Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑАкăшсем таврăнаççĕЮрату йĕтесĕӐшӑ ҫумӑрЧапшăн пурăнмастпăрАли-паттăрĔмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнеке

Калаймарăм


Юратса çӳреттĕмĕр Тамарăпа. Аякран яла ĕçлеме килнĕ хĕрпе мур тума мăшăрлантăм! Мăшăр хушши — услам çу тени пулмарĕ: уйрăлтăмăр.

Тамара качча тухманччĕ. Шупашкарта ĕçлетчĕ. Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан аппăшĕ, Анисса, яла хăнана килнĕччĕ те, мана курсан:

— Тамарăпах пĕрлешмеллеччĕ сан, — тесе хучĕ.

Унтан мана хăй патне Çĕнĕ Шупашкара пыма хушрĕ. Тамарăна та чĕнетĕп терĕ.

Чăнах та, аппăшĕ патĕнче Тамарăпа иксĕмĕр тĕл пултăмăр. Чĕлхе-çăвар япшар пулсан, курайман çын та çул парать теççĕ. Аппăшĕ Тамарăн кăмăлне часах ман енне çавăрчĕ. Асамлă самантпа усă курса, Тамарăна чăп чуптуса та илтĕм эпĕ.

Ыран çимĕк тенĕ кун савнă тусăм яла килчĕ. Эпĕ ăна хăйсен килĕ çумĕнчи лаштра ешĕл хăмла пахчи кĕтессинче тулли кăмăлпа хавасланса кĕтсе илтĕм.

Тамарăсем патне пӳрте кĕтĕмĕр. Урамалла пăхакан кантăк умĕнчи тăваткал пысăк сĕтел хушшинче унăн ашшĕпе амăшĕ, амăшĕ енчен туртуллă Микуç арăмĕ, амăшĕн аппăшĕ Хĕвуне карчăк лараççĕ.

— Пирĕн килес! — терĕм эпĕ алăк янаххи урлă каçнă-каçманах.

— Килсе пăхăр-ха, — хуравларĕ Тамара ашшĕ Иван пичи.

Пӳртре пĕр вăхăт шăп пулчĕ. Унтан эп сăмах пуçларăм.

Малалла

Асанне патĕнче хăнара


Эп паян ирех вăрантăм.

Хăнана ман каймалла.

Тум-тире хăвăрт пуçтартăм.

Эй, аппаçăм, тăмалла.

 

Вĕçтерер тăван яла,

Асанне кĕтет унта.

Хураçка та манăн тусăм.

Юлташсем нумай унта.

 

Такăр, якăр çулпала

Çитрĕмĕр яла.

Ах, епле илемлĕ вырăн,

Сывлăш уçă таврара.

 

Хăйĕн килĕ умĕнче

Асанне ларать.

Хураçка та хӳрипе

Йăлт та ялт вылять.

 

Пире хирĕç савăнса

Чупрĕ Хураçка.

— Манман иккен юлташна,

Шăмă ак сана!

 

— Асаннеçĕм, асанне,

Кĕтсе ил пире.

Сан валли пирĕн парне.

— Кĕрер-ха пӳрте.

 

Сире валли ăшă кукăль

Пĕçертĕм ирех.

Мĕскер эсир мăкăл-мăкăл?

Кĕрĕр, иртĕрех.

 

— Кăшт тăхта-ха, асанне,

Пăх-ха мĕн унта?

— Юратнă чăх сан валли

Тунă çăмарта.

 

Астăватна Кăт-Кăтна?

Ун чĕпсем халь пур.

Пыр, çитер вир юлташна,

Тырă та ак пур.

 

— Ах, маттур та эс, Кăт-Кăт,

Малалла

Анне


Анне килчĕ те чуп турĕ

Ăшшăн çеç манна.

Кулăн çраççине вăл уçрĕ,

Лăпкă–çке чунра.

 

Аннепе пĕрле чух ырă,

Уçĕ ун чĕри.

Сар хĕвел пекех пит ăшă,

Савăк–çке кулли.

 

Ун чĕрçи çине эп выртрăм.

Вăл лăпкать манна.

Çепĕç сассипе килентĕм.

Эс, анне, юрла.

 

Тарăн тĕлĕке эп путрăм…

Ман çумра анне.

Питĕ канлĕ эп çывăртăм

Аннепе пĕрле.

 

Куçа уçрăм та тĕлĕнтĕм:

Ăшă сĕт пӳртре.

Кукăль шăршипе килентĕм.

Тавтапуç, анне.

 

Тавтапуç сана, аннеçĕм,

Çумра эс ялан.

Маншăн пулăн эс хĕвелĕм

Çул çутатнăран.

 

Пĕр сана кăна уçатăп

Вăрттăнлăхсене.

Санра эп юлташ куратăп,

Пулăпăр пĕрле.

 

Ак кĕçех эпĕ çитĕнетĕп,

Ан хăра, анне.

Яланах сана эп сыхлăп

Вăйлă эп сĕре.

 

Пулăп эп хастар та паттăр.

Эс мухтан манпа.

Тăван çĕршыва эп сыхлăп

Ямăп эп ята.

 

Лăпкă çывăр эс, аннеçĕм,

Малалла

Анне пек пулас килет


Ман анне шкулта ĕçлет,

Ачасене ăс парать,

Ырăпала усала

Уйăрма вăл вĕрентет.

 

Вĕрентет анне пире

Юлташсене суйлама,

Ватăсене пулăшма,

Тавралăха юратма.

 

Юратаççĕ ачасем

Ырă кăмăлшăн ăна.

