранаймăн ăна тинкерсе:
питĕнче ик çӳхе çунат айĕн
хĕмленен ик сенкер хĕвеле
сар çу евĕр кĕç-вĕç шăратаймăн,
сӳнтереймĕн нихçан, ниепле:
вĕсем хирĕç хăюллăн пăхăççĕ,
тӳрлĕхпе, парăнмасăр çиçсе,
суяна витĕрех çунтараççĕ —
илĕртӳллĕ те вичкĕн вĕсем.
Вĕренме самана чĕннĕ сасă
илтĕнӳçĕн тулли кăмăлне,
сарлака шанчăкпа, ютшăнмасăр,
хĕр уçать институт алăкне.
Хушăран, тен, салхуллăн пуль вăл та,
хăшкăлать пуль пуçа çĕмĕрсех —
ăс хăвачĕ тупас пысăк çăлтăр
ӳкессе шутламасть пурпĕрех.
Малалла
 Пролог
Юратрăм эпĕ, юрата пĕлмесĕр,
Айван ача пек.
Хăнăху çукран.
Мана, тăванăмсем,
Ан хурлар эсĕр —
Киле текех пыраймăп Анăçран.
Ан тив,
Ялан тăп-тăп пусса çӳретĕр
Манран çуралнă —
Ăнсăртран Ача.
Эп —
Çирĕм çултискер —
Çĕре кĕретĕп.
Авлантăр
Вăл.
Е кайтăр-и качча!
Ман чун екки —
Унра —
Пĕр чĕптĕм юлтăр.
Мана вара тек ним те кирлĕ мар.
Вăл
Маншăн та
Хаваслăн утă çултăр!
Йывăрлăхпа кĕрештĕр пакапар.
Юратрăм Эпĕ.
Юрата пĕлмесĕр.
Айван Ача пек.
Хăнăху çукран.
Мана, тăванăмсем, каçарăр Эсĕр.
Киле текех пыраймăп
Анăçран.
Хура тинĕс, хура тинĕс,
Те хура, те симĕс,
Хушăран кăвак та, тен, эс,
Хумсăр та тип-тикĕс.
Чайка хыççăн чайка евĕр,
Кимĕ ярăнать-и —
Пĕччен парăс ку ан тейĕр,
Çын пĕччен пулать-и!
Çутă пĕлĕт, çул çухатнăн,
Ту хыçне пытаннă.
Тен, тăван килне вăл маннă,
Çакăнтах çуралнăн.
Эпĕ çеç хăш чух шутлатăп —
Шухăш пек пуласчĕ.
Тинĕс мар, халь анлă Атăл
Ман ума тухасчĕ.
Çӳллĕ ту çине тăрсассăн,
Таврана пăхсассăн,
Тăван ялăма курасчĕ,
Ытама илесчĕ.
Тинĕс теççĕ, хура теççĕ,
Те чăнах çапла вăл.
Шухăш пек хумсем выляççĕ —
Çĕкленет çил-тăвăл...
Хура тинĕс, Хура тинĕс,
Те хура, те симĕс,
Хушăран кăвак та, тен, эс,
Хумсăр та тип-тикĕс.
Тайга шăпах-ха, ыйхăра хырсем.
Пуш-пушă çул кĕтмест халь никама та.
Эп каçа хирĕç алăк питĕрсе
Пĕр хырсене çеç ырă каç сунатăп.
Сунас килет ман ырă каç татах
Тăван яла, инçет Чăваш çĕрне.
Ман шухăша хырсем те сиснĕнех
Пĕр самантрах ав улшăнчĕç йăлтах.
Вĕсем çине халь уйăх сапăнать,
Çил сĕртĕнсе иртет хăй аркипе,
Кĕçех утса тухассăн туйăнать
Хырсем çул варрине ĕречĕпе.
Вăрман касакансем пек шавласа,
Çулпа утса, тен, кайĕç ак хырсем.
Тен, кайĕç ман Чăваш çĕрне вĕсем,
Ăçта çеç çитмĕн пĕр çула тухсан?!
Каç кӳлĕм эп пăхатăп та ялан,
Хăйăрлă çул кĕтмест пек никама та.
Хырсем çавах тухаççĕ-ха çула,
Эп вĕсене телейлĕ çул сунатăп.
Пăлатка ялне эп таврăнтăм каллех
Нумай çул иртрĕ, эп каллех кунта.
Чĕнеççĕ йăмрасем мана — килех,
Уй-хир те сĕм вăрман чĕнет чунтан.
Чунра халь уçă, çывăх сас чунра,
Сӳнен аваллăх çĕнелет унта.
Чиртен сывалнăн, вăй туяп хамра,
Тăван хĕрпе туяп хама пĕр тан.
Çуралнăн тепĕр хут, ун умĕнче
Ман айăп та каçарăнса пырать:
Çак кĕтесре пулманччĕ нумайччен,
Ак халь каллех эп çакăнта тăрап.
Шанса та ĕненсе пăхаççĕ пек
Ыраш пусси, сĕткенлĕ капансем...
Эп чĕрĕлеп вĕсен ăшшийĕпе —
Ман шухăш та, эп хам та халь вĕсен.
Вĕсен ачи эп, тăван çĕр ачи.
Тайма пуçпа тăратăп-ха, туяп,
Тăван кĕтесĕм йышăнчĕ, ăш-чик
Унпа пĕрле пĕр çулăмпа çунать.
Эп килтĕм-ха паян инçетлĕхрен...
Тупа туса калатăп: çак çулпа
Мĕн ĕмĕрччен утма пӳрсен, шăпа,
Эп таврăнăп пĕрех тăван çĕре.
■ Страницăсем: 1... 324 325 326 327 328 329 330 331 332 ... 796
|
Шухăшсем
Watch this if you are struggling to get ...
Save big while driving targeted traffic ...
Increase your website’s audience with ou...
Кракен marketplace популярен за разн...
Not getting enough leads for Chuvash Org...
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...
Замечательное поэтическое творение...