Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ĕмĕтсем, ĕмĕтсем...КĕперĔмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнекеКушкă ачиЮрату ҫӑлкуҫӗĔмĕр сакки сарлака. 1-мĕш томХĕçпе çурла

Шăмăсăр япала


Мăн саспаллисемпе «Чĕлхе валеçекен пункт» тесе çырнă çурт тĕлне çитсен, пирĕн герой Касантей куçлăхне сăмси çинчен шăлса илчĕ те лаши çинчен анчĕ. Лашине тункатаран кăкарса урамах хăварчĕ, хăй йăкăр-йăкăр утса шала кĕчĕ.

Магазин стенисем çине йĕри-тавраллах çипсем карса хунă та, çав çипсенчен тем тĕрлĕ чĕлхесем тирсе янă. Хăш-хăш чĕлхесем кĕленчерен тунă пĕчĕк шкапсенче выртаççĕ, хăшĕсене «суя чăпти» ăшне хунă та, чăптисем çине унта миçемĕш сортлă чĕлхесем пуррине ылтăн саспаллисемпе çырса паллă тунă. Магазинĕн малти стени çине пир карса, пирĕ çийĕн вырăсла «Язык до Киева доведет», чăвашла «Чĕлхе. Мускава та çитерет» тесе эрешлесе çырнă.

Магазинра приказчиксĕр пуçне никам та çук. Пирĕн Касантей кĕленче ăшĕнчи пĕр чĕлхе çине пӳрнипе тĕллесе кăтартрĕ:

— Ак çакă чĕлхе мĕнле йышшискер? — ыйтрĕ вăл сывлăшне çавăраймасăр тăнă хыççăн.

— Вăл Гоголь çырнă, «Ревизорти» Хлестаков чĕлхи пулать, — тет сăмах ваклама питĕ юратакан приказчик. — 35 пин Курьер чупни çинчен каласа парса..... суя чăпти тыттарас тĕлĕшпе 19-мĕш ĕмĕрте тĕнчери рекорда йышăннă Хлестаковăн чĕлхи пулать ĕнтĕ вăл. Чĕркесе парас-и?

Малалла

Чăвашсен аслашшĕ


Пирĕн нумай сăмахсем,

Хамăрăн сас паллисем.

Пурăнатпăр ирĕкре,

Калаçатпăр чăвашла.

 

Кам-ха тунă чĕлхене?

Кам-ха уçнă шкулсене?

Кам-ха тăрăшнă чунтан?

Вăй-халне те шеллемен?

 

Пурте ăна пĕлеççĕ:

«Улăп паттăр вăл», — теççĕ.

Мухтанатпăр паттăрпа,

Чăвашсен аслашшĕпе!

Силпи таврашĕ


Силпи таврашĕ… Иванов, Ухсай

Кунта çуралнă… Кашниех пĕлет.

Силпи çĕр-шывĕ панă талантсем

Çĕкленнĕ Мускавпа Париж таран.

 

Ухсай та, Иванов та пĕр йăхран

Слакпуç тăрăхĕнчи ĕçчен çынсем.

Нихçан та ал усса ахаль ларман,

Хайланă сăвăсем, поэмăсем.

Ухсая хисеп туса


Аслă Пушкăрт çĕрĕнчи

Хитре Слакпуç ялĕнче

Ĕçчен Пăртта йăхĕнче

Пĕр матуркка çуралнă.

 

Ашшĕ-амăш савăннă

Йăх тăсакан пур тенĕ

Якку тесе ят панă,

Пултăр вăл сатур тенĕ.

 

Ача ӳснĕ, çитĕннĕ,

Ặс пухмашкăн ăнтăлнă.

Çак тĕллеве пурнçлама

Тĕрлĕ çĕрте вĕреннĕ.

 

Хăйĕн йăхри тăванне

Иванова вуласа

Çамрăк Якку тăрăшса

Хăй те сăвăсем çырнă.

 

Пит янравлă сăввисем,

Поэмисем, романсем.

Çырнă поэт çулран-çул,

Пухăннă ун пысăк мул.

 

«Кĕлпук мучи» поэми,

«Халăхăн ылтăн кĕнеки»,

«Ача чухнехи çăлтăрĕ»

Ун ятне çӳле çĕкленĕ.

 

«Атă кунчинчи тетрадь»

Вăрçă хирне çитерет.

Салтакăн йывăр пурнăçĕ

Куç умне тухса тăрать.

 

Чăваш йăли-йĕркине

Ухсай пит аван-çке пĕлнĕ.

Хăйĕн хайлавĕсенче

Вĕсемпе вăл усă курнă.

 

Сăввисенчи тарăн шухăш

Ман чĕрене тыткăнлать

Ун ятне хисеп туса

Эпĕ çыртăм çак сăвва.

Çурхи тĕнче


Макăрса-ахăрса,

ташласа-юрласа

çитсе тăчĕ таврана

тĕрлĕ тумлă çуркунне.

 

Çурхи тĕнче вăранса,

йăл кулса, савăнса,

тутлă шăршă сарса

сăмсана кăтăклать.

 

Çутă питлĕ хĕвел

çӳлтен-çӳле хăпарса

тӳперен çĕр çинее

ăшшине спалать.

 

Çырмара кĕрлесе,

шавласа-шарласа,

таçтан-таçтан сарăлса

юхса выртать çурхи шыв.