Тав тăваççĕ куçĕсем

Ăнланма пултарнăшăн.

 

Ӳссе çитсен манăн та

Ырă кăмăллă, сăпай,

Пултаруллă та ĕçчен

Анне пек пулас килет.

Вăрманта


Ир–ирех тăрса эп чупрăм

Улăхпа çăл куç патне.

Пит–куçа шывпа эп çурăм.

Ах, эпле аван ирпе!

 

Сар хĕвел сирсе ак пăхрĕ

Хăйĕн кăвак чаршавне.

Ырă кун сунса чуп турĕ

Ытарми тăван çĕре.

 

Тутлă ыйхă хыççăн уçрĕ

Сĕм вăрман симĕс куçне.

Ак,часах çаран вăранĕ

Илĕртсе хăйĕн патне.

 

Ăçталла эп çул тытам–ха?

Сĕм вăрман, эс кĕт мана.

Хăнана пырса каям–ха,

Хапăл тусам юлташна.

 

Мĕн тери ман ырă кăмăл,

Сывлăш уçă вăрманта.

Ак, мĕскер ку мăкăл-мăкăл?

Эй, чĕрĕп иккен кунта.

 

Вĕçтерех, чĕрĕп, вĕçтер, эс,

Тараватлă пĕчĕк чун.

Мĕн тери ĕçчен эс, тусăм,

Шав васкатăн кашни кун.

 

Кайăксем епле юрлаççĕ!

Тав сире, туссем, тавах.

Юррăрсем чуна уçаççĕ

Çутă ĕмĕтсем пурах.

 

Тунката çине эп лартăм,

Итлесе вăрман шавне.

Шăнкăрт! тунă сасă илтрĕм,

Килĕр, эп кĕтеп сире.

 

Тен, мулкач эс, е упа–и?

Малалла

Сигнал вăрттăнлахĕ


Миша машинăсем кĕрленĕ шавпа вăранса кайрĕ.

— Чуниллисем, хĕвел тухичченех персе çитрĕç. Тем пулнă ĕнтĕ, — терĕ унăн амăшĕ, чӳрече умĕнчен пăрăнса.

— Фашистсем-и?

— Камсем пулччăр тата... — аллине сулчĕ амăшĕ. — Юлашки чăх-чĕпе пуçтарса кайма килчĕç пуль ĕнтĕ.

«Сигнал тухса тăратмалла», — çиçсе илчĕ Миша пуçĕнче. Вăл вырăн çинчен йăпăр-япăр сиксе тăчĕ те çенĕке çăвăнма тухрĕ. Çав вăхăтра кил хушши алăкне хытă шаккани илтĕнчĕ.

— Тухса уç хăвăртрах, ывăлăм. Тем курса ларăпăр тата, — терĕ амăшĕ, пӳрт алăкне уçса.

Миша питне çуса пĕтермесĕрех алăк уçма тухса чупрĕ.

— Ком! Ком! Марш шкула! — урамалла тĕртсех кăларса ячĕ ачана куçлăхлă салтак. Хăй, пысăк аттисемпе кĕмсĕртеттерсе, пӳртелле кĕрсе кайрĕ.

Нумай та вăхăт иртмерĕ, фашист Мишăп вунă çулхи шăллĕпе вăрçă пуçланнăранпа вăхăтсăр ватăлса кайнă амăшне илсе тухрĕ.

— Шкула! Шкула! — васкатрĕ салтак, автомат тӳртĕшĕпе çурăмран чышса.

Малалла

Тав сăмахĕ


Манăн анне чи хитри,

Чи маттурри, чи ăсти.

Улăштармăп эп ăна

Никампа çак тĕнчере.

 

Анне кулли ăшăтать,

Вăй-хăват парса тăрать.

Анне сăмахĕ çĕклет,

Малашлăха çул уçать.

 

Çывăх çыннăм, аннеçĕм,

Асран тухмăн нихăçан.

Тав сăмахĕ эс манран

Йышăнсам çак сăвăран.

Кăтрашка


Шурă сурăх путек турĕ.

Вăхăт питĕ хăвăрт шурĕ.

Кăтра çăмлă пулнăран

Пит юратрăм чунăмран.

 

Тăрăшсах ăна вĕрентрĕм:

Кунсерен эп тĕкĕштертĕм.

Ӳссе çитрĕ Кăтрашка,

Пулчĕ тăчĕ мăн така.

 

Халь кĕтӳ кĕртме хăратăп,

Алăк умĕнчен таратăп.

Пăрăнмасан хăвăртах —

Таклаттарать вăл хытах.

Чее кушак


Асанненĕн кушак пур.

Ватăлчĕ те вылямасть.

Куçик питĕ чее, мур.

Шăши тытма васкамасть.

 

Ăна хăналас шутпа

Тухрăм ăман кăларма.

Ирхине ирех унпа

Утрăмăр пулă тытма.

 

Эп туртатăп вăлтана,

Кăларатăп çуйăна.

Кушак пăхать питтуна

Тутанасшăн пулăна.

Çăварни


Килсе çитрĕ çăварни,

Пĕр çул кĕтнĕ çăварни.

Икерчĕне пĕçерсе

Çирĕмĕр эпир эрне.

Вырсарни кун урама

Тухрăмăр эпир çула.

Ачасемпе выляма,

Хĕллене ăсатма.

 

Лашасемпе ярăнтăмăр,

Пурте пĕрле савăнтăмăр.

Çынсене пуçтартăмăр,

Çуркуннене йыхăртăмăр!

■ Страницăсем: 1... 320 321 322 323 324 325 326 327 328 ... 796