Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ӑшӑ ҫумӑрТĕлĕнтермĕш юмахсемАсаттесемХĕрлĕ тюльпанĔмĕр сакки сарлака. 3-мĕш томҪул юлташӗСӗве Атӑла юхса кӗрет. Пӗрремӗш кӗнеке

Хĕрлĕ галстук


I

Вăрманти полустанокра поезд çинчен виçĕ-тăватă чăваш тата пĕр вун-вуник çулхи ача тухса юлчĕç.

Ача шурă кĕпепе, кĕске хăмăр йĕмпеле. Мăйне хĕрлĕ галстук çыхнă. Пуçĕнче хĕрлĕ çăлтăрлă шурă шлепке. Уринче хура чăлхапа пушмак. Чăлхи, вăрăмскер, ача урисене яштак кăтартать. Ачан пĕтĕм пӳ-сийĕ, уткалани, пăхкаласа тăни илемлĕ.

Чăвашсем, полустанокран тухсан, вăрман хĕррине чĕлĕм туртма ларчĕç. Ача çурăм хыçĕнчи пĕчĕк кутамккине çӳлерех хăпартса çыхрĕ те вăрман сукмакĕпе çăмăллăн утрĕ.

Çуллахи кун каç еннелле сулăннă. Хĕвел чалăшшăн пăхать, йывăç çулçисем витĕр сукмак çине унăн çути тĕл-тĕл ӳккелет. Ванюк, вăрмана кĕрсенех, унталла-кунталла пăхкаларĕ. Тăван вăрман, тăван çĕршыв! Ванюк ку вăрманти кашни йывăçа, кашни шĕшкĕ тĕмине тенĕ пекех астăвать. Акă сукмак хĕрринче кукăр-макăр ват улмуççи ларать. Çак улмуççи çинчен Ванюк выçлăх çул пĕр витре улма пухнăччĕ. Улмисем вĕтĕ, сип-симĕс, çăвара чикмелле мар йӳçĕччĕ. Ванюк амăшĕ çав улмасене, кăмакана хывса пĕçерсе, ачисене çитеретчĕ. Выçлăх çул мĕн-мĕн çимен-ши? Выçлăх çул Ванюкăн ашшĕ, икĕ йăмăкĕ вилчĕç. Ванюк та, выçлăх çул килте пурăннă пулсан, вилетчĕ пулĕ. Юрать Ванюка амăшĕ çине тăрсах ву-лăсри ытти ачасемпе пĕрле Мускава ячĕ. Мускава кайман пулсан, Ванюк паян кун çак сукмакпа: «Халех киле çитетĕп, аннене куратăп», — тесе хавассăн утса пынă пулĕччĕ-ши? Выçлăх çул, асран кайман йывăр çул... Сарă çӳçлĕ, йăлтăркка куçлă пĕчĕк Санюк халĕ те Ванюкăн куçĕ умĕнче. Ыраш çăкри, паранкă çинĕ чух Санюк чупса çӳресе вылятчĕ, кулатчĕ. Кĕркунне, çимелли пĕтсен, Санюк улшăнчĕ. Çимелли йĕкел пашалăвĕ çеç. Санюкăн илемлĕ пичĕ кăн-кăвак пулса кайрĕ. Тути хуралчĕ. Икке кайнă пĕчĕк Санюк утайми те пулчĕ. Кунĕ-кунĕпе пукан çинче ларса: «Мемме-е», — тесе аллисене кăнтаратчĕ. Вилес умĕн малтанхи кун Санюк пукан çинче сулкаланса ларать. Йĕкел пашалăвне çăварĕнче мăкăлтаттарса нăчăк-нăчăк! ĕмет. Амăшĕ ачана ачашласа сăпкана вырттарчĕ. Санюк çĕрле сăпкарах вилсе выртнă...

Малалла

Кушак


Пирĕн килте кушак пур.

Пит чее те, пит маттур.

Вăр-вар анчах вăл чупать,

Хăна килессе туять,

Шăшие вăл хăвалать,

Питне çуса кăтартать.

«Мăр-мăр», — тесе йăпшăнать,

Ура тавра çаврăнать…

Эп кушака пит юрататăп,

Юратнипе ăшă сĕт паратăп.

«Эп утатăп урампа...»


Эп утатăп урампа

Юрĕ кăчăрт ман айра.

Юр пĕрчи ӳкет çаплах,

Нумаях та мар çапах.

 

Туртса пырап çунашка

Ярăнмашкăн хаваспа.