Иккĕшĕн икĕ чĕлхе пулнă


Пӳрте пĕр лапчăкрах сăмсаллă лутрарах чăваш кĕрсе тăрать; çулĕсене илсен, 60 çул таврашне çитнĕ пулмалла. Аэроплан кӳлепи туса ларакан ача, хĕвел ăшшинче çӳренипе хура сăн çапнă питне-куçне килнĕ çын еннелле туса:

— Мĕн тетĕн эсĕ? Турă пулăштăр терĕн мар-и-ха? Апла мана ан кала. Мĕн пĕчĕкренпех эпĕ турра ĕненместĕп, — терĕ.

Килнĕ çын: «Манпа калаçакан шуйттан мар-ши?» — тесе тăкки-такки сăхсăхса илчĕ.

Пăхрĕ — кĕтесре икона та çук.

Унтан, кăштах ларсан, хăй умĕнче шуйттан мар, çывăх çын сăнлă ача ларнине аса илсен, хăюсăртараххăн ыйтрĕ унран:

— Сирĕн кĕтесре турăшсем те çук. Пурне те вакласа тăкрĕç-и вара вĕсем? Пĕрне те хăвармарĕç-и? Нимĕç пупĕсем: «Камăн кĕтесре турăш çакăнса тăрать, ăна большевиксем тĕрмене кайса хупаççĕ, хуçи тем чухлĕ тархасласа ыйтсассăн та, пӳртри турăсене вакласа, вĕсенчен турпас туса хăвараççĕ», — теççĕ. Вĕсем калани тĕрĕс пулнă. Турăш вырăйне халĕ кама пуççапатăр? — терĕ, кăвак куçĕсене чармакласа ярса ача çине пăхса.

— Пĕрне те хăвармарĕç! — терĕ ача татăклăн илтĕнекен сассипе.

— Пуртăпах вакласа тăкрĕç-и апла?

Малалла

Аннене


(55 çул тултарнă ятпа)

 

Çĕр çинче епле хитре

Пелĕт, çут тĕнче.

Эс паян епле хитре,

Савăн çĕр çинче.

 

Аллă пилĕк çул пĕрре

Пирĕн ĕмĕрте.

Чăннипех çунать чĕре —

Эсĕ пирĕнпе.

 

Эс мухтавлă та таса,

Пур ĕçре малта.

Тĕлĕнетĕп чăннипех:

Эс патвар, ăста.

 

Мухтанатпăп санпала

Эпир чăнласа.

Ыр сунатпăр пĕтĕмпе;

Пурăн савăнса.

 

Сывлăх пултăр санпала,

Пурăн ырлăхра,

Туп телей ялан çапла

Савăн мăшăрпа.

 

Ватăлмашкăн ан васка

Эсĕ паянтан.

Яланах чун малалла —

Вăл ялан пуян.

 

Турă панă сывлăхпа

Пурăн савăнса.

Ял çинчи пур ырлăхпа

Савăн ыр курса.

 

2010, раштав уйăхĕ

Юратнă вĕрентекенсене


Вĕрентекен! Яту сан мухтавлă,

Çĕр-шывăм сана пуç таять.

Ĕçӳ сан паян пархатарлă:

Пурнăç çулне вăл уçать.

 

Класа эс кĕретĕн хăюллăн,

Миçе куç сăнаççĕ сана!

Пĕлӳ тĕнчине эсĕ уçăн —

Малтан малалла талпăнма.

 

Чуну сан таса та яр уçă,

Чӳрӳ те хĕрӳ те вĕри.

Кашни сăмаху — ылтăн уçă,

Яр уçă пĕлӳлĕх тĕнчи.

 

Вĕрентекен! Санпа мухтанатпăр,

Эс чĕрĕ çăл куçăн таппи.

Сана чĕререн ыр сунатпăр,

Ан сӳнтĕр санра чун ăшши!

 

2010, авăн уйăхĕ

Çĕнтерӳçĕ салтак


Аслă Аттелĕх вăрçи пуçланать —

Совет салтакĕ çапăçма каять.

Чĕри унăн вут-кăвар пек çунать —

Сĕмсĕр тăшмана кураймасла тапать.

 

Аслă вăрçă хирне вăл çитет —

Тăшманпа çапăçма тытăнать.

Çĕре ӳксен — каллех вăл тăрать,

Сăхă нимĕç эшкерне аркатать.

 

Салтака тăван çĕр вăй парать —

Фашиста вăл каялла хăвалать.

Гитлер çарĕ чакнăçемĕн чакать —

Совет салтакĕ чунтан савăнать.

 

— Çĕнтереймĕн, çĕлен, совет халăхне!

Памăпăр кулма хамăртан ĕмĕрне! —

Тупа туса вăл хаяррăн пăшăлтатать,

Çĕнтерў маякĕ патне талпăнать.

 

Çĕнтерӳçĕ салтак чапĕ таврана каять —

Ăна пĕтĕм халăх чунтан саламлать!

Паттăра кашни чун хумханса мухтать —

Çĕре çити пуç тайса чĕререн тав тăвать!

Пирĕн анне


Анне пирĕн пит ĕçчен:

Ир-ирех вăл вăранать,

Выльăх-чĕрлĕхе пăхать,

Апатне те пĕçерет,

Пире шкула ăсатать.

 

Эпир шкултан киличчен

Лавккана кайса килет,

Тутлă кукăль пĕçерет,

Пўртĕмĕрте тирпейлет,

Шкултан килессе кĕтет.

 

Пирĕн анне — пит ĕçчен,

Пĕр канмасăр тăрмашать,

Пирĕншĕн вăл вăй хурать,

Пирĕншĕн вăл савăнать,

Çын пулма вăл пил парать.

■ Страницăсем: 1... 317 318 319 320 321 322 323 324 325 ... 796