Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Кулăшла калавсемЧакăл-туКăра çилсем. Иккĕмĕш кĕнекеЙытă тĕлĕкĕШăплăхри аслатиЧапшăн пурăнмастпăрТĕлĕнтермĕш юмахсем

Вупăр


I

Эпĕ пĕчĕккĕ, улттă-çиччĕре пур пулĕ... Пĕрре атте анкартинче авăн типĕтет. Каç пулнă. Пӳртре хăй çутнă. Анне каçхи апат пĕçерет. Эпĕ анне патĕнче вăл ĕçленине пăхса ларатăп. Пиччепе аппа урамра кӳршĕ хĕрĕпе калаçса тăраççĕ. Вĕсем кулса калаçни пӳртех илтĕнет. Вучахри вут çунса пĕтме тытăнсан, анне мана:

— Яшка пиçрĕ, аçуна кайса чĕн, апат çийĕпĕр! — терĕ.

Эпĕ хамăн кивĕ сăхмана пĕркентĕм те çара пуçăнах анкартине вĕçтертĕм. Чĕрĕ лаша пулса, пуçа каçăртса, сиккелесе чупатăп.

— Апат çимелле! — тесе кăшкăратăп.

Йĕтем çине çитрĕм. Пирĕн авăн çумĕнче аттепе Якку пичче кукленсе ларнă та чĕлĕм туртаççĕ.

Якку пичче, ватă старик, пирĕн кӳршĕ. Вăл та хăй йĕтемĕ çинче авăн типĕтет. Пирĕн йĕтемсем юнашарах. Якку пичче атте патне чĕлĕм туртма, калаçса ларма пынă.

Авăнсем мăкăрланаççĕ. Тырă шăршипе тĕтĕм шăрши сăмсана çапать. Çанталăк тӳлек, уяр. Тулли уйăх тăрă пĕлĕт çинче çап-çутă курăнать. Капансем урлă пирĕн йĕтем çине çутатса пăхать.

— Ытла çутă. Авăн çапма пит аван, — терĕ атте. Хăй, çанталăк аван тăнипе ăмсанса, йĕри-тавра пăхкаласа илчĕ.

Малалла

Пурăнсам ялан, этем


Çакă çутă тĕнчере

Вăйли çук та этемрен.

Пĕтĕм пурнăç ун çинче,

Пурнăç — унăн аллинче.

 

Йĕркелерĕ хăй тĕнче,

Халăхшăн мĕн кирлине.

Хăрамарĕ нимĕнтен,

Акă вăл — чăн-чăн этем.

 

Шеллемест этем вăйне,

Тăвасшăн шав ыррине.

Шел, ăнмасть ĕç хăш чухне,

Пĕлмесен майне-шывне.

 

Пурăнсам ялан, этем,

Çутă куншăн савăнса.

Çитмест пек-им саншăн тем,

Куçран пăхсам йăл кулса,

Çӳресем ыр ĕç туса.

Атăл хумĕсем


Хаваслă хумсем пĕр-пĕрне хăвалаççĕ,

Анчах пĕр–пĕрне вĕсем тытаймаççĕ.

Çырана перĕнсен пĕрлешсе çухалаççĕ,

Пурпĕрех хумсем выляма чарăнмаççĕ.

Çыран еннелле —

Аслă Атăл ярать хумсене,

Хăш-пĕр чух вăл шăпланать.

Çывăрса кайнă пек туйăнать.

Куç умĕнче шыв вăранать,

Пăшăлтатса чăвашла калаçма тытăнать.

Ун шавĕнче — чăваш юрри,

Çармăс çемми, тутар кĕвви…

Ун кĕрлевĕнче лаштра юманăн сасси…

Ачалăх урамĕ


Ачалăх урамĕ,

Тав ĕмĕр сана.

Асамлăх урамĕ

Эс пултăн мана

 

Ачалăх урамĕ —

Чун савнă тĕнче.

Сана ят хурам-и,

Чи хаклă ĕнче.

 

Хаваслă ачалăх

Ман иртнĕ кунта.

Мĕн чул тăван халăх

Ыр курнă унта.

 

Ачалăх урамĕ,

Ан ватăл нихçан.

Телейлĕх турамĕ

Эс панă тахçан.

Эх, илемлĕ таврара


Шăтса тухрĕç тулă калчисем,

Сарăлаççĕ йывăç çулçисем.

Палласа илеймĕн палана —

Чечекре вăл ĕнтĕ тахçанах.

Эх, илемлĕ пирĕн çуркунне

Çут çанталăк ырă ун чухне.

Çурхи тулă сарă шăркара,

Савăн, савăн, сарлака уй-хир,

Кĕç çитетпĕр сан пата эпир.