Манпа пырать Хураçка

Выляса çунашкапа.

 

Эпĕ ярăнтăм каçчен

Мана тунсăхлă пĕччен.

Çапах Хураçкапала

Эх, аван-çке ярăнма!

Пулăçă


Хĕвел таçта пытаннă,

Шăпланнă кайăксем.

Шур упа пек мăраннăн

Куçаççĕ пĕлĕтсем.

 

Кĕçех тапратрĕ çумăр

Янăравлă кĕввине,

Ӳкет вăл шăпăр-шăпăр

Кăтра хумсем çине.

 

Шыв хĕрринче пĕр пулăç

Тармарĕ çумăртан.

Пит чăтăмлă, хăюллă

Вăл ларчĕ çыранта.

 

Çав пулăç ĕнтĕ «ватă»

Куллен вăл пулăра.

Нумай та мар, сахал та

Вăл кайнă саккăра.

 

Ишет çăп-çăмăл путăш

Ача тимлет, кĕтет.

Хăй пуçĕнче пĕр шухăш

Хитрен вĕлтĕртетет:

 

«Çăрттан пулсан тем пекчĕ,

Уланкă е сасан…

Телейĕçĕм, килсемччĕ,

Ан пăрăн эс манран.

 

Вакки лексессăн — кайтăр,

Васкатăр хăй килне.

Ман вăлтана хыптартăр

Чи пысăк пиччĕшне»

 

Кĕçех пĕтет ăманĕ,

Пулмарĕ ăнăçу.

Хăçан çупах çакланĕ?

Çупахĕ çук та çук!

 

Ак курăр! Ак ăмсанăр!

Ай-яй! Епле хавас!

Пит самăр, питĕ самăр,

Çакланчĕ халь карас!

 

Малалла

Çутă ĕмĕтсем


Эп пурăнатăп Штанашра

Хастар та харсăр тăрăхра.

Кулленех шкула çӳретĕп,

Тĕрлĕ предмет вĕренетĕп.

Манра чăваш юнĕ чупать,

Çакăнпа эп мухтанатăп.

Хам юратнă чĕлхепе

Ĕмĕтленме юрататăп.

Çил-тăман вĕçтерет урамра,

Ĕмĕтсем çуралаç пуçăмра.

Эх, пуласчĕ ман хулара-

Атăл çинчи Шупашкарта!

Залив хĕррипелле утасчĕ,

Акăшсемпе йăпанасчĕ.

Палăк-аннене ыталасчĕ,

Телейлĕ пулма пил илесчĕ.

Пулас килет ман Мускавра —

Чи пысăк-пысăк хулара.

Кремле çитсе курасчĕ,

Мавзолей курса тĕлĕнесчĕ.

Каяс килет ман кăнтăра,

Тĕлĕнмелле ăшă вырăна.

Кайăксемпе пĕрле вĕçме,

Тутлă-улма — çырла çиме.

Курас килет ман Слакпуçа —

Ухсай çуралнă вырăна,

Ухсай чавтарнă çăлкуçа,

Вăл çитĕнтернĕ хурăна.

Тĕрлĕ чĕлхесем чылай,

Чаплă чĕлхесем нумай.

Чăваш чĕлхи пекки çуках!

Чăнахах, тĕрĕс сăмах.

Маттур, ĕçчен чăвашсем,

Сăнарлăхпа палăрнисем.

Кашни тивĕç мухтава,

Кашни тивĕç чыслава.

Чыса тивĕç чăваш нумай!

Малалла

Аслашшĕпе мăнукĕ


Борки ялĕнче пурĕ те вунултă кил кăна. Вăл варман хӳттине пытанса ларнă. Анкарти хыçне тухатăн-вăрман пуçланать, укăлчаран иртетĕн — каллех вăрмана лекетĕн. Кăнтăр енче вара пысăках мар уйсем, çарансем, уçланкăсем пур. Вăл уйсене колхозниксем тырă-пулă акса тума вăрмап хăртса тунă. Çуллахи вăхăтра Боркине пĕртен-пĕр çул пырса кĕрет. Вăл ялтах вĕçленет. Малалла каймасть. Вăрман леш енче шурлăх пуçланать. Вуншар километра тăсăлать вăл хăшпĕр тĕлте. Шурлăха çулла лашапа мар, çуран çын та ура ярса пусма хăрать. Чĕррĕнех ĕмсе çăтать иккен вăл шурлăх чĕрчуна.

Ялти хăюллă сунарçăсем çак çăткăн шурлăх урлă та çул хывнă-мĕн. Вăл вăрттăн сукмака ялти ватă çынсемпе партизансен разведчикĕсемсĕр пуçне урăх никамах та пĕлмест.

Утпа çӳремелли пĕртен-пĕр çула партизансем юриех юрăхсăра кăларчĕç. Шурлăх урлă хăма сарса тунă икĕ километр тăршшĕ çула сӳтсе тăкрĕç. Çуна çулĕ лариччен пĕлмен çын, темле тăрăшсан та, яла лекеймест.

Çакна шута илсе-и, партизансен командованийĕ Боркире госпиталь уçма шутларĕ. Ялта аманнă е чирленĕ партизансем сывалаççĕ. Тепĕр чухне кунта пĕтĕм отряд кăштах канса илме е мунча кĕрсе тасалма чарăнса тăрать.

Малалла

Чипер каччă вăрçăра


Чипер каччă салтакра,

Чипер каччă вăрçăра.

Çапăçать тăван çĕшывшăн,

Ирĕклĕхе çăлассишĕн.

Эп тĕллентĕм каçхине

Паттăр Ухсай çапăçнине.

Аркатса нимĕç çарне

Тăван килне таврăннине.

Туссем, çакна манар мар!

Ухсай ятне асăнар!

Çакă çутă çын çинчен

Юрă юрлăпăр ирччен!

Мăрăлкка


Манăн тусăм Мăрăлкка

Кӳлепи ун чăмăркка.

Хури вăрăм, пăлтăркка

Çăмĕ сăрă, кăпăшка.

 

Çывăх тусăм, Мăрăлкка

Ах, ытла-çке йăпăлкка.

Юратмасть шăши тытма

Вăрттăн сĕтĕрет хăйма.

 

Юратать çак Мăрăлкка

Хĕвел çинче çывăрма.

Сар чĕпсемпе выляма,

Хушăран пулла кайма.

 

Ах, Мăрăлкка, Мăрăлкка,

Юрататăп-çке сана.

Эсĕ питĕ мăнтаркка

Ытарма çук кăмална.

Пăшалпа та перопа та


(Ухсай Яккăвĕн сăввисене вуланă хыççăн пуçа килнĕ шухăшсем)

 

Хăрушă вăрçă пуçласа

Пире тăшман тапăнсан

Совет халăх кар тăрать,

Фашиста çапса аркатать.

Пур çыравçăпа поэт

Алла повестка илет.

Кашни поэт-патриот

Сăввисемпе кĕрешет.

Тӳпере «Юнкерс» кĕрлет,

Яков пичче ăна илтмест,

Фашист бомба пăрахать,

Поэт тăрăшсах çырать.

Траншейăна чĕтретсе

Снаряд çумра шартлатать,

Куçа-пуçа хупласа

Йăлтах çунма тытăнать.

Лутăрканнă кăвак хут

Ялкăшса çунма пуçлать,

Татăк-кĕсĕк кăранташ

Алăран тухса тарать.

Урăх хут татăк тупса

Каллех кăранташ тупать.

Чĕркуçи çине хурса

Сăвва малалла тăсать.

Шăп та лăп тăват çулталăк

Утнă вăрçă хирĕнче.

Юн, тар шăрши те саплăк

Юлнă унăн асĕнче.

Пăшалпа та перопа

Çапăçнă вăл тăшманпа.

Тăван ялпала çĕршывшăн,

Чыспала ирĕклĕхшĕн.

Ухсай Яккăвăн çăлтăрĕ

Пире çул кăтартать.

Ялкăшакан кăвайчĕ

Пурне те ăшăтать.

Хĕвел шевли


Çутă, сенкер тӳпере

Хĕвел вылять шевлипе

Пĕр шевли ӳкет шыва

Тĕкĕр евĕр çуталса.

 

Тепри кĕрет вăрмана

Вăратма уçланкăна.

Пуçлать кайăк юрлама

Çĕнĕ куна мухтама.

 

Хĕвел анчĕ улăха

Вăл пуçтарчĕ сывлăма.

Пĕчĕк чĕр чун васкаса

Апат шырать таврара.

 

Кантăк витĕр сăрхăнса

Кĕчĕ хĕвел пĕр çурта.

Тутлă тĕлĕксем курса

Хуп турттарать пĕр ача.

 

Шевлипе сава-сава

Ак вăратрĕ ачаша.

Васка эсĕ урама

Çĕнĕ куншăн савăнма.

■ Страницăсем: 1... 319 320 321 322 323 324 325 326 327 ... 796