Эх, илемлĕ çĕршывра çулла,

Пур çĕрте те уçă кăмăла.

Ак, сентябрь турĕ çĕн йыхрав:

Шăнкăр-шăнкăр сас парать шăнкрав.

Ачасем васкаççĕ халь шкула, —

Иртсе кайрĕ тепĕр хут çулла.

Эх, илемлĕ пирĕн кĕркунне,

Пухса кĕртнĕ хыççăн тыр-пулне.

Аслати


Кăнтăрла çитсе килет. Хĕвел пит пĕçертет. Тӳпе хĕрринче хураллă-шурăллă çумăр пĕлĕчĕсем купаланса тăраççĕ. Тапхăр-тапхăр аякра аслати хуллен хăнтăртатса илет. Лявук пиччен улмуççи пахчинче ача-пăча сасси пур. Аякранах ян-ян илтĕнет. Виçĕ хĕрача çатан карта çинче ларать. Лапсака, вĕтĕ улмаллă улмуççи ачасем ларакан тĕле сулхăн тăвать. Ачасем виççĕшĕ те аркисене сип-симĕс вĕтĕ панулми тултарнă. Хĕвелпе пиçсе хуралса кайнă урисене суллакаласа улма çисе лараççĕ.

— Эпир улма çинине эсир никама та ан калăр, — тет ултă çулхи Укçине — Лявук пичче хĕрĕ. Хăй симĕс панулмине ирĕксĕр çинĕ пек, тути-çăварне чалăштарса, куçĕсене хĕссе чăмлать.

— Атте пасартан килет пулĕ ĕнтĕ. Вăл, эпир улма çинине курсан, ятлаçать. Улмана пулса çитмесĕр çимеççĕ тет. Пулса çитмесĕр çисен, аслати çапать тет.

— Халĕ пире аслати çапать-и ĕнтĕ? — тесе ыйтрĕ пилĕк çулхи пĕчĕк Марук. Хăй çыртнă улмине çăварĕнчен кăларса илчĕ. — Аслати çапать пулсан, çыртнă улмана та пулин çиес мар. Чăнах çапать-и вара? — татах ыйтрĕ Марук йĕрсе ярас сассипе.

Çичĕ çулхи Праски, çак хĕрачасенчен чăн пысăкраххи, хăйне пысăк çын вырăнне хурса калать:

Малалла

Аннене


Эпĕ хамăн аннене

Питĕ юрататăп.

Ăна хамăн сăввăмра

Ыр кун-çул сунатăп.

 

Манăн вăл — чи илемли,

Чунăма лăпкать юрри.

Суйламаççĕ аннене,

Ма тесессĕн вăл — пĕрре.

 

Ман анне — пĕртен–пĕрре,

Чи çепĕççи тĕнчере.

Ялан çĕклен чĕрене,

Тавтапуç сана, анне.

Манар мар аннене


Анне чĕри — чи хитри,

Анне чĕри — чи ырри.

Анне чĕри — чи пахи,

Анне чĕри — чи хакли.

 

Анне пире çуратать,

Лăпка-лăпка ӳстерет.

Ыр çын пулма вĕрентет,

«Ĕçре малта пулăр», — тет.

 

Эпир хамăр аннене

Нихăçан та манар мар.

Унăн ырă сăнарне

Çĕр çинчен çухатар мар.

 

Анне, эс пĕртен–пĕрре,

Сар хĕвел пек тӳпере.

Эс — чи ăшши тĕнчере,

Юлăн ĕмĕр чĕрере.

«Юрататăп Шăмăршă ялне...»


Юрататăп Шăмăршă ялне,

Пуян та сап-сарă уй-хирне.

Таврари илемлĕ вăрманне,

Хисеплетĕп Шăмăршă ялне.

 

Урамра ешереç йывăçсем,

Тутлă шăршă сараç чечексем.

Савăнса выляççĕ ачасем,

Шăмăршра ӳсеççĕ ыр çынсем.

 

Юрататăп Шăмăршă ялне,

Тунсăхлатăп ун чипер сăнне.

Кашни парĕ хăйĕн вăй-халне,

Çĕклемешкĕн тăван кĕтесне.

Кукаçей


Кукаçей патне васкатăп,

Эп ăна пит юрататăп.

Каласа парать юмах,

Миххинче — çĕр пин сăмах.

 

Вĕрентет ыр çын пулма,

Вăл хушмасть çынран кулма.

Тăрăшсах ăна итлетĕп,

Ун пекех пуласчĕ тетĕп.

 

Кукаçей, ан ватăлсам,

Çĕр çулччен эс пурăнсам.

Юрататăп эп сана,

Савăнтар эс те мана.

■ Страницăсем: 1... 316 317 318 319 320 321 322 323 324 ... 796